Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вырсарникун Димитровградри «Восход» Культура керменĕнче Аслă Патриархăмăр И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халаланă Чăваш чĕлхипе культурин кунĕ иртрĕ.
 
Культура керменĕнче чăваш уявĕ пулни фойене кĕрсенех палăрчĕ. Мелекесс районĕнчи УОЧНКА уйрăмĕн председателĕ В.В.Киргизова тăрăшнипе кунта тĕрлĕ куравсем йĕркеленĕ – чăваш апат-çимĕçĕ икĕ сĕтел тулли, Димитровградри краеведени музейĕ пухăннисене чăваш пурнăçĕнчи хатĕр-хĕтĕрпе, савăт-савапа, тум-юмпа, истори литературипе паллаштарчĕ, вырăнти ал ăстисем хăйсен ĕçĕсен куравĕсене йĕркеленĕ, И.Я. Яковлев пурнăçĕнчи тĕп тапхăрĕсене кăтартакан ятарлă стенд хатĕрленĕ. Ал ĕçĕсен куравĕсене илсен аякранах Л.С. Вашоринан йывăçран мозаика мелĕпе пуçтарнă И.Я Яковлевăн портречĕ, тĕн сюжечĕ, çутçанталăк ӳкерчĕкĕсем çынсене хăй патне чĕнеççĕ. Вырăнти фольклор ушкăнĕсен – «Савăнăç», «Телей», Тольяттирен çитнĕ «Шанчăк» – артисчĕ-сем пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарчĕç, ташлаттарчĕç, хаклă хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.
Сцена çинчен уява районти автономи председателĕ В.В.Киргизова салам сăмахĕсемпе пуçларĕ. Пухăннисене И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе кĕскен паллаштарнă май сăмахĕсене слайдсем кăтартса çирĕплетрĕç.
Чăвашсен уявне Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, облаçри искусствăпа культура политикин министрĕ Ольга Мезина килсе çитрĕç. Вĕсем чи малтан куравсемпе паллашрĕç, вырăнти наципе культура автономийĕсен председателĕсемпе тĕлпулу ирттерчĕç, хальхи вăхăтра çивĕч тăракан ыйтусене çĕклерĕç. Çав шутра Димитровградри 10-мĕш шкула тĕпрен юсанă хыççăн И.Я.Яковлев ятне парассине те, хулара Туслăх çуртне уçассине те. Сцена çинчен Сергей Морозов пухăннисене облаçри, Раççейри патшалăх влаçĕ ячĕсенчен Чăваш культура кунĕ ячĕпе саламларĕ.
- Раççейĕн тĕп хĕç-пăшалĕ – халăхсем, тĕн конфессийĕсем хушшинчи туслăх. Пирĕн тĕллев çав туслăха сыхласа, çирĕплетсе вăйлă, çынсене телейлĕ пурăнмалли регион туса хурасси. Чăваш çынни регионти пур тытăмра та вăй хурать, çак аслă халăхран тухнă çынсем пирĕн регион чапне, сумне ӳстереççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Совет Союзĕн Геройĕ ятне 7 чăваш, пĕри Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулнине манмалла мар. И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине палăртнă май çакна каласшăн: вăл Чĕмпĕр çĕрĕ çинче чăн-чăн педагог пулса тăнă, 150 çул каялла Атлăçи тăрăхĕнчи халăхсене çутта кăларакан центр йĕркеленĕ. Çакă чăваш чĕлхин хăйнеевĕрлĕхне, чăваш этнонимне сыхласа хăварма пулăшнă, чăваш çырулăхĕ те пирĕн регионтах çуралнă. Эпир - Яковлевăн лайăх вĕренекенĕсем. Çирĕм çул ытла чăвашсен наципе культура автономийĕ унăн ĕçне çӳллĕ шайра илсе пырать. Олег Мустаев пирĕн правительствăпа тачă ĕçлет, вăл чăн-чăн ертӳçĕ, халăх хушшинче авторитечĕ пысăк, унăн нумай çĕнĕ шухăш. Димитровград хулипе Мелекесс районĕнчи чăваш хастарĕсене те палăртас килет: Г.Д.Танищева, В.В.Киргизова, Г.П.Улюкин, И.Н.Иванюкова, В.И.Чигаков, Н.Н.Иванов, П.М.Улюкин, С.Г.Кочнева тата ыттисем аслă чăваш халăхĕшĕн нумай ырă ĕç тăваççĕ, - терĕ Сергей Иванович.
Кĕпĕрнаттăр хăйĕн сăмахĕнче «Канаша» пысăк тимлĕх уйăрчĕ, вăл чăвашсен хаçачĕн кашни номерне тимлĕ пăхнине, журналистсен ĕçне хакланине палăртрĕ. Информацисене тĕрĕс çырма, хаçат страницисенче ытларах ыррине кăтартма ыйтрĕ. Çывхарса килекен суйлав пирки унта хутшăнасси кашни çыннăн тивĕçĕ пулнине тепĕр хут аса илтерчĕ. Çывхарса килекен суйлавăн девизĕ шăпах И.Я.Яковлевăн вилĕмсĕр сăмахĕсем: «Верьте в Россию, любите ее, и она будет вам матерью», - пулмалла терĕ.
Мелекесс районĕн пуçлăхĕ С. А. Сандрюков саламсен ярăмне тăсса чăваш халăх йăли-йĕркине, культурине сыхлассипе ĕçлекен хастарсене – А. Волкована, А. Тойгильдина, Т.Тойгильдинана Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.
УОЧНКА ертӳçи Олег Мустаев И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнипе çыхăннă уява тĕнче шайĕпе илсен чи малтан Ульяновск облаçĕ-нче, Мелекесс тăрăхĕнче çӳллĕ шайра палăртнине пĕлтерĕшлĕ пулăм терĕ.
- Паян И.Я. Яковлевăн вилĕмсĕр ĕçĕсене, педагогикăри мелĕсемпе çитĕнĕвĕсене ют çĕршывсенче тĕпчеççĕ, çав шутра АПШра та, пĕтĕм халăхсем тĕлĕнеççĕ. «Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр», – тесе халал панă пире Патриарх. Унăн ĕçĕ тăсăлнине паянхи уявра пултарулăхне кăтартакан ушкăнсем те, пĕчĕк ачасем те çирĕплетеççĕ, - терĕ. «Савăнăç» юрă ушкăнĕн артисчĕсене – Н.Долговапа Е.Кудряшова Тав çырăвĕ парса чысларĕ.
- Чăваш халăхĕ, сана пуç таятпăр, санпа мăнаçланатпăр, - терĕ ырă сунăмсене тăсса Димитровград хули пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ С.В. Порхаева. Вăл С. Субботинана, В. Кондрашева Тав çырăвĕпе чысларĕ.
Чăваш культура кунĕ чăннипех халăхсен туслăхне вăйлатакан уяв пулса тăнине çирĕплетекен тепĕр пулăм – Димитровградри тĕрлĕ халăхсен автономийĕсен председателĕсем чăвашсене саламлама пыни. Сцена çинчен тутар, мордва, украин, эрмен, азербайджан, таджик чĕлхисемпе саламсем янăрарĕç, вĕсем хăйсен ырă сунăмĕсене кашни чăваш патне çитерме тăрăшрĕç, чăваш автономине парнесем пачĕç.
Уявра концерт программи те анлă пулчĕ. Чи малтан сцена çине акăш пек шурă тумлă, хĕрлĕ шупăрлă «Антэл» ушкăнĕн хĕрĕсем «Алран кайми аки-сухи» юрăпа чăваш ташшине илемлĕ кăтартса пачĕç. Димитровградри 48- мĕш «Дельфиненок» ача сачĕн пĕчĕк артисчĕсем тĕлĕнмелле илемлĕ ташларĕç, 2-мĕш шкулта вĕренекен хĕрачасен ушкăнĕ чăваш юррисемпе тыткăнларĕ. Димитровградри «Савăнăç», Мелекесс районĕнчи Эврелĕ-нчи «Телей», Димитровградри ачасен «Шăпчăксем» халăх хорĕн пĕчĕккисен тата аслăраххисен ушкăнĕсем, Çĕнĕ Малăклари «Пилеш», Ульяновскри «Палнай», Тольяттири «Шанчăк» ушкăнсен, Аделина Юринкина, Анастасия Матвеева, Анатолий Долгов, Геннадий Борисов, Елена Савочкинапа Галина Пырченкова, Петр Улюкин уйрăм юрăçăсем çĕр пин юрăллă халăхăн çӳпçинчи ахах-мерченĕпе паллаштарчĕç. Куракансене уйрăмах пĕчĕк хĕрача Аделина Юринкина шăрантарнă «Асамат кĕперĕ» юрă килĕшрĕ. Нумайччен ямарĕç хĕр пĕрчине сцена çинчен, чечек çыххисем парнелерĕç.
Юлашкинчен уява хутшăннă пур артист та сцена çине тухса пĕрле «Тăванлăх юрри» шăрантарчĕ. Тав сăмахне В.И.Чигаков каларĕ: уява йĕркелекенсене, хутшăннисене, курма килекенсене, хăнасене тав турĕ.
-Уяв ăнăçлă иртрĕ! Епле пултаруллă ачасем çитĕнеççĕ пирĕн, вĕсен кам çине пăхса вĕренмелли те пур - аслă çулхи юрăçсенчен! Кашни ушкăн, уйрăм юрăçă – чăваш культурин пĕр тĕшши: сассисем уçă, тумĕсем пăхса ытармалла мар илемлĕ, юррисем чуна тивмелле витĕмлĕ. Татах иртчĕр çакăн пек уявсем! – пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса саланчĕ халăх килнелле.
 
: 154, Хаçат: 6 (1459), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: