Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кашни çын пурнăçра тĕрлĕрен йывăрлăхсемпе тĕл пулма пултарать. Вĕсемпе тĕл пулма çыннăн яланах хатĕр пулмалла. Виçĕ йĕркене пуçра тытмалла: хăрушлăха малтанах асăрхамалла, унран май пур таран сыхланмалла, хăрушлăха кĕрсе ӳксен çăлăнмалли майсене пĕлмелле.
Шкулти ОБЖ предмечĕпе ачасене шăпах çакна вĕрентеççĕ. Çĕнĕ вĕренӳ стандарчĕпе ОБЖ шкулта яланах вĕренмелли (обязательный) предмет шутланать. Ачасем предметăн теори пайне кăна пĕлни сахал, вĕсен пурнăçра çухалса каймалла мар. Шăпах çакна кăтартса парать ОБЖпа ирттерекен олимпиада.
Раççей МЧСĕн Ульяновск облаçĕнчи тĕп управленийĕ пулăшнипе чӳк уйăхĕн пуçламăшĕнче Ульяновск шкулĕсем хушшинче ОБЖ предмечĕн олимпиади иртнĕ. Унта 8-9 классенчи 45 ача, 10-11 классенчи 41 ача хутшăннă. Пĕрремĕш кунхине ачасем ыйтусем çине çырса хуравланă. Иккĕмĕш кун 8-9 классем “Обеспечение личной безопасности в чрезвычайной ситуации”, аслă классем – “Основы обороны государства и военная обязанность” курссемпе пĕлĕвне кăтартнă.
Пĕтĕмлетӳсем çакна кăтартнă: 8-9 классенче вĕренекенсем хушшинче Иван Мокшин (57-мĕш шкул) – пĕрремĕш, Станислав Чатта (Баратаевка шкулĕ) – иккĕмĕш, Илья Глушенков (47-мĕш шкул) - виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Хĕрачасем: Анастасия Павлова (48-мĕш шкул), Елизавета Хромова (76-мĕш шкул), Анастасия Макарчук (47-мĕш шкул) малти вырăнсене йышăннă.
Аслă классенче вĕренекенсем хушшинче çĕнтерӳçĕсем çаксем пулнă: Дмитрий Сипратов (79-мĕш гимнази), Артём Лисов (57-мĕш шкул), Григорий Шубин (20-мĕш лицей). Хĕрачасенчен Анастасия Чернавина (61-мĕш шкул), Иванесса Вахидова (51-мĕш шкул), Наталья Новикова (57-мĕш шкул) палăрнă.
 
: 913, Хаçат: 47 (1139), Категори: МЧС

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: