Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1992 çулта «И.Я. Яковлев хваттерĕ» музейра йĕркелӳ пухăвĕнче Ульяновск хулинче таврапĕлӳçĕсен обществине йĕркелесси пирки пĕлтернĕ. Учредительсем вырăнти таврапĕлӳçĕсем, облаçри И.Я.Яковлев ячĕллĕ общество членĕсем – В.Г.Егоров, И.С.Кирюшкин, Н.А.Казаков, В.М.Репин, П.С.Картюков, П.П.Ургалкин тата ыттисем пулнă.
Ертсе пыракан орган тесе пĕтĕмĕшле пухăва йышăннă. Общество председательне пĕр саслăн пулса Н.А. Казакова суйланă. Вăл ертсе пынипе таврапĕлӳçĕсем палăртнă ĕçсене пурнăçланă: шкулсем çумĕнче музейсем йĕркелеме авалхи япаласем пухнă, авторсен шутĕнчен кĕнекесем кăларнă. Вĕсенчен пĕри – «Элем» фирма директорĕ Д.В. Кузьмин укçа парса кăларнă «Краткая региональная чувашская энциклопедия: Ульяновская, Пензенская и Самарская области» кĕнеке.
Общество пайташĕсем «И.Я. Яковлев хваттерĕ» музея, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономине тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттерме пулăшнă. Çак вăхăтра таврапĕлӳçĕ-сенчен нумайăшĕ Чăваш халăх академикĕ ятне тивĕçнĕ. Эпир облаçри пурнăçлав тата саккунсем кăларакан влаçĕсем патне тухса Чĕмпĕрĕн пăлхар тапхăрне ытларах тĕпчеме сĕнтĕмĕр. Ку сĕнĕве Ульяновск область правительстви ырларĕ. Ульяновск хулине хăçан йĕркеленипе çыхăннă ыйтăва пăхса тухса канашлусем иртрĕç, комисси йĕркелерĕç. Çак ыйтупа таврапĕлӳçĕсем хастар ĕçлерĕç, хаçатсене статьясем çырчĕç. Н.А. Казаков уйрăмах хастар ĕçлерĕ, телевиденипе те тухса калаçрĕ. Çак ыйтупа специалистсемпе çыхăнса вĕсем патне официаллă ыйту ятăмăр. ЧОКЦ председателĕ, чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши, Хисеплĕ таврапĕлӳçĕ Виталий Станьял Чĕмпĕре пăлхарсем йĕркеленине çирĕплетрĕç. Паяна Атăлçи Пăлхар историне тĕпчес тема хупăнман-ха.
М.А.Аляпкин Н.А.Казаковăн материалĕсемпе усă курса Чĕмпĕр хули пулса кайнă пирки кĕнеке çырса хатĕрлерĕ.
2011 çулхи пуш уйăхĕнче таврапĕлӳçĕсем Чăваш халăх ăслăлăхĕпе искусствин академийĕн ларăвĕн ĕçне хутшăнчĕç. Кунта та Чĕмпĕр хулин аваллăхĕ-пе çыхăннă ыйтăва çĕклерĕç.
Таврапĕлӳçĕсен обществин ларăвĕсенче интереслĕ çынсемпе тĕлпулусем йĕркелессине тата авторсен çĕнĕ кĕнекисене сӳтсе яврăмăр. М. А. Аляпкинăн, И. М. Кирпичниковăн, Н. Н. Кирюшинăн кĕнекисем интереслĕ пулчĕç. Галина Александрована «На перекрестке пройденных дорог», Александр Авдонина «Симбирские Малиновские», «Пушкин и чуваши», Г.Н. Афанасьевана «Как молоды мы были», Валерий Свиридова «Рассказы», Г. Н. Кондратьева «Я остаюсь в России», В. Г. Вериялова «Малая Родина – Свет души» кĕнекисене кăларма пулăшрăмăр. Авторсем кĕнекесене хăйсен укçипе кăларчĕç.
Регионсем хушшинчи «Мост дружбы-2011» экспедицие (Ĕпхӳ), П.М. Миронов çуралнăранпа 150 çул çитнине халалланă пухăва (Тутарстан, Çĕпрел) хутшăнтăмăр, Н.Г. Кондрашкин Ульяновскри 17-мĕш вулавăша П.М. Мироновăн бюстне парнелерĕ. Тутарстанри Çĕпрелĕнче 2012 çула пĕтĕмлетсе иртнĕ пухура нумай кĕнеке авторне Н.А. Казакова Çĕпрел район пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе тата Тутарстан культура министерствин «За достижение в культуре» кăкăр паллипе чысларĕç.
«Природа глазами детей» ӳкерчĕксен конкурсне облаçри 4-11 классенче вĕренекен 50 ытла ача хутшăнчĕ. Вĕсем Н.А. Казаковăн «На лесной тропе» кĕнеки тăрăх ӳкерчĕксем тунă.
Таврапĕлӳçĕсем çулсерен Атăлçи Пăлхар хулине йĕркелекен çулçӳревсене хутшăнаççĕ. Облаçри чăваш таврапĕлӳçисен пĕрлĕхĕн делегачĕсем Тутарстанри таврапĕлӳçĕсен «Прикосновение к истокам» съездне хутшăннă, Раççей Писательсен пĕрлĕхĕн Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕн 60 çулхи юбилейне йыхрав илнĕ. 2009 çулта Ульяновскра Чăваш халăх академийĕн ларăвĕ иртнĕ. Академие тин кĕнĕ çынсене академин президенчĕ Е.Е. Ерагин çĕнĕ билетсем панă, уставпа тата программăпа паллаштарнă. Академин вырăнти урăмĕн председательне Н.Д. Розова суйланă. Паян академи уйрăмĕн председателĕн ĕçне Н.А. Казаков илсе пырать.
Инза хулинче вырăнти таврапĕлӳçĕсен ларăвне ирттертĕмĕр. Унта пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрăмăр, Г.Н. Кондратьева Ульяновск мэрийĕн Хисеп грамотипе чысларăмăр тата писательсен пайташĕн билетне патăмăр.
Ульяновскри 16-мĕш вулавăшра Болгарирен килнĕ Ангел Христовпа тĕлпулу ирттертĕмĕр, Болгари студенчĕсемпе калаçрăмăр. Болгарири общество деятелĕ Пьетр Петров нумай çул авалхи пăлхарсен историне тĕпчет. Вăл авалхи пăлхарсен Турри ячĕпе «Тангра» кĕмĕл медальон хатĕрленĕ. Унпа чăваш таврапĕлӳçисене А.П. Вражкина, Н.А. Казакова (Ильмовский), И.М. Кирпичникова, Н.Н. Кирюшина, Н. Г. Кондрашкина, Н.К. Кадебина, А.А. Мордовкина, В.Е. Ярухина, А.Е. Ярухина, М.А. Селендеевана. О.Н. Мустаева чысланă.
Чăваш таврапĕлӳçисем пăлхар ялĕсем пулнă вырăнсенче хисеп хăмисемпе паллăсем лартма йышăнчĕç. Ку ыйтупа хула мэрĕн çумĕ патне тухрĕç, ыйтăва халĕ татса паман-ха.
В.Е. Ярухин Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Упи ялĕнче çĕр чавнă вăхăтра çын сăнне ӳкернĕ медальон тупнă. Тен, вăл Атăлçи Пăлхар вăхăтĕнчи медаль, хальлĕхе таврапĕлӳçĕсем хурав параймаççĕ. Çĕнĕ Упире В.Е. Ярухин тăрăшнипе "Хăят пăтти" уяв чĕрĕлсе тăнă, ял хĕррине юпа лартнă, вăл хистенипех ял гербĕпе ялавне тунă.
Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕнчи ачасем Л.Ф. Ярославская вĕрентӳçĕ ертсе пынипе экологи таврапĕлĕвĕпе çыхăннă конкурссене хутшăннă. Вĕсен ĕçĕсене «Муравейник», «Лесная новь», «Канаш», «Ленинец» журналсемпе хаçатсенче пичетленĕ, чи лайăх ĕçсене Раççей конкурсне янă, вĕсемпе кĕнеке кăларма хатĕрленĕ. Первомайски (Чартаклă районĕ), Кивĕ тата Çĕнĕ Улхаш (Чăнлă районĕ), Тумкино (Тереньга районĕ) шкулĕ-сенче аслă классенче вĕренекенсем вăрмана, çутçанталăка сыхлассипе тĕпчев ĕçĕсем ирттереççĕ. А.Ф. Ермилов «Коллеге по перу» алçырăвĕ тăрăх кĕнеке кăларнă, унта Н. Казаков (Ильмовский) калавĕсем те кĕнĕ. 2013 çулта УлППУ филологи факультечĕн наци уйрăмĕн студенчĕсемпе (3 тата 4-мĕш курссем) Н.Казаковăн «На лесной тропе» кĕнеки тăрăх пултарулăх каçĕ иртнĕ.
Чăваш таврапĕлӳçисен пĕрлĕхĕн правленийĕ темиçе хутчен Чăваш Республикине турист çулçӳ-ревĕ йĕркеленĕ. Унта Вăта тата Анат Тимĕрçен, Аслă Нагаткин шкулĕсенче вĕренекенсемпе педагогсем – пурĕ 18 çын – хутшăннă. Çак ачасем ЧР вăрмана сыхлакан центрăн музейĕнче пулса курнă, экскурси иртнĕ.
Раççей тăрăх Н.Н. Кирюшин таврапĕлӳçĕ çӳреме юратать. 2011 çулта вăл Кубрат хана пытарнă Перещепкино ялĕнче (Украина) пулса курнă. Çулçӳревсем пирки вăл «Канаш» (Ульяновск), «Сувар» (Хусан), «Чăваш тĕнчи», «Хыпар» (Шупашкар) хаçатсене çырса тăрать.
Тăван чĕлхене, халăх йăли-йĕркине сыхлассипе нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн облаçри Саккунсем кăларакан Пухăвăн Хисеп хутне тата Тав çырăвне И.М.Кирпичников, Н.Г.Кондрашкин, Н.А.Казаков, Д.К.Кузьмин, А.Ф.Ермилов, О.Н.Мустаев, Н.Н.Ларионов, В.И.Сваев, Б.А.Улендеев, С.Г.Ярославский таврапĕлӳçĕсем тивĕçнĕ.
Ульяновск облаçĕнчи чăваш таврапĕлӳçисен юлашки пухăвĕнче председателе каллех Николай Александрович Казакова суйланă. Унăн çумĕ – Н.Н.Кирюшин, пĕрлĕхĕн канашĕн пайташĕсем – Н.А.Казаков, Н.Н.Кирюшин, Д.В.Кузьмин, И.М.Кирпичников, В.Е.Ярухин.
Таврапĕлӳ ĕçĕ ушкăнпа пулмалла, пĕччен пурнăçламалли ĕç мар вăл. Вĕрентекенсене, ял çыннисене çак ĕçе явăçма чĕнетпĕр. Блокнот çине çырса пынă пĕчĕк япаласемпе сăнавсем ăслăлăхшăн пит пĕлтерĕшлĕ пулма пултараççĕ. Хамăр тăрăха тĕпчессипе кашни ĕçлеме пултарать: авалхине, ĕлĕкхине, хальхине тĕпчесе пĕлмелле. Эпир мĕнпур çынна чĕнсе калатпăр: авалхи япаласене, кивĕ сăнӳкерчĕксемпе альбомсене кăларса ан ывăтăр, пирĕн пата килсе парăр е шăнкăравласа пĕлтерĕр. Çамрăк ăру валли ваттисен асаилĕвĕсене çырса илсе сыхласа хăварни те питĕ пĕлтерĕшлĕ.
 
: 197, Хаçат: 3 (1456), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: