Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш халăх поэчĕ, Чăваш Республикин К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен патшалăх премийĕн тата Раççей Федерацийĕн М.Горький ячĕпе хисепленекен патшалăх премийĕн лауреачĕ Яков Григорьевич Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитет.
 
Чăваш Республикин патшалăх кĕнеке палатинче Ухсай Яккăвĕн 64 кĕнеки, пултарулăх хĕлхемĕпе шăранса тухнă сăввисемпе поэмисем, калавĕсемпе повеçĕсем, юррисем тата статйисем питĕ тирпейлĕн упранаççĕ. Вĕсем çамрăксене ĕçчен те ырă кăмăллă, ăслă, хăюллă пулма, чăваш халăхне, тăван тавралăха юратма вĕрентеççĕ, вулакансен чĕринче ырă туйăм çуратаççĕ. Талантлă çыравçă çинчен çырнă паха материалсем те питĕ нумай. Акă мĕнле хакланă Ухсай пултарулăхне тĕпчекен литература критикĕ Ип. Иванов: «Ухсай – паянхи чăваш çырулăхĕн вăйĕ, çĕнтерĕвĕ, мухтавĕ. Ухсай поэзийĕ тивĕçлипех пирĕн литературăра çĕнĕ самана уçса пачĕ… Ку чухнехи чăваш çырулăхне Ухсая пĕлмесĕр ăнланма та, вĕренме те май çук. Çак питех те талантлă юрăçă пурри чăваш поэзине илем кĕрсе, вăй парса тăрать…» (Суйласа илнисем. Пĕрремĕш том: Хура тăпра. – Шупашкар, 1971. – 5 стр.).
Я.Г.Ухсай Ĕпхӳ кĕпĕрнин Пелепей уесĕнчи (халĕ Пушкăртстан Республикин Пелепей районĕ) Слакпуç ялĕнче 1911 çулта çуралса ӳснĕ. Ашшĕпе амăшĕ хут пĕлмен, çапах та пулас поэта тăван чĕлхене хаклама вĕрентнĕ, унăн ытарайми пуянлăхĕпе паллаштарнă. Ялти шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан Яков Ухсай Пишпӳлекри хресчен çамрăкĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Кунта ăс пухнă хушăра тĕрлĕ заметкăсемпе статьясем çырма пуçланă, шкулти стена хаçатне виçĕ чĕлхепе – чăвашла, тутарла, пушкăртла – кăларса тăнă. 1928 çулта Ĕпхӳри халăх çутĕç институтне хатĕрленӳ уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Вĕреннĕ хушăра Шупашкарта, Самарта тухса тăракан хаçат-журнал редакцийĕсемпе çыхăну тытнă. Мускаври «Чăваш хресченĕ» хаçатăн хыпарçи пулса тăнă, сăвăсем çырма пуçланă. 1930 – 1933 çулсенче Мускаври М.В.Ломоносов ячĕпе хисепленекен университетăн литература факультетĕнче вĕреннĕ, кунта тухса тăнă «Коммунар» чăваш хаçачĕпе çыхăну тытнă. Ятарлă корреспондент пулса чăвашсем йышлăн ĕçлекен вырăнсене тухса çӳренĕ, очерксемпе фельетонсем сахал мар çырнă.
1934 çулта Я.Ухсай Шупашкара куçса килнĕ. Кĕске вăхăт Чăваш Писателĕсен союзĕн правлени секретарĕнче вăй хунă. Ун хыççăн Пушкăртри тата Чĕмпĕрти (халĕ Ульяновск хули) педагогика училищисенче, Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ.
Поэтăн чи малтан пичетленсе тухнă хайлавĕ «Юратрăм эп тăван хире» сăвви пулнă. Вăл «Сунтал» журналăн 1929 çулхи 7-мĕш номерĕнче кун çути курнă. Кун çинчен Я.Ухсай çапла асăнса хăварнă: «Ку маншăн чăн-чăн уяв пулчĕ. Çавнашкал çĕкленӳ каярахпа сăвăлла романсемпе трагедисем пичетленсе тухсан та пулман» (Çырнисен пуххи. Иккĕмĕш том: Поэмăсем. – Шупашкар, 2002. – С.13).
Çакăн хыççăн Ухсайăн сăввисемпе поэмисем «Сунтал», «Канаш», «Çамрăк хресчен», «Ĕç хĕрарăмĕ», «Коммунар», «Трактор», «Чăваш хресченĕ», «Чăваш коммуни» хаçат-журналсенче тăтăшах пичетленме тытăннă.
Çамрăк сăвăçăн пĕрремĕш кĕнеки 1936 çулта «Савăнăç кĕнеки» ятпа Ĕпхӳ хулинче кун çути курнă. Кунта вăл «Пуканесен бригади» поэмине тата 30 сăввине кĕртнĕ. «Ухсайăн сăввисенче тăван уй-хирсен, ешĕл вăрмансен, шăнкăр-шăнкăр çăлкуçсен, тăрă кӳлĕсен çепĕçлĕхĕпе илемлĕхĕ, чăваш халăхĕн ĕçченлĕхĕпе типтерлĕхĕ, кирек мĕнле йывăрлăхра та халăхăн сӳнми ĕмĕчĕ, пулас çутă кунсен шанчăкĕ палăрать, чăваш çĕршывĕпе унăн çыннисен пурнăçĕ курăнать», - тесе палăртнă Ип. Иванов критик (Çырнисен пуххи. Пĕрремĕш том: Сăвăсем. – Шупашкар, 2001, - С.6).
1937 çулта Я.Ухсайăн СССР Конституцине халалланă «Халăхăн ылтăн кĕнеки» поэми çапăнса тухнă. Вăл çав вăхăтра ку темăпа тухнă чи вăйлă произведени шутланнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Ухсай Яккăвĕ хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Халăх çарĕн отрядĕнче çапăçнă, «Родина зовёт» хаçатра корреспондент пулса Атăлтан пуçласа Прага таран çитнĕ. Мускав çывăхĕнчи хаяр çапăçусем пынă кунсенче чăваш каччи «Мускав» сăвă  хайланă. Сăвăра вăл хамăрăн Тăван çĕршывăн тĕп хули кашни çыншăн хаклă пулнине палăртнă, ăна хӳтĕлеме чĕннĕ.
Поэтăн вăрçă çулĕсенче çырнă «Н-ски дивизири чăваш боецĕсемпе командирĕсем чăваш халăхне янă çыру» уйрăм вырăн йышăнать. Унта поэт чăваш салтакĕсен паттăрлăхĕ çинчен çырса кăтартнă. Ăна çарта тата хамăр республикăра тухса тăракан хаçатсенче те пичетлесе кăларнă. «Çыру» салтаксене, тылра ĕçлекенсене тăшманпа татах та паттăррăн кĕрешме хавхалантарнă.
1946 çулта чăваш поэчĕ тăван киле таврăннă. Вăрçă хыççăн пичетленсе тухнă пысăк пĕлтерĕшлĕ хайлавĕсен шутне «Çĕр», «Акăшкӳл», «Ту урлă çул» сăвăлла романсем, «Чап», «Шăллăм» поэмăсем кĕреççĕ. Уйрăмах «Кĕлпук мучи» поэма пысăк вырăн йышăнать. Кунта çырса кăтартнă ĕçсем патша вăхăтĕнчи нишлĕ пурнăçран пуçласа совет халăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç фашисчĕсене çапăçса çĕнтернĕ çулсенче пулса иртеççĕ. Кĕлпук мучи урлă автор чăваш халăхĕн çĕр çул хушшинчи историне, чăвашăн кăмăл туйăмĕ мĕнле улшăнса, аталанса пынине кăтартса панă. Поэма тӳрех вулакансен чунне тыткăнланă. Вăл чăвашла уйрăм кăларăмпа 1951, 1958 çулсенче кун çути курнă. Вырăс вулаканĕ патне пултаруллă куçаруçăсем Л.Пеньковский тата Н.Чуковский 1954 çулта çитернĕ. Пурĕ вăл вырăсла 4 хутчен пичетленсе тухнă. Чăваш литературине тĕпчекенсем тата вырăс çыравçисем ку хайлава пысăк шая хурса хакланă:
«Кĕлпук мучи» - Ухсай пултарулăхĕнчи чи хаклă йышши чулсенчен пĕри, вăл унăн поэзийĕ енчĕкĕнчи ахах-мерчен пек ялкăшать» (Иванов Ип. Яркий и самобытный талант. – Чебоксары, 1973. – С. 86).
«Поэзири пысăк калăплă произведенисенчен эпĕ чăваш поэчĕн Яков Ухсайăн «Кĕлпук мучи» ятлă сăвăллă повеçне хамăр литературăри юлашки çулсенчи чи интереслĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ произведени тесе палăртма тивĕçлĕ» (Александр Фадеев || Ялав. – 1981. - №11. – С. 17).
«Мана Ухсай поэзийĕ питĕ çывăх, уйрăмах унăн чапа тухнă «Кĕлпук мучи» поэми килĕшет, ун урлă эпĕ чăваш халăхĕн чунне, пурнăçне, йăли-йĕркине ăнланса илтĕм» (Алексей Марков // Ялав. – 1981. - №11. – С. 17).
Ухсай Яккăвĕн ытти произведенийĕсем те çĕршыври вулакансем патне хăвăрт çитнĕ. Вырăсла вĕсене М.Светлов, Я.Смеляков, Е.Исаев, Б.Иринин, Л.Пеньковский, Н.Чуковский куçарнă. Унăн хайлавĕсене Карелире, Калмыкире, Латвире, Белоруссире, Молдавире, Азербайджанра, Украинăра, Болгарире, Венгрире тата ытти çĕршывсенче те пĕлеççĕ тата вулаççĕ.
Я.Ухсай хăй те ăста куçаруçă. Вăл вырăс çыравçисен М.Лермонтовăн, А.Пушкинăн, К.Чуковскин произведенийĕсене чăвашла куçарса уйрăм кĕнекен кăларнă. Çавăн пекех тутар, пушкăрт, карели, мари, белорус чĕлхисенчен те тăван чĕлхе çине куçарса чăваш халăхне паллаштарнă.
Я.Ухсай – «Тутимĕр», «Шуйттан чури» трагедисен, «Нарспи» либретто авторĕ. Вăл литературăпа публицистика статйисем те сахал мар çырнă.Чăваш поэзийĕн классикĕ К.В.Иванов еткерне пухса, тĕпчесе нумай-нумай статья пичетлесе кăларнă.
Чăваш литературипе искусствине аталантарас ĕçри тивĕçĕсемшĕн Яков Гаврилович Ухсай Чăваш халăх поэчĕн тата Чăваш АССРĕн искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ячĕсене тивĕçнĕ, ăна РСФСР, ЧАССР, БАССР Верховнăй Совечĕсен Президиумĕсен Хисеп грамотисемпе, Ленин, Октябрьти революцин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавăн тата Хисеп паллин орденĕсемпе наградăланă. 1984 çулта унăн ятне Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Шупашкарти пĕр урама тата Культура керменне поэт ятне панă, Канашра та унăн ячĕпе хисепленекен урам пур. Слакпуçĕнче унăн ячĕпе хисепленекен палăк лартнă, музей çурчĕ ĕçлет. Вăл çырнă нумай хайлавсене шкул программине кĕртнĕ.
Поэт 1986 çулхи утă (июль) уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ, ăна Пушкăрт çĕрĕнчи тăван Слакпуç ялĕнче пытарнă.
Хăйĕн пултарулăхне Я.Ухсай тăван халăха халалланă. Çавăнпа унăн ячĕ чăваш литературинче нихçан та сӳнес çук. 2011 çулта аслă поэтăмăр çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа тăван республикăра, республика тулашĕнче, Мускавра тĕрлĕ асăну каçĕсем иртеççĕ. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче хула администраци килĕшĕвĕпе Шупашкарти Президент бульварĕнчи сквера Я.Ухсай ятне парас тесе йышăннă, тĕп хуламăрта ăна халалланă палăк лартма хатĕрленеççĕ.
Сăмах май палăртса хăварас килет, Чăваш Республикин патшалăх кĕнеке палатин ĕçченĕсем те çак куна халалласа, аслă поэтăмăр ĕçĕ-хĕлĕпе çамрăк ăрăва тĕплĕнрех паллаштарас тесе «Радуга поэзии, радуга жизни» ятлă электронлă курав хатĕрлеççĕ. Унăн презентацийĕ чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ.
 
 
Шупашкар хули.
 
: 1218, Хаçат: 47 (1139), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: