Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче облаçри Халăхсен пĕрремĕш съезчĕ шайĕнче тăван чĕлхе вĕрентӳçисен аслă пухăвĕ иртрĕ. Облаçри чăваш, тутар, мордва чĕлхисене вĕрентекенсем Ульяновскри В.И. Ленин ячĕллĕ 1-мĕш гимназире пухăнчĕç. Мероприятие 150 ытла педагог килсе çитрĕ.
Тăван чĕлхе вĕрентӳçисене «Вĕренӳ аталанăвĕн институчĕ» учрежденин директорĕ Марина Алексеева саламларĕ.
- Облаçра этнокультура вĕрентĕвне пысăк тимлĕх уйăратпăр. Ку енĕпе тĕрлĕ мероприяти иртет. Вĕсен тĕп тĕллевĕ – пирĕн облаçра пурăнакан халăхсен культурине, йăли-йĕркине сыхласа хăварасси. Анчах та чĕлхене вĕренесси чи малтан çемьере тытăнмалла. Çемьере тăван чĕлхепе калаçакан ача садикра та этнокультура мероприятийĕсене хастар хутшăнать. Çавăнпа эпир пĕчĕк ачасемпе çемьере тăван чĕлхепе калаçма ыйтатпăр, - терĕ хăйĕн сăмахĕ-нче Марина Николаевна.
Çаплах вăл тăван чĕлхене вĕренессине Раççей саккунĕпе çирĕ-плетнине те палăртрĕ. Облаçра юлашки 2-3 çулта вĕренекенсем тăван чĕлхене пĕлнине аван кăтартнине пĕлтерчĕ. Çакна кашни çулах вĕренекенсем хушшинче иртекен тăван чĕлхе олимпиади çирĕплетет. Унта çĕнтерекенсем вара регионсем хушшинчи олимпиадăсенче çĕнтерӳçĕ ячĕпе таврăнаççĕ.
Облаçри шкулчченхи вĕренӳ учрежденийĕсем те тăван чĕлхене вĕрентессипе çыхăннă конкурссене хутшăнаççĕ. Ку енĕпе Кăлаткăпуç районĕ палăрса тăрать. Шел, чăваш чĕлхине вĕрентессипе мар, тутар чĕлхипе.
Облаçри вĕренӳпе ăслăлăх министерстви пулăшнипе кашни çулах тăван чĕлхене вĕрентекенсен хушшинче, тăван чĕлхе кабинечĕсен конкурсĕ-сем тата Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен фестивалĕ иртеççĕ.
М.Н. Алексеева тăван чĕлхе кабинечĕ-сем – ачасен ăс-тăнне тата чунне аталантаракан чăн-чăн храм пулмаллине палăртса «Чи лайăх тăван чĕлхе кабинечĕ» конкурсра çĕнтернисене чысларĕ. Министерство пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнисене диплом, 10 пин тенкĕ укçан тата Хисеп хучĕ пачĕ. «Чи лайăх чăваш чĕлхипе литератури кабинечĕ» ятне кăçал Чăнлă районĕнчи Кунтикаври шкул вĕрентӳçи Н.А. Сидорова тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна тухнă Чăнлă районĕ-нчи Кивĕ Улхашри Н.Г. Князькин ячĕллĕ шкул вĕрентӳçи Е.А.Унеркке те дипломпа укçана тивĕçрĕ – 7 пин тенкĕ.
Виççĕмĕш вырăншăн Ульяновскри 21-мĕш шкул вĕрентӳçине Ю.А. Серебрякована 5 пин тенкĕ, диплом пачĕç.
Вĕрентӳçĕсене чăваш, тутар, мордва наципе культура автономийĕсен председателĕсем – Олег Мустаев, Рамис Сафин тата Владимир Софонов саламларĕç. Хăйсен сăмахĕсенче вĕсем тăван чĕлхене вĕрентессипе çыхăннă çивĕч ыйтусене те çĕклерĕç, вĕсене вĕрентӳ министерстви представителĕсемпе пĕрле ларса сӳтсе явма сĕнчĕç.
Тĕрĕссипе, тăван чĕлхене вĕрентекен шкулсен шучĕ те, вĕренекен ачасен йышĕ те çулсерен чакса пырать. Кун пек лару-тăрура чăвашсем кăна мар, тутарсемпе мордвасем те. Тăван чĕлхене шкулсенче вĕрентчĕр тесе тутарсене кашни çул Хусантан 300 пин тенкĕлĕх учебниксемпе кăтарту пособийĕсем уйăраççĕ. Автономин вĕсене шкулсем тăрăх валеçме май пур. Çапла кăçал кăна Ульяновск хулинчи мĕнпур шкула тата ялсенчи 67 шкула вĕренӳ пособисемпе тивĕçтернĕ. Чăвашсемпе мордвасен кун пек пулăшу çук. УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев шкулсене вĕренӳпе ăслăлăх министерствин туллин учебниксемпе тивĕçтермеллине, кирлĕ чухлĕ укçа уйăрмаллине каларĕ. Анчах паянхи кунччен те вĕсем чăваш чĕлхипе литератури учебникĕсене туянмалли смета хатĕрлесе автономие паллаштарман. Тепĕр çивĕч ыйту – министерствăра наци шкулĕ-семпе ĕçлекен специалист çукки. Ю.Ф. Горячев вăхăтĕнче патша саманинчи И.Я. Яковлев йышăннă должноçа çĕнĕрен чĕртсе тăратма пултарнă пулсан темиçе çул каялла ăна пĕтернĕ. Автономисем кун пек специалист питĕ кирлĕ тесе шутлаççĕ. Çаплах автономисен председателĕсем тăван чĕлхене вĕрентекенсен пĕлĕвне ӳстерекен курссене те йĕркелемеллине, вĕсен пурнăç таппинчен юлмалла маррине палăртрĕç.
Учительсен аслă пухăвне килсе çитнисене сцена çинчен тутар, чăваш, мордва ачисем юрă-ташăпа саламларĕç. Ульяновскри 1-мĕш гимназире вĕренекен Артемпа Арсений Федоровсем, пĕчĕкреххисем – Тимофей Федоровпа Ангелина Жихарева тата вĕсене ертсе пыракан Татьяна Федорова хăйсем чăваш пулнипе мухтанса такмаксем каларĕç, «Çумăр çăвать» юрă юрласа илемлĕ кĕвĕ-çемĕпе ташă çаптарчĕç. Куракансем вĕсене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Аслă пухăвăн иккĕмĕш пайĕнче вĕрентекенсем тĕрлĕ темăпа иртекен дискусси лапамĕсене пайланса ĕçлерĕç. Пĕрремĕш лапамра – «Этнокультура вĕрентĕвĕнчи паянхи технологисемпе методикăсем» темăпа калаçрĕç. Пухăннисене чи малтан Ульяновскри 21-мĕш шкул вĕрентӳçи Юлия Серебрякова урок хыççăнхи занятисенче хăй чăваш халăх культурипе историне, чăваш чĕлхине вĕрентнĕ çĕрте мĕнле çĕнĕ технологисемпе усă курнине каласа пачĕ. Унăн вĕренекенĕ-сем – Кира Зайцева тата Валерия Карпухина хăйсем хатĕрленĕ «Чăваш халăх тумĕ» проект ĕçĕпе паллаштарчĕç.
Тăван чĕлхене вĕрентес ĕçри кăткăслăхсене çаплах 24-мĕш гимназири тутарла вĕрентекен Л.Х. Булатова, Чартаклă районĕнчи Абдулово шкулĕнчи Ч.Н. Шигапова, 69-мĕш шкулти мордва культурин кружокĕн ертӳçи Н.В.Милешина уçса пачĕç. Çаплах тăван чĕлхене онлайн мелĕпе вĕренессипе те паллаштарчĕç.
Пуху шайĕнче «Ульяновск облаçĕ-нче пурăнакан халăхсен чĕлхине вĕренессипе, аталантарассипе, сыхласа хăварассипе ăслăлăх, культура тата вĕрентӳ организацийĕсен пĕрлĕх ĕçĕ», «Çитĕнсе пыракан ăрăва гражданла тата наципе культура воспитанийĕ парасси» лапамсенче ĕçлерĕç.
 
: 191, Хаçат: 12 (1465), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: