Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Калав
 
Вунă çулхи Микиш -- ашшĕ-амăшне питех итлесе каякан ача мар, хăй шухăшланине ытларах тума юратать. Кутăнланма-йăлăнтар ма тесен ăна кăна хуш. Пĕчĕкрех чухне хăйне мĕн те пулин кирлине илесшĕн пулсан вăл месерле кайса выртатчĕ те урисемпе тапкаланса çухăрашма-йĕрмĕшме пуçлатчĕ. Çак ырă мар йăла ун паянчченех пырать.
-Ваççуксем патне хуларан хăнасем çитрĕç, вĕсем хăйсемпе пĕрле ăратлă йытă илсе килнĕ – пысăк, яка çăмлă, хăлхи чанк тăрать! Илемлĕ йытă! Мана та çавăн пеккине илсе парăр! – терĕ Микиш пӳрте хыпăнса чупса кĕрсен.
-Вара пирĕн йытă пур-çке! Пĕри çитмест-и/ Сана миçе йытă кирлĕ тата/- кăмăлсăррăн хуравларĕ ашшĕ ăна.
-Пирĕн йытă ăратлă мар вĕт вăл! Мана ăратли кирлĕ!- хăйĕннех печĕ ача.
Микишĕн йытти – Çинир – питĕ маттурскер: кăштах овчарка евĕрлĕхĕ те пур хăйĕнче, анчах унран пĕчĕкрех те урăхларах вăл. Сарă-хура çăмĕ вăрăм, лапсăрккарах. Хăлхисем çурри таран тӳрĕ тăраççĕ, унтан усăнаççĕ. Кăкăрĕ сарлака, урисем çирĕп. Хӳри вĕçĕ çавракарах. Икĕ хура шăрçа пек куçĕ вара питĕ ăслă пăхать! Çинир килне пынă çынсене хытă вĕрсе кĕтсе илет, хуçисене систерет. Ашшĕ касупа кĕтĕве кайсан айккине пăрăнакан ĕнесене хăваласа пĕрле пуçтарма пĕлет. Çулла Микишпе пĕрле пĕвере шыва кĕрет, хĕлле вара ăна кантрапа çунашкаран çыхса ярсан туртса ярăнтарса çӳрет. Питĕ лайăх юлташ вăл, хуçинчен пĕртте хăпмасть. Ку йытта çура чухне Микишĕн ашшĕ Çинир лапĕ текен вырăнтан тупса килнĕччĕ, çавăнпа ятне те çаплах панă.
Анчах Микишĕн кăмăлĕ тепĕр май улшăннине пĕлмест-ха Çинир: хӳрине вылятса унран пĕр юлми чупса çӳрет. Ун хуçин пуçне вара каварлă шухăш пырса кĕнĕ ĕнтĕ.
«Килте йытă пур чухне мана тепĕр йытă илсе памаççех. Ку йытăран мĕнле те пулин хăтăлмалла ман. Анчах мĕн тумалла-ха – ялан хам хыçран çӳрет. Кама парса ямалла ăратсăрскере/ Килтен пистермелле ăна! Хăвса ямалла! Урăх пирĕн пата ан килтĕр вăл. Килте йытă пулмасан вара ман валли теприне туянса параççĕ. Ăратлине! Чаплине!»-шухăшларĕ Микиш аслăк хыçне йыттипе пĕрле тухсан.
Хăй тĕллевне пурнăçа кĕртме вăл халех шутларĕ. Пӳрнерен хулăнрах патак илчĕ те хăй умĕнче хӳрине палтăртаттарса тăракан айăпсăр йытта кĕтмен çĕртен икĕ хут çурăмĕнчен хытă çатлаттарчĕ, кай кунтан тесе кăшкăрчĕ. Лешĕ хыттăн хăйклатса çухăрса илчĕ, мĕн пулнине ăнланса илеймесĕрех хăвăрт кăна сиксе тăчĕ те хӳрине хĕстерсе темиçе хăлаç хăвăрт чупса кайрĕ. Унтан чарăнчĕ. Ним тăва пĕлмест Çинир, хуçи еннелле пăхса пĕр вырăнта тăрать – мĕн пулчĕ ку/ Хуçи ма çапать ăна/ Мĕнле айăпа кĕчĕ вăл/
Микиш вара тӳрех патаккипе хăмсарса ун хыçĕнчен хăвалама тытăнчĕ – ăна каллех çапасшăн. Лешĕ тарать. Микиш аллинчи патаккипе йытă еннелле ывăтса печĕ те кайри урине лектерчĕ. Айăпсăр чĕрчун анкарти вĕçнелле лĕпĕстетсе чупса кайрĕ.
Каçпа Çинир шиклене-шикленех килĕ патне пычĕ, аслăк хыçĕнче кĕлентĕр евĕр çаврăнса вырнаçса выртса çĕр каçрĕ. Унăн килĕ çакăнта-çке. Çак киле сыхлать вăл, ăна çакăнта апат параççĕ. Ăçта каймалла тата унăн/ Микиш ма хăвалать ăна/
-Йытă ма картишне кĕмест паян, апат çитернĕ-и эсĕ ăна/- ыйтрĕ тепĕр кун ашшĕ Микишрен.
-Пĕлместĕп... Часах тухса апат паратăп ăна,- терĕ хăраса ӳкнĕ ачи.
Унтан вăл апат чашăкне илчĕ те картишне тухрĕ. Унта йытти çук. Ача аслăк хыçнех кайрĕ. Вăл Çинире курчĕ те мăкăртатма пуçларĕ: «Каллех килтĕн-и-ха эсĕ/! Эс мана ăратлă йытă туянма кансĕрлесшĕн-и/ Часах сана апат вырăнне патак çитеретĕп!» Унтан аллине патак тытрĕ те йытта хăй патне чĕнсе илчĕ. Микишĕн пĕр аллинче апат, тепринче патак. Йытă мĕн тумаллине те пĕлмест ĕнтĕ: те ун патне пымалла, те тармалла/ Çапах та вăл пуçне пĕшкĕртсе, çурăмне пĕкĕ пек авса хурса, хӳрине аялалла туса хăра-хăра хуллен ун патне пычĕ. Анчах Çинир хăйне хуçи ĕнер çапнăшăн каçару ыйтса ачашласса кĕтсе илеймерĕ, ача ăна каллех пĕтĕм вăйĕпе патакпа çурăмĕнчен шаплаттарчĕ. Йытă хыттăн çухăрса ячĕ те уксахла-уксахла кӳршĕсем еннелле чупрĕ.
Тата икĕ хут та таврăнса пăхрĕ йытă хăй пурăннă киле, анчах ăна кашнинчех Микиш патакпа кĕтсе илчĕ. Унтан вара Çинир ку кил çывăхĕнче курăнма пăрахрĕ. Çынсем каланă тăрăх, вăл халĕ тепĕр урамра пĕр ватă çын патĕнче пурăнать.
Ашшĕпе амăшĕ йытă ăçта çухалчĕ-ши тесе ыйтсан Микиш вĕсене улталарĕ: «Таçта кайса чирлесе вилчĕ пуль е йытăсем туласа вĕлерчĕç пуль». Çапла Микиш ашшĕпе амăшне: «Халь эпĕ йытăсăр ĕнтĕ, хуларан ăратлă йытă килсе парăр!»- тесе ӳкĕте кĕртесшĕн хăтланчĕ.
Кĕркунне вара ашшĕпе амăшĕ юнтармăш ачине хулари тăванĕсенчен çур çулти ăратлă йытă çури кӳрсе пачĕçех. Микиш каланă пекех вăл – ури вăрăм, хăлхи чанк тăрать, çăмĕ яка. «Ай, мĕнле илемлĕ эсĕ! Ман Çинир пек лапсăркка мар – ăратлăскер!»- текелерĕ Микиш ун ĕнси тăрăх аллипе шутаркаласа.
Çĕнĕ йыттăн çăмĕ яка та – хĕл çитсен ăшăтаймарĕ вăл ăна. Çавăнпа та сивĕсем çитсен ӳплере выртакан çамрăк йытă шăнса пăсăлчĕ, чирлерĕ. Пĕр эрнерен вăл вилсех выртрĕ. Пĕлекен çынсем кайран кăна каларĕç: ку йытă ăшă енче кăна пурăнма пултарать. Пирĕн енче вара ăна пӳртре е хваттерте çеç усрамалла, урама кĕске вăхăта уçăлма кăна илсе тухмалла. Сивĕ çанталăка тӳсеймест вăл.
...Хĕл иртсе пырать ĕнтĕ, кăнтăрла вăхăтĕнче хĕвел çӳллĕ хăпарать, самаях ăшă пăхать. Юр та çиелтен хуралма тытăннă. Ачасем çапах та хĕллехи сивĕсенчи пекех кашни кун çырмара чупма юратаççĕ, хоккейла выляççĕ. Кунта ялан шăв-шав тăрать. Микиш те çапла çырманалла анчĕ. Анчах вăл ыттисемпе пĕрле хутăшса выляма шутламарĕ, патак тытса тепĕр еннелле пĕччен кайрĕ, пăра шăтарасшăн унтан-кунтан чышкаласа çӳрерĕ. Хăш-пĕр вырăнта тан шывĕ те тухкаланă ĕнтĕ, пăр çатăртатнă сасă кăларать. Микиш вара çакна илтсен икĕ урапа çӳлелле сиксе пăра тата çатăртаттарма тăрăшать. Пăр çăтăр-çатăр тăвать – Микиш тата сикет.
Унччен те пулмасть – ача айĕнчи пăр шăтăр-шатăр! тумах тытăнчĕ. Ача пурпĕрех кунтан тарма васкамарĕ-ха, ку сасă ăçтан илтĕннине пĕлме тăрăшрĕ. Ак хайхи! Ун айĕнчи пăр шатăр-р! туса сасă пачĕ те – ача шыва шампăлтатса анса кайрĕ! Вăл тинех мĕн пулса иртнине ăнланчĕ: çăварĕ таранах сивĕ шывра! Ача хăраса ӳкрĕ -- алли-урипе çапкаланчĕ-тапкалан чĕ. Унтан вылякан ачасен еннелле пуçне пăрчĕ те пĕтĕм вăйĕпе: «Пулăшă-ă-ăр! Пулăшă-ă-ăр!»- тесе кăшкăрчĕ.
Хоккейла вылякан ачасем пурте ун патне чупса килчĕç, анчах ишĕлнĕ пăр патне çитсен пĕр харăс чарăнчĕç. Микиш кăшкăрать, ыттисем вара ним тума аптраса тăраççĕ. Çак вăхăтра пĕр çăмламас йытă вакă патне чупса пычĕ те тӳрех шампăрт! туса шыва сикрĕ, самантрах Микиш патне çитрĕ. Ача кӳтсе хытнă аллипе тӳрех ун мăйĕнчен ярса илчĕ. Йытти малалла тапаланса ишсе ăна пăр хĕррине илсе çитерчĕ. Йытă çавăн пек хăюллă та ним хăрамăсăр хăтланнине курсан ачасене те чун кĕчĕ, кăшкăрашма пуçларĕç. Пысăкрах ачисем пăр çине хырăмпа выртса хоккейла вылямалли патаккисене Микиш еннелле тăсрĕç. Лешĕ патаккине ярса тытсан вара ачасем ăна пăр çине туртса кăларчĕç.
Микиш ура çине тăчĕ те – ун тумĕ-нчен сивĕ шыв шапăртатса юхать. Шăнса хытнипе шăлĕсем шаккаса чĕтреççĕ. Вăл ним ăнланми тăрать. Тахăшĕ: «Микиш, килне чуп хăвăртрах!»- теме ăс çитерчĕ. Вăл вара çырмаран хăпарса килнелле лĕпĕстетрĕ.
Çак вăхăтра пурте шывран аран-аран тапаланса тухакан йытта асăрхарĕç. Ун кĕлетки шывпа йĕпеннĕ, çăмĕ лапчăннă, унран сивĕ шыв шапăртатса тăрать... Çапах та ăна ачасем тӳрех палласа илчĕç. Ку Микиш хăйсен килĕнчен патакпа çапса хăваласа янă Çинир пулчĕ.
 
: 164, Хаçат: 11 (1464), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: