Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ С.И.Морозов вырсарникун Ульяновскри Наци ялĕнчи чăваш кил-çуртĕнче Национальноçсен канашне ирттерчĕ. Унта правительство çыннисем, наципе культура автономойĕсен пуçлăхĕсем, тĕрлĕ тĕн çыннисем пухăнчĕç.
 
-Атăл юханшывĕ яланах халăхсем куçакан тоннель вырăнĕнче пулнă. Çавăнпа кунта нумай наци çынни тĕпленнĕ. Пирĕн облаçри халăхсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни – Атăл тăрăхĕнче кăна мар, пĕтĕм Раççейĕпех тĕслĕх шутланать. Çакă пирĕн пуянлăх, ăна малашне те упраса пурăнасчĕ,- пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Сергей Иванович.
Ку тĕллевпех Ульяновскра темиçе çул каялла Наци ялĕ тума пуçланă. Кунти пĕрремĕш çурта чăвашсем хăпартса хучĕç, пирĕншĕн ку кăмăллă. Çакăншăн УОЧНКАн малтанхи председательне В.И.Сваева тата В.А.Федоров усламçа тав сăмахĕ каламалла. Халĕ чăвашсем çумĕнче вырăссем те хăйсен çуртне туса хунă ĕнтĕ, çывăх вăхăтра ăна та уçĕç. Халĕ кунта чиркӳ çуртне те хăпартса лартнă, ăна ноябрь уйăхĕнче уçма палăртнă. Кĕпĕрнаттăр кунта кашни халăхăн кил-çуртне 2022 çулччен туса пĕтерсе Наци ялне пĕтĕмĕшле уçма хушрĕ. Çак çул Совет Союзне йĕркелени 100 çул пулать терĕ.
Кĕпĕрнаттăр облаçри тĕрлĕ халăхсем малашне те килĕштерсе пурăнччăр тесе вĕсем валли йĕркеллĕ условисем туса памалли пирки калаçрĕ. Çак тĕллевпе малашне облаçри кашни район центрĕнче Туслăх çурчĕ уçас шухăш пуррине пĕлтерчĕ.
–Кашни вырăнта çĕнĕ çурт хăпартса лартмашкăн, пысăк укçа тăкакламашкăн кирлĕ те мар ку ĕç валли. Ун валли Культура çурчĕсем пур. Кашни Культура çуртне çĕнĕ штатсем кĕртĕпĕр, ятарлă çынсем уйăрса лартăпăр. Вĕсем халăхсем хушшинчи çыхăнусемшĕн яваплă пулĕç. Ку çуртра кашни халăх хăйĕн культурине ыттисене кăтартма пултартăр. Халăхсем пĕр-пĕринпе тачăрах çыхăнса пурăнччăр, пĕр-пĕрин çинчен нумайрах пĕлччĕр. Туслăх çурчĕсенче тĕрлĕ халăх литературин библиотеки, фильмотеки тата ытти пулмалла,- терĕ кĕпĕрнаттăр.
Тĕрлĕ тĕнсене çывăхлатас шутпа Мускаври Раштав вулавĕсем евĕрлĕ мероприяти кашни çул йĕркелемелли пирки те каларĕ вăл. Анастасий митрополит çакна ырларĕ, кун пек мероприятисене вĕсем халиччен ирттернине пĕлтерчĕ.
Çаплах Ульяновскра Тӳсĕмлĕх центрĕ (Центр толерантности) йĕркелемеллине те пĕлтерчĕ кĕпĕрнаттăр. Ун валли ятарлă вырăн пур ĕнтĕ, вăл «Контактор» завод çумĕнче пулать. Ман шутпа вара, ăна урăхларах ят парсан тата аванрах пулмалла. Сăмахран, Килĕшӳ центрĕ (çурчĕ).
Çаплах кĕпĕрнаттăр çывăх вăхăтра облаçри халăхсен 1-мĕш съезчĕ пулассине аса илтерчĕ. Ульяновск хули 370 çул тултарнине палăртнă чухне тĕрлĕ халăх çыннисене ытларах явăçтармалли пирки те каларĕ.
Кĕпĕрнаттăр мартра иртмелли президент суйлавне нумайрах çынна явăçтарма сĕнчĕ. Вăл ытти çулсенче чăваш ялĕсенче çынсем суйлава япăхрах çӳрени пирки каларĕ.
-Ку ĕçе лайăхлатас тесен пирĕн Чăваш Енри тата вырăнти артистсемпе пĕрле халăх хушшине ытларах тухса çӳремелле пулать. Мĕншĕн-тĕр халĕ Шупашкар артисчĕсем пирĕн тăрăха сахал килсе çӳреççĕ. Хамăрăн пурлăхпа пирĕн туллин усă курмалла. Ку чăвашсене кăна мар, ытти халăхсене те пырса тивет,- терĕ вăл.
Тĕрĕсех каларĕ Сергей Иванович, иртнĕ çулсенче Шупашкар артисчĕсене Ульяновска концертпа килсен улталанă, кӳрентернĕ тĕслĕхсем пулнă, çавăнпа халь нумайăшĕ писнĕ. Вĕсем паян Чĕмпĕр тăрăхне килесшĕн çунсах тăмаççĕ. Инçетри артистсем кунта ытларах килсе çӳреччĕр тесен çĕнĕ кĕпер хывмалла, артистсемпе ĕçлеме çĕнĕ çынсене явăçтармалла.
С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр тĕлпулу вĕçĕнче çакăн пек ларусене кашни уйăхрах ирттересси пирки пĕлтерчĕ.
 
: 39, Хаçат: 5 (1458), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: