Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Редакци хăни облаçри хисеплĕ çын, таврапĕлӳçĕ, вăрçă ачи – Иван Моисеевич Кирпичников. «Канаш» хаçатăн çывăх тусĕ хаваспах пирĕн ыйтусене хуравлама пулчĕ.
- Ăçта çуралса ӳснĕ Эсир, ăçти тăрăхри çăлкуç шывне ĕçсе вăй илнĕ/
- Эпĕ 1932 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче Пухтел районĕнчи (халĕ Чăнлă районĕ) Сахалин поселокĕнче колхозниксен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Пирĕн çемье кунта Анат Тимĕ-рçен ялĕнчен 1928 çулта куçнă. Пĕр ялсем 18 çемье, 91 çын пурăннă. Едоки тенĕ вĕсене вăл вăхăтра.Ачисем Анат Тимĕрçен шкулĕнче вĕреннĕ. Çав хушăра тăванĕсем патĕнче пурăннă. 1936 çулта пирĕн çемье хăйĕн тăван ялне таврăннă. Аслă вăрçă пуçланиччен аттепе анне, аслă акка колхозра ĕçленĕ. Пурăнма çителĕклĕ пурнăçпа пурăннă. Вăрçă пуçлансан аттене салтака илчĕç. Анне çичĕ ачапа тăрса юлчĕ. Икĕ акка аннене пулăшакан вăйпитти хĕрсем пулнă. Хăй вăхăтĕнче вĕсене вĕренме мехел çитмен, аслисемпе пĕр тан ĕçлеме, çемьене тăрантарма тивнĕ. Атте фронтран таврăнаймарĕ. Ачасем те эпир сыввисем виççĕн çеç тăрса юлтăмăр.
- Эх, вăрçă! Самани шăпăрлансене ачалăхсăр тăратса хăварасшăн пулса пурне те мĕн пĕчĕкрен ĕçе кӳлме васканă – маттурсем хытса çитеймен пĕчĕк аллисемпе уйра, йĕтем çинче тăрăшнă.Вĕренĕве те пăрахасшăн пулман.
- Ĕçрен хăраса тăма вăхăт пулман – ватти те, вĕтти те хĕрӳ ĕççине хутшăннă. Çынсен туслăхĕ çирĕ-пленнĕçемĕн çирĕпленсе пынă. Ывăнтăм тенине илтмен тантăшсенчен. Йывăр вăхăтра Тăван çĕршыва усă кӳме пултарнăшăн хĕпĕртенĕ. Эпĕ Анат Тимĕрçенти пуçламăш шкулта 4 класс пĕтертĕм. Пирĕн пирвайхи вĕрентекен М.В. Горбунова. Эпир те унăн пĕрремĕш вĕренекенĕсем пулнă. Мария Васильевна чăваш педучилищине пĕтерсе хăйĕн ялнех таврăннă. Юратнă вĕрентӳçĕ вăрçăран килекен хыпарсене пире каласа паратчĕ. Класс валли уйăрнă çĕр лаптăкĕнче пирĕнпе пĕрле ĕçлетчĕ. 8-11 çулхи ачасем ӳстернĕ çĕрмие пире шкулта çитеретчĕç. Пуçламăш шкула пĕтерни пирки калакан хута (свидетельство) илес умĕн хаяр вăрçă пĕтнине пĕлтĕмĕр. Малалла Вăта Тимĕрçенти 7 çул вĕренмелли шкулта ăс пухрăм. Эпир ун чухне пĕр класа виçĕ ял ачи пухăннăччĕ.1948 çулта Вăта Тимĕ-рçенте вăтам шкул уçăлчĕ. Тантăшсенчен чылайăшĕ вара 8-мĕшне вĕренме юлчĕç. Чухăнрах çемьере ӳсекенсем колхозра вăй хума пуçларĕç, хăш-пĕрисем «кĕскерех» мелпе вĕренсе пĕтерме хулана тухса кайрĕç. Н.А. Базарнов (каярах инженер-химик пулнăскер), П.И.Сымкин (инженер-строитель) пĕлĕвне малалла шкултах тăсрĕç. Пĕрле вĕреннĕ тантăшсенчен каярах чылайăшĕ ятарлă пĕлӳ илни паллă пулчĕ. Вĕсен хушшинче – пĕр ăсчах, çичĕ инженер, виçĕ офицер, тăваттăшĕ ялхуçалăх специалисчĕ.
- Эсир мĕн шухăшларăр/
- Эпĕ те «кĕскерех» меслетпе вĕренме тесе Ульяновскри ремесленнăй училищĕне (РУ-2) вырнаçрăм. Ку пĕлӳ çурчĕ пирĕн вăхăтра хисепреччĕ. Пурăнмалли вырăн пурччĕ. Тумлантаратчĕç, çитеретчĕç, вĕренме пур майсем те пурччĕ. Çапла майпа манăн ĕç биографийĕ çакăнта пуçланчĕ. 1951 çулта пиллĕкмĕш разрядлă слесарь-инструмента льшик специальноçне алла илнĕ хыççăн çав çул ушкăнпах (25 арçын ача) Сталинградри тракторсем тăвакан завода ĕçлеме кайрăмăр. Пире общежитие вырнаçтарчĕç. Вăл вăхăтра сехетсем çукчĕ – пире завод гудокĕ ĕçе йыхăратчĕ. Эпир пурăнакан вырăнтан инçех мар ĕçлекен çамрăксен шкулĕ (ШРМ) вырнаçнăччĕ. Эпĕ унта 8,9-мĕш классене пĕтертĕм. Завод виçĕ сменăпа, шкул икĕ сменăпа ĕçлетчĕç. Икĕ çулта 6-мĕш разряд илтĕм.
1953 çулта Куйбышеври (хальхи Самар хули) индустрипе педагогика техникумне экзамен патăм. Кĕçех мана вĕренме пыма чĕнсе ячĕç. Анчах та вĕренме тивмерĕ.
- Сталинградри заводран ĕçрен хăтарсанах салтака илсе кайнă...
- Çапла. Хĕсметре эп совет салтакĕсен ушкăнĕпе Германире пулнă. Çулталăк полкри кĕçĕн командирсен шкулĕнче вĕрентĕм. Радиотелеграфист пулса тухрăм. Виççĕмĕш çулне киле килес умĕн Венгрире пăлхану пуçланса кайрĕ. Пире те вара киле кăшт каярах ячĕç. Çартан аслă сержант званипе таврăнтăм. Хисеп грамоти парса ăсатрĕç. Вара эпĕ тӳрех хама виçĕ çул каялла вĕренме илнĕ Куйбышеври индустрипе педагогика техникумне çул тытрăм. Салтак шинельне хурипе улăштартăм. Телее, 1956-1960 çулсенче каллех патшалăх вăйĕпе (СССР министрсен канашĕ çумĕнчи ĕç резервĕсен тĕп управленийĕ тăрăшнипе) вĕрентĕм. Техник-механикăн тата производство вĕренĕвĕн маçтăрĕн дипломне илтĕм.
- Иван Моисеевич, çемйĕр пирки каласа парăр-ха тархасшăн.
- Техникумра ăс пухнă вăхăтра – 3-мĕш курсран вĕренсе тухнăччĕ ун чухне – савнине Мăшăрлану керменне илсе кайрăм. Ун чухне эпĕ 27 çултаччĕ. Диплом илнĕ хыççăн арăмпа тата пĕчĕк ачапа Чулхула облаçĕнчи Арзамас хулине тухса кайрăмăр. Унта эпĕ ачасен ĕç колонийĕнче производство вĕренĕвĕн маçтăрĕнче вăй хума пуçларăм. Ман вĕренекенсем çула çитмен ачасемччĕ – саккун умĕнче ку е вăл тĕлĕшпе айăпа кĕнисем. Ĕçленĕ хушăрах вĕренĕве малалла тăсас шутпа Чулхула политехника институчĕн Арзамасри филиалĕн хатĕрлев уйрăмĕ-нче пĕр çул пĕлӳ илтĕм. Аслă шкула кĕтĕм. Пĕрремĕш курсра ăнăçлăнах вĕрентĕм. Çав хушăрах колонире те ĕçлерĕм паллах. Тăванлăх туйăмĕ çуралнă тăрăхах туртрĕ – çемьепе Ульяновска таврăнтăмăр. Вырăнти политехника институтне тӳрех 2-мĕш курса илчĕç. Унта каçхине вĕрентĕм эпĕ. Кăнтăрла «Автозапчасть» заводра аслă инженер тивĕçне пурнăçларăм. Каярах юсавпа механика заводне чĕнчĕç. Килĕшрĕм. Тĕп механик ĕçне шанчĕç, пурăнма пӳлĕм пачĕç. 1964 çулта пирĕн çемье саланчĕ.
- Ĕçлеме, çав хушăрах вĕренме çăмăл тесе калаймăн. Анчах та сирте аслă пĕлӳ илес туртăм пуринчен те вăйлăрах пулнă курăнать.
- 1968 çулта института пĕтертĕм те аслă пĕлӳллĕ инженер-механик пулса тăтăм. Çав çул маншăн телейлĕ пулчĕ – эпĕ иккĕмĕш çемье çавăртăм. Пенсие тухнă тĕлелле пирĕн икĕ хĕр ӳсетчĕ ĕнтĕ. Ачасем пултаруллă, маттур çитĕ-нчĕç. Пирĕн ята ямарĕç. Вĕренчĕç, ĕçе вырнаçрĕç. Шел, кĕçĕнни, Оля, вăхăтсăр вилсе кайрĕ. Асли, Наташа, пире мăнук парнелерĕ. Интернет тетелĕнче малтанхи арăмран çуралнă юратнă хĕрĕме Ленăна тупрăмăр. Вăл Санкт-Петербург хулинче пурăнать. Çемйинче хĕрача ӳсет вĕсен.
- Иван Моисеевич, Сирĕн пенсие кайнă хыççăн пушшех те канма вăхăт çук пек туйăнать...
- Мăшăрпа, Александра Федоровнапа, тăван ялта çурт туянма шухăшларăмăр. Дача вырăнне терĕмĕр. Вара яла куçрăмăр. Арăм та кунти пурнăçа хавас пулчĕ. Ялта сывлăшĕ уçă.
1992 çулта Николай Казаков, Владимир Верияловпа Симĕс Раща шкулĕнче (Ульяновск районĕ) вĕренекенсемпе пирĕн яла – Анат Тимĕрçене – экскурсие килнĕччĕ. Эпĕ вĕсемпе ял музейĕ-нче паллашрăм. Хăнасем хăйнеевĕр ял историйĕпе кăсăкланчĕç.
- Епле майпа таврана тĕпчес çул çине тăнине, кĕнеке çырас шухăш ăçтан çуралнине каласамăр.
- Яла таврăннăранпа нумай çынпа туслашрăм. Малтан сунарçăсемпе (эпĕ те 1971 çултанпа сунарçăсен ретĕнче тăратăп), юлташсемпе çывăхлантăм. Шанчăклисемпе ялан пĕрле. Вĕсем мана кĕнекесем хатĕрленĕ чух та нумай пулăшрĕç.
Ял пирĕн пысăк. Эпĕ те ун историне тĕпчес ĕçе пуçăнма шухăшларăм. Ульяновскри Кĕнеке керменĕн таврапĕлӳ пайĕнче, облаçри архивра, парти архивĕнче сахал мар вăхăта ирттертĕм эпĕ. Пирвайхи кĕнекем 2009 çулта «Мы здесь учились» ятпа тухрĕ. Иккĕмĕшĕ – «Тимерсяны и нижнетимерсянцы». Тĕрĕссипе каласан ку хамăр ял çинчен çырнă, типографире пичетленнĕ пĕрремĕш кĕнеке. Кунта хронологи йĕркипе ял историйĕ, аталанăвĕ, халăх пурнăçĕ сăнарланнă. Виççĕмĕш кĕнеке – «Вăрçă ачисем – тимĕрçенсем». Ачалăхĕ Аслă вăрçă вăхăчĕпе тӳр килнисем хăйсем çырса пачĕç пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен.
- Нумаях пулмасть Эсир 85 çул тултартăр. Паян мĕн ĕçлесе пурăнать ĕç ветеранĕ/
- Темиçе çул каялла мана ялти çулланнă çынсемпе ветерансен канашне ертсе пыма шанчĕç. Канашăн председателĕ пулнă май чылай яваплă тивĕçе пурнăçлама тивет. Эпир Устав тăрăх ĕçлетпĕр. Ялти ватăсемпе калаçнă хыççăн чылай ыйту пухăнать. Пурне те, уйрăмах çивĕчреххисене, Тимĕрçен ял тăрăхĕн ертӳлĕхĕпе сӳтсе яватпăр. Кирлех пулсан пирĕн канаш ку е вăл çынна сывлăхне сиплеме санаторие те вырнаçма пулăшаять. Тытăм çичĕ çынран тăрать. Ун йышĕ кашни виçĕ çулта пĕрре çĕнелет. Пире Чăнлă районĕнчи ветерансен пĕрлешĕвĕ тĕрĕслесе, пулăшса пырать. Районти Петр Уфимкин ертсе пыракан ветерансен канашĕ кашни çулах ĕçлĕ конференци ирттерет. Иртнĕ çул тата куçса çӳрекен пухусем йĕркелерĕ. Районти сумлă та хисеплĕ ветерансен ушкăнĕ кашни яла çитсе унти музейсемпе, палăксемпе паллашрĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕсемпе, тыл ĕçченĕсемпе, вăрçă ачисемпе курса калаçрĕ. Аслă Нагаткинра пулмассерен Петр Яковлевичпа чылай çивĕч ыйтусене сӳтсе явма, унран канаш ыйтма тивет. Пурне те ырă сăмахпа, татăклă ĕçпе пулăшать яваплă çыннăмăр. Шкулта, ача садĕнче те курма хавас пире, ветерансене.Çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре пархатарлă ĕç тăвать ветерансен канашĕ.
- Малашне еплерех ĕмĕт-тĕ-ллевĕ ĕç ветеранĕн/
- Вăрçăра пулнă салтаксен сăмахĕ-сене тем пек хут çине çырса хăварас килет. Шел, сахалланчĕç вĕсем. Пĕрре мар фронтовиксемпе юбилейлă Аслă Çĕнтерӳ парачĕсенче пулма тӳр килнĕ мана. Майăн 9-мĕшĕнче вăрçă пĕтнине илтсен епле савăннине, Çĕнтерĕве еплерех сăмахсемпе, хавхаланупа кĕтсе илнине пĕррехинче диктофон çине çырса илтĕм. Ĕмĕтсем пур-ха – вăрçă ветеранĕсем çинчен материалсем пухатăп, вĕсем еплерех наградăсемпе, Хисеп хучĕсемпе таврăннине тĕпчетĕп. Ĕçлемелли нумай. Çулланнине пăхмасăр сунара та çӳретĕп. Ватăлма, хам миçерине шутлама вăхăт çукрах. Мăшăр юнашар пулни те пурăнма, малашнехине шанăçпа пăхма май парать. Çапла сывлăхпа аванах пурăнасчĕ-ха, ачасене савăнтарасчĕ.
- Иван Моисеевич, тавах Сире калаçушăн. Тăван çĕршыва хӳтĕ-лекенсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр Сире, сывлăх, канлĕх сунатпăр.
 
: 107, Хаçат: 11 (1464), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: