Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Лидия Федоровна Ильмукова (паспорт çине ăна Людмила тесе çырнă) Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсар ялĕнче тĕпленни 50 çула яхăн ĕнтĕ. Çак вăхăтра вăл ялта ташă-юрă ăсти, ĕçчен те пултаруллă, хисеплĕ çын ята тивĕçнĕ.
Мелекесс районĕнчи Тури Мелекесс ялĕнче кун çути курнă вăл. Мĕн пĕчĕкрен юрлама, ташлама юратнă.
- Атте, аппа юрă ăстисемччĕ. Мĕн пĕчĕкрен астăватăп, килте ĕçкĕ-çикĕ пулсан мана атте ялан хăнасем умĕнче юрлаттаратчĕ. Шуркка пичче купăс калатчĕ. Пирĕн ял клубĕнче ансамбль пурччĕ. Чиркӳрен туса лартнă клубра мĕн чухлĕ концерт лартман-ши/ Шкулта ĕçлекен Ольга Васильевна Абрашкова пире, ачасене, çав асамлă юрă-ташă тĕнчине явăçтарчĕ, илемлĕ те тĕрĕс юрлама вĕрентетчĕ. Кайран ялти ансамбле илчĕç. Унта аппа та çӳретчĕ. Спектакльсем те лартаттăмăр. Кӳршĕ ялсене, кӳршĕ районсенчи мĕнпур чăваш ялне çитнĕ. Упамсара та концерт-спектакле пулах качча килтĕм темелле, - каласа парать чăваш хĕрарăмĕ.
Лидия Федоровна нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ашшĕ-амăшĕн 7 ача пулнă. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен инвалид пулса таврăннă, амăшĕ те чирлесе тăнă. Çавăнпа хĕрача 8 класс пĕтерсенех фермăна ĕçлеме кайнă. Темле вĕренес килсен те пĕлĕве малалла тăсма май пулман. Пиччĕшĕпе аппăшĕ, вăрçăчченех çуралнăскерсем, çемьерен тухса кайнă. 1946 çулта çуралнă Лидя хыççăн вара виçĕ шăллĕ пулнă. Вĕсене ура çине тăратас тесе нумай вăй хума тивнĕ хĕрĕн. Çапла вăл ĕне сума вырнаçнă. Çăмăл пулман вăрçă хыççăнхи çулсенче фермăра: мĕнпур ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă, ĕнесене алăпа йăтса утă-улăм çитернĕ, пусăран шыв кăларса алăпа йăтса выльăха шăварнă, алăпа сунă.
- Упамсара качча килсен те фермăна ĕçе вырнаçрăм. Веçех ĕлкĕрнĕ эпир вăл вăхăтра - хамăр çамрăкрах та пултаруллăрах пулнă пуль. Фермăна та кунне виççĕ кайнă, килте те выльăх-чĕрлĕх тытнă, пахчи-анкартине тирпейлĕ тытнă, кил-çурта тасатнă, ачисене ӳстернĕ, пĕçернĕ, кашни кун репетицисене çӳренĕ, концерт-спектакль те лартнă, тĕрлĕ уява хутшăннă, çĕрле 1-2 сехетре кăна çывăрма выртнă, ирпе 3 сехет çурăра тăнă. 4 сехетре фермăна каймаллаччĕ, унччен килти выльăха пăхмалла, кĕтĕве ăсатмалла. Ывăнма та пĕлмен. Фермăран ирпе ĕнесене суса килсен агитбригадăпа уй-хир тăрăх концерт лартма кайнă. Пӳрт тунă чухне кунне 2-3 сехет кăна çывăрма вăхăт тупаттăмччĕ. Фермăра ĕçленĕ вăхăтра та яланах юрланă. Юрăсăр пĕр утăм утман тесен те тĕрĕс пулать, - аса илет вăл иртнĕ кунсене.
Лидия Федоровнан ĕç стажĕ пурĕ 40 çул. Ытларах стажне вăл фермăри йывăр ĕçре – ĕне суса, сысна пăхса - вăй хурса тунă. Çаплах ял халăхĕнчен сĕт пуçтарнă, клубра урай çунă. Пилĕ-кне пĕр харăс 2-3 çĕрте ĕçлесе авнă. Ахальтен мар хастарлăхшăн вăл нумай Хисеп хучĕпе Тав çырăвне тивĕçнĕ. Пенсие тухсан та ĕçчен чăваш хĕрарăмĕ килте ларман, ĕçе васканă.
Паян та Лидия Ильмукована ӳркенмен, питĕ хастар та пурнăçа юратса пурăннипе хаклаççĕ. Ансамбль çĕнĕрен чĕрĕлсе тăрсан вăл унта килекен пĕрремĕш юрăç. 40 çул ĕнтĕ вăл сцена çинче. Çитмĕлтен иртнĕ пулсан та унран паян кунччен те никам та ывăнтăм тесе каланине илтмен. «Ура утнă чухне юрлама çӳретĕп-ха», - тет вăл килти йывăрлăхсене пăхмасăрах. Унăн вара килте мăшăрĕ инсульт хыççăн чирлĕ выртать.
- Манăн ку иккĕмĕш мăшăр. Пĕрремĕш упăшка чире пулах çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Вăл та, паянхи мăшăр та мана юрлама, концертсене çӳреме чарман. Лидя, юрла-ха е Лидьăна юрлаттарăр-ха тенĕ. Çумри çывăх çынсем çапла хавхалантарни мана пушшех çунат хушать. Оксана Николаевна «Илемпи» ансамбле чĕртсе янипе шутсăр хĕпĕртетĕп, ăна тав тăватăп. Пирĕн коллектив питĕ туслă. Эпир пĕр-пĕрне çуралнă кунпа саламлатпăр, ялти юбилярсене те тимлĕхсĕр хăвармастпăр. Савăнаççĕ çынсем эпир ансамбльпе пырса юбилей ячĕпе юрласа-ташласа парсан. Хăйсем те çамрăклăха аса илсе пирĕн рете тăраççĕ. Кун пек чухне хамăра та юрлама чараймастăн, - хавхаланса каласа парать пултаруллă чăваш хĕрарăмĕ.
Илемписем клуба та мероприятисене ирттерме çăмăлтарах пултăр тесе хăйсен вăйĕпе юсаççĕ. Юрă ĕçре те, савăнăçра та пĕрлештерет вĕсене. Çак туслă пĕрлĕхре вара Лидия Ильмукован та тӳпи пысăк.
-Лидя аппаран эпир тĕлĕнетпĕр. Курасчĕ сирĕн унăн пахчи-анкарти мĕнле тирпейлĕ пулнине! Пĕр çумкурăк тупаймастăн. Тата вăл ялан мĕн те пулин интереслине шутласа кăларать. Унăн çĕнĕ шухăшсем час çуралаççĕ. Çамрăкрах чухне вăл Çĕнĕ çул уявĕсене хăйне палламалла мар тĕрлĕ тумпа килетчĕ. Арçынла та, Асапай карчăкла та, тухатмăшла та тăхăнса килнисем пулнă. Паллайманшăн вăл парнесене те тивĕçнĕ. Пĕррехинче вăйпа, унсăрăн парнине памастпăр тесе хăратса кăна тумне хывтарса палланă ăна. Çавăн пек кăсăклă çын вăл пирĕн, ансамбльти генератор, - каласа пачĕ ĕçтешĕ пирки Оксана Николаевна.
-Манăн ĕмĕт – чăваш культурине çамрăксене явăçтарасси. Вĕсене ансамбле хутшăнтарас, чăвашла юрлаттарас килет. Эпир мăшăрпа икĕ хĕр çуратса ӳстернĕ. Вĕсем те юрлама юратаççĕ. Хăш чухне мана пĕр-пĕр юрă юрласа пама ыйтаççĕ. Мăнуксем те юрла-ха тесе хутшăнаççĕ. Куç тулли 4 мăнук тата пĕр кĕçĕн мăнук манăн. Вĕсемшĕн тем тума та хатĕр. Вĕсем чăвашла юрлама пуçласан вара пин хут телейлĕрех пулăттăм, - кăмăлтан уçса парать пур енĕпе те маттур чăваш хĕрарăмĕ чунри шухăшне.
 
: 244, Хаçат: 14 (1467), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: