Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Ульяновскри Наци ялĕнчи «Чăвашсен кил-çурчĕ» комплексра чăваш таврапĕлӳçисемпе академикĕсен пĕрлĕхĕсен вуннăмĕш анлă пухăвĕ иртрĕ. Ульяновск облаçĕнчи таврапĕлӳçĕсен пĕрлĕхĕ 25 çул тултарнине халалланă мероприятие Чăваш Республикинчен 18 сумлă çын килсе çитрĕ: чăваш академикĕсен пĕрлĕхĕн ертӳçи Е.Е. Ерагин, чăваш таврапĕлӳçисен пĕрлĕхĕн вице-президенчĕ Виталий Станьял, çаплах Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Патăрьел, Етĕрне, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски районĕсенчи таврапĕлӳçĕсем.
«Таврапĕлӳ культурăн пĕр пайĕ пулнăран вăл культурăна музей тата педагог ĕçĕн архивĕсене тăвассипе, пухусем ирттерессипе, çамрăксене тĕрлĕ кружоксемпе пĕрлĕхсене пухассипе, туризма аталантарассипе, хорсем тата алĕç эртелĕсене йĕркелессипе тачă çыхăнтарать. Таврапĕлӳ çын таврашĕнчи ăс-хакăла ӳстерет, унсăрăн этем мĕншĕн пурăнмаллине ăнланаймасть», - тенĕ Дмитрий Лихачев академик. Çак каларăш мĕн тума кирлĕ вăл таврапĕлӳ ыйтăва пит тĕрĕс хурав парать.
Чăваш таврапĕлӳçисен пĕрлĕхĕ шăп ахăрсаманара, 1991 çулхи çĕртмен 21-мĕшĕнче, Шупашкарта йĕркеленнĕ. Унăн пĕрремĕш ертӳçи – Виталий Петрович Станьял. 1992 çулта Ульяновскри чăвашсен И.Я. Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществи сĕннипе тата РФ чăваш таврапĕлӳçисен пĕрлĕхĕ çине тăнипе пирĕн облаçра унăн филиалĕ уçăлнă. Председательне Н.А. Казакова суйланă. Кĕçех общество уйрăм организаци пулса тăнă. Кайран таврапĕлӳçĕсен никĕсĕнче Чăваш халăх академийĕ йĕркеленнĕ.
Облаçри таврапĕлӳçĕсен пĕрлĕхĕ регионта тата кӳршĕ Тутарстанра тухăçлă ĕçлет. Активистсем халăхăн историйĕпе, этнографийĕ-пе, паллă çынсен биографийĕпе, ялсен историйĕпе çыхăннă кĕнекесем кăларчĕç, тĕпчев ĕçĕсем ирттерчĕç, çулçӳревсем йĕркелерĕç. Таврапĕлӳçĕсен ĕçĕсем харама каймарĕç, архивсенчен нумай документа çĕклерĕç, çынсен асаилĕвĕсене, сайра тĕл пулакан сăнӳкерчĕксене, документсене пухрĕç.
Пухнă материалсем малтан хаçатсемпе журналсенче пичетленсе пырса пысăк альбомсемпе энциклопедисен шайне çитрĕç. Дмитрий Кузьмин икĕ томлă «Краткая чувашская региональная энциклопедия. Пензенская, Саратовская, Ульяновская области» кĕнеке кăларчĕ. Тĕлпулусем, çавра сĕтелсем, экскурсисем, конференцисем, шкул ачисемпе, вулавăшсенче тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелерĕç. Юлашки вăхăтра кĕсье телефонĕ-сене, Интернета, ăслăлăх кĕнекисене, власть çыннисем ăнланнине кура таврапĕлӳçĕсен ĕçĕ самай çăмăлланса пырать. Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пулăшнипе облаçăн, ялсемпе хуласен, урамсемпе шкулсен чăн историйĕ çиеле тухать. Çынсем хăйсен йăх историйĕпе те кăсăкланма пуçларĕç.
Паян облаçри таврапĕлӳçĕсем УОЧНКАпа, «Канаш» хаçатпа тачă çыхăнура ĕçлеççĕ. Ульяновск таврапĕлӳçисем Пушкăртстанри, Тутарстанри, Тюменьпе Красноярскри филиалĕсемпе тан ĕçлеççĕ.
Çул – Анат Тимĕрçене!
Шупашкартан ирпе 5 сехетре тухнă делегацие Ульяновск облаçĕнчи таврапĕлӳçĕсем "Чĕмпĕр-Çĕрпӳ" трасса çинче Тимĕрçен пăрăнчăкĕнче çăкăр-тăварпа, кăпăклă чăваш сăрипе кĕтсе илчĕç. Инçе çулта ывăннă ентешсем УОЧНКА Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Елена Уресметова пĕçернĕ çавра çăкăрпа сăрана хаваспах тутанчĕç, сăн ӳкерттерчĕç. Малалли çул Анат Тимĕрçенти Халăх музейне выртрĕ. Кунта таврапĕлӳçĕсене музей хуçисем Валентинăпа Петр Андриховсем кĕтсе илчĕç, экскурси ирттерчĕç. Килнисене уйрăмах авалхи ĕç хатĕрĕсем, тимĕрçенсен илемлĕ те кăткăс тĕрĕпе пуян çи-пуçĕ, паллă çынсене, колхозăн историне халалланă стендсемпе материалсем кăсăклантарчĕç. Музейпа тĕплĕн паллашнă хыççăн хăнасене ял тăрăхĕн администраци пуçлăхĕ И.В. Мартынов ял пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Тимĕрçенсен тараватлăхĕпе вăл инçетрен килнĕ ентешсене вĕри апат çитерсе хăналамасăр кăларса ямарĕ. Савăннă таврапĕлӳçĕсем виçĕ çаврăм юрă та юрларĕç.
Чĕмпĕр – чăвашсен сăпки
Ульяновскра таврапĕлӳçĕсене УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев кĕтсе илчĕ. Вăл автономи вырнаçнă çуртпа, юлашки вăхăтра туса ирттернĕ пысăк ĕçĕсемпе, «Канаш» хаçат редакцийĕпе паллаштарчĕ. Хăнасене «Чĕмпĕр-Ульяновск» ӳкернĕ шурă фарфортан тунă стена çине çакмали турилккесем, И.Я. Яковлев халалне пичетленĕ плакатсем, календарьсем парнелерĕ. Хăнасем те парăмра юлмарĕç – Е.Е. Ерагин, В.П. Станьял тав сăмахĕсем каларĕç, хăйсен кĕнекисене парнелерĕç. Шупашкарти "Чĕмпĕр" ентешлĕхĕн ертӳçи Александр Вражкина УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев пĕрле килĕштерсе ĕçлеме сĕнчĕ.
- Пĕр вăхăтрах Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ пулнă май мана Шупашкарти ЧНК çуртĕнче пӳлĕм пачĕç. Эпĕ шутланă тăрăх, чĕмпĕрсен ентешлĕхне ертсе пыракан Александр Вражкинăн та çавăнта лармалла. Шупашкара кайсан чĕмпĕрсен кĕмелли уйрăм пӳлĕмĕ пулмалла, унта кĕтсе илекен çын лармалла, - терĕ.
Малалла программа тăрăх шупашкарсем И.Я. Яковлев палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç, хисеплĕ Патриархăмăр умĕнче пуç тайса сăмах каларĕç. Чыслава Олег Мустаев уçрĕ. Вăл пухăннисене палăк историйĕпе паллаштарчĕ, çак вырăн хулара чи сумлисен шутнине кĕнине, çамрăк мăшăрсем чечек çыххи хумасăр, ватă çынсем чарăнса пуç тайса, хĕрес хывмасăр иртсе кайманнине палăртрĕ.
- Анчах И.Я. Яковлева Чĕмпĕртен хăйĕн вĕренекенĕсемех хăваласа кăларса янине, Яковлев Чĕмпĕр çĕрне ылханса тухса кайнине те манмалла мар. Çак палăк вăл – Патриархăмăртан каçару ыйтса лартнă паллă. Çамрăк ăру енчен тунă пĕрремĕш утăм. Асра тытмалла çаксене, манмалла мар. Сире Яковлев ячĕпе тата пысăк ĕçсем тума пиллетĕп, - терĕ Виталий Станьял Патриарх умĕнче пуç тайса.
Палăк умĕнчен çул, паллах, Чĕмпĕр чăваш шкулĕн комплексне пулчĕ. «И.Я. Яковлев хваттерĕ» музейра юсав ĕçĕсем пыраççĕ пулин те хăнасене хапăл кĕтсе илчĕç. Музей заведующийĕ Нина Литвинова хăй экскурси ирттерчĕ, кашни пӳлĕмĕпе, унти кашни экспонатпа тенĕ пек тĕплĕн паллаштарчĕ. Унччен пĕртте ку комплексра пулса курман ентешсем тутарсем Меккăна кайса пуç çапнă пек кашни чăвашăн кунта килсе пуç таймаллине курса, илтсе чунĕ-семпе ăнланчĕç. Нумайăшĕ музея хăй кăларнă кĕнекесене парнелесе хăварчĕ.
«И.Я. Яковлевăн çемье чиркĕвĕ пулнă Таса сывлăш Апостолсем çине аннă ятлă чăваш храмĕнче шупашкарсем çурта лартрĕç. Наци ялне куçнă май хăнасем Ульяновск хулипе, В.И. Ленин ячĕпе çыхăннă кил-çуртпа паллашма пултарчĕç.
Аслă пуху
Чăваш таврапĕлӳçисен 10-мĕш Аслă пухăвĕ Наци ялĕнчи «Чăвашсен кил-çурчĕ» комплексра уçăлчĕ. Халăх нумай пухăнчĕ кунта. Фойере тĕрлĕ куравсем тăратнă. Елена Уресметова çынсене кăтартма авалхи чăваш тум-юмне тата савăт-сапине, паянхи маçтăрсен ĕçĕсене илсе килнĕ, Николай Кирюшин – хăй пулса курнă вырăнсен сăнӳкерчĕкĕсене, авалхинчен пуçласа паянхи укçасен пуххине, Наталья Новоселец – хăй тĕрлесе çĕленĕ капăрлăхсене, Ульяновскри таврапĕлӳçĕсем – хăйсем çак çулсенче кăларнă кĕнекесене, «Канаш» хаçат редакцийĕ пурне те юлашки кăларăмĕсене валеçрĕ.
Аслă пухăва салам сăмахĕ каласа УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев уçрĕ. Кĕскен Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашлăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май вăл таврапĕлӳçĕсен ĕçĕ çав тери пысăк та пĕлтерĕшлĕ пулнине, тĕрĕссипе вĕсем патшалăх тумалли ĕçе хăйсен ирĕкĕпе, хăйсен укçипе илсе пынине те палăртрĕ.
- СССР вăхăтĕнчех чи малтан Ульяновск облаçĕнче чăвашсен пĕрремĕш обществи çуралнă – И.Я. Яковлев обществи. Унăн Уставне В.П. Станьял хатĕрленĕ, Шупашкарта уçтарман общество Чĕмпĕрте тымар яма пултарнă. Чăвашсен «Еткер» кăларăмĕ, «Канаш» хаçачĕ кун çути курчĕç. «Еткерĕн» кăларăмне эпир шăп Чĕмпĕр чăваш шкулĕ уçăлнă кун, юпан 28-мĕшĕнче, эфира кăлартăмăр, юриех, паллă пултăр тесе. Паян чăвашсен мĕнпур организацине УОЧНКА пĕрлештерсе тăрать. Паян автономин ĕçтăвкомĕнче 9 комитет, иртнĕ çул облаçра 22 Акатуй ирттерме пултартăмăр. Кăçал нарăсăн 4-мĕшĕнчен тытăнса пушăн 14-мĕшĕччен облаçри тĕрлĕ чăваш ялĕсенче И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа Чăваш культура кунĕсем ирттертĕмĕр. Халĕ пирĕн тепĕр тĕллев – каллех И.Я. Яковлев должноçне каялла тавăрасси. Ăна Ю.Ф. Горячев вăхăтĕнче тавăрнăччĕ, анчах сыхласа хăварма хал çитереймерĕç. Акан 20-мĕшĕнче Ленин мемориалĕнче И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă пысăк конференци, уяв иртет, - терĕ. Малашне пухăва тухăçлă ĕçлеме сунчĕ. Общество ĕçĕнче хастар палăрнă таврапĕлӳçĕсене – Е.Е. Ерагина, И.М. Кирпичникова, В.А. Селендеева, В.К. Пушкина УОЧНКА Хисеп хучĕсемпе палăртрĕ.
Ульяновск облаçĕнчи чăваш таврапĕлӳçисен пĕрлĕхĕн ертӳçи Н.А. Казаков ун историйĕпе паллаштарчĕ. Таврапĕлӳçĕсене пĕрле пухăнса ĕçлеме çул уçнă И.Я. Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин членĕсене (паян пирĕнтен уйрăлнă ĕнтĕ вĕсем) - И.С. Кирюшкина, П. П. Ургалкина, В.М. Репина, В.Г. Елагина тата ыттисене пĕр минут ура çине тăрса асăнма ыйтрĕ.
-Пĕрремĕш ларăва эпир И.Я. Яковлев музейĕ-нче ирттернĕччĕ. «Канаш» хаçат вăл вăхăтра та, халĕ те таврапĕлӳ ĕçĕсем çинчен тĕплĕн çырса кăтартать. Эпир нумай документ пухса архива патăмăр, хамăрăн фондсене уçрăмăр, шкул ачисемпе тăтăш тĕлпулу ирттеретпĕр. Н.Н. Кирюшин, В.К. Пушкин, А.М. Богатов, Д.В. Кузьмин, В.Е. Ярухин, И.М. Кирпичников, Н.П. Мулендеев, В.Г. Кондрашкин, Н.Д. Розов, А.Ф. Ермилов хастар ĕçленине палăртас килет. Эпир 100 ытла кĕнеке кăларма пултартăмăр. УОЧНКАпа тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, - терĕ Н.Казаков.
Чăваш академикĕсен пĕрлĕхĕн ертӳçи Е.Е. Ерагин тухса калаçнă май хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ, таврапĕлӳçĕсен историн хăш тапхăрне манмалла маррине асăрхаттарчĕ.
- Нумай кĕнеке эпир хамăрăн тăван ял пирки кăларатпăр. Ку питĕ кирлĕ япала. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕ пирки, йăх-несĕл историне çыракансем те чылай. Çав вăхăтрах пирĕн Пĕрремĕш тĕнче, Яппун тата ытти вăрçăсене хутшăннă ентешсем пирки те материалсем шырамалла, тăван халăхăн йăли-йĕркине, вĕрӳ-суру чĕлхине, тĕррисен уйрăмлăхне çитĕнекен ăрушăн сыхласа хăвармалла, тупмалла, çырмалла. Хамăрăн мăнаçлăха кăтартмалла, мĕскĕнлĕхе пĕтермелле. Мĕншĕн эпир вунă чăваш хушшинче пĕр урăх халăх çынни пулсан вырăсла калаçатпăр/ Хамăр хавшаклăха кăтартатпăр. Пирĕн вăйлă пулмалла. Хăй вăхăтĕнче чăвашсем Чĕмпĕре тĕп хула тума хăранă, хăйсем пысăк республикăна ертсе пыраймасран шикленнĕ. В.И. Ленин икĕ хутчен сĕнсен те килĕшмен. Эпир вăйлă пулсан, тен, Раççей тĕп хули Питĕртен Мускава куçнă пек Чăваш Республикин тĕп хули те Чĕмпĕр пулса тăрĕ! - терĕ.
Академин Хисеп хучĕпе Н.А. Казакова, И.М. Кирпичникова, В.К. Пушкина, А.М. Богатова, В.А. Селендеева, Н. Н. Кирюшина чысларĕ, парнесем пачĕ. «Халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçлĕ ăсти» хисеплĕ ята Владимир Ярухина пачĕç. Чăваш халăхĕшĕн пысăк ĕçсем тунăшăн Чăваш халăх ăслăлăхпа ӳнер академийĕн Аркадий Айдак ячĕллĕ "За службу народу" орденпа Д.В. Кузьмина, О.Н. Мустаева наградăларĕ. Олег Мустаева Чăваш халăх ăслăлăхпа ӳнер академине илме сĕнчĕ. «Халь сĕнетпĕр, халăх килĕшсен кĕркунне илетпĕр», - терĕ Е.Е. Ерагин. Çакăнтах Н.Н. Кирюшина Раççей Журналистсен союзне илнине çирĕплетекен удостоверени пачĕç.
РФ Чăваш таврапĕлӳçисен вице-президенчĕ Виталий Станьял Чĕмпĕр облаçĕнче хăй вĕрентсе кăларнă студентсем пысăк ĕçсем илсе пынишĕн, чăвашлăхра палăрнăшăн савăннине пĕлтерчĕ.
- Эсир кунта питĕ пысăк ĕçсем туса пыратăр. «Чăваш кил-çурчĕ» комплекса курманччĕ-ха, маттурсем. ЧНКна Чăваш халăх çуртне тума хăçантанпа ыйтатпăр – халĕ те çук. Шупашкар хулин администрацийĕ виçĕ çĕрте вырăн пачĕ – суйласа ил те ларт. Çук, лартаймарĕç. Тен, ЧНКна та Чĕмпĕре куçармалла. Халăха пĕр çуртра пухмалла. Кашни халăхăн кун пек çурт пур. Халăх чыслăхне кăтартмалли символ пулмалла! Ку пирĕн çук. Эсир вирлĕрех ĕçлени куçкĕрет. Кунти таврапĕлӳçĕсене В.И. Ленин тымарне тĕпчеме сĕнесшĕн, унăн чăваш тымарĕ пирки М. Шагинян, А. Солженицын, В.Говорухин тата ыттисем каланă. Ваççа Аниççине манманшăн тав тăватăп. Чĕмпĕрте чăвашлăх ĕçне чĕртсе яракансем умĕнче пуç таятăп. Хăвăр тăрăхри паллă çынсене палăк лартнине ырлатăп. Шел, Çинкĕлти педучилище, педуниверситетри наци уйрăмĕсем хупăннă. Пирĕн Шупашкарта Наци лицейне те хупрĕç, çуртне сутса ячĕç. Унта чи-чи пултаруллă ачасем вĕренетчĕç. Наци элитине, чи пултаруллă ачасене (юрлассипе, çырассипе, шутлассипе, ташлассипе, ӳкерессипе тата ытти) пухса сирĕн май çук-ши шкул уçма/ - хăйне пăшăрхантаракан ыйтусене çĕклерĕ шурсухалăмăр.
Виталий Станьял çаплах наградăсем çине куçрĕ, вĕсем патшалăхăн тата чăваш общественноçĕн шутлă пулмаллине палăртрĕ. «Еткер» фончĕн И.Я. Яковлев орденĕ чи илемлисен те сумлисен шутĕ-нче пулнине, ăна патшалăх шайне куçармаллине каларĕ.
- Чĕмпĕрсене туслă ĕçлеме сунатăп, ырлă-сывлăх сунса пиллетĕп. Самар чăвашĕсем пек сапаланса кайса пĕр-пĕрне путарса ан пурăнăр, - вĕçлерĕ В.П.Станьял сăмахне.
Пухура чĕмпĕрсем те, Чăваш Республикинчен килнисем те тухса калаçрĕç, хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç. А.М. Богатов «Воспитанники» кĕнекесен ярăмне мĕнле кăларма пуçланине, вăл ĕç халĕ те тăсăлнине каласа пачĕ. Хальлĕхе Яковлев шкулĕнче вĕреннĕ 870 çыннăн биографийĕпе сăнӳкерчĕкне тупнă. Ку ĕçре ырми-канми вăй хуракан А.Ф. Белована вырăс пулсан та чăваш халăх академикĕсен ретне илме сĕнчĕ. Унăн сĕнĕвне ырларĕç. Академире еврей, çармăссем пулнине пĕлтерчĕç.
Виктор Аванмарта тĕп чăваш тĕнĕ мĕн ятлă пулни кăсăклантарчĕ. «Вăл Саврăш тĕнĕ – Амаксар ятлă», - пĕлтерчĕ Виталий Станьял.
В.К. Пушкин, Г.В. Зотова, А.М. Симулин, А.Н. Вражкин, Х.М. Макаров, Д.В. Кузьмин, Н.Н. Кирюшин таврапĕлӳçĕсем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Хытă пăшăрхантаракан ыйтусене çĕклерĕç, çав шутра чăвашла калаçма, вулама пĕлекенсен шучĕ çулсерен чакса пыни те, чăваш хаçачĕсен тиражĕсем пĕчĕкленни те. Кашниех хăйĕн кĕнекине асăнмалăх парнелесе хăварчĕ.
Таврапĕлӳçĕсен черетлĕ тĕлпулăвĕ сĕтел хушшинчи ăшă калаçупа вĕçленчĕ. Хаклă хăнасене хавхалантарса «Сăрнай» ушкăн юрăçисем, вĕсемех таврапĕлӳçĕсем, Герман Мадюковпа Дмитрий Кузьмин чăваш юррисене шăрантарчĕç. Чăваш Республикинчи ентешĕмĕрсем тулли кăмăлпа каялли çула тухрĕç.
 
: 112, Хаçат: 13 (1466), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: