Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак кунсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи журналистика кафедринче регионсем хушшинчи «Хаçат редакцийĕсен чăваш чĕлхипе паракан интернет сайчĕсем: ыйтусем тата хуравсем» хăйнеевĕр семинар пулчĕ. Тĕллевĕ – хаçатсен Интернет сайчĕсен тухăçлă ĕçне йĕркелесси.
Мероприяти, тĕрĕссипе, «Чăваш халăх сайчĕ» интернет-портала 13 çул каялла йĕркеленĕ, пĕлтĕр ăна массăллă информаци хатĕрĕ пек регистрациленĕ хастар йăхташ, портал администраторĕ Николай (Аçтахар) Плотников пуçарăвĕпе иртрĕ.
Николай Алексеевич тĕлĕнмелле ĕç опычĕпе, çитĕнĕвĕсемпе, шухăш-ĕмĕтне пурнăçа кĕртме май панă меслетсемпе паллаштарчĕ, хаçатсенче сайтсемпе ĕçлекенсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.
Тăхăçлă вăй хурассипе нумай ырă сĕнӳ «Сувар» тата «Канаш» хаçатсен тĕп редакторĕсем Константин Малышевпа Николай Ларионов, «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ Ирина Кошкина, «Хыпарпа» «Суварта» сайта йĕркелесе пыракансем Вера Титовапа Ирина Кузьмина пачĕç. Сĕнтĕрвăрри район хаçачĕн («Пирĕн сăмах») тĕп редакторĕн ĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Игорь Васильев, Чăваш патшалăх университечĕн информаципе пресс-службин пуçлăхĕ, журналистика кафедрин ертӳçи Анатолий Данилов, доценчĕ Олег Студенцов, Муркаш, Вăрнар, Элĕк районĕсен, чĕмпĕрсемпе хусансем хавхалансах çакнашкал ĕçлĕ тĕлпулусен усăлăхне, вĕсене тăтăш ирттермеллине, хăйсен харпăр шухăшне пĕлтерчĕç.
Семинар ĕçне Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен пулас журналистсем хастар хутшăнчĕç.
 
: 79, Хаçат: 13 (1466), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: