Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Федераллă Пухăва чĕнсе каланă сăмахĕ-нче Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăй илсе пыракан политикăн тĕп шăнăрĕ халăх ырлăхĕшĕн ĕçлесси терĕ. Çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ ытти нумай çивĕч ыйтăва хускатрĕ. Малашнехи улшăнусем чи малтан пурнăç пахалăхне ӳстерессипе çыхăнса тăрассине палăртрĕ.
- Пирĕн тĕп тĕллев Раççей çемйисен тупăшне ӳстересси. Раççейре 20 миллион çын чухăнлăхра пурăнать. 2018 çулхи май уйăхĕнче пурăнма кирлĕ минимум ӳсĕ. Çакăн хыççăн начар пурăнакан çынсен шучĕ чакĕ. Малашнехи 6 çулта эпир тата демографи аталанăвне пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшăпăр. Ку енĕпе çыхăннă тăкаксене саплаштарма хыснаран 3 триллион та 400 миллиард тенкĕ яма палăртатпăр ( ку иртнĕ ултă çулхинчен 40 процент нумайрах). Ку тĕллевсене пурнăçа кĕртме регионсене 50 миллиард тенкĕ укçа-тенкĕ куçарма хатĕр. 2017 çулта ĕçлекен çул-ӳсĕмри вăйпитти çынсен шучĕ 1 миллион çын чакнă. Пирĕн тĕрĕс çул-йĕрпе пырса çамрăк çемьесем ача çуралассине пысăк тимлĕх уйăрччăр тесе нумай тăрăшмалла, - пуçларĕ калаçăвне çĕршыв пуçлăхĕ.
- Пирĕн тата тепĕр тĕп тивĕçсенчен пĕри – аслă ăру çыннисене, хисеплĕ ватăсене хавхалантарасси. Хăй вăхăтĕнче вĕсем çĕршыв аталанăвне пысăк тӳпе хывнă. Пенсие самай пысăклатмалла, медицина тата социаллă пулăшу пахалăхне ӳстермелле, çулланнă, вăйсăрланнă пĕччен çынсене пулăшмалла. Пурнăç тăршшĕ-не вăрăмлатассипе çанă тавăрса ĕçлемелле. Паянхи вăтам çул-ӳсĕм Раççейре 73 çул пулсан çитес 10 çулта «80 хушас» çулпа пыракан Япони, Германи, Франци çĕршывĕсен йышне кĕме тăрăшмалла.Пĕтĕмĕшл е Раççее тĕнчери чи пысăк экономика çĕршывĕсен çумне çирĕ-плетмелле, - терĕ президент.
Нумай-мĕн çинче чарăнса тăчĕ çĕршыв пуçлăхĕ хăйĕн чĕнĕвĕнче. Хула-яла аталантарасси, унта хальхи вăхăтпа шайлашакан тытăма вырнаçтарасси, çурт-йĕре çĕнетесси. Унсăр пуçне экологи, сывлăх сыхлавĕ, вĕренӳ, транспорт ыйтăвĕсем...
Строительство ыйтăвĕсем те, паллах, айккинче юлмарĕç. «Паян çĕршывра çулталăкне 80 миллион тăваткал метр çурт-йĕр çĕкленет. (20-мĕш ĕмĕрĕн 1970-мĕш çулĕсенче – 50.) Пирĕн вара çулталăкне 5 млн çемье çĕнĕ хваттере куçтăр тесен (кăçал 3 миллион та 100 пин хваттерлĕ пултăр тенĕ) çулталăкне120 млн тăваткал метр тума тытăнмалла. Пурăнмалли кĕтесе кивçен туянакансен шăпине çăмăллатас тĕллевпе кăçалтан çурт-йĕр ипотекине банксем 7 процентпа (2017 çулта – 10 процент, 2001 çулта – 30) пама тытăнĕç.
Юлашки çулсенче эпир Раççейри автомобиль трассисене чылай çĕнетрĕмĕр. Халĕ регионсенчи тата вырăнти çул-йĕре йĕркене кĕртме вăхăт. Çывăхри ултă çулта çулсем тума тата тĕпрен юсама пурĕ 11 триллион укçа-тенкĕ (2012-2017 çулсенче – 6 триллион та 400 миллион) яма палăртатпăр. Тата тепĕр яваплă ĕç - çул çинчи хăрушсăрлăха пысăклатасси, çул-йĕрпе транспорт ĕçĕсенче вилĕм-чĕрĕм шутне чакарасси.
Регионсенче Раççей аэропорчĕсен тетелне анлăлатассине те президент малашне тумалли пысăк ĕçсен шутне кĕртет. Халь пурнăçланакан рейссенчен çурри ытла тӳрĕрен вĕçме пуçлĕç.
Раççей çĕр чăмăрĕ çинчи тĕп логистика тата транспорт тĕвви пулса тăрĕ.
2024 çул тĕлне Интернетăн пур кĕтесе те çитме шанăç пур. 240 е ытларах çын пурăнакан ялсенче ку енĕпе пĕр кăлтăк та пулмĕ.
Тата тепĕр тĕп задачăсенчен пĕри – халăха чир-чĕртен асăрхаттарасси. Уйрăмах чĕре тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешессине тимлемелле, усал шыçăсенчен сыватакан центрсене çĕнетмелле, вĕсене чире малтанхи тапхăртах тупса палăртакан тата сиплев çул-йĕрĕнче пулăшакан комьютерсемпе пуянлатмалла, сиплев учрежденийĕсем çине çĕнĕ куçпа пăхмалла.
100-2000 çын пурăнакан кашни ял-поселокрах ФАПсем, тухтăр амбулаторийĕсем пулмалла. Енчен питĕ юхăннă е çук пулсан 2018-2020 çулсенче уçăлмалла. 100 çынран сахалтарах пурăнакан поселоксене тăтăшах медицина хатĕр-хĕтĕрĕпе тата им-çампа тивĕçтернĕ ятарлă автомобиль çӳревĕсене йĕркелемелле.
Ĕçмелли шыв пахалăхне тимлени чирсемпе кĕрешнĕ çĕрте пысăк усă парĕ. Çынсен сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалла.
Экологи тĕлĕшĕнчен сыхă пулни ытти çивĕч ыйтусенчен хăтăлма май парĕ. Çӳп-çап пухăнакан вырăнсене çĕнĕрен пăхса тухмалла, вĕсене сахаллаттас майсем шырамалла.
Бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен ĕç укçи пирки каласан – сывлăх сыхлавĕ, вĕренӳ тата ытти çĕрте тăрăшакансен сахал укçа илмелле мар. 2019-2024 çулсенче ВВП 4 процентне сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантарма ямалла.
Чĕнĕвĕн самай пысăк пайне Владимир Путин Раççейĕн хĕç-пăшаллă вăйĕсен аталанăвĕпе хăвачĕн хăтлавне халалларĕ. Чаплăран чаплă самолетсем, танксем, пилотсăр шыв ай кимми, тăшман хăрамалла хĕç-пăшалпа вăрçă хатĕрĕсем пурри пирĕн тăнăçлăха, Раççее хăш-пĕр ют çĕршыв ăссăрлăхĕнчен хӳтĕленине палăртрĕ.
 
: 153, Хаçат: 10 (1463), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: