Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шăматкун Шупашкарти Наци вулавăшĕнче Чăваш Республикинчи профессилле çыравçăсен черетлĕ пухăвĕ иртрĕ. Наци литературин пайне 200 яхăн çын пуçтарăннăччĕ.
Тӳресемпе куçа-куçăн
Çивĕч ыйтусем нумай пухăннăран тĕлпулăва çырав ĕçне илсе пыракан икĕ тӳрене йыхăрнă писательсем. Вăхăтлăха кăларма чарăннă «Капкăн» тата «ЛИК (литература, искусство, культура)» журналсен шăпине татса парас шухăшпа сăмах чи малтан Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрне Александр Иванова пачĕç.
- Хаçат-журнал кăларса тăрасси тупăшлă ĕç тесе калаймăн. «Капкăн» журнала калăпласа вулакансем патне çитерме 2016 çулта кайнă мĕнпур тăкака шута илсен эсир те тĕлĕнĕр: пĕр журнал 840 тенке кайса ларнă. Сутăнманнине, çырăнса илменнине, журналта Интернетран вырăс кулăшĕсене куçарса лартнине шута илсен малашне кирлех-ши «Капкăн» тесе ыйту лартасшăн эп сирĕн умăра, - терĕ Александр Степанович. – «ЛИК» кăларăмпа та ĕçсем пĕр евĕрлĕрех пыраççĕ. 2016 çулта унăн тиражĕ 100 экземплярччĕ. 124 страницăллă 1 журналăн хакĕ 1 пин те 628 тенке кайса ларчĕ! Çак кăтарту пĕртте йĕркеллĕ пек туйăнмасть маншăн. Вулакан пулмасан кăлармаллах-ши вĕсене/
ЧР Профессилле çыравçăсен союзне ертсе пыракан Геннадий Максимов ку журналсен ыйтăвĕсемпе министрсем патĕнче 7-8 хутчен те пулнине пĕлтерчĕ. Тӳресем эртелпе çырнă çыру-тархаслăва еплерех хурав панине вуласа пачĕ. «Сыхласа хăвармалла»,- тесе хурав панă пичет министрĕ. Анчах та ун чухнех тепĕр ыйту çуралнă çӳлте – тен, журналсене культура, наципе архив ĕçĕсен министерстви аллине памалла. Журналсенче пичетленекен хайлавсем ытларах культурăпа таччăн çыхăннине кура йышăну тĕрĕс пулнă пулĕччĕ. Паян çыравçăсене пăшăрхантаракан чылай çивĕч ыйтăва татса пама пулăшĕччĕ.
Г.А.Максимов сăмахĕпе, Чăваш Ен пуçлăхĕсен танлаштарса шухăшласа пăхмалли пурах – Пушкăрт Республикинче 11 литература журналĕ тухать, Тутар Республикинче – 5. Редакцисенче 12-14-шар çын вăй хурать.
Сăмах Борис Чиндыков илчĕ. «Енчен те журнал хăйне хăй тытса тăраять пулсан вара хамăр шаннă тӳресене йăлăнмалла та мар, тулли мар яваплă общество (ООО) йĕркелемелле! Чăваш культурин аталанăвĕн вунă çул валли палăртса хунă стратегине илес пулсан вара/ Ăçта вара чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕ, наци çирĕплĕхĕ/ Çын шучĕпе Раççейре тăваттăмĕш вырăнта пыракан халăх валли виçĕ литература журналĕ те кăларма вăй-хал çитереймесен – намăс мар-и пире/» - терĕ «ЛИК» тĕп редакторĕ.
ЧР культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕ Константин Яковлев калаçăвне пурне те Культура ĕçченĕсен кунĕ (мартăн 25-мĕшĕ) ячĕпе саламланинчен пуçларĕ.
- Ку журналсене хăй вăхăтĕнче хупни – виçесĕр йăнăш утăм. Вĕсене малашне еплерех шăпа кĕтет тенине хирĕç ман пĕр сăмах: хупма памалла мар! Редакцисенче ĕçлекенсен шутне ӳстермелле, тивĕçлĕ ĕç укçи тӳлемелле. Культура министерствинче вăй хуракан 34 çынран, шел, паян пĕрин те литература ыйтăвĕсене тимлеме вăхăчĕ çук. Пысăк тавракурăмлă, литература ыйтăвĕсене тĕшмĕртекен çынсем кирлĕ пире. Малашне 4-5 çыравçă, художник илме палăртатпăр. Çыравçăсем хушшинче çивĕч ăслисем нумай. Халĕ ваканси çук. Икĕ журнал ыйтăвне те татса парăпăр. Ку кăткăслăх мар вăл, ăнлану тупманни çеç. Сăмахран, республикăра 700 яхăн библиотека. Кашни пĕр номер çырăнсан та – миçе ав! Журналсене çĕнетмелле, илемлетмелле. Сирĕн, çыравçăсен, тивĕçĕр виçесĕр пысăк, хутлăхшăн, чăваш тĕнчишĕн пĕлтерĕшлĕ. Чылайăшĕ,шел, ватăлать. Çыравçă-сăвăç çинчен кинофильмсем ӳкермелле. Çӳçне кĕмĕл сапнă сăмах ăстисене Наци телекуравĕпе кăтартмалла. Çак кунсенче 53 вырăнлă чаплă автобус туянас ĕçсене татса паратпăр, - вĕçлерĕ сăмахне Константин Геннадиевич.
Çыравçăсен умне темиçе ыйту та тухса тăчĕ министрсен калаçăвĕ хыççăн. Чăваш Енĕн Элтеперĕ Михаил Игнатьев литература журналĕсене çĕнĕрен чĕртсе ярасси çинчен калакан Килĕшĕве алă пустăр тесен мĕн тумалла/ Культура, наципе архив ĕçĕсен министерствине чăваш çыравçисене хӳтĕ-лекен специалистсене ĕçлеме илесси (никама та мар, маттур çыравçăсенех, çак вырăна тивĕçлисене, çирĕплетмелле). Республика шкулĕсенче чăваш чĕлхине хăйсем суйласа илнипе мар, çине тăрсах вĕрентме пуçласси. Тираж чакни çакăнтан нумай килет. Патшалăх чĕлхине вĕрентмеллех!
Иртнĕ çул çитĕнӳсемпе пуян
ЧР профессилле çыравçисен союзне ертсе пыракан Геннадий Максимов пĕтĕмлетӳллĕ докладне хăй вăхăтĕ-нче тӳрлетме май çук йăнăшсем туса хунă ĕлĕкхи информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрне В.В. Андреевана асăннинчен пуçларĕ. Союз ертӳçи сăмахĕпе, çав тӳрен çăмăлттайла йышăнăвне пулах чăваш хаçачĕ-журналне пĕрлештерсе пĕтернĕ те.
Раççей сăвăçисен "Поэзи антологийĕ" кун çути курнине, сумлă кăларăма чăваш шурсухалĕсенчен камсем кĕнине каларĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче Раççейре ача-пăча валли çыракан авторсен антологийĕ тухнă. Кăçал Мускавра проза антологине хатĕрлеççĕ. Унта чăвашсен паллă çыравçисен хайлавĕсем кĕрĕç. Чăваш Республикин патшалăх премине илнисем хушшинче чăваш çыравçисем пур.
Кăçал ача-пăчапа кĕçĕн тата вăтам çул-ӳсĕмрисем валли кĕнекесем кăлармалли гранта виçĕ автор тивĕçнĕ – Николай Ларионов (Чĕмпĕр), Марина Карягинапа Римма Прокопьева (Шупашкар).
Канаш районĕнче Поэзи паркĕ уçăлнă. Унта кăçал 25 йывăç лартса хăварнă. Çыравçăсем хăйсен юбилейĕсене анлă курав е хăтлав евĕр ирттерни те хăйнеевĕр пулăм. Çамрăк çыравçăсен пĕрлĕхне йĕркелесси çивĕч тăрать.
Сăмах парăр!
Малалла союз çумĕнче ĕçлекен секцисен пуçлăхĕсем, чунри капланăвне ĕçтешĕсене çитерме васкакан çыравçăсем, аякран килнисем калаçрĕç. Вĕсенчен кашнинех журналсен шăпи канăçсăрлантарчĕ.
- Ĕçе çĕнĕрен чĕртсе ямалла.Чăвашлăха аталантарасси тухьяллă, тĕрĕллĕ çи-пуçлă хĕрсемпе каччăсем тухса ташласа-юрласа пани çеç мар вăл. Пултаруллисене хисеплеме вĕренмелле. Ĕçлемелле, тивĕçе туйса ĕçлемелле, - терĕ чăваш литературин тĕпчевçи Юрий Артемьев.
«Чăваш чĕлхине ача сачĕсемпе шкулсенче вĕрентмесен малашне çыравçăсем кирлĕ пулĕç-ши/» - ыйту тавра та хĕрӳ калаçрĕç сăмах ăстисем. «Чĕлхесĕр халăх çыравçисем пулса юлас марччĕ!»- тесе пăшăрханăвне пытармарĕç! Шупашкарта ĕлĕкхилле наци лицейĕнче вĕрентнĕ евĕр пултаруллă ачасене илсе килсе пĕр çĕрте вĕрентме май çукки те кулянтарать чăваш çыравçисене. Çаплах мĕнпур чăваш кăларăмĕсене «Хыпар» тавра пухса хуни те, паян илемлĕ очерксем çыракансем çукки те. «Тăван Атăла» чăваш чĕлхине манса каяс мар тесе çырăнмалла тесе çирĕплетрĕç.
«Тăван Атăл» журналăн редакторĕ Лидия Филиппова конкурс çĕнтерӳçисене тата К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕ 100 çул тултарнине халалласа ирттернĕ викторинăра мала тухнисене Тав хучĕ тата парне парса чысларĕ.
- Юратнă литература кăларăмĕн тиражĕ ӳсни савăнтарать. Пире паян регионсенче çыракансем те питĕ кирлĕ. Çак ыйтăва тимлес тĕллевпех журналăн редколлеги членĕсем шутне Евгений Турхана (Тутарстан), Николай Ларионова (Чĕмпĕр) тата Микул Ишимпая (Пушкăртстан) кĕртрĕмĕр. Журнала паян çĕршыври 43 регионта çырăнса илеççĕ. Унсăр пуçне тата Эстонипе Беларуçра, Италире вулаççĕ. Раççейре 100 ытла наципе культура автономийĕ. Кашнинех пирĕн кăларăм пытăр, – терĕ Лидия Ивановна.
Малашне Раççей правительствин тӳрисем çыравçă профессине каялла тавăрас ыйтупа ĕçлеме пуçланă текен хыпар чăннипех савăнтарчĕ. Пуласлăхри çак ăслă йышăну сăмах ăстисене шанăç, çăкăрлăх та пулин укçа ĕçлесе илме май парĕччĕ, чылай ыйтăва татса пама пулăшакан çул-йĕр çине илсе тухĕччĕ.
Шупашкар.
 
: 93, Хаçат: 13 (1466), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: