Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăвашсене çутта кăларнă сумлă та чаплă педагогăн Иван Яковлевич Яковлевăн (1848-1930) ятне Раççейре те, унăн тулашĕнче те анлă пĕлеççĕ. Унăн çур ĕмĕре пынă нумай енлĕ ĕçĕ-хĕлĕ халăхсем хушшинче самана пĕлтерĕ-шлĕ пулса историе кĕрсе юлчĕ, тĕнчери тĕрлĕ çĕршывсенче ырă ята тивĕçрĕ.
Иван Яковлевич икĕ чĕлхеллĕ шкулсенче пуçламăш вĕрентĕвĕн ăнăçлă йĕркине туса хураканĕ, «Чăваш букварĕн» никĕслевçи, вĕренмелли тата ытти йышши кĕнекесем пичетлесе кăлараканĕ. Вăл уçса аталантарнă Чĕмпĕрти чăваш вĕрентекенĕсен шкулне Раççейре пурăнакан тухăç халăхĕсен тĕнче культури шайне çĕклеме наци кадрĕсем хатĕрлекен пĕлӳ керменĕ вырăнне хунă. Хăйĕн пурнăçĕнчи тĕп ĕçе Иван Яковлев юратса «манăн чăваш ĕçĕ» тенĕ. Тӳрĕ чунлă та çирĕп чун хаваллă çын пулнă.
Кăçалхи апрелĕн 25-мĕшĕнче Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 170 çул çитет. Çак кун тĕлне пирĕн хаçат редакцийĕ викторина ирттерме шухăшларĕ. Паян унăн ыйтăвĕсене пичетлетпĕр. Сире пурсăра та унта хутшăнма йыхравлатпăр.
1. Иван Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕ-лне анлăн тишкерсе пысăк ĕçсем çырса кăларнă малтанхи авторсем.
2. Чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă ачасенчен камсене Иван Яковлев çав тери пултаруллă, пысăк тавракурăмлă ăсчахсен шутне кĕртнĕ/
3. 8 çул тултариччен Иван Яковлев Кăнна-Кушкинче хăйне усрава илнĕ Пахомовсен çемйинче ӳснĕ. Аслашшĕ-пе асламăшĕ ачан пурнăçĕнче, кăмăлĕ-нче еплерех йĕр хăварнă/
4. 1856-1860 çулсенче Иван Яковлев Пăрăнтăкри удел училищинче вĕреннĕ. Кунта ун икĕ ачапа (вырăс тата чăваш хастарĕсемпе) çирĕп туслăх тĕвĕленнĕ. Чăваш каччи каярах Иван Яковлев уçнă Чĕмпĕр чăваш шкулĕн учителĕ пулса тăнă, хăйĕн халăхне çутта кăларма ĕмĕтленнĕ юлташне куçару ĕçĕнче нумай пулăшнă. Кам вăл/
5. Еплерех витĕм кӳнĕ Баратынский священник тата Пăрăнтăкри удел училищи çамрăк Иван Яковлев аталанăвĕпе ӳсĕмне/ Унтан вĕренсе тухнă чухне И.Яковлев мĕнле сăвă вуланă/
6. Хăйĕн пурнăçĕнче Иван Яковлевăн виçĕ хăрушă чире парăнтарма тивет. Кашнинчех чăвашсен Аслă Вĕрентекенĕ çак синкерсенчен темле тĕлĕнмелле майпа хăтăлса юлать. Камсем пулăшнă ăна/
7. Чĕмпĕрти çĕр виçекенсене хатĕ-рлекен удел училищи Яковлева ĕçлеме вĕрентнĕ. Вăл хăй ун пирки калама юратнă. Ку вăл пурнăç тапхăрĕнчи çӳлелле илсе пыракан черетлĕ картлашка. Тата тепĕр – пурнăç тăршшĕпе «йăтса» пынă - еплерех ĕçе явăçнă вăл çак хушăра/
8. Еплерех паттăрлăх тума ĕмĕтленнĕ çамрăк Яковлев/ Ун пурнăçĕнче пулса иртнĕ мĕнле ĕç-пуç çак ĕмĕте çуратнă/
9. Чĕмпĕр гимназийĕнчи юратнă вĕрентекенĕсем. Мĕн панă ăна çак пĕлӳ учрежденийĕ/
10. Аслă Вĕрентекенĕмĕр вулама юратнă хаçат-журнал.
11. Мĕнле вĕренӳ заведенийĕнче вĕреннĕ чухне Яковлева патшалăх 200 тенкĕ стипенди тӳлесе тăнă/
12. Чăваш йĕкĕчĕн пĕрремĕш юратăвĕ. Мĕншĕн çулĕсем йӳпленнĕ чăваш хастарĕсен/
13. Иван Яковлевпа Николай Ильминскийĕн пĕрремĕш тĕлпулăвĕ. Çак ăсчах витĕмне уçса парăр.
14. Чăваш халăхне çутта кăларас ĕçе пуçăннă хисеплĕ çыннăмăрăн пичетре кун çути курнă малтанхи ĕçĕсем. Миçемĕш çулта тата мĕнле хаçатра тухнă вĕсем/
15. Чĕмпĕрти хăйнеевĕр чăваш шкулĕн пирвайхи вĕренекенĕсем. Хăйĕн пуçарăвĕпе, укçи-тенкипе йĕркеленĕ общежити – телейлĕ те кăмăллă чăваш ачисем валли шкул йĕркелес ĕçри сулмаклă утăм (пулăм).
16. Хăйĕн Сĕве хĕрринче вырнаçнă яланхи çуртне Чĕмпĕр чăваш шкулĕ миçемĕш çулта йышăннă/
17. Хусан патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ чухне çуллахи çулçӳрев вăхăтĕнче Яковлев чăваш ялĕсенче питĕ нумай юмах-халап, юрă-сăвă пухнă. Çак паха материалăн пĕр пайне сăмах пуххине хатĕрленĕ çĕрте усă курма кама панă вăл/
18. Иван Яковлев Екатерина Алексеевна Бобровникована качча илнĕ чухне Чĕмпĕрте пурăннă. Еплерех инспектор тивĕçне пурнăçланă/
19. Чăваш халăхне çутта кăларнă мăнаçлă çыннăн паллăрах куçарăвĕ-сене асăнăр.
20. Миçемĕш çулта И.Я. Яковлева Чĕмпĕр дворянĕсен сословине илнĕ/
21. Чăваш шкулĕнче пулса курнă чаплă вырăс тата ют çĕршыв ăсчахĕсем, çыравçăсем, вĕрентӳçĕсем. Камсем вĕсем/ Кунтан кайнă хыççăн чăвашсен ĕçне, вĕрентĕве хак парса çырнă ĕçсене асăнсан та юрать.
22. Яковлевсен ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсен мăнукĕсем. Мĕнпе палăрнă вĕсем çĕршыв историйĕнче/
 
: 289, Хаçат: 8 (1461), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: