Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕн çĕршывра 2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче Раççей Президентне суйларĕç. 111 миллион суйлавçăран урнăсем патне 67, 47 процент çын пынă. Тĕп суйлав комиссийĕ малтан шутланă тăрăх, Раççей Президенчĕ Владимир Путин пулса тăнă. Ăна суйлăвçăсен 76,69 проценчĕ шаннă.
Иккĕмĕш вырăнта – Павел Грудинин (КПРФ), унăн 11,77 процент. ЛДПР ертӳçи Владимир Жириновский 5,66 процент сасă пуçтарнă. Ксения Собчакăн («Гражданская инициатива») – 1,67 процент, Григорий Явлинскийĕн («Яблоко») – 1, 05, Борис Титовăн («Партия роста») – 0, 76, Максим Сурайкинăн («Коммунисты России») – 0, 68, Сергей Бабуринăн (РОС)– 0, 65.
Ульяновск облаçĕнчи цифрăсем çакăн пек. Регионти суйлавçăсенчен 64,3 проценчĕ суйлава хутшăннă. В.Путинăн – 75,37 процент, П.Грудининăн – 14,74, В.Жириновскийĕн – 6,22, К.Собчакăн – 1,11, М.Сурайкинăн – 0,74, Б.Титовăн – 0, 65, С.Бабуринăн – 0, 62, Г.Явлинскийĕн – 0,55.
Владимир Путин кун чухлĕ нумай сасă пĕр суйлавра та пухман, ку рекорд! Владимир Владимировича суйлав участокĕсем хупăнсанах ытти çĕршыв пуçлăхĕсем çĕнĕрен Раççей Президенчĕ пулса тăнă ятпа саламлама тытăннă.
Çапла вара Раççее малашнехи ултă çулта Владимир Владимирович Путин Президент ертсе пырĕ.
 
: 165, Хаçат: 12 (1465), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: