Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕр çинче тĕрлĕ халăхăн, тĕрлĕ хушамат. Пирĕн чăвашсен хушамачĕсем 19-мĕш ĕмĕрте Христос тĕнне йышăнсан пуçланса кайнă. Эпĕ ăнкарнă тăрăх, кашни ялта хăйне хушамат: е пĕтĕм ялĕпех, е çур ялĕн. Ун пеккисене тӳрех уйăрса илме пулать, вара çынни çав ялтан е унăн несĕлĕсем унтан. Пĕрисене ашшĕ ячĕпе çырса хушамат тунă. Теприсене мăшкăллакан е выльăх-чĕрлĕх, ӳсен-тăран ячĕсемпе тунă. Ыттисене вара тĕне кĕмен ятсенчен хушаматсем тунă.
Чăваш халăхĕ тĕттĕм пулнă, мĕнпур çыру ĕçне вырăс е чăваш тиексемпе писарьсем çырса пынă. Çавăнпа пирĕн, чăваш халăхĕн, мĕнле кăна хушамат çук! Тĕне кĕнисем вара Иванов, Петров, Сидоров, Михайлов, Тимофеев тата ытти пулса кайнă. Çак хушаматсемпе тĕрлĕ регионсенчи чăвашсем кăна мар, урăх наци çыннисем те усă кураççĕ. Ку хушаматлисене вĕсем ăçтисем пулнине пĕлме те çук. Темле наци çынни вăл, хăш ялтан/ Тĕне кĕменнисен «деев» сăмах пĕтмĕшĕ кĕнĕ. Тĕслĕхрен, Ильмендеев, Улендеев, Селендеев, Ириндеев, Тойгильдин, Бикинеев тата ытти те. Ку хушаматсем Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси тата Мелекесс районĕнчи Эврел ялĕнче. Филипповка ялĕнчисем: Евгасев, Тютькин, Татаркин, Четкасов. Сахчара Ильдимиркин, Лядвейкин, Чигаков, Митрофанкин. Илер-ха Ялавăр ялне, унта тĕне кĕмен чăвашсем пурăнаççĕ. Хушамачĕсем те унта: Туймахтин, Мизедеркин, Михапаркин, Сарбахтин, Тохтаманов. Кивĕ Улхаш ялĕнче чăваш ярçын ячĕсем мĕнле пулнă, çаплах хушамачĕсем: Микка, Чатта, Сюмма, Кебе, Тры, Пешне, Тилли, Маля. Вăл хушаматсене нимĕнле падежсем тăрăх вĕçлеме çук. Чăваш Республикинче пĕтĕмпе тенĕ пехех вырăс арçын ячĕсенчен пулса кайнă хушаматсем. Мĕнпур çĕрте тенĕ пек: Иванов, Петров, Сидоров, Михайлов, Никифоров. Çурçĕр районĕсенче кăна вирьялсем патĕнче хушамачĕ-сем урăхла: Яргункин, Ярандайкин, Шалтайкин, Ижедеров, Эзенкин пеккисем.
Илер Анат Тимĕрçенти хушаматсене: Аппанов, Блюдин, Авданов, Шурмакин, Ваштахов, Кутинов, Еливанов, Ятманов тата ытти те. Вăта Тимĕрçенте Белозеров, Курганов, Киселев, Мартышкин, Палля, Елеськин, Чамкин, Пондяков* Пухтелĕнче вара Шахин, Кучанов, Буяндуков, Бутылкин, Ширтанов* Ирçелĕнче – Мещанинов, Оброков, Таушкин, Азанов, Крыш, Мурзайкин. Çак хушаматсем урăх çĕрте тĕл пулмаççĕ. Çавăнпа та вĕсен пĕр пек хушаматлисем çук.
Тутарстанри çак хушаматсем: Михайловсем, Никитинсем, Яковлевсем, Дмитриевсем – сайра хутра тĕл пулаççĕ. Кунта тата хăйнеевĕрлĕ хушаматсем те пур: Мресов, Хатин, Бахтинов, Шашкин, Гусляков, Мутин, Мигин.
Ялта пĕрисен хушамачĕсем вырăсла ятсенчен, теприсен тĕрлĕрен сăмахсенчен пулса кайнă. Тĕслĕхрен, илер Ульяновск облаçĕнчи Каша ялне. Унта Грузин, Грушин, Емеськин, Щербаков, Тушкин, Стрельцов, Головин, Янтушкин хушаматсем пур. Кунтикав ялĕнче – Шленкин, Матуськин, Милюшкин, Уфаркин, Ухваров, Молостовкин, Махоркин, Сидоркин, Гайкин, Ефаров. Çур ялĕ вара Сидоров, Александров, Моисеев, Лазарев, Власов тата ытти те.
Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет: язычество тĕнĕ пулнă пулсан, тен, мĕнпур чăвашсен те пĕр пек хушаматсем пулĕччĕç.
 
: 98, Хаçат: 12 (1465), Категори: Харпaр шухaш

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: