Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Нарăсăн 21-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ. Тĕнчере пурĕ миçе чĕлхе пурри пирки лингвистсем паян та пĕр шухăш патне çитеймен-ха. Пĕрисем Çĕр чăмăрĕ çинче 3 пине яхăн чĕлхе теççĕ, теприсем – 6 пин ытла. Иккĕмĕшсем пĕр чĕлхен темиçе диалектне шутлаççĕ иккен. Мĕнле пулсан та тĕнчере чĕлхе нумай.Унпа калаçакансемшĕн вăл тăван шутланать, çавăнпа та вĕсене упрамалла, аталантармалла.
Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне Ульяновскри 21-мĕш шкул хăнана чĕнчĕ. Унта УОЧНКА председателĕн çумĕ В.Ф.Ромашкин, Ульяновскри вĕрентӳ управленийĕн тăван чĕлхе вĕрентӳçисен методика пĕрлĕхĕн ертӳçи Л.А.Васильева, мордвасен автономийĕн ĕçтăвком членĕ Н.В.Мелешина, ытти шкулсенчи вĕрентӳçĕсем килсе çитрĕç.
Ульяновскри 21-мĕш шкул чĕлхесене, Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен культурипе йăли-йĕркине вĕрентес ĕçри çитĕнĕвĕсемпе, ачасене полиэтника воспитанийĕ панипе палăрса тăрать. Хула шкулĕнче уроксем хыççăн чăваш халăх историне, культурипе чĕлхине, тутар чĕлхине вĕрентеççĕ.
Мероприятие ачасене воспитани парас енĕпе директора пулăшакан Елена Александровна Ефимова уçрĕ, вăлах шкулта ачасем Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсене, вĕсен культурине ăнланччăр, хисеплеччĕр тесе мĕн тунине каласа пачĕ. Ку ĕçре урок хыççăнхи занятисем те, этнофестивальсем те, халăхсен туслăхĕн фестивалĕ те, интернационаллă туслăх клубĕн ĕç-хĕлĕ те, уяв концерчĕсенчи халăхсен юрри-ташши те пысăк витĕм кӳреççĕ.
Шкулта ют чĕлхесене вĕрентекен Любовь Александровна Савельева ертсе пыракан Интернационаллă туслăх клубне çӳрекенсем телекĕ-пер мелĕпе (Интернетри скайппа усă курса) 73 çĕршыври ачасемпе çыхăну тытаççĕ, вырăс культурипе, чĕлхипе паллаштараççĕ, çĕршыври халăхсем пирки каласа параççĕ. Ачасемпе 5 ют çĕршывра пулса курнă. Тĕнче шайĕнчи этноклубсен фестивалĕнче вĕсем Раççейрен хутшăннă пĕртен-пĕр шкул пулнă.
«Чĕлхе миксĕ» мелĕпе çак клуба çӳрекен ачасем 45 халăх чĕлхине вĕренеççĕ. Вĕсем çак чĕлхесемпе пĕр-пĕрне сывлăх сунма, хăйсемпе паллаштарма, калаçаканран пурнăç пирки ыйтса пĕлме, сывпуллашма пĕлеççĕ. Çак программăна вĕсем Атăлçи тăрăхĕнчи тĕп халăхсен чĕлхине те кĕртнĕ. Мероприятие хутшăннисем çак ĕçе хăйсем хутшăнчĕç, компьютерсем умне ларса пĕр-пĕринпе чăвашла, тутарла, мордвалла калаçма пултарчĕç. Интереслĕ, халăхсен чĕлхине вĕрентнĕ май, ачасем хăнасене чăваш апат-çимĕçне те тутантарса пăхрĕç, вĕсем пирки каласа пачĕç.
Чăваш тата тутар чĕлхипе культурине вĕрентекенсен уçă урокĕнче те пулса куртăмăр. Ачасене тутарла вĕрентекен Г.Р.Якушева сывлăх тĕнчине илсе кĕчĕ. Кĕçĕн класра вĕренекен 10 ача тутарла лайăх калаçма пĕлнине кăтартса пачĕ.
Ю.А.Серебрякова «Чăваш наци костюмĕ – илемлĕхпе ĕçлев ӳнерĕ» темăпа панă урокра ачасем еплерех тăрăшса ĕçленине курма кăмăллă пулчĕ. Чăваш тум-юмĕн историйĕпе, тĕррисен пĕлтерĕшĕпе, хĕрарăмсен пуç капăрлăхĕсемпе 7-8-мĕш класра вĕренекенсем кăсăкланнине, пĕлнине кăтартса пачĕç. Юлия Александровна чăвашла вулаттарчĕ те, калаçу гимнастикине те ирттерчĕ, доска умĕнче те ĕçлеттерчĕ, ушкăнпа пайласа ĕçе пурнăçлама та хушрĕ. Урок пуканене чăваш тумне тăхăнтартнипе вĕçленчĕ.
Мордва чĕлхипе культурине шкулта вĕрентменнипе 4 «а» класра уçă урок икĕ мордва хĕрарăмĕ – Ульяновскри 69-мĕш шкул вĕрентӳçи Н.В. Мелешина тата «Причал надежды» приютра ĕçлекен Е.В. Новикова пачĕç. Вĕсем авалхи мордва халăх тумĕпе паллаштарчĕç. Ăна асламăшĕсен арчинченех илсе килнĕ.
Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕн пĕтĕмлетĕ-вне тунă май Лариса Васильева методист пухăннисене саламларĕ, шкул коллективне тав турĕ, малашне те çак ĕçе илсе пыма, ăна анлăлатма сĕнчĕ. УОЧНКА председателĕн çумĕ Валериан Ромашкин чăвашла, унтан ăна вырăсла куçарса сăвă вуласа пачĕ.
Шкулта вĕренекенсем халăхсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Пĕрремĕш класра вĕренекен Дамир Камалетдинов тутар юррине юрларĕ, Диана Александрова шăхличпе «Илемлĕ, илемлĕ» кĕвве каларĕ, кайран ăна илемлĕ юрласа пачĕ. Тăххăрмĕш класра вĕренекенсем чăваш ташшине çаптарчĕç. Тепĕр ушкăн ташăçисем вара тĕрлĕ халăх пултарулăхне кăтартрĕç.
 
: 180, Хаçат: 8 (1461), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: