Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпир Ульяновскра тĕпленни нумай çул пулать ĕнтĕ. Пирĕн тăвансем те, юлташсем те, ентешсем те Ульяновскра пайтах пурăнаççĕ. Эпир пĕр-пĕринпе çыхăну тытатпăр, «Канаш» хаçат çырăнса илсе вулатпăр.
Çуралма вара Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Упире çуралнă. Тăван тăрăха та манмастпăр, час-часах кайса çӳретпĕр. Хĕл вĕçĕнче, Çăварни кун тăван яла çул тытрăмăр. Ытахальтен мар. Çак кун пирĕн ялти кăна мар, районти тата мĕнпур тăрăхри хисеплĕ çын – Егор Пантелеймонович Ярухин ячĕпе йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту иртрĕ. Çак мероприяти унăн ачисем тăрăшнипе виççĕмĕш хут пулчĕ.
Е.П.Ярухин Çĕпрел районĕн тĕп зоотехникĕ пулнă, пирĕн ялти Чапаев ячĕллĕ колхоза нумай çул ертсе пынă, ăна малтисен ретне çитернĕ. Пурăнакан халăх валли те пайтах çăмăллăхсем туса панă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та вăл тăван хуçалăха пăрахман. Шел, паян вăл çук çак тĕнчере.
Е.П.Ярухина асăнса иртнĕ йĕлтĕр чупăвне Чăваш Республикинчи, Тутарстанри, Ульяновск облаçĕнчи спорта юратакан 200 ытла çын хутшăнчĕ. Упи, Çĕнĕ Упи, Хурăнвар, Алешкин-Саплăк, Виçпӳрт-Шăмăршă шкулĕсенче вĕренекенсем тата аслă çулхи çынсем ăмăртрĕç.
Ăмăртăва темиçе çул-ӳсĕмĕпе пайласа ирттерчĕç. Кашни этапра 15-20 çын ăмăртрĕ. Вĕренекенсем мĕнпур вăйне парса хăйсен шкул чысне хӳтĕлерĕç. Манпа пĕртăван ывăлĕ 2004 çулхи Константин Спиридонов тантăшĕ-сем хушшинче иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Мăшăрăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕн ачи-2001 çулхи Артем Чернов – 1-мĕш вырăна, унăн йăмăкĕ-2007 çулхи Юлия – иккĕмĕшне.
Çитĕннисем хушшинче те ăмăрту хĕрӳ пычĕ. Манăн шăллăма, 1971 çулхи Петр Васильевич Спиридонова çитекенни пулмарĕ. Вăл кашни çул спорт ăмăртăвĕсене хутшăнать. Ял çыннисемшĕн сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе тĕслĕх пулса тăрать.
Аслисен, çулланисен хушшинчи ăмăртăва 70 çула çитмен çынсем хутшăнчĕç.
Ульяновскран килсе çитнĕ Николай Петрович Мулендеев (чи асли), Николай Михайлович Чернов вĕсен ретĕнче пулчĕç. Ульяновск область чысне хӳтĕлесе Николай Чернов призлă 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Куншăн эпир пурте хытă савăнтăмăр.
Ăмăртăва хутшăннисене спорт уявĕ-пе Упири Культура керменĕнче саламларĕç. Çĕнтерӳçĕсене те çакăнтах чысларĕç. Пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăна тухнисене Е.П.Ярухин сăнĕпе кăларнă медаль, грамота тата кубок парса чысларĕç. Чупăва йĕркеленĕ Е.П. Ярухинăн ачисем кăçал 24 кубок выляттарнă. Н.П.Мулендеев ятарласа хăй парнине илсе килнĕ. Вăл чупура çĕнтернĕ хĕрсене пыл парса савăнтарчĕ.
Ăмăртăва хутшăннă кашни çын, уйрăмах çĕнтерӳçĕсем, мероприятипе питĕ кăмăллă юлчĕç. Кашни çынна вĕри апатпа, çуллă икерчĕпе, чейпе сăйларĕç.
Эпир Ярухинсен çемйине ашшĕн ятне асăнса çапла спорт ăмăртăвĕ ирттернĕшĕн, çынсене хавхалантарнăшăн, пĕр çынна та тимлĕхсĕр хăварманшăн ял çыннисен ятĕнчен тав сăмахĕ калатпăр. Яла аталантарассишĕн малашне те çапла ĕçлеме пурне те Турă сывлăх патăр.
 
Ульяновск хули.
 
: 265, Хаçат: 9 (1462), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: