Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иртнĕ эрнере «Волга-Спорт-Арена» Пăр керменĕнче пĕтĕм Раççейри «Наша кооперация» пуху иртрĕ. Тĕллевĕ – рабочисен професси шайне кăтартасси, облаçри заводсенче еплерех техникăпа усă курасси, регионта туса илекен продукципе паллаштарасси. Унăн ĕçне тĕрлĕ регионсенчен килнĕ пурĕ 800 яхăн çын хутшăнчĕ.
Çав кунах Спорт керменĕнче шахматла выляссипе турнир иртрĕ. Ку мероприятие питĕ сумлă хăнасем - Раççейри шахмат федерацийĕн президенчĕ-пе представительствин директорĕ Кирсан Илюмжиновпа Бэрик Балгабаев, Ульяновск облаçĕн физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ Алексей Иванов, регионти шахматла выляссипе тата турнирсем ирттерессипе ĕçлекен директор Вячеслав Пирогов, судьясем килсе çитрĕç.
Икĕ команда вылярĕ: хĕрачасен тата арçынсен. Кашнинчех вăтăршар çын. Чи малтан блиц-турнир – кашни шахматистпа виçшер минут – ирттерчĕç.
Шахматла вылякансем хушшинче хĕрачасенчен чи кĕçĕнни – 9 çулта, арçын ачасенчен чи çамрăкки – 11 çулта. Вăл чăваш ачи – Даниил Воробьев. Çемйипе Луговойĕнче пурăнать, Ульяновскри 45-мĕш шкулта вĕренет. Даниил çулĕпе пĕчĕк пулсан та 13 çул тултарманнисем хушшинче икĕ хутчен хула чемпионĕ ятне тивĕçнĕ. 9 çултах 1-мĕш разряд нормине хӳтĕленĕ. Унăн тренерĕ Вячеслав Пирогов. Вячеслав Витальевич Ульяновск облаçĕнчи ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх çуртĕнче (Минаев урамĕ, 50-мĕш çурт) шахмат урокĕсем илсе пырать.
Чăваш Республикинчен килнисем тата пурччĕ. Турнира Владимир Корсаков та (Шупашкар) хутшăнчĕ. Шăпа туртнă хыççăн мана йăхташăмăрпа выляма тиврĕ.
Хĕр командинче Челябинск хулинчен килнĕ студентка 18 çулхи Яна Мухина 1-мĕш вырăн йышăннă. Арçын командинчен – Андрей Олесов. Вăл Ульяновскри «Волга-Днепр» командинче ĕçлет.
Чăваш ачи Даниил Воробьев медале тивĕçрĕ. Ашшĕпе паллашрăмăр. Вĕсем Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчен иккен.
Раççейри шахмат федерацийĕн президенчĕ Кирсан Илюмжинов ку спорт вăййине хутшăннисене хĕрӳллĕн саламларĕ.
Ульяновск хулинче Шахмат аталанăвĕн центрне йĕркелеме палăртаççĕ. Пуçарăва укçа-тенкĕпе хавхалантарма шухăшлаççĕ. Шкулсенче те шахмат урокне ирттерме йышăннă. Малашне ăна регионти кашни шкултах уроксем хыççăн ирттермелли хушма программăна кĕртĕç.
Эпĕ те кăмăл туличченех шахматла вылярăм, чылайăшне мат лартрăм.
 
: 280, Хаçат: 7 (1460), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: