Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 46-мĕш номерĕн 6-мĕш стр.).
Ятлă сăвăçăмăр ман пирки калама çапла ăшă сăмахсем тупни хавхалантарчĕ те, çунатлантарчĕ те. Хăй вăл литературăна чи сăваплă ĕç вырăнне хурса хаклатчĕ. Сăвă таврашне чĕре витĕр кăлармасăр аллине перо тытман. Шедеврсем ахаль çуралмаççĕ. Ку такама та паллă. Сăмах ăсти пулнă май, ыттисенчен те çирĕп ыйтатчĕ пиччемĕр. Калас тенине чăнлăха тĕпе хурса, яланах тӳррĕн калатчĕ. Хăйĕн шухăшне нимĕнле авторитет умĕнче те улăштарман. Ăсталăх енĕпе яланах принциплă пулнă. Унăн кулăшла хутăш каланă сăнарлă сăмахĕ яланах тĕл тивнĕ. Çакна ăна пĕлнĕ çынсенчен чылайăшĕ курса ĕненнĕ темелле.
Çапах та çитмĕлмĕш çулсенех таврăнар-ха. Ухсай Яккăвĕн авторитетлă сăмахĕ хыççăн та Союза кĕрес ыйту час татăлаймарĕ. Ун чухне влаçра ларакансен чурăслăхне тӳссе ирттермен çыравçă сахал пулнă-и, тен. Ман тĕле те йăтăнса аннăччĕ унашкал тамаша. Кун пек чухне ыйтăва татса паракансем сĕнӳ хучĕсене вуласа та пăхман пулас. Шыв айĕнчи чул-тумхахсене сирес тесе сахал мар вăй хума тиврĕ. Çавна май «кивелнĕ» сĕнӳ хучĕсене çĕнетме Шупашкра тепĕр хут тухса кайрăм. Ухсай пичче патне те кĕрсе тухрăм.
-Унччен каланă хăш-пĕр сăмахсене улăштармалла мар-ши? Халĕ унчченхи шайран ӳсĕмĕ ытларах сисĕнет,- тесе ыйтрĕ вăл çыру сĕтелĕ хушшине ларма хатĕрленсе.
-Ытлашши-мĕнĕ çук пуль унта. Тавах ăс вĕрентнĕшĕн,- терĕм кăна.
-Ну, юрĕ апла пулсан. Ырă сунатăп сана!—çак сăмахсемпе вăл сĕнӳ хутне тепĕр хут çырма ларчĕ. Çав кун Яков Гаврилович уйрăмах уçă кăмăллăччĕ. Ĕç хучĕсене аяккалла хурсах манпа калаçса ларма вăхăт тупрĕ. Хăй çинчен каласа кăтартрĕ. Твардовскипе епле паллашни, вăл «Нарспи» поэмăна редакцилесе Мускавра кăларма пулăшни çинчен. Яланхи пекех, хăй хĕрсех ĕçлет иккен. Çырнисен пуххи валли ал çырăвĕ хатĕрлемелле, кун-çул тӳпинчен аса илмелли çук мар. Поэт архивĕ калама çук пуян. Çырусем, хаçат-журналтан касса кăларнисем…Вĕсем пурте иртнĕ асран кайми çулсене аса илтереççĕ. Акă Твардовский çырăвĕсем. Хăй вăхăтĕнче кирлĕрен çӳретнĕскерсем халĕ ĕнтĕ хаклă реликвие çаврăннă. Кайрантарах Твардовскин асăннă çырăвĕсем пичетре те тухрĕç. Акă Николай Старшинов паллă поэт çĕнĕ сăвă пуххи ярса панă, унта вăл куçарнă Яков Гаврилович сăввисем те пур…
Папка ăшĕнчи хутсемпе çырусене иле-иле кăтартнă, вуланă хыççăн каялла тирпейлесе чикнĕ май Яков Гаврилович сасартăк, тем аса илнĕн е тĕрĕсленĕ пек, мана кĕтмен çĕртен ыйту пачĕ:
-Сăввусене хăçан çыратăн?
-Ирхине, - пулчĕ хуравăм. – Ку вăхăтра шухăшсем те уçăмлă, ĕç те кал-кал пырать.
-Питĕ тĕрĕс тăватăн,- савăнăçлăн килĕшрĕ вăл, - эпĕ хам та ирпе ĕçлеме кăмăллатăп. Çĕрле вулама меллĕрех…
Юлашкинчен Яков Гаврилович хăйĕн Ульяновскри тусĕсене аса илчĕ. Ку çеç те мар, вĕсем патне кĕске запискăсем çырса мана кĕртсе е çырупа ярса пама ыйтрĕ. Халĕ хăш-пĕр адресачĕсем те çук ĕнтĕ, сыввисенчен ирĕк ыйтса эпĕ хăш-пĕрне илсе кăтартма пултаратăп:
И.Н. МИЛЮДИНА
«Хаклă Илья!
Кăçалхи май уйăхĕнче Константин Иванов çуралнăранпа 90 çул çитет. Çавна май эфирта сасă кăларсан, радио итлекенсемпе телевизор куракансене çав чаплă кун çинчен аса илтерсен аванччĕ, ху та статья çыр.
Санăн Я.Ухсай. 1980 çулхи февралĕн 16-мĕшĕ.»
Н.Н. БЛАГОВА
«Хаклă Коля!
Эсĕ ман çырăва хуравламарăн. Çакă мана эсĕ мăнкăмăлланнă, хăвна «Эпир, Николай, Ульяновск гражданинĕ, Саратов поэчĕ» евĕр чĕнме пуçламан-ши тесе шутлама сăлтав пулса тăрать…
Часах сан пата манăн тусăм Коля Старшинов пырса çитет.
Санăн Я.Ухсай.»
И.А. ХРУСТАЛЁВА
«Хаклă Игорь!
 
Эсир питех те ĕçлĕ пулнине шута илсе çакна асăрхаттарам, кăçалхи май уйăхĕнче Константин Иванов çуралнăранпа 90 çул çитет.
Тахçанах Ульяновска çитсе курас кăмăл пур. Ман ятран Сверкалова пуç тай. ЭСĔ çине куçрăм, капла шанчăклăрах, сăмахĕ чĕререн тухать.
Чĕререн юратса Я.Ухсай. 1980 çулхи февралĕн 16-мĕшĕ.»
Çав кунсенче Яков Гаврилович Ульяновскра пурăнакан историк-тĕпчевçĕ, Ульяновсен çемйи çинчен çырса кăларнă йышлă кĕнекесен авторĕ, истори наукисен кандидачĕ Жорес Александрович Трофимов ĕçĕсемпе интересленетчĕ. Анчах хăйпе паллашма ĕлкĕрейменччĕ-ха. Çырма аллине ручка тытнă май манран: «Ашшĕ ячĕ еплеччĕ-ха унăн?»- тесе ыйтрĕ. Эпĕ те çийĕнчех астуса илеймерĕм. Юлашкинчен Яков Гаврилович аптрасах ӳкмерĕ, Чăваш Ен йăлипе çапларах çыпăçтарса хучĕ:
«Хаклă Трофимович юлташ!
Сирĕнпе тахçанах тĕл пулса Чĕмпĕр çинчен калаçасшăн. 1929-1930 çулсенче эпĕ Ульяновскра ĕçлерĕм, Ульяновсен çемйи çинчен материалсем пухрăм. Манра Ленин çинчен сана кирли те çук мар. Чăнах та, халăх хушшинче çӳрекен легендăпа çыхăннă япала ĕнтĕ.
Сирĕн Я.Ухсай».
Тепĕр виçĕ çултан Ульяновска пырса тухсан Яков Гаврилович «Ульяновская правда» хаçат редакцийĕнче Жорес Александрович Трофимовпа курса калаçма пултарчĕ. Хăйсен юратнă ĕç-пуçĕ çинчен чылайччен калаçса ларчĕç вĕсем. Çав кун пирĕн калаçу та вăраха тăсăлчĕ. Чĕмпĕртен Шупашкара, Шупашкартан Мускава çитрĕмĕр, çул тăршшĕне те, вăхăт талккăшне те çывăхлатрăмăр, шухăш-ĕмĕтсемпе çунатлантăмăр.
…Çу уйăхĕн варри. Хĕвеллĕ уяр кун. Эпĕ ĕçрен тин çеç кăнтăрлахи апата таврăнтăм. Килте никам та çук. Газ плити умĕнче кăштăртатнă хыççăн сĕтел хушшине ларма ĕлкĕртĕм çеç, такам чӳречерен шаккарĕ. Пăхатăп та, пĕрле ĕçлекен юлташăма, вырăс хаçачĕн журналистне Николай Гурьянова палласа илетĕп. Эпир унпа пĕр пӳлĕмрех ларатпăр-ха. Уйрăласса та тин çеç уйрăлнăччĕ. Халĕ акă ман хыççăнах вĕçтерсе çитнĕ. Тем пулман пуль те?
-Юман, чазырах! Хăназем бур! – тет çакскер.- Ухсай приехал!..
Шупашкар хăнисене эпир тахçанах кĕтеттĕмĕр-ха. Ĕçĕ акă мĕнре. Чăвашкасси ялĕнче иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче И.Я. Яковлев пуçарнипе туса лартнă шкул пур. Аслă патриархăмăр тăрăшнипе е вăл тӳрремĕнех уçнă шкулсем пирĕн тăрăхра пĕрре кăна мар. Чăвашкасси шкулне илсен, ял-йыш çине тăрса ыйтнипе кунта И.Я. Яковлева чысласа Асăну хăми уçма йышăннă. Тĕрлĕ сăлтава пула ĕçĕ вăраха тăсăлчĕ. И.Я. Яковлев çуралнăранпа 135 çул çитнĕ май вара ял-йыш уява хатĕрленчĕ. Чăваш çĕршывĕнчи культура ĕçченĕсене йыхравланăччĕ Яковлев кунне палăртма. Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ те килме кăмăл турĕ. Çак хыпар пурсăмăра та савăнтарчĕ, паллах. Районта ăна астăвакансем те сахал мар. Вăл вĕрентсе кăларнă, паян та ыр-сывă пурăнакан ентешсене эпир çирĕме яхăн шутласа кăлартăмăр. Вĕсене пурне те тĕл пулăва пыма йыхравларăмăр. Эпир шутланă тăрăх, хăнасем ыран килсе çитмеллеччĕ. Халĕ акă…
Утнă çĕрте утса, чупнă çĕрте чупса тенĕ пек редакцие вирхĕнсе çитетĕп. Редакци умĕнче хура «Волга» ларать. Ку – хăнасен «кӳми». Вĕсене эпĕ редактор пӳлĕмĕнче тупатăп. Хама лăпкăнрах тытма тăрăшса сывлăх сунатăп. Ухсай пиччемĕр çулсен йывăрлăхне парăнмасть-ха. Хăмăр костюмпа вăл. Хура çӳçĕ чăпăрланнă пулин те, пичĕ-куçĕ хаваслăхпа çиçет. Яланхи пекех сăмаха кĕскен калаçать. Малтан вĕсене виçсе пăхать тейĕн. Çитменнине хаçатсенче куллен пичетленсе «якалса çитнĕ» сăмахсем мар вĕсем, халăх ăсĕнчен тымар илнĕскерсем, сĕткенлĕ те асра юлаканскерсем.
Пирĕн калаçу пулас уяв çинчен. Яков Гаврилович чи малтан хăйĕн çамрăклăхĕпе çыхăннă Ульяновск хулине çитсе курасшăн иккен, çавăнпа ытти хăнаран маларах тухса килнĕ.
Редактор пӳлĕмĕнче Яков Гавриловичпа пĕрле икĕ çамрăк ларать. Пĕри – «Советская Чувашия» хаçатри культура пайĕн пуçлăхĕ, Ухсай Яккăвĕн «Тутимĕр» трагедине вырăсла куçарнă эпĕ лайăх пĕлекен Аристарх Дмитриев писатель тата «Коммунизм ялавĕ» хаçат фотокорреспонденчĕ Юрий Дмитриев иккен.
Калаçу вĕçленнĕ хыççăн хăнасене чи малтанах редакципе юнашарах вырнаçнă столовăйне ертсе каятăп. Апатланса таврăннă тĕле редакци умне кунта ĕçлекенсемпе типографи рабочийĕсем хăпса тухрĕç. Пурте ятлă сăвăçа курса калаçасшăн. Асăнмалăх сăн ӳкерттертĕмĕр.
Хулара эпир чи малтанах сăвăç пĕлĕшне – «Ульяновская правда» хаçат редакторĕн çумне Игорь Антонинович Хрусталёва шыраса тупрăмăр. Пăртак калаçса ларнă хыççăн вăл пире хаçат редакторĕ патне ертсе кĕчĕ. Паллаштарма. Хăй йĕркипе сăмах Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн реставрацилеме пуçăнакан комплексĕ çинчен пычĕ. Игорь Антонинович реставраторсен ĕçĕ-хĕлĕ епле пынине лайăх пĕлет-мĕн. Кирлĕ çĕре шăнкăравларĕ кăна – специалистсенчен пĕри редакцине çитсе те тăчĕ. Пăртакран пирĕн йыша Жорес Александрович Трофимов тĕпчевçĕ хутшăнчĕ.
Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ…Иртнĕ ĕмĕртенпех вăл тĕрлĕ ăрури чăваш чĕринче шанчăк та ырă туйăмсем çуратнă, çунатлă ĕмĕтсемпе хавхалантарнă. Мĕнех вара, кĕтни сая кайман! Ырă вăрлăхран тулăх та патвар хунавсем шăтса тухнă та…
Нумай ырă туйăм çуралчĕ чĕресенче чăваш литературипе культурин малтанхи çăлтăрĕсене çĕкленĕ сукмаксемпе çӳренĕ май. Хальлĕхе кунта шăплăх хуçаланать, ĕлĕкхи ешĕл çереме вĕлтĕренпе хупах сырса илнĕ, çурчĕсем юхăнса çитнĕ, пушă е ваннă чӳрече кантăкĕсем витĕр çил тăлăххăн вылять. Çапах та ку вăхăтлăх сырланĕ кăна. Çамрăк ăру ăс-тăнĕпе типтерлĕхĕ часах çак кĕтесре çĕнĕ пурнăç хăватне чĕртсе ярĕç, кунта каллех халăх юххи килсе çапĕ. Çав самант килсе çитесси нумай юлман ĕнтĕ. Пире Константин Ивановăн шăпчăк сасси, Фёдор Павловăн асамлă сĕрме купăсĕ тепĕр хут янраса кайнăнах туйăнчĕ. Халăх асне яланлăхах кĕрсе вырнаçнă ытти çутă сăнара та вăратса çӳрерĕмĕр эпир кунта. Уйрăмах Ухсай пиччен аса илмелли тупăнсах тăрать.
-Ак çав çуртра эп астăвассах лавккаччĕ, - терĕ сăвăç хавхаланса.
Вăл тунсăхласа ларакан, кивелсе çитнĕ, шупка хĕрлĕ тăмпа сăрланă чул çурта кăтартрĕ. Икĕ хутлă çурт…Тинкеререх пăхсан малтан вăл пĕр хутлă çеç пулнине тавçăрса илме йывăр мар, иккĕмĕш хутне, чăнах та, кайран çĕклесе лартнă иккен. Вăл малтанхинчен тĕсĕпе те уйрăлса тăрать. Яков Гаврилович пире шухăшлăн çапла пĕлтерчĕ:
-Çак лавккана Ульяновсен няни – Варвара Григорьевна Сарбатова – краççын туянма çӳренĕ…
Кивĕ çуртра халĕ те лавкках иккен. Кантăкĕнчен канфет-пĕремĕк курăнать. Эпир пынă чух апата хупнăччĕ, шала кĕрсе кураймарăмăр.
Сăмах Мария Александровна Ульяновăна Сызране леçнĕ паллă мар чăваш çинчен хускалать.
-Паллă мар? Паллă унăн ячĕ. Вăл Саврăшпуç чăвашĕ Кирилкке пулнă,- тесе çирĕплетет Яков Гаврилович.
Тĕпчевçĕсем Яковлевăн малтанхи хваттерне те тупса палăртнă. Çав шурă та пĕчĕк чул çурт патне пырса пăхатпăр. Вăл Иван Яковлевичăн тĕп хваттерĕнчен инçех мар вырнаçнă. Специалист-реставра тор пулас ĕçсем çинчен тĕплĕн, ăнланмалла каласа кăтартать.
Акă вăл, Чĕмпĕр вучахĕ! Эпир унăн варринче тăратпăр. Çакăнтан таврари чăваш ялĕсене ăслăлăхпа пĕлӳлĕх кăварĕ сирпĕннĕ. Вăл ăçта ӳкнĕ – унта амаланса тĕттĕмлĕхле мĕскĕнлĕхри çынсен чĕрисене хĕмлентернĕ, малалла чĕннĕ, çутталла, пĕлӳ патне ăнтăлма хистенĕ. Çакна палăртма кăмăллă, вăхăт иртнĕçемĕн чăвашсен малтанхи юратăвĕ – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ, унпа юп курса вăй илнĕ яш-кĕрĕм сасси манăçа юлмасть, тепĕр хут çывăхлансах пырать.
-Хамăр ĕçе вĕçлесен килсе курăр кунта,- тет реставратор, хыткан ӳт-пӳллĕ те сăмси урлă çутă пайăркасенчен хӳтĕленмелли çăмăл куçлăх уртса янă вăтам çулсенчи арçын. Тумланасса та вăл çуллахи чи шăрăх кунри пек çăмăл тумланнă, çийĕнче кĕске çанăллă улача кĕпе, лайăх якатнă çутă шăлавар…
Шкул картишĕнчи улăп тăприне аса илтерекен тăвайккипе час-часах анса хăпарма тивет пире. Ку ватă çыншăн çăмăлах мар.Çавăнпа Яков Гавриловича час-часах хулĕнчен тытса пулăшма тивет. Курни-илтни ăна хумхантарнине туйса илме йывăр мар. Ăшшăн сыв пуллашрăмăр эпир Сĕве хĕрринчи улăп тăпри пек сăрт çинчен тăван халăхăмăра çутта кăларнă аслă çын халалласа хăварнă хаклă Чĕмпĕр вучахĕпе.
…Тепĕр кун, 1983 çулхи çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче, эпир Шупашкар хăнисемпе пĕрле Чăвашкассине пырса çитетпĕр. Аякри хăнасем килнине кура ялти шкула халăх пухăнма пуçларĕ. Часах урам çын юххипе пĕвенсе те ларчĕ. Яков Гавриловича ял халăхĕ сырса илнĕ. Вĕсем хушшинче вăрçăпа ĕç ветеранĕсем нумай. Пăртакран Шупашкартан хăнасен тепĕр пысăк ушкăнĕ килсе çитрĕ, вĕсем – паллă çыравçăсемпе сцена ăстисем, ăсчахсем…Пурте пухăнса пĕр-пĕринпе паллашса çитсен, шкул çуртне курса çаврăнсан чаплă митинг пуçланчĕ. Унта хумхануллă сăмахсем сахал мар пулчĕç. Шкул стени çине мрамор хăма çакрăмăр, «Шкул çуртне чăвашсен паллă просветителĕ И.Я. Яковлев 1896 çулта никĕсленĕ».
Çакăн хыççăнах шкулта класс-музейĕ уçăлчĕ. Унта шкулпа тата И.Я. Яковлевпа çыхăннă паха документсем упранаççĕ. Официаллă пай вĕçленнĕ хыççăн хăнасем асăнмалăх сăн ӳкерттерчĕç. Юлашкинчен шкул директорĕ Мария Михайловна Бикмендеева хăнасене ятарласа тунă кĕнекене автографсем çырма сĕнет. Унта паянхи кунчченех Яков Гаврилович çырса хăварнă йĕркесем упранаççĕ, «Чăвашкасси шкулĕнче ăна хаклă ят панă кун пултăм. Пĕчĕк ачасем юрлани питĕ тĕлĕнтерчĕ. Я. Ухсай, Май, 13.83».
* * *
«Редакцие çӳресси те писатель ĕçех»,- тесе вĕрентнĕ çамрăксене Корней Чуковский. Кăна эпĕ халĕ «Литературная Россия» хаçатра вуласа пĕлтĕм. Чĕрепе хам та тахçанах туйнă-ха. Перифери тунсăхĕ – манăн ĕмĕрхи чир. Çавăнпа чĕрĕ çыравçăпа тĕл пулса калаçма тивсен эпĕ кашнинчех ача чухнехи пекех савăнатăп. Анчах райхаçатран кирлĕ чухне хăпса тухма йывăртарах.
Шупашкара пĕр вăхăт вăрах каяймарăм. Яков Гавриловичран хăйĕнчен те хыпар-хăнар таврашĕ пулмарĕ. Çавăнпа тĕп хуламăра çитсен кĕрсе тухма шутларăм. Тинех палланă хваттер алăкĕ умĕнче хумханса тăратăп: «Килте-ши, çук-ши?» Шăнкăрав кнопки çине пусатăп. Алăк уçăлчĕ те мана поэт хăй мар, Оля хĕрĕ кĕтсе илчĕ.
-Атте чирленĕ-ха, канать. Тин çеç çывăрса кайрĕ. Кайрантарахпа кĕрсе тухăр,- терĕ вăл мана палласа илнĕ хыççăн.
Анчах çак калаçу хыççăн та эпĕ Яков Гаврилович йывăр чирленине пĕлмен. Çавăнпа каланă вăхăтра пырсан, вăл вырăнпах выртнине курсан, питех те тĕлĕнтĕм. Икĕ арçын хирĕç тухрĕç. Эпĕ вĕсене палламастăп. Вĕсем кайсан Ольга Яковлевна мана тĕпелелле кĕме сĕнчĕ. Иртетĕп. Яков Гаврилович хăй кабинетĕнче вырăн çинче выртать. Куçне вăйсăррăн хупнă. Шурă простынь, шурă кĕпе, чăпарланса шуралнă çӳç…Пичĕ-куçĕ хĕç пек çӳхелнĕ. Яков Гаврилович куçне уçрĕ.
-Епле-ха капла, Яков Гаврилович? Мĕскер пулчĕ? - тетĕп.
-Эпĕ чылайранпа ĕнтĕ чирлĕ…Пĕр хушă пульницара та выртрăм. Халĕ акă килте… Çырăвна хуравлаймарăм та… -терĕ вăл йăвашраххăн эпĕ сывлăх суннă хыççăн.
Юнашарах тенкел çине лартăм. Çире – Ольга Яковлевна панă шурă халат. Калаçасса сăвăç пиччеçĕм асапланса калаçать. Вăхăтран вăхăта куçне хупсах илет.
-Мĕнле пурăнать унта пирĕн директор? -терĕ вăл сасартăк.
Кам çинчен сăмах пынине эпĕ çийĕнчех ăнланмарăм.
-Чăвашкассинчи Яковлев шкулĕн директорĕ…Ячĕ мĕнлеччĕ-ха…- аса илме тăрăшрĕ вăл.
-Э-э…Мария Михайловна Бикмендеева çинчен – ха эсир,- тавçăрса илетĕп тинех.
-Ара, çаплаччĕ çав.
-Вăл маттур-ха, тăрăшать. Ыр-сывах. Сана салам каласа ячĕ,- тетĕп.
-Хастарлăхĕ çителĕклĕ ун. Пурте ун пек вăй хурсан аванччĕ те… Сывлăхĕ тĕреклĕ тетĕн… Юрать… Халăхăмăр лайăх çынсемпе пуян. Салам кала хăйне те…
Яков Гаврилович ӳсĕркелесе илет. Сывлăш çавăрнă хыççăн Ульяновска аса илчĕ.
-Мĕн çĕмĕреççĕ унта чĕмпĕрсем?..
-Николай Благов съезда кайса килнĕ терĕç, - пĕлтеретĕп хам илтнине. (Ун чухне Мускавра СССР писателĕсен черетлĕ съезчĕ хăйĕн ĕçне тин çеç вĕçленĕччĕ).
-Кунхинче эп каяймарăм…Илтрĕн-и?.. Мана правлени членне суйланă…
Кун çинчен эпĕ ирхине çеç «Литхаçатра» вуланăччĕ-ха. Çавна май Яков Гавриловича чĕререн саламларăм. Поэт юлашки вăхăтра «Чĕмпĕр» романпа ĕçленине пĕлсе тăрса (уйрăм сыпăксем «Тăван Атăл» журналта çапăнса тухнăччĕ) ăна çырса пĕтернипе-пĕтерменн и çинчен ыйтса пĕлтĕм.
-«Чĕмпĕр» вĕçленеймесĕрех юлать,- терĕ те вăл каллех куçне хупрĕ.
Чирлĕ çынна тек калаçса ларма йывăррине туйса сыв пуллашма васкарăм, ăна тĕрĕс-тĕкел сывалма ырă сунтăм. Кĕтнĕ пек пулса тухаймарĕ…
Темиçе кунтанах килсе çитрĕ çав хăрушă хыпар. Мана вăл аякра, хам ĕçлесе пурăнакан вырăс ялĕнче хăваласа çитрĕ. Кун пек чухне ахаль сăмахсем вăйсăр. Ирĕксĕрех алла ручка ярса илтĕм. Çав самантрах çак реквием йĕркисем çуралчĕç:
Ухсай Яккăвне асăнса
I
Эп вырăс хушшинче ӳссе çын пултăм,
Эп вырăс ялĕнче ĕçлетĕп халь.
Хама пĕччен туймарăм нихăш çул та,—
Парса тăрать юлташлăх-туслăх хал.
 
Пĕр палламан çынни те – манăн тусăм,
«Ухсай» тесе калатăп çеç ятна.
Пароль е паспорт пек, кӳрет вăл усă,-
Ку комплимент пулмарĕ, ан ятла.
 
Çапла…Калатăп эп кĕскен кăна та,
Пĕр ят кăна, ансат çеç хушамат.
Анчах унра чунпа туйса тăратăп
Ман халăха палăртакан хăват.
 
Сăпайлă та ĕçчен ман паттăр халăх,
Кĕлпук хаваслăхĕ çиçет унра.
Сăмах асамĕ – ĕмĕр асăнмалăх,
Ахальтен мар эс ху та халăхра.
II
Çырусенче мана эс «шăллăм» теттĕн,
Хуравласа хыпар пĕлтернĕ май.
Эп вĕсене чун-чĕререн кĕтеттĕм,-
Поэзи улăпĕ çырать – Ухсай!
 
Тăванлатать ют çынсене поэзи,
Кĕçĕннисемшĕн пур «пичче» сăмах.
Эй, йывăр та иккен çыравçă ĕçĕ,
Шăпи те çăмăл мар иккен, чăнах.
 
Пĕччен чухне пуссах çитет-çке тунсăх,
Шала каять кунран кун çавă чир.
Ĕнĕрленмест йĕрке кăварлă чунсăр,-
Пиччепеле чухне патвар эпир.
 
Калас сăмаххине калать вăл тӳррĕн,
Сăмахĕ те, йĕпли, ун саншăн пур.
Ăна хыпсассăн та, кайран эс çӳрĕн
Таса чунпа хаваслă та маттур.
 
Сиплет мĕнпур ăншăртсенчен сăмахĕ
Ăна тытса-пăхса каланăран.
Чунна хуçса хумасть санне – сăна-ха,-
Ыраттарса илсен те хушăран.
 
Асли, пичче пулмашкăн питĕ йывăр,-
Ун хӳттинче пурне те çăмăлрах.
Калатпăр татăлса: «Пиччеçĕм, çывăр…
Ӳксессĕн те эс туйăнăн çумрах».
 
Ху вырăнна çĕн ăрăва хăвартăн,
Сан йышлă шăллусем, Ухсай пичче.
Вĕсем пĕлеççĕ саптарма кăвар та,
Чĕртмешкĕн çулăм та çын чĕринче.
III
Ульяновск хăй еннех сана туртатчĕ,
Ильич çĕршывĕ, чи сăваплă ен.
Кунта поэтăн сарăлчĕ çуначĕ,
Килти пек сиплĕн, çирĕп те ĕлккен.
 
Пĕччен кăна-и вăл…Пĕрремĕш утăм
Кунта ман халăх тухнă çутталла.
Малтанхисем чĕртсе хăварнă çутă
Шăллĕсене те витĕм памалла.
 
Ас ил: поэт юман пулса шавланă,
Чун йĕкелне те акнă вăл пĕлсе.
Çапла хунанă Иванов вăрманĕ,
Чăваш ене тăнланă тилмĕрсе.
 
Каш-каш кашларĕ Иванов вăрманĕ.
Çав вăрманта эс ӳсрĕн пит патвар.
Эс ху та пултăн чи лаштра юманĕ,
Пиччӳпеле çĕклентĕн юнашар.
 
Йĕкелӳсем те санăн пулчĕç тулăх,
Ĕрчет юман вăрманĕнче хунав.
Паян çавах пуçа усатпăр тăлăх,
Пĕрре те çăмăл мар-çке сансăр, ав.
IV
Килсе кайсан кĕрсе тухаттăм ыррăн,
Чĕлхе тĕвви те салтăнатчĕ час.
-Пусăсенче епле ӳстертĕр тырă?
Мĕскершĕн Чĕмпĕр ен пач шарламасть…
 
Сăмах çине сăмах…Пуплешнĕ майăн
Çитеттĕмĕр инçе Мускав таран.
Шăкăлтатса лармашкăн иккĕн лайăх,
Пĕр-пĕринпе ун чух çеç çывăхран.
 
…Куннехинче утса тухмарĕ хирĕç,
Çыру та çыраймарĕ вăрахчен…
Ăна-мĕн пăталанă вилĕм чирĕ,-
Пĕлменччĕ те илтменччĕ эп унччен.
 
Поэт куçне уçса мана палларĕ,
Каллех сăмахĕ Чĕмпĕр ен çинчен…
Çаплах сӳнмен-ха ун чĕре кăварĕ,-
Палланă çыннисем ун чĕринче.
 
Юлашкинчен мана аса илтерчĕ:
-Чире пулса çырмарăм эп вăрах…
Хăйне çаплах асаплантарчĕ терчĕ,
Хама тин туйрăм питĕ те хăрах…
 
-Тек эпĕ, тен, ура çине тăраймăп,-
Хуллен калать поэт сыв пуллашса,-
Ан манччĕ, шăллăм, ан тусамччĕ айăп…
Пехил,-тет вăл мана куçран пăхса.
 
Эп тав туса та ыр сунса кĕç тухрăм
Çак хăтлă та салхуллă пӳлĕмрен.
Пуçа эп шавлă урамра та усрăм –
Пичче кĕтсе илеймĕ ӳлĕмрен.
 
Çавах чĕремçĕм манăн çырлахмарĕ,
Шăпа приговорне вăл хирĕçлет.
Шутларăм эп: «Поэт вăл юман мар-и?—
Ӳксессĕн те пĕтмест чăн-чăн поэт».
 
1987 çулхи пуш уйăхĕ.
 
: 1207, Хаçат: 47 (1139), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: