Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Павел Салюкин çамрăк пулин те çĕр ĕçĕпе аппаланма тытăнни чылаях ĕнтĕ. Чи малтан вăл ашшĕне – Николай Ивановича пулăшма тытăннă. Халь вара ун хăйĕн çĕрĕ, хăйĕн фермер хуçалăхĕ.
-Атте хăйĕн фермер хуçалăхне 1992 çултах йĕркелесе янă. Эпĕ вăл мĕнле ĕçленине курса ӳсрĕм. Çĕр çинче эпир пĕтĕм çемйипех ĕçлеттĕмĕр. Çапла майпа çĕр çумне çыпăçрăм тесен те юрать. 11 класс пĕтерсен Ульяновскри ялхуçалăх академине вĕренме кĕтĕм, 2009 çулта унтан экономист-менеджер специальноçне илсе тухрăм. Унтан пĕр çулталăка салтака кайса килтĕм, Тамбовра пултăм. Взвод командирĕн çумĕн тивĕçĕсене те пурнăçларăм. Çар хĕсмечĕ хыççăн ĕçлеме ниçта та инçе каяс темерĕм, тăван ялтах юлма шутларăм. Атте тытăннă ĕç пур, эпĕ ăна тăсаканни пулатăп терĕм,- каласа парать Павел Николаевич.
2012 çулта вăл ашшĕ çулĕпе кайса хăйĕн фермер хуçалăхне йĕркелеме шутлать. Çав çулах облаçра çамрăк фермерсене грантсем пама пуçлаççĕ. Мĕн пулать те мĕн килет тесе Павел Николаевич унта докуменчĕсене парса пăхать. Ялхуçалăх министерствинче ун пуçарăвне ырлаççĕ, 1 миллион та 200 тенкĕлĕх грант параççĕ. Ку тытăнакан фермершĕн питĕ пысăк пулăшу пулать. Унпа вăл МТЗ-82 трактор, вăкăрсем, удобрени туянать.
Халĕ П.Н.Салюкинăн тара илнĕ 320 гектар çĕр пур. Çĕрĕсене ял çыннисем хăйсемех килсе параççĕ. Унта вăл тулă, урпа, çĕрулми, эспарцет ятлă курăк, çаплах 15-20 гектар çĕрулми çитĕ-нтерет. Паян унăн вунă пуç ĕне выльăх пур, çулла валли тата 10-20 пуç туянма шутлать-ха.
2014 çулта çамрăк фермер авланать, мăшăрĕ – Анастасия шкулта вăй хурать. Ирçел хĕрĕ малтан хулана кайса вырнаçнă пулнă, халь вара яла таврăннă. Сăмах май Павел Николаевичăн амăшĕ те – Вера Ивановна 30 çул шкулта вăй хурать ĕнтĕ, халĕ вăл директор çумĕ. Çемьере икĕ ывăл ӳсет – Федя тата Леня. Çывăх вăхăтра тепĕр «çĕнĕ кайăк» кĕтеççĕ ĕнтĕ çамрăксем. Хальлĕхе Салюкинсем пурте пĕрле пурăнаççĕ-ха.
-Ульяновск патшалăх университетĕ-нче программиста вĕренекен Герман шăллăм та хăйĕн пурнăçне ялпа çыхăнтарасшăн, выльăх-чĕрлĕх юратать, кролик ĕрчетме хирĕç мар тет. Тата кĕçĕнни те – Михаил – пур-ха пирĕн. Вăл çемйипе хулара пурăнать. Ялан пурте пĕрле атте пӳртĕнче пурăнаймăпăр. Çавăнпа манăн çывăх тĕллев – хам валли уйрăм пӳрт лартасси. Паллах, атте-анне пулăшăвĕпе ĕнтĕ. Ĕç çинчен каласан вара – база тумалла. Ял хĕрринче ăна тума тытăннă ĕнтĕ, анчах тумалли тата нумай. Ангарсем, вите хăпартса лартмалла пулать. Анчах укçа пуçтарса çитерсе пыма питĕ йывăр, техника та, материалсем те хăвăрт хакланаççĕ. Сăмахран, эпĕ 2012 çулта трактора 750 пине туяннăччĕ – халĕ вара вăл 1 миллион çурă тенкĕ тăрать. Анчах тытăннă япаларан каялла чакмастпăр ĕнтĕ, пĕр-пĕрне пулăшса малалла вăй хуратпăр. Пирĕн ялта тăватă фермер, пĕр- пĕринпе туслă пурăнатпăр. Камăн мĕнле техника пур – тепĕрне пулăшма каять. Е пĕр кун пурте пĕрин патĕнче ĕçлетпĕр, тепĕр кун – теприн патĕнче. Йывăрлăхсене çапла парăнтаратпăр. Хăй çĕрĕпе аппаланакансем вара (5-12 гектарлисем) Пухтелĕнче 30 çын,- тет çамрăк фермер.
Вăл каланă тăрăх, кăçал тухăç йĕркеллĕ пулса çитнĕ, урпа, сăмахран, гектартан 40-50 центнер тухнă. Ангар çуккипе тухăçăн пĕр пайне ытти фермерсем патне хума тивнĕ-ха. Чылай пайне сутнă та ĕнтĕ ун хыççăн. Ярмăрккасене тухса çĕрулмин пĕр пайне вырнаçтарнă, ыттине туянма вара Самар облаçĕнчен хăйсемех килсе кайнă. Ку чи лайăххи. Килти суту – Мускав сутти теççĕ. Лайăх сортсем кăна акать фермер, çавăнпа ун тухăçне вырнаçтарма йывăр мар. Тырă хакĕ вара йӳнĕ кăçал, мĕншĕн тесен тухăç пурин те аван. Çавăнпа хальлĕхе кĕтеççĕ-ха фермерсем. Тен, çуркунне хакĕ кăштах ӳсĕ.
Пирĕн калаçăва Павел Николаевичăн ашшĕ – Николай Иванович хутшăнать.
-Павел ман ĕçе малалла тăснăшăн питĕ савăнатăп. Халĕ мĕнпур хуçалăх ун çинче. Хамăн ятпа ман çĕр нумаях мар. Павел хăй тĕллĕн ĕçлеме вĕренчĕ ĕнтĕ. Эп фермер хуçалăхне пуçарса янă вăхăтра ĕçе уява кайнă пек каяттăмччĕ. Çуркуннене кĕтсе илейместĕмччĕ. Малтан акатăн, кайран калчине ачана пăхнă пек пăхса ӳстеретĕн. Кĕркунне лайăх тухăç илсен вара ху та ача пек савăнатăн. Фермер ĕçĕн пĕлтерĕшĕ çавăнта. Çамрăксем те çапла чунпа тăрăшмалла. Пирĕнни пек пысăках мар фермер хуçалăхĕсем пулсан ял пĕтмест! Мĕншĕн тесен фермер пĕр çулталăк çĕр çинче аппаланса пăхнă хыççăн ăна ниçта та пăрахса каймасть, çĕр çумнех çыпçăнать,- тет кил хуçи.
Николай Иванович музыкăна, юрă-кĕвве питĕ юратать. Вĕсен килĕнче темле инструмент та пур, çав шутра ху ларса каламалли музыка центрĕ те, ăна иккĕмĕш хута вырнаçтарнă. Урăхла ăна инструментсен ансамблĕ теме пулать пуль. Тĕрлĕ купăс, баян, аккордеон шучĕ вара вуннăран та иртсе каять! Вĕсем уйрăм пӳлĕмре хуçа хăй аллипе туса хатĕрленĕ ятарлă çӳлĕксем çинче упранаççĕ. Аслашшĕ пĕр-пĕр инструментпа каласа кĕвĕ кăларма тытăнсан вара Федя ун çумĕнчен каймасть, çăварне карсах итлесе ларать. «Мана хунă пулмалла!»- савăнать Николай Иванович.
Халь хĕлле купăс калама та вăхăт пур-ха фермерсен. Часах вара хĕрӳ тапхăр пуçланать -- çураки! Ахальтен каламаççĕ пулĕ: «Çуркуннехи кун çулталăк тăрантарать»,- тесе. Çĕр типсен Салюкинсем каллех çемйипех хире тухĕç, пулас тухăçăн никĕсне хывĕç. Çĕр ĕçĕн çĕнĕ çаврăнăшĕ пуçланĕ.
Чăнлă районĕ,
Пухтел ялĕ.
 
: 269, Хаçат: 7 (1460), Категори: самана cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: