Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Редакцие йăрăс пӳллĕ хĕр кĕрсе тăчĕ. Паллашрăмăр. Вăл Чăвашкасси хĕрĕ – Надежда Сандркина пулса кайрĕ. Халĕ вăхăтлăха АПШра пурăнать – Нью-Йорк çывăхĕнчи пĕр пĕчĕк хулара. Н.Сандркина – Раççейĕпе кăна мар, тĕнчипех паллă спортсменка. Вăл марафонка, вăрăм дистанцисене чупнă. Тăватă çул СССР сборнăй командинче пулнă.
Инçетрен килнĕ хăнапа çывăхрах паллашас шутпа хуллен калаçу пуçларăмăр.
-Надежда Николаевна, кăштах ачалăхăра аса илĕр-ха.
-Эпĕ Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнче 1966 çулхи ноябрĕн 13- мĕшĕнче çуралнă. Эпĕ Олег тетерен 11 уйăх кăна кĕçĕн. Ун шкула кайма вăхăт çитсен эпĕ те хыççăн кайрăм. Анчах та мана илесшĕн мар. «Тепĕр çул килетĕн», – теççĕ. Эпĕ йĕрмĕшме пуçларăм, ман Олегпа пĕрле çӳрес килет тетĕп. З.А.Ильмендеева учительница вара: «Юрĕ, çӳретĕр. Кăштах вăхăт иртсен хăех пăрахать-ха», - терĕ. Эпĕ пăрахмарăм, Олегпа пĕрле пĕр класрах вĕренсе пытăм. 4-мĕш класа вара Çĕнĕ Улхаша кайма тӳрĕ килчĕ, пирĕн ялта пуçламăш шкул кăна. Тĕрĕссипе, шкулта чупма юратмастăмччĕ эпĕ, йĕлтĕрпе çӳреме çеç юрататтăмччĕ. 7-мĕш класра чухне 10-мĕш класра вĕренекенсене йĕлтĕ-рпе чупса иртсе каяттăмччĕ. 1983 çулта «Чăнлă поселокĕ – Аслă Нагаткин» трассăпа пĕрремĕш чупу (19 çухрăм) иртрĕ, эпĕ унта çĕнтертĕм. Шкултан вара 1-мĕш разрядпа тухрăм.
-Шкул пĕтерсен Ульяновска çул тытнă-и вара/
-Çапла. Автозаводская урамĕнчи техника училищине телеграфисткăна вĕренме кĕтĕм. Кунта мана физкультурăпа вĕрентекен Н.С.Крюков асăрхарĕ, ăмăртусене илсе çӳреме пуçларĕ. Ун чухне ман анне 39 çултах аттерен юлнăччĕ, вăл çамрăкла вилчĕ. Килте виçĕ ачаччĕ, анне фермăра ĕçлетчĕ. Мана хулара укçа-тенкĕ енчен питĕ хĕсĕкчĕ. Çавăнпа та класс ертӳçи мана шелленипе пулăшма шут тытрĕ, директор патне кĕрсе мана уйăхсерен 25 тенкĕ укçа тӳлеме ыйтса илчĕ. Тавах ăна çакăншăн! Ку маншăн питĕ пысăк пулăшу пулчĕ. Эпĕ ун чухне «Авангард» стадиона тренировкăсене çӳреттĕ-мччĕ. Пысăк ăмăртăва мана чи малтан 1984 çулта Тутарстанри Ешĕлвар (Зеленодольск) хулине илсе кайрĕç. Унта РСФСР чемпионачĕ иртмеллеччĕ. Пăхатăп та – пурте пластик йĕлтĕрсемпе. Эпĕ кăна йывăçран тунипе. Ăмăрту вăхăтĕнче те пăтăрмахсем пулчĕç: хăвса çитсен иртсе каймашкăн çул памаççĕ, тепри ман ума ӳкрĕ те – эп ун çине пырса тăрăнса йăванса кайрăм. Пурпĕрех аптрамарăм, 5-мĕш вырăн йышăнтăм. Унтан область чемпионатĕ-нче çĕнтертĕм. Спорт маçтăрĕн кандидат нормине тултартăм. Мана çакăн хыççăн Ульяновск сборнăй командипе пĕрле Свердловска сбора илсе кайрĕç. Зарядкăна тухсан Пономарев тренер пĕр кĕтмен çĕртен мана çапла калать: «Сан йĕлтĕрпе мар, капла чупмалла. Эс Карпов тренер патне кай. Вăл сана кĕтсе тăрать». Николай Дмитриевичпа эпир 1986 çулта Гончаров урамĕнчи «Урожай» спорт обществинче тĕл пултăмăр. «О, хамăр ялсем! Ман патра крокодилсем те чупма тытăнаççĕ!»- терĕ вăл мана курсанах. Çапла пирĕн пĕрлехи ĕç пуçланчĕ. Пысăк ăмăртусене çӳреме тытăнтăмăр, вăрăм дистанцисене те чупрăм, Мускаври ММММ текен чупăва та хутшăнтăм. Эп лайăх результатсем кăтартма тытăнтăм – Карпов хăй те тĕлĕнсе кайрĕ. Мана РСФСР сборнăй командине кĕртрĕç. СССР чемпионатĕ-нче çамрăксен хушшинче 2-мĕш вырăн йышăнтăм, çĕнтерӳçе 1 çеккунт çеç выляса ятăм. Адлерта командăпа марафонра çĕнтертĕмĕр. Ку вăхăтра эпĕ Ульяновскри çар училищинче ĕçлеттĕм, хĕç-пăшаллă вăйсемшĕн чупаттăм. Кăнтăрлаччен ĕçре, кăнтăр хыççăн тренировка. Ăмăртусене кайма нихçан та чарман мана, пулăшса кăна пынă. Çар тытăмĕнче эпĕ 14 çул пултăм, ман звани – кĕçĕн сержант.
-Ют çĕршыва хăçан тухса çӳреме тытăннă/
-Чи малтан Мексикăна марафона чĕннĕччĕ мана. Унта лайăх результат кăтартакансене тĕнче чемпионатне чĕнеççĕ терĕç. Çанталăк сивĕччĕ, старт час памарĕç, кĕтсе тăрса кӳтсе кайрăм эпĕ. 32 çухрăм чупнă хыççăн шăнăр туртма тытăнчĕ, урасем итлемеççĕ. Мана малтанах каланăччĕ: мĕнле йывăр пулсан та чупма пăрахмалла мар, вĕçне çитмелле. Тухса ӳксен тепрехинче ăмăртусене йыхăрмасса та пултараççĕ тенĕччĕ. Эпĕ çавăнпа чăтрăм! Шăла çыртса та пулин малалла чупрăм. Хамăн пĕтĕм вăях кăтартаймарăм та, çапах 14-мĕш вырăн йышăнтăм. 2003 çулта АПШри Кливленд хулинче шалкăм çумăр айĕнче чупса 2-мĕш вырăна тухрăм.
Тепĕр эрнерен каллех Америкăра 10 çухрăма чупма тӳрĕ килчĕ. Малта пыраттăмччĕ, анчах ăçталла чупмаллине арпаштарса урăх çулпа кĕрсе кайнă эпĕ. Акăлчанла ыйтма пĕлместĕп. Алăпа сулкалашса ыйтатăп, анчах мана никам та тĕрĕс çул кăтартмарĕ. Çапла вара эпĕ пăтрашнă вăхăтра мана Америка хĕрĕ иртсе кайрĕ, финиша манран 6 çеккунт малтан чупса çитрĕ.Тепĕр çул вара тӳ-рех каларăм: халь çулне пĕлетĕп ĕнтĕ, ку хĕре çĕнтеретĕпех! Мĕнех, çĕнтертĕм! Пуçĕнчех хытă чупма тытăнтăм – ун формине тĕрĕслес килчĕ. Сисетĕп – вăл йывăр сывлать. Аха тетĕп, паян ман кун! Америка хĕрне таçта инçете хăвартăм. Çакăн хыççăн ман портрета Америкăри пĕр журнал хуплашки çине пичетлерĕç.
-Надежда Николаевна, эсĕ нумай ăмăртăва хутшăннă, чи пысăккисене тата чи ăнăçлă ăмăртнисене асăнса хăвар-ха тархасшăн.
-Нумай хулара пулнă, нумай ăмăртăва хутшăннă – пурне те çырса пĕтерме май çук. Паллăрахисене каласа хăварам. Пĕрремĕшĕ – Вильнюс хули, 1986 çул. Унта СССР чемпионатĕнче тата кубокĕ-нче 10 çухрăм чупса 7-мĕш вырăн йышăнтăм. Çав çулах Гулькевичи хулинче марафон чупса çĕнтертĕм. Тепĕр çул Евпаторире 20 çухрăм чупса – 2-мĕш вырăн. 1988 çулта СССР чемпионатĕнче марафон чупса -- çамрăксем хушшинче 2-мĕш вырăн. Калугăра 5 çухрăм чупса çĕнтертĕм. Адлерта 20 çухрăм чупса иккĕмĕш пултăм. Новосибирскра тĕнче марафонĕнче мала тухрăм. Елань, Челябинск, Пенза хулисенче çĕнтертĕм, Екатеринбургра – 2-мĕш вырăн. Çĕпĕр марафонĕнче (Омск) 8-мĕш вырăн йышăнтăм. Америкăра та çĕнтеркеленĕ, призлă вырăнсем йышăннă.
-Пурнăçăнти чи йывăр чупу çинчен аса илер-ха. Вăл чун-чĕрене пырса тивекен истори вĕт...
-Çапла, ун çинчен паян та куççӳ-льсĕр аса илме май çук. Вăл ĕмĕрлĕхех чĕрене кĕрсе юлчĕ. 2008 çул. Ун чухне эпĕ Ульяновскра пурăнатăп. Ман анне йывăр чирлĕ. Ăна Ульяновскри онкологи пульницине хучĕç. Тухтăрсем мана вăрттăн каларĕç: сывалас шанчăк çук, чи начаррине хатĕр пулăр... Пĕлетĕр-и тăван анне çинчен çак сăмахсене илтме мĕнле йывăррине! Ирхине 6 сехетре тăрса 10-15 çухрăм чупатăп та кашни кун анне патĕнче ларатăп, ăна лăплантаратăп, эсĕ чĕрĕлетĕн-ха тетĕп. Хам вара пульницаран тухсан тăраниччен йĕретĕп. Пĕррехинче тухтăр манран çапла ыйтрĕ: «Эсĕ аннӳн пĕртен-пĕр хĕрĕ кăна-и/ Çывăх тăванăрсем пур-и/» Пур тетĕп, анчах вĕсем ялта пурăнаççĕ, эпĕ вара хулара. «Пĕлетĕн-и, сан аннӳ çĕр çинчи чи телейлĕ хĕрарăм! Мĕншĕн тесен унăн САН ПЕК ХĔР пур!»- терĕ те врач – йĕрсе ячĕ. Унпа пĕрле эпĕ те макăратăп.
Ĕç-пуç начарланса пычĕ. Аннене нимле шанчăк çуккине кура пульницаран киле ячĕç. Чĕре çурăлса тухас пек ыратать! Ним тума та çук! Тĕнчери чи çывăх та чи хаклă çын куç умĕнчех сӳ-нсе пырать...
Çак вăхăтра ман пата йыхрав килчĕ: Швейцарие чупма каймалла. Ку ахаль чупу кăна мар – 12 сехет чупмалла! Илтсен куç-пуç хуралса кайрĕ – 12 сехет! Ун чухлĕ эпĕ нихăçан та чупса курман. Ку япалана аннене мĕнле пĕлтермелле/ Вăл мĕн калĕ/ Çапах та куççӳль витĕр калаçрăм эп аннепе ку япала пирки. «Анне, эс мĕн калатăн – çавăн пек тăватăп»,- терĕм. «Натюк, хĕрĕм, чĕннĕ пулсан кай. Мана пăхса ан тăр эс, маншăн ан хуйхăр. Эп сана çул кайса килме пил паратăп. Эп вилмеп-ха, сана кĕтсе тăратăп»,- терĕ вăл çĕтсе пыракан сассипе. Картишне тухрăм та – йĕрсе, иккĕленсе çӳретĕп: каймалла-и, каймалла та мар-и/ Çунса пурăннă вăхăтра ăмăртăва кайма ятарласа та хатĕрленмен вĕт эпĕ, хамшăн кăна чупнă. Çапах та шутларăм: анне пил пачĕ пулсан каятăп. Чупăва аннене халаллатăп! Тен, эпĕ унтан çĕнтерсе килсен вăл чĕрĕлĕ...
Çапла йывăр шухăшсемпе çула тухрăм. Мускава каякан пуйăс çине лартăм. Пуйăсра çĕрĕпе пĕртте çывăрман, йĕрсе пынипе минтер йĕп-йĕпе... Чунри йывăр туйăмсене çынна каласа ăнлантарма та çук – чĕре çине кире пуканĕ çакса янă пекех! Чун пĕр чарăнми йĕрет! Мускавра чечек çыххи туянтăм та Матрона турăшĕ патне кайрăм. Матронăран йĕре-йĕре йăлăнтăм: «Урамра чечексем ешереççĕ, садсем сип-симĕс лараççĕ. Эсĕ Турă патне çывăх вĕт, ман аннене сывалма пулăш-ха, тархасшăн, илсе ан кай-ха халех». Çакăнта хам валли тата анне валли турăш, акафист туянтăм. Швейцарие çитиччен пĕр чарăнми акафист вуларăм.
Цюрихра пире бомбоубежищĕне вырнаçтарчĕç. Çур çĕр çитсен – старт! Старт линийĕ умне тăрсан никам хушаматне-ятне те каламарĕç – çĕршыв ятне кăна. Ман пата черет çитсен вара микрофонпа: «Надежда Николаевна Сандркина, Раççей. Вăл ку чупăва амăшне халаллать»,- терĕç. Пурте алă çупса ячĕç. Хам çине хĕрес хутăм та хускалса кайрăм. «Аннешĕн чупатăп, вĕçне чупса çитейсен анне, тен, сывалĕ»,- терĕм хам ăшра. Ирхи 6 сехетчен арçынсемпе пĕр танах пытăм, юнашар чупрăмăр. Çаврăм хыççăн çаврăм, çаврăм хыççăн çаврăм... Хĕвел тухсан ăшăтма тытăнчĕ. Эпĕ ăшă чухне чупмалли тумтире нимĕçсен тренерне парса хунăччĕ, эп ыйтсан парăн терĕм. Табло çине пăхатăп та – Раççей ялавĕ курăнать. Мана кăшкăраççĕ: «Надежда! Надежда! Илемлĕ чупатăн Эсĕ малта!» Алă çупаççĕ. Ман пуçра вара пĕр шухăш кăна: «Мĕнле чупса çитмелле/ Йăванса çеç каяс марччĕ». Куç-пуç хуралса килет... Финишчен 3 сехет юлсан чарăнтăм, тума улăштарас тетĕп. Анчах лараймастăп, кукленейместĕп. Нимĕçсен тренерĕ мана тытса тăрса кроссовкие улăштарчĕ. Эп чупу вăхăтĕ-нче икĕ çăвар банансăр пуçне нимĕн те çимен, шыв кăна ĕçнĕ. Çисен вар-хырăм ĕçĕ улшăнса каясран хăрарăм. Мĕнле чăтрăм – халĕ те каласа пама пултараймастăп. Малалла пыратăп, енчен енне сулăнатăп. Ӳте тăвар касать, ыраттарать, ура тупанĕсем вутпуççи çине пуснă пек пĕçереççĕ, кроссовки юнпа тулнă. Виçĕ тĕлте музыкантсем тăраççĕ, хăйсем патĕнчен иртсе кайнă чух кĕвĕ калаççĕ, пире мĕнле те пулин пулăшма, вăй пама тăрăшаççĕ. Вăй-хал пĕтсех çитрĕ. Мана камсем-тĕр вырăсла: «Утса пыр кăштах, кан! Эсĕ пурĕпĕр малта!»- тесе кăшкăраççĕ. Чупма чарăнтăм. Тайкаланса утса пыратăп. Шăмă сыпписем сураççĕ,урасем итлесшĕн мар. Сисетĕп – тăна çухатма пуçларăм. Юлашки вăйпа хама: «Ан чарăн! Аннешĕн чупатăп вĕт! Ăна манран та йывăртарах халĕ – вилĕм чирĕпе чирленĕ вăл!» - тетĕп. Хăйпе хăй куççӳ-ль юхма пуçларĕ. Çынсем ман çине тĕлĕнсе пăхаççĕ пулĕ: хăй малта пырать, çапах йĕрет. Алла Раççей ялавне пачĕç. Пĕр вăхăт çапла чупрăм. Чăтаймарăм – палаткăна чупса кĕрсе кайрăм. Ман урасем юн кăна! Мана врачсем урăх ан чуп, чарăн, палаткăран ан тух теççĕ. Тата 1 сехет юлнă иккен. Ман урасене маç сĕрчĕç. Юнланнă вырăнсене бинтпа çыхкаласа ятăм та – малалла каяс тетĕп. Анчах хускалаймастăп. Аран-аран утса, чупса кайрăм. Хăрушă пулса кайрĕ. Мĕн пулать-ши тетĕп, вĕçне çитейĕп-ши тесе шухăшлатăп. Сехет çине юри пăхмастăп. Чупатăп та чупатăп. Ман çумра пыракан арçынран алăпа сулкаласа ыйтатăп: мĕн чухлĕ юлнă/ Вăл 6 пӳрне кăтартать – 6 минут. О, тата 6 минут-ха! Чупса çитейместĕп пуль тетĕп. Чи йывăр самант пуçланчĕ. Халех тата çакăнтах чарăнас килет. Хама хам хăваласа пыратăп: тархасшăн, ан ӳк, финиша çитмеллех, чăтмаллах! Çапла шухăшласа пынă вăхăтра чан сасси илтĕнсе кайрĕ! Пĕтрĕ! Турă çырлах! Ман пата палламан çынсем чупса пычĕç. «Чемпион! Чемпион!»- тесе кăшкăраççĕ, ыталаççĕ. Ман вара пĕр шухăш: мĕнле те пулин тăна çухатмалла мар! Алăсене çӳлелле çĕклерĕм те: «Анне, эпĕ сан пилӳпе çĕнтертĕм!» - терĕм. Хам хускалаймастăп, йĕретĕп. Ман пата врач пычĕ те ма йĕретĕн тет. «Эпĕ çĕнтертĕм! Ку çĕнтерӳ анне валли!»- тетĕп. «Аннӳ те спортсменка-и/»- ыйтать вăл. «Çук, вăл йывăр чирлĕ, врачсем ăна пурăнма 2-3 уйăх кăна юлнă тесе каларĕç»,- хуравлатăп эпĕ. Врач çакăн хыççăн мана ыталаса илчĕ те – хăй те манпа пĕрле йĕрет. «Эсĕ тĕлĕнмелле хĕрарăм! Эпĕ мĕн чухлĕ пурăнатăп, анчах амăшĕшĕн 12 сехетре 101 çухрăм чупнă çынна пĕлместĕп!- тет хăй.
Эпĕ хĕрарăмсем хушшинче çĕнтернĕ, 12 сехетре 101 çухрăм та 259 метр чупнă иккен, иккĕмĕш вырăна йышăнаканни 10 çухрăм хыçала юлнă. Ку хĕрарăм ман пата пырса саламларĕ. «Эпĕ ку ăмăртăва питĕ нумай хатĕрленнĕччĕ»,- терĕ.
Ларасшăн хайхи – лараймастăп. Пушмака хывăр-ха тетĕп. Пăхрăм та – мĕнпур чĕрне хуп-хура! Телефон парăр-ха, ман аннене шăнкăравламалла тетĕп. Пачĕç. «Анне, эп сан пилӳпе çĕнтертĕм. Апла эсĕ пурăнатăн-ха!»- тетĕп. «Ах, Натюк, урусем ыратаççĕ пуль! Хăвна мĕнле туятăн/» - тесе ыйтать анне. «Аван!» - тетĕп. Иксĕмĕр те йĕретпĕр. Хам ăшра вара: «Аннерен малтан кăна вилсе каяс марччĕ!»- тесе шухăшлатăп.
Душа çăвăнма лартсах кайрĕç – утма май çук. Çĕрĕпе çывăраймарăм. Васкавлă пулăшу чĕнмелле пулĕ теççĕ. Кирлĕ мар тетĕп. Урасем пĕçереççĕ, сивĕ шыва чиксе лартăм. Темле таблеткăсем пачĕç. Урасене çӳлелле йăтса выртрăм.
Швейцарирен самолетпа вĕçсе тухса кайрăмăр. Ульяновскра мана журналистсем кĕтсе тăраççĕ. Статьясем çырасшăн, телевидение илсе кайса интервью илесшĕн. Эсĕ чĕрĕ легенда теççĕ. «Ниçта та каяймастăп, каçарăр. Ман килте анне вилет»,- терĕм вĕсене. Пĕр хĕрарăм журналист çакна илтсен йĕрсе ячĕ.
Киле çитрĕм те – каллех аннепе иксĕмĕр ыталанса пĕр чарăнми йĕретпĕр. Ман урасем шыçса кайнă. Анне мана çи, апат ту тет. Ман вара çиес те килмест.
Ирхине мана анне: «Натюк, эс çĕрĕпе нăйкăшрăн вĕт. Урусем ыратаççĕ пулĕ»,- тет. «Çук, анне, эпĕ тĕлĕк курса йынăшнă пулĕ»,- тесе хуравлатăп. Хура чĕрнесене курсан вара вăл хăраса кайрĕ – пиллĕкĕшĕ ӳкнĕ. Çакăн хыççăн ырханланма пуçларăм. Çиес килмест. Кашни кун çĕве шывĕ ĕçеттĕмччĕ. Нумай ĕçрĕм эпĕ ăна. Пулăшрĕ пулмалла, мая кайрăм.
Ку пулăм çинчен Ульяновскра тухакан пĕр хаçатра «Подвиг Надежды» ятлă статья пичетленнĕччĕ. Çав хаçата хамăр ялсем почтальонкăна хирĕç тухса илнĕ, йĕре-йĕре вуланă терĕç. Кайран киле килсе аннене те вуласа панă.
-Ку, паллах, чăн-чăн паттăрлăх. Кунта иккĕленме кирлĕ мар. Хăвăншăн мĕнле япала пулчĕ ку/
-Маншăн ку çĕнтерӳ Олимпидăра çĕнсе илнĕ ылтăн медальтен те хаклă. Мĕншĕн тесен Олимпиадăна кайма ятарласа темиçе çул хатĕрленеççĕ. Эпĕ вара ятарласа хатĕрленмен, хамшăн кăна чупнă...
Анне пурпĕрех çурта çуннă евĕр пĕтсе кайрĕ, икĕ уйăхран çĕре кĕчĕ (вăл 67 çулта кăначчĕ-ха). «Натюк, ытла ан çун маншăн... Турă çапла çырнă пуль. Сана питĕ шеллетĕп»,- тесе хăварчĕ вăл мана.Эпир унпа чунпа питĕ çывăхчĕ. Çавăнпа та маншăн ку çухату мĕнле йывăр пулнине каласа пама сăмах та çитмест. Тĕнче пĕр саманта сӳнсе ларнă пекех туйăнчĕ. Тăван килте мана халь никам та кĕтмест, юратнă анне çук... Çавăнпа пĕр çулталăкран вăхăтлăха Америкăна пурăнма кайрăм. Унта çăмăлтарах пулĕ терĕм, хуйха-суйха кăштах манăп пулĕ терĕм. Унта 9 çул пурăнтăм. Массажистра ĕçлетĕп. Е киле килеççĕ, е заявка парсан хам каятăп çынсем патне.40-50 çултан иртсен çынна массаж питĕ кирлĕ, вăл чирсем аталанса каясран сыхлать. Ман çуртра анне сăнӳкерчĕкĕ чи курăмлă вырăнта çакăнса тăрать. Анне хăй вара ялта пурăннă пекех туйăнать. Тăвансемпе телефонпа калаçнă чухне те анне тесе яратăп. Халь ак хăнана килтĕм-ха тăван çĕршыва.
Массаж тутарма килекен çынсем эпĕ Раççейрен иккенне пĕлеççĕ те калаççĕ: «Пĕлетĕн-и, пĕр Раççей хĕрĕ Швейцарире 12 сехет чупса çĕнтернĕ вĕт. Ун пирки телевизорпа кăтартрĕç»,- теççĕ. Вĕсене эп ку хĕр кам пулнине каласа паратăп. Куçĕсене чарса пăрахса пăхаççĕ вара ман çине. Вара кашнине çак историе каласа тăрас мар тесе хаçатри статьяна акăлчан чĕлхине куçарттартăм та стена çумне çыпăçтарса хутăм. Халĕ хăйсемех пырса вулаççĕ. Пĕр миллиардерăн çак историе вуласан тата анне сăнӳкерчĕкне курсан куççулĕ тухрĕ.
-Вăрăм дистанцисене чупса çĕнтерекенсем нумай тĕнчере. Анчах та вилме выртнă амăшне халалласа, ăна чĕртесшĕн тăрăшса12 сехет чупакан çын урăх çук пулĕ. Чупнă кăна мар вĕт-ха -- çĕнтернĕ! Тĕнчере кун пек çын эсĕ, Надежда Николаевна, пĕртен-пĕрре! Эпир санпа мухтанатпăр! Эсĕ чăваш халăхĕн тата пĕтĕм Раççейĕн мăнаçлăхĕ. Эс тунă ĕç – чăн-чăн паттăрлăх! Сана малашне пурнăçра ăнăçусем те телей сунатпăр! Тавах уçă калаçушăн.
 
: 525, Хаçат: 10 (1463), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: