Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
"Пурнăç пурăнса ирттересси – хир урлă каçасси мар", - тенĕ ваттисем мĕн ĕлĕкрен. Ку чăнах та çапла. Светлана Николаевна Федорова çав уй тăрăх 66 çул утăмлать, самай йывăрлăхпа тĕл пулнă, апла пулин те яланах çĕнтерӳçĕ тулса тухнă, малаллах талпăннă.
Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсар шкулĕнче вăй хуракан С.Н. Федорова çак ялтах 1951 çулта Валентина Константиновнапа Николай Игнатьевич Ермолаевсен нумай ачаллă çемйинче кун çути курнă. Шкула пĕрремĕш класа кайнăранпах хĕрача вĕрентӳçĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Уншăн пĕрремĕш вĕрентекен Çӳлти Турăпа пĕр тан çын шутланнă. Çак ĕмĕтпех хĕрача сакăр класс пĕтерсен Çинкĕл педучилищине çул тытать. Диплом илсе кĕçĕн классен вĕрентӳçи пулса тăрать. Тăван шкула мĕнле талпăнсан та çамрăк вĕрентӳçĕн пĕрремĕш çул Курахви ялĕнче ĕçлеме тивет. Вăл вăхăтра вĕренӳ заведенийĕ-нчен тухнисене направленипе кирлĕ çĕре янă. Курахви ялĕнче вара ĕçлекен кирлĕ пулнă.
Юрату хăвачĕ вăйлă теççĕ. Вăл темле чăрмава та, йывăрлăха та çĕнтерме пулăшать. Светлана Николаевна та çак туйăма пула каялла тăван яла таврăнать. Упамсар каччипе Николай Федоровпа çемье çавăрать. Çемье яланах пĕрремĕш вырăнта пулнă вĕрентӳçĕн. Анчах шкула та вăл питĕ юратать, ăна иккĕмĕш тăван кил, иккĕмĕш çемье тесе шутлать. Наци юхăмĕ тытăнсан тăван халăха, тăван чĕлхене юратакан Светлана Федорова «Атлăçи тăрăхĕнчи халăхсен культури» кружок илсе пыма тытăнать.
- Ман куç умĕнче яланах – анне сăнарĕ, унăн тĕслĕхĕ. Хальхи ачасене тăван чĕлхе, культура, йăла-йĕрке пуянлăхĕпе паллаштарассине эпĕ аннен ĕçне малалла тăснă пек йышăнатăп. Пирĕн анне питĕ хамăрăн халăха юрататчĕ. Çав юрату мана та куçнă. Çемьере ултă ача пулнă пулин те анне ялти пултарулăх ушкăнне хаваспах çӳретчĕ, сасси уçă пулнипе питĕ хитре юрлатчĕ, спектакльсенче вылятчĕ. Çав вăхăтрах колхоз ĕçĕнчен те юлман вĕт-ха, килти хуçалăха та çирĕп тытса пынă. Аннен чăваш тумĕпе тăракан сăнӳкерчĕкне час-часах илсе пăхатăп, ачасене те кăтартатăп, - каласа парать Светлана Николаевна.
Упамсар шкулĕнче чăваш Патриархĕн И.Я.Яковлевăн Халалне çирĕп тытса пыраççĕ, çитĕнекен ăрăва унăн вилĕмсĕр сунăмĕсемпе паллаштараççĕ тесе çирĕппĕнех калама пулать. Кунта коридор стенисене те Патриархăн Халалĕнчи сăмахсемпе илемлетнĕ, унăн йăхĕн сăнӳкерчĕксен стенчĕ пур. Паян шкулта пĕлӳ пухакан ачасенчен 12-шĕ кăна чăваш пулсан та кашни вĕренекен куллен çав стендсемпе паллашни пĕлтерĕшлĕ. Вĕрентӳçĕсем те хăйсен урокĕсенче И.Я. Яковлевĕн ĕçĕсемпе усă кураççĕ.
- Мана хамăн ĕçре облаçри чăвашсен «Канаш» хаçачĕ те нумай пулăшать. Культурăпа, халăх историйĕпе, йăли-йĕркипе çыхăннă материалсем пайтах пичетленеççĕ унта. Питĕ юратса вулатăп хаçата, пĕр йĕрке сиктермесĕр, саламсене те веçех шĕкĕлчесе тухатăп. Çавăнпа та кашни çулах çырăнатăп. Хамăн ентешсене те çак хаçатпа паллашма сĕнетĕп, - тет вĕрентӳçĕ.
Светлана Николаевна мăшăрĕпе Николай Яковлевичпа виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Хĕрĕ хăйĕн ĕçне малалла тăсса тăван шкулта хăйпе пĕрле ĕçленишĕн Светлана Николаевна питĕ савăнать, унпа мăнаçланать. Вĕрентӳçĕсен династийĕ аталансах пырать. Мăнукĕ те кукамăшĕпе амăшĕ пекех шкулта ĕçлеме ĕмĕтленет. Эппин, малашлăх пур-ха. Ывăлĕсем Димитровградра тĕпленнĕ, юратнă профессийĕсемпе ĕçлеççĕ. Мухтав Турра, ашшĕ-амăшĕн питне халиччен хĕретмен.
 
: 132, Хаçат: 11 (1464), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: