Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хăйсен çурчĕ патне çывхаратчĕ Маргарита Ивановна. Васкамасăр утать вăл. Урамра тӳлек, шăрăхах мар. Юратать хĕрарăм çакăн пек çанталăка. Хĕвел пăхмасть пулин те темĕнле асамлăх пурах. Чунра лăпкăлăх, ӳт-пӳре канлĕх çуратать вăл. Паян пай пуçлăхĕ ĕçре çук. Хĕрарăмсем çакăнпа усă курса ĕç кунĕ вĕçленичченех пĕрин хыççăн тепри пӳлĕ-мрен тухса шăвăнчĕç. Мĕн каламалли/ Хĕрарăма ялан вăхăт çителĕксĕр. Унăн яланах ĕç купипех. Арçынсене мĕн! Апат пиçнĕ, çири кĕпе-йĕм таса пулсан ытти-хытти пит кулянтармасть вĕсене. Пурте пĕр пек мар, паллах. Маргарита Ивановнан упăшки йĕркеллĕ арçын. Пулăшма тăрăшать арăмне. Анчах та пушă вăхăчĕ сахалтарах унăн. Юрать-ха, икĕ ывăлне садика леçет. Арăмĕ вĕсене тумлантарнă хушăра çатма çинчи пăрçа пек сиккелет: пĕрре сехет çине, тепре алăк çине пăха-пăха илет... Кун пек чухне хĕрарăмăн чунĕ пĕртте лăпкă мар. Ак паян икĕ шăпăрлана васка-васка тумлантарнине пăхса тăракан упăшки: "Хăвăртрах, хăвăртрах!" – тенине чăтса тăраймарĕ, кĕçĕн ывăлĕн кĕпине ывăтса печĕ.
- Мĕн тăратăн тунката пек! Пулăш! Эп... мĕн асамçă-им/! Мĕн пултарнинчен ытла хăвăртрах тумлантараймастăп.
Ывăлĕсем ашшĕпе амăшĕ çине тĕлĕнсе пăхрĕç.
- Эпĕ урайне ӳкнĕ кĕпене тăхăнмастăп. Мана урăххи кирлĕ, – йĕме тытăнчĕ ывăлĕ.
Упăшки ӳсĕрсе илчĕ те васкаса пушмакне хыврĕ...
Çакна аса илсе хĕрарăм кăмăллăн кулкаларĕ. Кăмăлĕ кăра мар упăшкин, ним çукран кăшкăрашмасть, çапăçмасть вăл.
Маргарита çурт патне çитсен пуçне айккине пăрчĕ те арçынпа хĕрарăма курчĕ. Лешсем калаçа-калаçа пӳрт умĕнчи чечексемпе киленеççĕ.
- Надя, эсĕ-и/ – палларĕ Маргарита Ивановна хĕрарăма. – Эсир пирĕн пата хăнана килтĕр пуль-ха.
- Ун пек те шутлама пулать, – кулчĕ пĕр организацире ĕçлекен Надя. – Питĕ илемлĕ, тирпейлĕ сирĕн çуртăр. Чечексем куçа шартаççĕ. Çак çуртра пирĕн тăвансем те пурăнаççĕ. Паллашăр, ку манăн иккĕмĕш сыпăкри пичче, – паллаштарчĕ арçынпа Надя.
Маргарита Ивановна тĕсерех пăхрĕ те чутах йăванса каймарĕ. Леш арçынни те шак! хытса тăчĕ. Çăварне карнă, сывлăшсăр пулса тăнă тейĕн. "Эй, Турăçăм! Çак çынпа татах тĕл пулма çыртăн иккен", – пăшăлтатрĕ хĕрарăм.
- Рита, эсех-и ку/ – пĕр утăм малалла турĕ арçын. – Эсĕ асран пĕрре те тухман, анчах та паян сана тĕл пулассине чĕре те систермерĕ. Вунă çул... Пĕр самант пек иртсе кайрĕ.
Унтан пĕр хушă шăп тăчĕ те хушса хучĕ:
- Сансăр...
Ним ăнланман Надя пĕр арçын çине, пĕр хĕрарăм çине тĕлĕнсе пăхрĕ.
- Пуриншĕн те каçар, – чĕркуçленсе ларчĕ арçын Маргарита умне. – Юратнăшăн та...
Нимĕн те каламарĕ хĕрарăм хирĕç. Именчĕклĕн кулчĕ çеç. Вунă çул... Шăп çавăн чухлĕ иртрĕ вăхăт чутах инкекпе вĕçленмен каçранпа. Мĕнле паллашнăччĕ-ха вĕсем/ Аса илес килмесен те çав кунсем куç умĕнчех.
ххх
Электромеханика техникумне вĕренме кĕнĕ студентсен йышĕнче хĕрсем те пурччĕ. Ялтан килнĕскерсем хăюсăрччĕ. Виçĕ чăваш хĕрĕ пĕр пӳлĕме вырнаçрĕ. Вĕсемпе пĕрле пĕр тутар хĕрĕ пурччĕ, иккĕмĕш курсра вĕренетчĕ вăл. Куншăн хĕрсем питĕ савăнчĕç. Фарида хăюллă. Пĕвĕпе те, кĕлеткипе те арçынна аса илтерет. Пӳлĕме сĕмсĕрленсе кĕме тăрăшакан каччăсене вăл "мумент" кăларса çапать.
Пĕррехинче киноран таврăнчĕç хĕрсем. Общежити патне çитесси нумаях та юлманччĕ – вĕсен çулне виçĕ каччă пӳлчĕ. Пĕри, çӳллĕ те сарă çӳçлĕ каччă, Ритăна тытса юласшăнччĕ. Ăмăрткайăк çуначĕ-сене сарнă пек, икĕ аллипе хăлаçланса Фарида Рита умне пырса тăчĕ.
- О-о-о! Ку арçын аппаран хăрамалла, – кулчĕ яш. – Ан хăрăр, тивместпĕр эпир сире. Çак хĕрачана эпĕ тахçанах куçланă. Паллашасшăнччĕ кăна.
Хăрушлăх çуккине кура хĕрсем лăпланчĕç.
- Эпĕ сирĕнпе паллашасшăн мар. Манăн хамăн каччă пур, – кăштах хăюлланчĕ хĕр.
- Что-то пĕрре те каччăпа курман сана. Ялан çак арçын аппа хӳтлĕхĕнче çӳретĕн.
Рита ним те чĕнмерĕ. Çак каччă Женя пулчĕ. Вăл Ритăна вĕçĕмех йĕрлеме пуçларĕ.
- Ан çӳре, ман каччă пур, – хирĕçлерĕ хĕр.
- Ăçта вара вăл/ Каччă упăшка мар, ăна пăрса яма та пулать.
- Салтакра.
- Эсĕ салтаксене юрататăн иккен. Мĕн вара/ Эпĕ те салтака кайма пултаратăп.
Çулталăка яхăн çӳрерĕ Женя Рита хыççăн. Пике унăн туйăмне хуравламарĕ, унпа кинона та каймарĕ. Каярахпа институтра виççĕмĕш курсра вĕренекен каччă салтака кайнине пĕлчĕ хĕр. Çыру хыççăн çыру вĕçтеретчĕ ун патне каччă, анчах пĕр çырăвне хурав илеймерĕ.
Ун чухне çуллаччĕ. Пĕр кунхине такам алăкран шаккарĕ.
- Рита, сан патна, – лашанни пек сарă та шултăра шăлĕсене кăтартса кулчĕ Фарида.
- Кама кирлĕ пултăм-ши ирех/ – тĕлĕнсе пăхрĕ Рита палламан чипер яша.
- Иртме юрать-и/ – хулăнрах сасăпа ыйтрĕ каччă.
- Эп сире палламастăп, – хăюсăррăн каларĕ Рита.
- Мана Коля тесе чĕнеççĕ. Эпĕ сирĕн валли çыру илсе килтĕм.
- Мĕнле çыру/ Камран/ Мĕншĕн хăй килмест вăл/
- Килеймест вăл, – Рита паллакан çыннăн хушамачĕпе ятне каларĕ яш.
Çыру камран иккенне хĕр пĕлет. Аллинченех палларĕ. Çырăва илчĕ те сунтăха хучĕ. Палламан качча иртме сĕнмерĕ.
- Вуласа тухса хурав пама ыйтнă унта.
- Эсир ăçтан пĕлетĕр/ Ют çырăва мĕншĕн уçса вуланă/
- Вуламан эпĕ. Ăна ман валли янă çырупа пĕрле конверта чикнĕччĕ. Мана хурав кĕтсе илме хушнă. Пăшăрханать Женя эсир çырманшăн.
- Нимле хурав та пулмасть! Çырмастăп и все! – хыттăнах каларĕ хĕр. – Ан кĕттĕр манран Женя çыру. Эпĕ ăна çырма сăмах паман.
- Хурав çырăр çапах. Эпĕ кунсеренех кĕтĕп, – хĕре çисе ярасла тинкерчĕ каччă.
Пуçланчĕç вара хĕршĕн "чĕр тамăкри" кунсем. Çине тăрсах йĕрлерĕ ăна Коля. Анчах хурав ыйтса тарăхтармарĕ, хăй хĕре кăмăлланине уççăнах пĕлтерчĕ. Юлташĕ-нчен те именмерĕ. Хăпманнине кура тарса çӳрекен пулчĕ хĕр. Урăх каччăпа кинона та кайса пăхрĕ. Юриех çӳллĕ те патвар каччăпа калаçса татăлчĕ. Ку яш хула çамрăкĕсен хушшинче "авторитет".
- Ма çӳреместĕн тата Кольăпа/ Вăл вĕт колхоз председателĕн ывăлĕ, – лах-лах кулчĕ каччă. – Тепĕр тесен, эсĕ мана та питĕ килĕшетĕн. Тульккăш манăн савнă хĕр пур. Эпĕ ăна авланма сăмах панă.
Çитрĕç çапла пĕррехинче "авторитетпа" киноран.
- Ну, чипер юл, чиперкке, - хулпуççинчен лăпкарĕ каччă хĕре.
- Тавтапуç ăнланса пулăшнăшăн, – каларĕ хĕр шăппăн.
Подъезд алăкне уçса ĕлкĕреймерĕ – такам хулпуççинчен карапăл пек ярса илчĕ.
- Ют каччăсемпе кино курса çӳретĕн апла/! Миçе кайрăн/! Тата каятăн-и/!
- Сан мĕн ĕçĕ пур! Кайнă та каятăп та! – карт! туртăнчĕ Рита.
- Ах! Апла иккен! – алне сулса ячĕ Коля.
Пуçне пăрса ĕлкĕрчĕ хĕр. Каччă вара путсĕр хăтланнине туйса илчĕ пулас, хĕр умне чĕркуçленсе ларса унăн икĕ урине ыталаса куççуль витĕр каçару ыйтрĕ.
- Нихăçан та! Нихăçан та! – кăшкăрчĕ Рита. Унтан ытамĕнчен хăтăлчĕ те пĕтĕм вăйран качча питĕнчен çупса ячĕ.
- Куç умне ан курăн урăх! – кăшкăрчĕ каллех, алăк хупăннă май.
Пĕр эрне Коля хĕре йĕрлемерĕ. Хĕр куçĕ умне курăнмарĕ, айккинчен сăнарĕ. Рита лăпланма пуçланăччĕ. Çук иккен. Ритăран хăпма шутламан та каччă. "Тамăкра" çунасси малалла пулчĕ. Вĕренме каять-и, килелле утать-и – Коля ялан Рита çулĕ çинче. Урама уçăлма тухма та пăрахрĕ хĕр. Анчах та занятисене çӳремеллех. Пĕррехинче тата... Шутласан тĕлĕнсе хытса кайăн. Рита тантăшĕпе мунчана çул тытнăччĕ. Çăвăнса тухрĕç кăна – алăка уçсанах мунча умĕнчи сак çинче Кольăна курчĕç. Лешĕ, çурăмпа лараканскер, вĕсене асăрхамарĕ. Хĕр нумай шутламарĕ, клумба урлă вирхĕнчĕ. Решетке карта урлă çиçĕмле хăвăртлăхпа сиксе каçрĕ те чупса тарчĕ. Çакланса çурăлнă кĕпи вĕлкĕшсе пычĕ. "Хăтăлтăм", – сывласа ячĕ кăна, общежити патне çитсен хирĕç утакан Кольăна курчĕ. Лĕнчĕр-р кайрĕç урисем. Мĕнле ӳкмерĕ-ши/
- Хăçан мана нушалантарма пăрахатăн/! – куççуль витĕр кăшкăрчĕ хĕр. Хăй икĕ аллипе йĕпе çӳçне тăрмаларĕ.
- Эсĕ мунча хыççăн тата илемлĕрех, – шăппăн каларĕ каччă хĕр куçĕнчен именерех пăхса. – Эпĕ практикăна каятăп. Тăватă уйăх урăх хулара пулатăп. Эсĕ çак вăхăтра хăвăн кăмăлна улăштарасса шанатăп.
Рита тем каласшăн çăварне уçрĕ.
- Итлесе пĕтер тархасшăн, – вăл ассăн сывларĕ те çĕнĕрен калаçма пуçларĕ. – Сана юратса пăрахнăшăн Женя мана каçармарĕ. Эпир пĕр институтра, пĕр ушкăнра вĕренеттĕмĕр, пĕр пӳлĕмре пурăнаттăмăр. Вăл пирĕнпе кӳршĕллĕ ялтан. Виççĕмĕш курс хыççăн Женя салтака каясшăн пулчĕ. Сăлтавĕ – эсĕ унăн юратăвне йышăнманни. Пĕррехинче çĕрле ялти клубран тухрăм та килелле утрăм. Нумаях та каяйманччĕ, çула виçĕ "амбал" пӳлчĕ. Мана ирĕксĕрлесе йĕтем патне илсе çитерчĕç. Çĕр ăшне чавса чикнĕ пы-ы-сăк чана пăрахрĕç те тĕрлĕ енчен чул "çутарма" пуçларĕç. Юрать, чан пушăччĕ. "Сан валли урок ку!" – тесе кăшкăрчĕç. Печĕç, печĕç те пăрахса кайрĕç. Чанра çĕр каçма тиврĕ. Кăшкăрсан та никам та илтмерĕ. Ирхине йĕтем çинче ĕçлекенсем килсе хăтарчĕç. Вăт мĕнле асаплă юрату.
- Нимĕнле юрату та çук манăн сан пата!
- Пу-у-у-р! Эсĕ ăнланасшăн мар çавна. Манпа эсĕ чи телейлĕ çын пулăн çĕр çинче.
- Ман мана, – пăшăлтатрĕ хĕр.
Экзаменсем йĕркеллĕ тытса Ритăпа юлташĕсем çуллахи каникула кайрĕç. Икĕ уйăх канлĕ пурăнчĕ хĕр. Анчах Коля ăна тĕлĕкре килсе хăратрĕ: Ритăна пĕр ушкăн çамрăк хупăрласа илнĕ, вĕсен хушшинче Коля та пур пек...
Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă кăначчĕ. Пĕр каçхине лавккана кайнă Юльăпа Марина пӳлĕме пăлханса кĕрсе тăчĕç.
- Мĕн пулчĕ/ Кам хăвалать сире/ – тĕлĕнчĕç Фаридапа Рита.
- Пире никам та хăваламасть. Эпир пĕр япала куртăмăр.
- Мĕнле япала çапла хăрушăскер/
- Урамра УАЗ машина тăрать. Ун тавра пĕр ушкăн çамрăк кĕпĕрленнĕ. Хăйсем хытах шавлаççĕ. Мĕн çинчен калаçнине ăнланаймарăмăр. "Вăрлама" тени хăлхана кĕчĕ. Пĕри ыйтать: "Ăçта илсе кайăпăр ăна/" Тепри шăппăнрах: "Кӳршĕ яла, мăнакка патне, – тет. – Эпĕ вĕсене каласа хунă".
Калаçрĕç те лăпланчĕç. Пĕр çур сехет иртсен алăка шаккарĕç. Паллакан, час-час килсе çӳрекен Сергей иккен. Ним шутламасăр уçса ячĕç алăка. Мĕнле уçса ячĕç – çапла виçĕ каччă кĕрсе тăчĕ. Пĕри – Коля. Веç ăнланчĕ Рита. Вăл ларнă çĕртен сиксе тăрса тимĕр кравате ярса тытрĕ. Хăй пĕтĕмпех шурса, кăвакарса кайнă. Пĕр сăмах та чĕнейми пулчĕ.
- Паян сана вăрласа каятпăр. Эсĕ çынла калаçнине ăнланмастăн, – пĕр утăм малалла турĕ Коля. Хăйĕнчен эрех шăрши перет. Сергей Рита куççуль витĕр шăтарасла куçран пăхнине тӳсеймесĕр пӳлĕмрен тухса кайрĕ. Фарида, чĕпписене хӳтĕлекен чăхă ами пек, аллисене сарса Рита умне тăчĕ. Виçĕ хĕр – çапăçăва кĕрес салтаксем пек – сыхăра. Каччăсем вĕсене сирсе Ритăна ярса илесшĕн пулчĕç. Çав вăхăтра Фарида тумбочка çинчи шыв тултарнă чейнике илчĕ те Кольăна пуçран шаплаттарчĕ. Каччă çухалса кайнипе усă курса Фарида ăна çухавинчен çатăрласа тытрĕ те алăкран кăларса печĕ. Иккĕмĕш каччи хăех тухса шăвăнчĕ...
Рита çулĕ çине Коля текех тăмарĕ.
 
: 210, Хаçат: 10 (1463), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: