Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тĕнчере нумай пурăнакан çынсем сахал мар. 1897 çулхи çырав вăхăтĕ-нче шута илнĕ тăрăх, Раççейре çĕр çул тата унтан ытларах пурăнакансем 15 пин те 500 çын. 1970 çулхи çырав вăхăтĕнче вара çав çулхи çынсем 19 пин те 304 пулнă. Вăл шутран 339-шĕ 120 çултан иртнисем. Çакă интереслĕ: чи ватă çынсенчен кашни тăваттăмĕшĕ Кавказ леш енче пурăннă иккен.
Азербайджанри Махмуд Айвазов 152 çула çитсен вилнĕ. Унăн çемйинче тăватă сыпăкри çынсем пурăннă. Ывăлĕсемпе хĕрĕсем, мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем – пурĕ 150 ытла çын çуралса ӳснĕ.
Англири Томас Парр хресчен те 152 çул пурăннă. Вăл нумай пурăннипе интересленсе ун патне Арундал маршал лорд ятарласа пырса кайнă. Çак чи ватă çынна Лондона ăсатнă. Кунта ăна король хăй йышăннă. Лондона куçсан Парр темиçе уйăх кăна пурăннă, ялти çемçе сывлăш сывласа пурăннă хыççăн Лондонри чĕрĕ çанталăк ват çынна юраман. Вăл часах ӳпке чирĕпе чирлесе вилнĕ.
Кенири Нгейво Гемайк та 152 çула çитсе вилнĕ. Унăн йăхĕнче 4 ывăл, 6 хĕр, 54 мăнук тата мăнукĕсен ачисемпе вĕсен ачисем – пурĕ 116 çын пулнă.
Азербайджанри Ширали Муслимов 1805 çулта çуралнă. Унăн пурнăçĕ йăлтах сăрт-ту çинче иртнĕ, вăл ту çинчен икĕ ывăлне пĕрремĕш тĕнче вăрçине ăсатнă чухне кăна анса курнă. Çак çын 1973 çулта 168 çул пурăннă хыççăн çĕре кĕнĕ.
Чи нумай çул пурăннисем Иранра та, Шотландире те, Турцире те чылай.
Çĕр чăмăрĕ çинче вара чи нумай пурăнни – Англи çынни Томм Керн. Вăл 207 çула çитсен вилнĕ!
Интереслĕ, Венгрири Янош Ровенпа унăн мăшăрĕ пĕрле 147 çул пурăннă. Упăшки 173 çулта, арăмĕ 164 çулта çĕре кĕнĕ.
 
 
(«Çамрăксен хаçачĕ»,
2006, пуш, 10.)
 
: 62, Хаçат: 12 (1465), Категори: Пĕлме интереслĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: