Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чи малтан сире Çĕнĕ çул çитнĕ ятпа саламласа çирĕп сывлăх та ырлăх-пурлăх сунас килет. Йытă çулĕ пурне те ыррине кăна илсе килтĕр, çак çул кашнин тĕллевĕ-ĕмĕчĕ пурнăçа кĕтĕр.
Иккĕмĕшĕнчен, пирĕн хаçата çулсерен вуласа тăракансене тата тин çеç çырăнса илме пуçланисене чунтан тав тăватăп! Эсир пирĕн чи çывăх туссем, эпир кунсерен сирĕншĕн ĕçлетпĕр, хамăр киленĕçе, телее çакăнта тупатпăр. Эпир хамăр хаçат вăхăтра тата лайăх пахалăхпа тухтăр тесе, ентешсем ăна юратса вулаччăр тесе канмалли кунсенче те, уявсенче те ĕçлеме хатĕр. Эпир сирĕнпе пĕрле, эсир пирĕнпе пĕрле! Çапла майпа «Канаш» тухса тăма тытăнни 28 çул тулчĕ те 29-мĕш çула кайрĕ ĕнтĕ. Пĕрремĕш номерĕ те вара халь кăна тухнă пек... Вăхăт мĕнле хăвăрт шăвать тата улшăнать!
Малтан пирĕн редакцире 15 çын ĕçленĕ тенине шанатăр-и эсир/ Çапла, ку тĕрĕсех. Мĕнле вăхăтсем пулнă! Халĕ вара эпир пурĕ те тăваттăн çеç... Хаçатăн калăпăшĕ те чакман, унчченхи пек эрнере пĕрре тухать. Паян тăваттăн çав ĕçех тăватпăр.
Пирĕн ĕçе хаклакан виçе – тираж. Вăл пĕр енчен ытла нумаях та мар пек, çав вăхăтрах çултан-çул пĕр пек тăрать, чакмасть.Апла пулсан эсир, вулакансем, пире шанатăр, пирĕнпе пĕрле утма кăмăл тăватăр. Çакă чи кирли, чи пахи пирĕн ĕçре.
10-15 каялла Интернет вăй илме пуçласан, электрон хаçатсем тухма тытăнсан хăшĕ-пĕри: «Часах хут çинчи хаçатсем пĕтĕмпех пĕтĕç!»- тесе кăшкăрма пăхрĕ. Чăнах та, нумай хаçатăн тиражĕ çак тапхăрта палăрмаллах чакрĕ, анчах хут хаçатсем вуçех пĕтмерĕç. Çитменнине, юлашки вăхăтра вĕсен тиражĕсем ӳкме те чарăнчĕç темелле. «Канаш» тиражĕ вара яланах пĕр пек терĕмĕр ĕнтĕ.
Пире пулăшса пыракан çынсене те асăнса хăварас килет. Чăнлă районĕнчи фермер хуçалăхĕсен, ялхуçалăх предприятисен пуçлăхĕсем – Николай Ивандеев, Николай Сайгушев, Александр Ширтанов, сăмахран, 2018 çулăн пĕрремĕш çурçуллăхĕнче хăйсен ĕçченĕсем валли 10-20-шер экземпляр «Канаш» çырăннă. Тавах вĕсене ырă ĕçшĕн! Çакăн пек анлă та тарăн шухăшлакан çынсем, пуçлăхсем ытларах пулсан пирĕн тираж тата пысăкрах пулмалла та...
Çынсене интереслентерес тесе эпир кашни çурçуллăхра пирĕн хаçата çырăнакансем хушшинче лотерея ирттеретпĕр, тĕрлĕ япаласем вылянтаратпăр. Кайран çĕнтерӳçĕсен сăнӳкерчĕкĕсене хаçат страницисенче те вырнаçтаратпăр.
Çапах та вулакансене хаçат патне чи малтан туртаканни – унăн содержанийĕ:çĕнĕ хыпарсем, интереслĕ статьясем, чуна ярса илекен сăвă-калав-повесть. .. Эпир ăна пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çак ĕçре эсир те, хаклă вулакансем, пире пысăк пулăшу паратăр, Малашне те çапла пĕрле çыхăнса ĕçлесе тата пулăшса пырса «Канаш» хаçатăн ĕмĕрне тăсасчĕ.
Çĕнĕ çулта ăнăçусем, çĕнĕ çитĕнӳсем пулччăр! Йытă çулĕнче ÇЫНЛА пурăнасчĕ!
 
: 170, Хаçат: 1 (1454), Категори: Редактор сaмахe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: