Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сĕм тĕттĕм каç. Тӳпене хура, йывăр пĕлĕт карса илнĕ. Пӳрнепе чышсан та нимĕн курăнмасть. Пуç тăрринче вĕçĕмсĕр çиçĕм çиçме, аслати кĕмсĕртеттерме пуçларĕ. Илья Пророк ярăнса çӳрет ĕнтĕ тӳпере, пушшине çавăркаласа лашисене хăвăртрах чупма хистет. Витререн тăкнă пек чашлаттарса çумăр çăвать. Урам вĕçĕнче ларакан тайăлнă пӳрте чӳ-речерен кĕрекен çиçĕм çутипе аслати сасси кăмака çинче выртакан икĕ çынна çывăрма памаççĕ. Паян çӳлти тӳпере те, хура çĕр çинче те усал-тĕ-сел алхасать, хăйĕн киревсĕр туйĕнче савăнать. Хăрушă çакăн пек киревсĕр каçсенче Турă çыннине!
Кăмака çинче выртакан икĕ çын хăранипе тахçанах ыйхисене çухатнă ĕнтĕ. Усалсенчен сыхлатăр тесе Çӳлти Турра кĕлтăваççĕ, кăкăрĕсем çине вĕçĕмсĕр хĕрес хураççĕ. Улăмпа витнĕ пӳрт маччинчен шăпăртатса çумăр шывĕ юхса анчĕ. Юхакан тĕле хуçасем савăт-сапа лартса тухрĕç, шывпа тулсан вĕсене пĕртен-пĕр чӳречине уçса урамалла сапаççĕ. Пĕр вăхăт çиçĕм çути те, аслати кĕмсĕртетни те таçта аяккалла кайса çухалчĕç. Ахăртнех, Илья Пророк ярăнса ывăнчĕ пулмалла. Çак самантра кăмака çинче выртакансем ача йĕнĕ сасă илтрĕç, пушшех васкаса хăйсем çине хĕрес хывма пуçларĕç. Пĕл-ха унта, мĕнле усал йĕрет алăк умĕнче! Кĕтмен хăна пӳрте кĕме шутласан туяпа тĕревленĕ алăк та пулăшаймĕ. Усалтан Çӳлти Турă кăна сыхлама пултарать. Çавăнпа ăна нумайрах асăнмалла. Анчах йĕнĕ сасă пурĕпĕр лăпланмарĕ. Хĕрарăмĕ чăтаймарĕ, упăшкин аяккинчен тĕртрĕ:
- Сахрун, алăка уçса пăх-ха, мĕн тамаши ĕсĕклесе йĕрет унта/
Хăй çав вăхăтрах мăшăрĕ çумне çывăхарах çыпçăнчĕ. Хăрать хĕрарăм кĕске вăхăта та пулин пĕччен юлма.
- Çак киревсĕр каç темĕнле усал та çӳрет пулĕ. Паян вĕсемшĕн савăнмалпи каç. Çутăличчен алăка уçма кирлĕ мар пулĕ. Турă сыхлатăр, иксĕмĕр те темĕн курса тăрăпăр, - пăшăлтатрĕ иккĕленнĕ мăшăрĕ тарăннăн сывласа. – Чăн та, пĕл унта кам алăк умĕнче тăнине! Ырă çын пулсан алăкран шакканă, сассине панă пулĕччĕ.
Шикленсен те арçын аллине пуртă тытса алăк патнелле сĕтĕрĕнчĕ. Пуртă яланах алă айĕнче ял çыннисен, кирлĕ вăхăтра шыраса çӳремелле мар.
- Усала тĕл пулсан хĕрес пулăшĕ, начар çынран хăтăлма пуртă вăй парĕ, - тесе Сахрун алăкран тухса çухалчĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ - йĕрекен ачана йăтса пӳрте кĕчĕ.
- Укахви, çылăхсăр чун. Ан хăвăртрах кăмаку çинчен, чĕртсе яр чĕпĕ куçне. Ахăртнех, çын ачине йăтса кĕтĕм. Йĕпе кипкине салтса пăх-ха. Пĕлер, мĕнле чун выртать ун ăшĕнче/
Пĕчĕк пӳртре кĕленчесĕр краççын лампи айван çутатать. Çапах та ватăсем кипкине салтсан ывăл ача выртнине курма пултарчĕç. Ача çумĕнче сĕт тултарнă кĕленче тата шурă хут татăкĕ те тупăнчĕ. Йĕпеннĕ хут çине темĕн чĕркелесе пĕтернĕ. Çыру пĕлмен Укахвипе Сахрун унта мĕн çырнине ăнланма пултараймарĕç. Шăннă, йĕрсе халтан кайнă ача йывăррăн сывлать, çăварĕнчен шурă кăпăк сăрхăнать, хăй вĕçĕмсĕр чĕтрет. Кăкăр ачи шăннă та, выçă та.
- Сахрун, хамăр витĕнекен утияла кăмака çумне тытса ăшăт-ха, ачана чĕркĕпĕр. Вăйсăрланнă чун чире кайма та пултарĕ. Çитерес те пулать мĕскĕне. Сĕчĕ пур ав, анчах пăр пекех сивĕ. Çитменнине, ĕмкĕчĕ те çук. Путсĕр амăшĕ хурса хăварма ăс çитереймен пулас. Хальлĕхе çăкăртан ĕмкĕч туса парас, - мăкăртатать карчăк йĕрекен ачана ăшă алшăллипе шăлса. Укахви хура çăкăра чăмласа ĕмкĕч хатĕрлерĕ, ача çăварне хыптарчĕ. Лешĕ йĕме чарăнса васкасах ĕçе пикенчĕ. «Турра шĕкĕр, çиекен ача вилмест», - шухăшларĕ хĕрарăм ăшĕнче.
-И-и-и-эх! Кунта кăвапине те йĕркеллĕ çыхман иккен. Авă, юн юхтарать. Халех чармасан чун тени вилсе те кайĕ, - ăнланса илчĕ ăслăскер – ачана упăшкасăр хĕр çуратнă, çавăнпа кăвапине те чăнтан майласа çыхман. Пĕлмест ĕнтĕ çуралакан ачана мĕнле илмеллине. Вăрттăн çуратнă паллах.
Укахви хăй ĕмĕрĕнче ача çуратса курман пулсан та ачана мĕнле илмеллине лайăх чухлать. Пĕрре кăна пулăшман çуратакан арăмсене. Турра шĕкĕр, ал айĕнче кирлĕ им-çам та пур. Карчăк васкасах ача кăвапине ăшă шывпа çуса тасатрĕ, кирлĕ пек майласа çыхрĕ, им-çампа сĕрчĕ. Тăраннă ача ăшă утиял ăшĕнче канлĕн çывăрса кайрĕ. Лăпланнă Укахви çывăракан ача çине пăхса савăнăçлăн кулкаларĕ. Çемçе сăпка кирлĕ ачана. Анчах та ача çуратса курман мăшăрăн килĕнче ăçтан сăпка пултăр-ха/ Акă çуталсан Сахрун çĕнĕ сăпка хатĕрлесе парĕ.
- Паян çумрах вырттарăпăр. Пире те лăпкă, ачана та ăшă пулĕ иксĕмĕр хушăра, - пăшăлтатрĕ Укахви тутлă çывăракан ача çине хĕрес хурса.
Сахрунпа Укахви çумăрпа йĕпеннĕ хут таткине тепĕр хут çавăркаласа пăхрĕç, анчах усси пулмарĕ. Ирччен кĕтмелле пулать. Кĕтӳ хăвалакансем хушшинче çыру пĕлекен пулма пултарать.
Çĕрĕпе куç хупман Сахрунпа Укахви аран çутă хĕвеле кĕтсе илчĕç. Хĕрарăмсем килти выльăхсене кĕтĕве хăвалаççĕ. Сахрун тупнă çырăва пĕрне парать, теприне тыттарать, мĕн çырнине вуласа пама ыйтать. Анчах тĕттĕм чăваш ялĕнче вулама-çырма пĕлекен çын çук. Пурте урам тепĕр вĕçĕнче пурăнакан Микулай патне çитме хушаççĕ.
Микулай хăтăшĕ яланах хуласем тăрăх хĕвĕшет, вырăсла та кăшт пĕлкелет. Сĕтел хушшинче сăмакун ĕçсе ларнă вăхăтра çынсем умĕнче хутла лайăх пĕлеп тесе мухтанать. Çулĕ çывăх пулмасан та Сахрун Микулай патне сĕнкĕртетрĕ. Ахалех мухтанать иккен Микулай хăтăшĕ те. Вăл та хутла начар пĕлет иккен. Çавах та темиçе минутран вуласа кăларчех. Акă мĕн çырнă çырура: «Ребенка назовите Фимой. Простите грешную. Да поможет вам Всевышний!»
- Ак тамаша! Вырăс ачиех пулчĕ иккен пусма çине вырттарса хăварнă кăкăр ачи! – шарт çапать пĕççине тĕлĕннĕ Сахрун. Хăтăшĕ ун çине нимĕн ăнланмасăр куçне мăчлаттарса пăхса тăрать.
- Ара, ăнлантарса пар-ха мана, çĕрнĕ тунката, мĕнле ача çинчен калаçатăн эсĕ/ - ыйтать Микулай чĕлхине çухатнă Сахрунран.
Вăрттăнлăха вĕçĕмсĕр пытараймăн. Çĕрле пулса иртнĕ ĕçсем çинчен каласа памах тӳр килчĕ.
Çырăвне вырăсла çырнă пулсан ачан ашшĕпе амăшĕ те вырăссемех ĕнтĕ. Анчах таврара вырăс ялĕсем çук. Аякранах илсе килсе вырттарса хăварнă пулать. «Подкидыш» теççĕ ăна вырăссем. Мĕнле телейсĕр хĕр тума пултарнă çак киревсĕр ĕçе/ Çылăхран та хăраман! Çапах та шаннă-ха вăл çак бобыльсем тăлăха пăхса ӳстерессе.
Чĕмпĕртен Пăвана çӳреме çĕкленĕ çул самай пысăк ял витĕр тухать. Ун тăрăх çĕрле те, кăнтăрла та тĕрлĕ халăх хĕвĕшет. Пĕрисем лашапа çӳреççĕ, теприсем - çуранах. Иккĕленмелли çук, ачана иртсе çӳрекенсем пăрахса хăварнă ĕнтĕ. Халĕ ăçтан тупан ачан чăн амăшне/
Сахрунпа Укахви çылăхсăр чуна усрава илме шутларĕç. Çав кăмăлпа вырăнти влаç патне çитсе хутсем хатĕрлерĕç – чиркӳре шыва кĕртсе çирĕплетрĕç. Халĕ ачан ашшĕпе амăшĕ кăна мар, Турă умĕнче тытнă хреснамăшĕпе хреснашшĕ те пур. Халĕ камăн хăюлăхĕ çитĕ вĕсене бобыльсем теме/ Ватăсен саккунлă ачи пур. Çут тĕнчерен уйрăлма вăхăт çитсен ун çине тайăнма шанчăк пур. Турă парсан мăнуксемпе те йăпанĕç.
ХХХ
Сахрунпа Укахви çак яла çирĕм çул каялла килсе вырнаçнă. Ял общини вĕсене хуçасăр ларакан пĕр пĕчĕк çурта уйăрса панă. Халĕ ĕнтĕ вĕсем иккĕшĕ те çур ĕмĕре çывхарса пыраççĕ. Ача таврашĕ çук.
- Эпир çылăхлă çынсем, çавăнпа пире Çӳлти Турă ача паман, – теççĕ çынсем умĕнче. Çывăх тăванĕсем те çук пулмалла, вĕсем патне ют çынсем килсе çӳренине те никам курман. Хăйсем те ялтан тухса çӳремеççĕ. Карчăкпа старик выльăх таврашĕ усрамаççĕ, хур-кăвакал, чăх-чĕп те тытмаççĕ. Пӳрт çумĕнчи пĕчĕк пахчи те вĕлтĕрен айне путнă. Çав вăхăтрах вĕсене кутăн çынсем теме те хал çитмест. Иртен пуçласа каçчен кӳ-ршĕ-арша, ял çыннисене пулăшаççĕ. Унта вĕсене çитереççĕ, ĕçтереççĕ, пуянраххисем укçа та паркалаççĕ. Çавăнпа та тутă вĕсем. Сахрунпа Укахвин тайăлса кайнă пӳрт çумĕнче хуралтăсем çук. Çавăнпа пӳрт çине пур енчен те çил вĕрет, ăшша хăваласа кăларать. Хĕллехи çил-тăманра пĕчĕк пӳрте тĕтĕм мăрйи таранах юр шăлса каять. Аван кӳршĕ ачисемшĕн – пӳрт тăрринченех çунапа ярăнса анаççĕ. Çилленмеççĕ çакăншăн кил хуçисем, савăнаççĕ кăна. Ача-пăча кулни, алхасни вĕсене илемлĕ кĕвĕ пек кăна туйăнать. Мĕн калас, юратаççĕ ватăсем шăпăрлансене.
Пăрахса хăварнă ачана амăшĕ хушнă пекех Фима ят çыртарчĕç. Чăвашла Ехрем пулать. Ача Ермилов Ефим Сафронович пулса тăчĕ. Ашшĕ – Ермилов Сафрон Игнатьевич, амăшĕ – Ермилова Агафья Парамоновна. Чиркӳ хучĕсем çине те çаплах çырнă. Паянтан Филя чăваш ачи – Ехрем шутланать.
Кăкăр ачине тутлă сĕтсĕр ура çине çĕклеймĕн. Çавăнпа Сахрун Пăва пасарĕнчен сĕтлĕ качака туянса килчĕ. Пĕчĕк картишĕнче пилĕк-ултă чăхăпа автан кăтăклатма пуçларĕç. Тинех вĕсен пахчинче те тĕрлĕ çимĕç ĕлкĕрме пуçларĕ. Часах Ехрем упаленме, ура çине тăма пуçларĕ. Пĕчĕкçĕ пулсан та çăварĕнчи сурчăкне сирпĕтсе «атте», «анне» теме хăтланать. Савăнтарать ача лĕпĕлтетни ватă чунсене. Халĕ Сахрунпа Укахвие тăруках палласа та илеймĕн: çийĕсенче яланах таса тум, пит-куçĕ савăнăçпа ялкăшать, çын çинче те хăйсене мăнаçлăн тытаççĕ. Çамрăкланчĕç Сахрунпа Укахви. Тĕрĕс каланă иккен ĕлĕкхи çынсем: савăнăç çынна çамрăклатать, çӳлелле çĕклет!
Çапла пуçланчĕ вырăссем çуратнă ачан пурнăçĕ чăваш ашшĕ-амăшĕ килĕнче.
 
 
Майна районĕ.
 
(Малалли пулать.)
 
: 160, Хаçат: 13 (1466), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: