Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак кунсенче хулан Чукун çул районĕ-нчи «Современник» киноконцерт комплексне Ульяновск облаçĕнчи наципе культура автономийĕсен ертӳçисемпе хастарĕсем, обществăлла наци юхăмĕ-сен членĕсем, наци хаçачĕсенче вăй хуракансем, халăх йăли-йĕркине, чĕлхине упрас тата аталантарас тĕлĕшпе вăй хуракан культура ĕçченĕсем, вĕрентӳçĕ-сем, Раççей халăхĕсен ассамблейин çамрăкĕсем, кӳршĕ (Чăвашпа Мордва тата Тутарстан) республикăсенчен сумлă хăнасем Ульяновск облаçĕнчи халăхсен пĕрремĕш Аслă пухăвне (съездне) пухăнчĕç.
Пĕтĕм тĕнчери Тăван чĕлхе кунне халалланă уйăхлăха вĕçлекен мероприятие – Пĕтĕмĕшле Халăхсен ĕçлĕ тĕлпулăвне – 600 делегат хутшăнчĕ. Кунта сӳтсе явнă тĕп ыйтусенчен пĕри тăрăхра тăван чĕлхене вĕрентнин кирлĕлĕхĕ пулчĕ. Çавăн пекех кунта килнĕ çынсем нацисем хушшинчи пĕрлĕхе çирĕплетес майсене сӳтсе яврĕç. Фойере тĕрлĕ куравсем ĕçлерĕç. Облаçри тĕрлĕ халăх юрăçисемпе ташăçисем чаплă концерт пачĕç. «Ульяновская правда» Издательство çурчĕн йышĕнчи наци кăларăмĕ-сен журналисчĕсем хаçат-журнал валеçрĕç. Чăвашсен наципе культура автономийĕ пурин валли те Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн Иван Яковлевăн Халалне, кун кĕнекине хатĕрленĕ. Никама та тимлĕхсĕр хăвармарĕç.
Аслă Пухăвăн хисеплĕ хăнисем: çĕршыври «Раççей халăхĕсен ассамблейи» обществăлла пĕрлешĕвĕн ертӳçи Свелана Смирнова, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Олег Николаев (чăваш),Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Тутарстан Руспубликин премьер-министрĕн çумĕ, Тутарсен пĕтĕм тĕнчери конгресĕн наци канашĕн председателĕ Василь Шайхразиев, Мордва Республикин культура, наци политикипе архив ĕçĕн, туризм министрĕн çумĕ Александр Карьгин, регионсем хушшинчи мордва халăхĕн обществăлла юхăмĕн пуçлăхĕ Александр Лузгин.
- Раççей халăхĕсен ассамблейипе Ульяновск облаçне ĕлĕкхи çирĕп туслăх çеç мар, пĕрлехи тухăçлă ĕç пĕрлештерсе тăрать. Эпĕ нумай çул наци политикинче вăй хуратăп. Çакăн евĕр пуху – пĕлтерĕшлĕ пулăм. Тĕрлĕ халăх çыннисем пухăнакан мероприятисенче кашнинех хăйĕн культурипе, йăли-йĕркипе, çĕнтерĕвĕсемпе паллаштарма май пур. Сирĕн регионта наци политикине пурнăçа кĕртес тытăм шайлашуллă. Кунта, паллах, Сергей Морозов кĕпĕрнаттăрпа пур автономисен, наци пĕрлешĕвĕсен тӳпи пысăк. Çĕршыв 2013 çулта йышăннă Наци политикин стратегийĕпе ăнăçлă ĕçлет, - терĕ Светлана Смирнова.
Тӳре Раççейре 193 наци çынни пурăннине, халăх 277 чĕлхепе, диалектпа, пуплевпе калаçнине, РФ вĕренӳ тытăмĕнче кĕнекесем, учебниксем, тĕрлĕ меслетлĕх пособисем хатĕрленĕ чухне 87 чĕлхепе усă курнине каларĕ. Пурне те Мускавра кăçалхи июнь уйăхĕнче паллă тума палăртнă уява – Халăхсен ассамблейĕн 20 çулхи юбилейне – йыхăрчĕ.
РФ Патшалăх Думин 7-мĕш созыври депутачĕ Олег Николаев хăйĕн салам сăмахне чăвашла пуçларĕ. «Тăван чĕлхепе культура аталанмаллах. Эпир паян пуçарнă ĕç питĕ кирлĕ. Халăхсен туслăхĕнче - çĕршыв вăй-хăвачĕ»,-терĕ йăхташăмăр пурне те ырлăх-сывлăх, кăмăл çирĕплĕхĕ, мухтавлă ĕçсем сунса.
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хăйĕн саламĕ-нче облаçра 100 ытла халăх çынни пурăннине, 36 наци пĕрлешĕвĕ (çав шутра 17 наципе культура автономийĕ) пуррине, вунă çул ытла правительство çумĕнче Нацисем хушшинчи политикăна йĕркелекен канаш ĕçленине, çулран-çул пысăк çитĕнӳсем тунине палăртрĕ. Облаçри 240 пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта 11 пин ача наци (хăйĕн тăван чăваш, тутар, мордва...) чĕлхине вĕреннине, çывăх вăхăтрах ку хисепе ӳстерме тăрăшмаллине пусăмлатса каларĕ. Халăхсем тата тĕнсем хушшинчи çыхăнăва тата ытларах çирĕплетес тĕллевпе 2019 çула облаçра Наци пĕрлĕхĕн çулталăкĕ тесе ят пама сĕннине пĕлтерчĕ.
Регион пуçлăхĕ пулас Наци пĕрлĕхĕн çулталăкĕн планне çирĕплетрĕ. Çавăн пекех ульяновецсем тĕнпе кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен Ульяновск облаçĕн правительствипе Вырăс православи чиркĕвĕ тата мăсăльмансен регионти тĕп тĕн управленийĕпе пĕрле ĕçлесси пирки хатĕрленĕ Килĕшӳсене алă пусрĕ. Çавăн пекех кĕпĕрнаттăр нацисем хушшинчи пĕрлĕ-хе çирĕплетес ĕçе тӳпе хывнăшăн тĕрлĕ наци пĕрлешĕвĕсен хастарĕсене, культурăпа вĕренӳ тытăмĕнче тăрăшакансене Тав çырăвĕ-семпе Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.
Аслă пухăва хутшăннисем умĕнче Ульяновскри вĕрсе каламалли музыка инструменчĕ-сен «Держава» патшалăх оркестрĕ тата Мордва Республикин «Умарина» патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ чаплă концерт лартрĕç.
 
: 67, Хаçат: 12 (1465), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: