Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Автор Çинчен. Николай Васильев 1917 çулта Октябрь (халĕ Нурлат) районĕнчи Уксăмлă ялĕнче çуралнă. Ерепьелĕнче колхоз çамрăкĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Ульяновскра педагогика рабфакне пĕтернĕ те Чаллăпуçĕнчи шкулта ачасене географи вĕрентнĕ. 1940 çулта ăна финн вăрçине илсе кайнă. Çавăнтанах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмлă çулĕсемпе утма тытăннă. 1944 çулта ури йывăр суранланнипе килне таврăннă. Хăйĕн пĕлĕвне Ульяновскри педагогика институтĕнче ӳстернĕ хыççăн Тĕкĕрмел ялĕнче сакăр çул вĕренмелли шкул директорĕ пулса 20 çула яхăн вăй хунă. Унтан тивĕçлĕ канăва кайнă. Çав тапхăрта калавсем çырма тытăннă. Вĕсене районта тухса тăракан "Туслăх" тата Ульяновскри "Канаш", Хусанти "Сувар" хаçатсенче пичетленĕ.
 
Ку ĕç Çĕнĕ çул вăхăтĕнче пулса иртнĕччĕ. Хĕветут пиччепе Нина инке ирех тăчĕç те апат-çимĕç пĕçерме тытăнчĕç. Пĕри вутă йăтса кĕчĕ те кăмакине хутса ячĕ, тепри чуста çăрать, икерчĕ пĕçерет. Иккĕшĕ те тăрăшсах ĕçлеççĕ-ха вĕсем. Паян Çĕнĕ çул ячĕпе вĕсем хăйсем патне хăна пуçтарасшăн, хăйсен пуянлăхне çынсене кăтартасшăн.
Юр пĕрчи пек çутă куçĕсене йăлтăртаттарса упăшки çине пăхрĕ те Нина мăйне тăсса çапла каларĕ:
-Юратнă мăшăрăм, итле-ха, манăн апат-çимĕç хатĕр ĕнтĕ, кай-ха эсĕ хăнасене илсе кил, эпĕ унччен сăра та сĕрсе хурăп.
Хĕветут тухса кайнăранпа 3-4 сехет те иртсе кайрĕ, хуçа çук та çук. Нина инке чӳ-речерен темиçе хутчен те пыра-пыра пăхрĕ, тӳсеймесĕр кĕпе вĕççĕнех урама тухса кĕчĕ, никама та курмарĕ.
"Сĕтел çине лартнă апат-çимĕç сивĕ-нсе каять вĕт", – пăшăрханчĕ хуçа арăмĕ. Çилли кăвас чĕресĕнчи чуста пек йӳçсе хăпарчĕ, çунса каяс патне çитрĕ, тӳсеймесĕр алăкăн-тĕпелĕн уткаларĕ. "Таврăнтăр кăна, эпĕ ăна кăтартатăп тĕнчене манса çӳреме!" - тесе чăмăрĕпе юнарĕ. Сысна яланах пылчăк тупать çав. Кăнтăрла иртсен пайтахран хуçа сыпса килне таврăнчĕ. Хĕветут пӳртне кĕнĕ-кĕменех арăмĕ ăна тискер кайăк тапăннă пекех тапăнчĕ.
-Çак вăхăтчен ăçта сĕтĕрĕнсе çӳрерĕн/ Хăнусем ăçта/ Каллех çав Елюк патне кĕтĕн пуль, çавăнта хăна пултăн пуль-ха. Пыраймарăм, пынă пулсан çав Елюкăн пĕр пĕрчĕ çӳçне те хăвармастăмччĕ! Сана качча килсе çакăн пек илемлĕ ӳт-пĕве сая ятăм! - терĕ арăмĕ.
Ку сăмахсем Хĕветута чĕринчен пăшатанпа чышнă пекех туйăнчĕç.
-Эсĕ... Эсĕ кам, ара, пит/ Эпĕ качча илмен пулсан качча каяймастăнччĕ вĕт. Кама кирлĕ вăл чикан майри пек хура хĕр, пăх-ха эсĕ хăвна куçкĕскирен.
-Çапла темесĕр, ара, мана 2-3 çĕртен качча илес тесе калаçтарса тăратчĕç, санăн хăвăн та каппайланмалли нимех те çук, сăмсу вут тукмакĕ пысăкăш, куçу лаша куçĕ пек, уткалама та çын пек утма пĕлместĕн.
-Э-э... Пĕлетĕп, - терĕ упăшки. - Сана качча илес тенине. Çав Шĕпĕн Микихверĕ пуль-ха, килĕрен киле сĕтĕрĕнсе çӳрет – пĕр черкке эрех ыйтса. Мана качча килнĕ чухне санăн йĕмĕ те çукчĕ, пĕр хут кĕпепе качча килтĕн мар-и/ Кала-ха, кам сана улпут майри пек тумлантарчĕ/
Арăмĕ сассине çемçетрĕ те:
-Эсĕ, - терĕ. - Эх, Хĕветут, паян пысăк праçник, шăкăл-шăкăл калаçса, йăл-йăл кулса праçнике кĕтсе илес чухне сăлтавсăрах хирĕçетĕн.
-Эпĕ хирĕçетĕп иккен. Эпĕ килсе кĕрсенех мана хăртма тытăнчĕ те – эпĕ хирĕçетĕп иккен.
Арăмĕ упăшкин хулĕнчен тытрĕ те:
-Эпĕ сана кĕте-кĕте тунсăхларăм, çавăншăн çеç пĕр-ик сăмах чĕнтĕм. Эсĕ манăн ылтăнăм вĕт, каçар ĕнтĕ мана, - йăпăлтатрĕ арăмĕ.
Часах пĕр стакан эрех тултарчĕ те упăшкине тыттарчĕ.
- Ме-ха, çакна ĕçсе пар, ывăнтăн пулĕ, - терĕ те ырă кăмăлĕпе упăшки çине тинкерчĕ.
Мĕн каламалли пур, хĕрарăм вăл вăрçтарать те, хирĕçтерет те, çавăнтах савăнтарать те. Хĕветутăн та кăмăлĕ çаврăнчĕ.
-Эсĕ манăн чечекĕм, - терĕ те арăмне ыталаса чуптурĕ.
 
: 10, Хаçат: 52 (1453), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: