Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнче ялхуçалăх продукцине туса илесси юлашки 12 çулта 65 процент ӳснĕ, фермерсен пайĕ вара -- сакăр хут! Çакăн пирки Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр декабрĕн 16-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Хирти Репьевка ялĕнчи Николай Ивандеев фермер базинче иртнĕ ларура пĕлтерчĕ.
Ку тĕлпулу Н.Ивандеев фермер ĕçне пуçăнни 25 çул çитнине халалласа иртрĕ. Çаплах уява Ульяновск облаçĕн ял, вăрман хуçалăхĕсен тата çутçанталăк пуянлăхĕсен министрĕ Михаил Семенкин, унăн çумĕ Наталья Снежинская, облаçри фермерсен ассоциацийĕн (АККОР) пуçлăхĕ Вячеслав Варганов, Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕн Виктор Антиповăн пулăшаканĕ Анатолий Самойлов, Чăнлă район пуçлăхĕ Ханяфи Рамазанов, облаçри чи лайăх фермерсем, Николай Григорьевичăн чи çывăх тăванĕсем тата тусĕсем хутшăнчĕç.
Сергей Иванович хăйĕн сăмахĕнче фермерсен ĕçне пысăка хурса хакларĕ, вĕсем юлашки вăхăтра хăвăрт аталанса пынине палăртрĕ. «Паян фермер хуçалăхĕсем – облаçри апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕ», - терĕ вăл.
Н.Ивандеев 1992 çулта хăйĕн ĕçне 60 гектартан пуçланă. Çулсерен аталанса пырса паяна вăл çак лаптăка 2 пин те 500 гектара çитернĕ. 2017çулта кунта пĕр гектартан вăтамран 60 центнера яхăн тырă илнĕ. "Рослизингпа" килĕшӳ туса ĕçлесе техника паркне юлашки çулсенче кăна 85 процент çĕнетнĕ. Кăçал, сăмахран, лизинг мелĕпе 10 миллион тенкĕ тăракан «Акрос» комбайн туяннă, çаплах икĕ пысăк ангар çĕклесе хунă. Унччен базăра виçе пулман, кăçал вара 80 тонна виçекеннине майлаштарса хăпартса хунă. База территорине бетон плитасем тытса тата пысăклатнă. Халĕ Николай Ивандеев фермер – облаçри чи ăнăçлисенчен пĕри. Вăл Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ фермерĕ, Раççей Федерацийĕн агропромышленноçĕн Хисеплĕ ĕçченĕ. Вăл Мускавра, Раççейри ытти хуласенче, ют çĕршывсенче (АПШ, Финлянди, Германи) иртекен куравсене, семинарсене, конференцисене ялан хастар хутшăнать, хăйĕн опычĕпе паллаштарать, сăмах тухса калать.
М.Семенкин министр фермерсем акса тăвакан çĕр виçĕ хут, сăвакан ĕнесен шучĕ тăватă хут ӳснине палăртрĕ. «Халĕ фермерсем облаçри ялхуçалăх продукцийĕн 14 процентне туса илеççĕ»,-терĕ вăл.
В.Варганов вара çак ĕçре фермерсене патшалăх пулăшу панине палăртса хăварчĕ. Правительство хăйĕн тӳпине хывать: грантсем парать, субсиди уйăрма майсем тупать, кредит илнин тата сутнă сĕтĕн пĕр пайне саплаштарать. 2012 çултанпа Раççейре фермерсене грант парасси пурнăçа кĕнĕ. Пирĕн облаçра çак пулăшăва 235 фермер хуçалăхĕ илнĕ (пĕтĕмĕшле сумми – 428 миллион тенкĕ).
С.Морозов кĕпĕрнаттăр салам сăмахĕ каланă май Н.Ивандеева тăрăшуллă ĕçĕшĕн, пысăк тухăç илнĕшĕн тата хăйĕн ывăлне Григорие çĕр ĕçне явăçтарнăшăн тав турĕ, малашне ăнăçусем сунса пысăк та илемлĕ картина парнелерĕ. М.Семенкин министр та, ыттисем те пушă алăпа пыман, вĕсем Николай Григорьевича саламласа парнесем тыттарчĕç, унран тĕслĕх илмелли пирки каларĕç.
Ивандеев хуçалăхĕ производствăна аталантарнă май ыркăмăллăх çинчен те манса каймасть, шкулсене, садиксене, ватăсене пулăшать. «Канаш» хаçата та кунта вуласа тăраççĕ, çулсерен10 экземпляр çырăнса илеççĕ.
Тĕлпулура çаплах «Династия фермеров Ивандеевых» кĕнекен хăтлавĕ иртрĕ. Пухăннисем çакăн пек кĕнеке кашни фермер çинчен çырмалла терĕç. Кĕнекене хăнасене валеçсе пачĕç.
Уява хăйсен хаваслă та хĕлхем сапса тăракан юррисемпе Шупашкартан ятарласа килнĕ чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров тата Марта илемлетрĕç.
 
: 187, Хаçат: 52 (1453), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: