Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хĕрарăмсен кунĕ умĕн редакци тĕпелĕнче Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ çумĕнчи хĕрарăмсен комитетне ертсе пыракан пултаруллă та ăш-пиллĕ пуçаруçăпа, йĕркелӳçĕпе Елена Уресметовапа калаçатпăр.
- Елена Леонтьевна, тытăм çитĕнĕвĕсем çинчен каласа парсамăр.
- Ульяновск облаçĕн правительстви, Ульяновск хула администрацийĕ культура политикине хавхалантарса пулăшса пыни вырăнти халăхсене аталантарас çул-йĕрте самай пысăк çăмăллăх кӳрет. Ĕçлеме ан ӳркен кăна. Тăрăшсан пуçарăва ĕçе кĕртме тĕрлĕ грантсем çĕнсе илме пулать.Телее, регионта чăвашлăхшăн вăй хуракан, наци культурине çӳле çĕклекен хастарсем нумайлансах пыраççĕ. Акатуйсем анлă иртни, облаçри тата хулари районсенче УОЧНКА уйрăмĕсем йĕркеленни (нумаях пулмасть çеç автономин уйрăмĕсем Карсун тата Çĕнĕ Малăкла районĕсенче йĕркеленчĕç, Ульяновскăн сулахай çыранĕнче – «Ниме» чăваш культура центрĕ), вĕсем пысăк хĕрӳлĕхпе ĕçе пуçăнни савăнтарать.
Хĕрарăмсен комитечĕ ĕçе пуçăнни те хăйне майлă пулăм, хавхалантаракан хыпар тесе шухăшлатăп. Паян облаçри пултаруллă хĕрарăмсен хăйсен çитĕнĕвĕсем çинчен регион, Раççей илтмелле тата курмалла калама май пур. Пирĕн йыш ӳссе, хутшăнса пырать. Ульяновск область хĕрарăмĕ-сем район, область, çĕршыв, пĕтĕм тĕнче конкурсĕсене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Шупашкарта пулакан, чăваш тĕнчинче йĕркелесе ирттерекен ăмăртусенче çĕнтереççĕ. Юрлас, ташлас, алĕç тăвас ĕçре хастарлăхпа пысăк пĕлӳ кăтартаççĕ. Татьяна Серебрякова, Наталья Новоселец, Валентина Петрова, Елена Иванюкова дизайнер-модельерсе м, Мускава çитсе чăваш хĕрарăмĕсене, Ульяновска пĕр шит çӳле çĕкленĕ Юлия Серебрякова вĕрентӳçĕ, «Укăлча» тата «Хĕвел» ушкăнсен ертӳçи, воспитатель Елена Лянкина, «Соловушки» ансамбле ертсе пыракан Светлана Кочнева, Ирина Иванюкова («Савăнăç»), Валентина Сымова («Палнай»), Александра Синдюкова ("Уйсас"), Марина Борисова («Нарспи»), облаçри Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центрти чăваш пайĕн пуçлăхĕ Ираида Гаврилова, хула администрацийĕнчи вĕренӳ управленийĕн тĕп инспекторĕ Лариса Васильева. Пĕтĕмĕшле каласан хула тата ял шкулĕсенчи мĕнпур чăваш чĕлхипе литература учителĕсем (вĕсенчен ытларахăшĕ хĕрарăмсем, сăмахран, Елена Краснова, Ирина Антонова, Надежда Сайгушева, Светлана Мигукова...), Валентина Тарават, Нина Васильева, Александра Ледюкова (Санькка), Елена Алексеева, Елена Мустаева, Нина Еграшкина çыравçăсем. Вĕсенчен ытларахăшĕ пирĕнпе тачă çыхăнса ĕçлет çеç мар, кунран-кун пысăк ӳсĕмĕсемпе савăнтарать. Ăста, пултаруллă чăваш пикисемпе арăмсем нумай.
Пур уявсенче те пĕрле эпир, Ача-пăча пултарулăх тата ăс-хакăл конкурсĕсене мĕн тери шăпăрлана хатĕ-рлесе килнĕшĕн тӳрремĕнех вĕсене мухтамалла.Маттур вĕсем – Чĕмпĕр-Ульяновск хутлăхĕн хĕрарăмĕсем! Кĕркуннехи чи пысăк уявсенчен пĕрне – Кĕрсăрие çулсерен халăх ытларах та ытларах хутшăнма пуçларĕ. Телее, халăх концерт-спектакле йышлăн çӳрет. Чăваш тумĕпе кăсăкланни, ăсталăхне кăтартма тата пур уявсене те чăваш тумне тăхăнса тухма пĕлни тата пирĕн культура еплерех çӳллĕ шайра пулнине калать! Хĕрарăмсем пĕр-пĕ-ринпе тупăшса, канашласа илемлĕ кĕпесем çĕлеççĕ, ăсталăхпа пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕрен çĕнĕ майсем шыраççĕ. Ачасене те тăхăнтартрĕç вĕсем пăхма илемлĕ, ытарма çук хитре кĕпесем. Манăн хамăн та чăваш тумĕсем арчара выртмаççĕ. Хĕр килĕшме, туя-юбилее, тĕрлĕ чăваш мероприятийĕсене тепĕр чух хамсăрах çӳреççĕ. Тумĕсем те савăнччăр, ăна тăхăнакансем те телейлĕ пулччăр тетĕп эп. Хам та çĕлетĕп, халăх хушшине наци тумĕпе тухатăп. Атте-анне, асатте-асанне маншăн савăнса, вăй парса, пиллесе тăнине туятăп.
- Хĕрарăмсен комитечĕ пурнăçланă тата малашне валли палăртнă ĕçсем – еплерех вĕсем/
- УОЧНКА çумĕнчи хĕрарăмсен канашĕ – çамрăк тытăм. Малтанласа çынсене пухăнса канашлама вырăн та çукчĕ. Паян вĕренӳ управленийĕпе çыхăнса Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкулта пуçтарăнма май тупрăмăр. Хулан сылтăм çыранĕнче Л.Толстой урамĕнчи 12-мĕш çуртра (автономи вырнаçнă çурт) тĕл пулса калаçатпăр. Автономи Уставĕпе ĕçлетпĕр. УОЧНКА пуçлăхĕ Олег Мустаев пур пуçарура та пире хавхалантарать, пулăшу аллине тăсать. «Пĕрлĕхре – вăй», - тенĕ шурсухалсем. Эпир те, Чĕмпĕр хастарĕсем, çак каларăша тĕпе хурса вăй хуратпăр. Хĕрарăмсемпе пухăнса мăн асаттесен çĕршывне Пăлхара çитсе куртăмăр. Облаçра, тулашра иртекен кашни уява, пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăнма тăрăшатпăр. Ку çул паллашусен ярăмĕ-пе те асра юлĕ: кĕçех Ульяновска Чăваш Енри чаплă модельер, тĕрĕпе капăрлăх мухтавĕ Зинаида Воронова килмелле. Чăваш тĕнчинчи тĕлĕнмелле хĕрарăм пирĕнпе маçтăр-класс ирттерессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Иртнĕ «Нарспи» фестивальте Шупашкарти Чăваш культурипе ӳнер институчĕн кафедра пуçлăхĕ Раиса Васильева тата ытти паллă алăстисем чунри хĕлĕхсене хускатрĕç. Хамăр тăрăхри хастар, ĕçчен те маттур ентешсем çинчен те сехетшер каласа пама пултаратăп. Вĕсене кашнине çавра сĕтел хушшине йыхăрас шухăш пур пирĕн. Сăмах ăстисене тĕлпулăва чĕнесшĕн. «Тăван Атăл» журналăн тата «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатăн тĕп редакторĕсене Лидия Филипповапа Маргарита Ильинана, Альбина Юрату публициста, Раиса Сарпи сăвăçа тата ыттисене курса калаçас кăмăл пур. Асаннесемпе аннесене пухса ăмăрту йĕркелесшĕн, çамрăксене алĕç тата калаçу ăсталăхне вĕрентесшĕн.
- Елена Леонтьевна, тавах сире калаçушăн. Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Малашне те ăнăçусем сунатăп.
- Сире те тав. «Канаш» хаçат кашни чăваш çемйине çиттĕр тесе те çирĕп утăмсем тăватпăр эпир, май килнĕ таран çырăнтарма, ӳкĕте кĕртме тăрăшатпăр.
 
: 279, Хаçат: 8 (1461), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: