Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăçал чăвашлăх тĕнчи Иван Яковлевич Яковлевпа çыхăннă икĕ пысăк датăна паллă тăвать: Патриархăмăр çуралнăранпа 170 çул, Чĕмпĕр чăваш шкулне уçнăранпа 150 çул çитет.
Çакна кура Чăваш Республики 2018 çула чăвашсене çутта кăларакан Иван Яковлева халаллама йышăннă. Аса илтеретпĕр. И.Я. Яковлев 1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче хальхи Тутарстан Республикинчи Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă.
Иван Яковлев чăвашсене кăна мар, Атăлçи тата Урал тăрăхĕнчи нумай халăха çутта кăларса вĕрентессишĕн чылай тăрăшнă, наци кадрĕсем хатĕрленĕ.
Аслă Патриархăмăрăн пултарулăх еткерне асра тытас тесе тата паллă датăна шута илсе ЧР культура министрĕ Константин Яковлев 2018 çул И.Я. Яковлев çулталăкĕ пулнине пĕлтерме хушу проектне хатĕрленĕ. Ăна Чăваш Республикин Элтеперĕ Михаил Игнатьев алă пусса çирĕплетнĕ.
Сăмах май, Чăваш Енре 2015 çул Константин Иванов çулталăкĕ пулнă.
 
: 288, Хаçат: 2 (1455), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: