Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кивĕ Улхаш ялĕ çинчен хăй вăхăтĕнче М.П.Романов çырса хăварнă. Вăл ял кун-çулне чылай тĕпченĕ.
Вăл çырнă тăрăх, Кивĕ Улхашăн пĕрремĕш çыннисем 1547 çулта Чăнлă шывĕн сулахай çыранне килсе вырнаçнă. Çырма тăршшĕпе çăка вăрманĕ ӳснĕ. Куçса килнисем вăрман касса пӳртсем ăсталанă. Пӳртсем çумĕ-пе пысăк çул иртнĕ, унпа Мускавран Хусана кайнă. Çак çулпа салтакра 25 çул хĕсметре тăнă хыççăн çынсем килне таврăннă, çул хĕрринчи ялта вĕсем выльăхсене пуснă, вăрланă. Çакна пула çынсем Чăнлă шывĕн тепĕр енне куçса лараççĕ.
1552 çулта вара кунтан Хаяр Иван çарĕсем Хусаналла иртсе кайнă. Патша çамрăксене пуçтарса салтака илсе кайнă. Патша çарĕсем пирĕн ялтан икĕ çухрăмра канма чарăннă. Кунта вĕсем аякалла пăхса сăнама икĕ метрлă виçĕ сăрт тăваççĕ. Сăртсем патĕнче кунĕн-çĕрĕн кăвайт çуннă, ку вырăнта çутă тăнă, салтаксем котелоксемпе пăтă пĕçернĕ. Çавăнпа ку вырăн халĕ те Çут теççĕ.
Ял çыннисем час-часах Атăл шывĕ хĕррине çӳренĕ. Пĕррехинче вĕсем Атăлăн çӳллĕ çыранĕ çинче хӳшĕсем асăрханă, унта çынсем хĕвĕшнĕ. Ку çынсем Чĕмпĕр хулине никĕслекенсем пулнă. «Симбирск» сăмах çын пур сăмахсенчен тухса кайнă теççĕ.
Кивĕ Улхашри Кушаксен йăхĕ виçĕ çырма пĕрлешнĕ çĕре тĕпленет (хальхи П.Г.Сандркин пӳртне хирĕç). Кăтра йăхĕ вара хальхи Нижнеказанская урамĕ вĕçĕнче Чăнлă кукрине ларать.
Архив докуменчĕсем тăрăх, Кивĕ Улхашра 1795 çулта 175 кил пулнă (530 арçын тата 624 хĕрарăм). 1848 çулта Аслă Чăнлă ялĕнчен тăватă çемье куçса килет, 17 çын. Вĕсем тĕне кĕнĕ тутарсем пулнă. Вĕсем валли 177 теçеттин те 422 хăлаç çĕр касса панă. Ку вăхăтра ялта 773 арçын пурăннă, 759 – хĕрарăм. Пилĕк çын çар кĕçĕн чинĕллĕ пулнă. Салтак арăмĕсем тата вилнĕ салтак арăмĕсем – 22.
1880 çулта 325 кил шутланнă. 1892-93 çулсенче Çĕпĕре 240 арçын тухса кайнă. 1910-11 çулхи перепиç тăрăх, ялта 567 çемье пулнă, çынсен йышĕ – 3 пин те 526. Вĕсем хушшинче вĕреннисем тата сахал вĕреннисем – 319 çын. Лаша тытман килĕсен шучĕ 72 пулнă, ĕне тытманнисем – 147. 58 килте выльăх-чĕрлĕх пĕртте тытман. Çынсем сĕлĕ, пăрçа, пăри, хуратул акса илнĕ. Çĕрулми туса илменпе пĕрех.
Империализм вăрçи пуçланнă чухне ялта 17 арман, 8 аптиркка тата 45 суту-илӳ заведенийĕ пулнă.
20-мĕш ĕмĕр пуçланнă вăхăтра хресченсем «пуяннисем» тата «чухăннисем» çине пайланнă. Хресченсене çĕр çитмен. 565 çуртран 135-ĕшĕн тăватă теçеттине çитиччен çĕр пулнă. 10 теçеттин тата ытларах çĕр 69 çемьен çеç пулнă. Çавăнпа нумай çын выçă вилес мар тесе ялтан тухса кайнă.
Халĕ Кивĕ Улхашра 747 çурт, вĕсенче 1500 ытла çын пурăнать. Вăтам шкулта 135 ача вĕренет.
 
: 184, Хаçат: 14 (1467), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: