Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Паллă ĕнтĕ, шăл тухтăрĕнче вăй хума çăмăл мар. Тĕрĕссипе, поликлиникăри ку уйрăмра ĕçлекенсен пурин те йывăрлăхсемпе тĕл пулма тивет – тăрăшакан кам тивĕçне пурнăçласан та. Ахальтен мар совет саманинче вĕсене сиенлĕ-хрен сирес тĕллевпе сĕт панă. Сăмахран, шăл техникĕсем ĕç сĕтелĕ хушшинче сехетшер пĕкĕрĕлсе ĕçлеççĕ. Темиçе çултанах мăйĕн хыçалти пайĕ тăртанса ыратма пуçлать. Çавăнпа та вĕсенчен ытларахăшĕн ĕçленĕ хушăрах медицина сестрине мăйне аллипе массаж тума, мăйне тата çурăмăн çӳлти пайне йăваласа сиплеме ыйтма тивет. Чавсипе сĕтелĕ çине таянса, пуçне пĕксе, куçне хупса тепĕр чух çывăрсах каяççĕ вĕсем. Медсестра тепĕр чухне халата çĕклесех тухтăр мăйне сĕркелеме пуçлать. Хирĕç ларакан ĕçтешсем массаж еплерех пынипе кăсăкланса ыйтусем параççĕ. Çак ĕç вара тепĕр чух ача вăййинех çаврăнать.
- Сана килĕшет-и/ Аван-и/
Хурав ытларах чухне пĕр евĕр – «аван» е «питĕ аван» пулнă.
Шăл уйрăмĕнче шӳт-кулăсăр ĕçлеме ниепле те май çуккине пурте ăнланаççĕ. Хальхинче темшĕн эпĕ те çак ĕçе явăçма шухăшларăм. Медсестран «пациенткине» хам çине илтĕм темелле-и/ Çамрăк хĕрарăма пурнăçлакан тивĕçĕнчен сиртĕм те ним пулман пек тухтăр мăйне, çурăмне хам йăваласа çемçетме пуçларăм. Алăсене ылмаштарнине сисмерĕ те ĕçтеш – ал ĕçĕпе кăмăллине систерсе тарăннăн йăнăша-йăнăша ячĕ. Ку ӳкерчĕкĕн кӳнтеленĕсем (свидетелĕсем) йăл кулчĕç çеç.
Хам та тем хăраса кайрăм. Майĕ-пенрех пускалама тытăнтăм. Çакна ман пациент та сисрĕ пулас.
Кресло çинче лараканскер сассине пуссах хама кăнттам тытмалла маррине тата ăçта сĕркелемеллине ăнлантарма пуçларĕ.
-Ну мĕн эс, мĕн хытса кайрăн/ Кăшт аяларах, аяларах пус! - ăнлантарчĕ вăл.
-/!
- Тата аяларах!
Ман пӳрнесем çурăм тăрăх аялапах ытла та майĕпен куçнине туйса çакнах тата çирĕпрех каларĕ.
Хирĕç ларакан ĕçтешсем ку камитле ӳкерчĕке курса сасăсăр каçса кайса кулма пуçларĕç.Вĕсене малалла мĕн пуласси кăсăклантарчĕ. Тĕрĕссипе, ман хамăн та «пациенткăпа» калаçу çăмхине сӳтес кăмăл çуралчĕ.
- Шел, анчах мана тата аяларах ниепле те юрамасть, - шӳтлес килчĕ манăн.
Анчах та хам пирки пĕлтерме, вăрттăнлăха уçма иртерехчĕ.
Эпĕ пăртак аванмарланма пуçланине кура пӳлĕмрисем, шăл техникĕсем, хĕр-тантăшне калаçтарма, йĕкĕлтеме пуçларĕç*
- Халь хăвна епле туятăн/
- Питĕ аван! Ĕнерхинчен самай аванрах.
- Çапла пуль çав! Сире кам массаж тăвать те-ха! – хама хам сутрăм эп, манăн алă вăйне, ĕç тухăçлăхне мухтанипе хавхаланнăскер.
Пурте пĕлекен юптарури ырă сăмах илтнипе çăварне карса чăкăта çĕре ӳкернĕ курак евĕр хама тытса чараймарăм. Вара алĕçне малалла тăсма медсестранах памалла пулчĕ. «Объектран» тем пулса тухасран хăранă евĕр тапса сикрĕм.
Ман сасса илтнипе сасартăк вăранса кайнă «пациентка» ман енне хăвăрт çаврăнчĕ те çиллес куçĕпе мана пăраларĕ. Унтан вăтанса кайса уçă мăйне çӳхе тумĕпе витрĕ.
Çак хушăра ăна никам та мар, эпĕ массаж тунине, ĕçтешсем хăйĕнчен тăрăхласа кулнине ăнланчĕ вăл. Ку пӳлĕмре çапла путишле ĕç пулса тухасса ĕненме йывăр пулчĕ курăнать ăна. Çакна эп куçĕ йăлтăртанинчен ăнлантăм. Вара каçару сăмахĕсене çак самантра йышăнма пултарайманнине ăнланса айккине пăрăнтăм. Хĕрсем вара тахçанччен кулчĕç.
 
: 69, Хаçат: 11 (1464), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: