Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мартăн 3-мĕшĕнче Кивĕ Улхашра ял пуçланса кайнăранпа 470 çул çитнине халалланă уяв пулчĕ. Урамра сивĕ пулнипе Ял кунĕ Культура çуртĕнче иртрĕ. Уява район пуçлăхĕ Х.В.Рамазанов, районти депутатсен канашĕн председателĕ И.М.Фролова, вĕренӳ пайĕн пуçлăхĕ Н.Н.Левендеев, Улхаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.П.Енилов тата ытти хăнасем килсе çитрĕç.
Кивĕ Улхаш ялĕ 1547 çулта пуçланса кайнă теççĕ. Пĕрремĕш çынсем хальхи Çĕмĕрле районĕнчи Улхаш ялĕнчен (Чăваш Республики) куçса килнĕ. Пĕрремĕшсем хушшинче Рахмановсен (Кушаксем), Яргункинсен (Кăтрисем) çемйисем пулнă. Ун чухне Чĕмпĕр хули те пулман-ха, Хаяр Иван Хусана та илмен. Хусана Хаяр Иван çарĕсем шăпах Кивĕ Улхашăн «Правда» колхозĕ тĕлĕнчен иртсе кайнă. Ял ун чухне хальхи вырăнта мар, Чăнлă шывĕн сулахай енче ларнă.
Унтанпа ял халăхĕн пурнăçĕнче мĕн кăна пулман-ши/ Пĕр Аслă вăрçă мĕне тăрать! 1941-45 çулхи вăрçа ялтан 576 çын тухса кайнă, вĕсенчен 320 çын яла таврăнайман. Николай Григорьевич Князькин аслă сержанта вара фронтра паттăрла çапăçса пуçне хунăшăн Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Паян ял шкулĕ ун ячĕпе хисепленет. Хальхи вăхăтра Аслă вăрçа хутшăннă çынсем ялта çукпа пĕрех. Каярахпа вăрçă вучĕ çамрăксене те тивнĕ. Малтан Афганистан вут-çулăмĕ витĕр тухрĕç вĕсем, унтан Чечняри çапăçусене те хутшăнчĕç. Шел, çак вăрçăсенче вилнисем те пур. Вĕсем çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх, эпир вĕсемпе мăнаçланатпăр.
Район пуçлăхĕ Х.В.Рамазанов халăх умне тухса сăмах каларĕ, районта сирĕн ялăр пек пысăк ял урăх çук терĕ, уяв ячĕпе саламларĕ, Улхаш çыннисене тăрăшуллă ĕçĕшĕн мухтарĕ. Кунта акса илмен пĕр гектар та çуккине палăртрĕ. Уявра сцена çинчен ялти тăрăшуллă çынсен ячĕсене асăнчĕç, тĕрлĕ наградăсем пачĕç. Сăмахран, ялти Культура çурчĕн илемлĕх ертӳçи Татьяна Николаевна Эльмукова Чăнлă районĕн Хисеплĕ çынни пулса тăчĕ.
Çакăнтах Кивĕ Улхаш çинчен ӳкернĕ видеофильм та кăтартрĕç. Ун хыççăн сцена çине ялти паллă çынсене хăпартса чыс турĕç. Вĕсем хушшинче трактор тата хир бригадирĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ – Федор Николаевич Эльмуков тата «Знак Почета» орден кавалерĕсем – Петр Иванович Князькин, Виталий Серафимович Шарайкин (иккĕшĕ те нумай çул водительте вăй хунă). Тăрăшуллă ĕçпе палăрнă çынсем килĕнче те нумай ача çуратса çын çине кăларнă, тĕрĕс воспитани панă. Маларах «Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданĕ» ятне илнисене те ырăпа асăнчĕç: Валерий Петрович Аюгин (комбайнер), Галина Васильевна Пономарева, Николай Константинович Кадебин (педагогика ветеранĕ, шкулти музей заведующийĕ), Римма Ильинична Микка (вĕрентӳçĕ), Михаил Николаевич Эльмуков, Людмила Михайловна Шываева (ялти Культура çурчĕн директорĕ). Кивĕ Улхашри «Янра юрă» ушкăна çӳресе нумай çул хăйĕн пултарулăхĕпе халăха савăнтаракан Геннадий Александрович Миккана та юбилей ячĕпе саламларĕç. Çаплах нумай çул пĕрле пурăнакан тата нумай ача çуратса ӳстернĕ мăшăрсене те чыс турĕç.
Пухăннă халăха Кивĕ Улхаш, Çĕнĕ Улхаш, Чăвашкасси ялĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Тĕслĕхрен, Геннадий Поляковăн «Комбайнеры» юррине халăх питĕ ăшшăн йышăнчĕ, нумайччен алă çупрĕ.
Культура çуртĕнче кунĕпех буфет ĕçлерĕ, урамра вара çынсене вĕри чей ĕçтерчĕç, шашлык пĕçерсе çитерчĕç.
Пысăк уяв Чăнлă районĕн гимнĕпе вĕçленчĕ.
 
: 222, Хаçат: 11 (1464), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: