Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашри вăтам шкулта çамрăксем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе пĕртăван Майрабеевсен парнисене çĕнсе илессишĕн 10-мĕш турнир иртрĕ.
Георгий Васильевич тата Петр Васильевич Майрабеевсем çак турнира кашни çул хăйсен шутĕнчен ирттереççĕ, ачасене савăнăç парнелеççĕ. Кăçал кавир çине арçын ачасем виçĕ çул-ӳсĕм категорине пайланса вăй виçрĕç, хĕрачасем – икĕ çул-ӳсĕм категорине. Чи аслисем 2001 çулта çуралнă, чи кĕçĕннисем – 2009 çулта.
Майрабеевсем çак ялта çуралса ӳснĕ, спортри пĕрремĕш утăмĕсене çак шкулта тунă, кĕрешме пуçланă. Георгий – ирĕклĕ кĕрешес енĕпе спорт маçтăрĕн кандидачĕ, нумай ăмăрту çĕнтерӳçи. Паян вăл «Авто-Форум» обществăна ертсе пырать. Петр вара Раççей чемпионачĕн бронза призерĕ, грек тата рим кĕрешĕвĕн спорт маçтăрĕ. Вăл та çак обществăра вăй хурать.
Кăçал Кивĕ Улхаша пĕрремĕш хут ют çĕршыв спортсменĕсем те килсе çитрĕç -- Казахстанри Уральск хулинчен. Апла ăна регионсен хушшинчи кăна мар, халăхсен хушшинчи турнир тесе шутлама пулать. Çаплах кĕрешӳçĕсем Удмуртирен, Тутарстанран, Чăваш Енрен, Мари Элтан, Мордовирен, Ульяновск хулинчен тата облаçĕнчен пурччĕ. Тата Чăнлă районĕнчи 8 ялтан килнĕччĕ. Пурĕ кавир çине вăй виçме 230 ача тухрĕ.
Раççей гимнĕ янăранă хыççăн сăмах Чăнлă район пуçлăхĕ Х.В.Рамазанов илчĕ. Вăл ачасене спорта юратнă пекех Тăван çĕршыва та юратма сунчĕ. Районта çуралса ӳснĕ Инна Тражукова та çакăн пек турнирсенче кĕрешме вĕренсе Олимпиадăна хутшăннине тĕслĕх илсе кăтартрĕ. Пысăк çитĕнӳсем патне çитиччен выляса янисем те, куççуль кăларнисем те пулаççĕ, çапах та çине тăрсах малаллах талпăнмалла терĕ вăл.
Ханяфи Валиевич ырă хыпар илсе килнĕ: районта спорта тата физкультурăна аталантарас ĕçре пысăк ĕçсем тунăшăн Г.В.Майрабеева «Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданĕ» ят панине пĕлтерчĕ, ăна çакна ĕнентерекен свидетельство пачĕ.
Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашлуçи (советник) В.И.Сваев (çак ялта çуралса ӳснĕскер) çамрăк спортсменсене ăнăçусем сунчĕ, пĕчĕклех патриот пулса ӳсмеллине каларĕ. Владимир Ильич пĕртăван Майрабеевсене облаçри Ветерансен канашĕн Хисеп грамотине пачĕ.
Вырăнти шкул директорĕ Н.К.Шахина Майрабеевсем шкула кашни çул мĕн те пулин туянса панине, ялан пулăшнине каларĕ, пĕртăвансене ырă кăмăлшăн тав турĕ.
Хисеплĕ хăнасем хушшинче çаксем пурччĕ: облаçри дзюдо федерацийĕн пуçлăхĕ, облаçри олимп канашĕн председателĕ О.А.Калмыков, тава тивĕçлĕ спорт маçтăрĕ, грек тата рим кĕрешĕвĕпе сурдолимп вăййисен чемпионĕ пулса тăнă Е.Голованов, РФ тава тивĕçлĕ физкультурăпа спорт ĕçченĕ Н.А.Лодыгин, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ А.П.Климачев тата ыттисем. «АЛЕВ» компани директорĕ Г.В.Георгиев тата «Райские кухни» компани директорĕ М.А.Федоров вара Майрабеевсене пулăшса турнир спонсорĕсем пулса тăнă.
Георгий Васильевич турнира хатĕрлеме пулăшакансене, хутшăнакансене, хăнасене тав турĕ, хăйсен пĕрремĕш тренерне Н.А.Узеринова тата районти кĕрешӳçĕсен аслă тренерне Б.А.Чернова асăнмалăх парнесем пачĕ, хисеплĕ хăнасен мăйĕ-сем çине те асăнмалăх медальсем çакса ячĕ, вымпелсем тыттарчĕ. Çаплах вăл Кивĕ Улхашран тухнă çамрăк кĕрешӳçĕсене – Мария Чемукована, Елена Шурекована, Анастасия Шамбикована, Наталья Кашкарована, Владислав Шамбикова (вĕсем халĕ Хусанта олимп резервĕн шкулĕнче ăсталăхне туптаççĕ) – парнесем пачĕ.
«Хамăр çынсене кирлĕ пулнăшăн, вĕсемшĕн ырă ĕç тума пултарнăшăн савăнатпăр эпир»,- терĕ Георгий Васильевич.
Турнир вĕçленсен аслă судья – Б.А.Чернов çапла пĕлтерчĕ: кăçалхи турнирта командăсем хушшинче Чăнлă районĕ мала тухрĕ, иккĕмĕш вырăнта – Чăваш Ен спортсменĕсем, виççĕмĕшĕнче – Тутарстанран килнисем.
 
: 269, Хаçат: 14 (1467), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: