Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 13-мĕш номерте.)
ххх
Нумай çул иртрĕ çав хăрушă каçран! Халĕ Ехрем – ӳссе çитĕннĕ, сенкер куçлă, сарă çӳçлĕ яштака та илемлĕ каччă. Ăна сахал мар ял хĕрĕ куç хывнă, чĕрине çунтаракансем те чылай. Ашшĕпе амăшĕ те ватăлса çитрĕç ĕнтĕ. Ватăсене пулăшакан çамрăк кин киле кĕрсен питĕ лайăх пулмалла. Каччăн юратнă хĕрĕ те пур – кӳршĕрех пурăнать. Праски ятлă вăл. Туй пирки те калаçса татăлнă хĕрпе каччă, пулас хăта-тăхлачă та майĕпен туя хатĕрленет. Анчах çамрăксен ĕмĕтне Раççейре пуçланнă граждан вăрçи татрĕ.
Шуррисемпе чехсем Атăл таврашне ярса илнĕ, ытти вырăнсенче те çĕнĕ пурнăçа пĕтерме тăрăшаççĕ. Çĕнĕ пурнăçа сыхлама Хĕрлĕ çар кирлех. Паллах, ăна чухăн хресченсенчен пуçтармалла. Пăва уесĕнче çак ĕçе çар комиссарĕ И.Космовский ертсе пырать. Вăл таврара пурăнакан чухăнсен Хĕрлĕ çар пайне йĕркелет, Хусан хулине тăшманран тасатма васкать. Кунта Тăхăрьял чăвашĕ Ехрем та пур. Пĕр вĕри çапăçура чехсем Космовский отрядне хытах тыллаççĕ, темиçе хĕрлĕ салтака тыткăна илеççĕ. Аманнă Ехрем та шуррисен аллине çакланать. Тыткăнрисене ирпе персе вĕлермелле пулнă. Çĕнтерӳпе хавасланнă чехсем çĕрĕпе эрех ĕçеççĕ, савăнаççĕ. Хĕрлисем çинчен мансах кайнă вĕсем, шанчăклă хурал та тăратман. Çак каç хĕрлисем те çывăрса выртман. Вĕсем эрехпе анранă чехсене тапăнаççĕ, салатса яраççĕ. Вилĕм кĕтекен тыткăнри салтаксене ирĕке кăлараççĕ. Вăй пуçтарнă Хĕрлĕ çар тăшмана Çĕпĕрелле хăвалать. Сывалса çитнĕ пирĕн ентеш вĕсен хушшинче. Хăюллă çапăçать чăваш каччи шуррисене хирĕç. Анчах Урал тăвĕсен çывăхĕнче ăна тепĕр хут амантаççĕ. Сывалса çитнĕ вăхăта вăрçă та пĕтет. Ехрем килне таврăнать. Унта ăна ашшĕ-пе амăшĕ, юратнă Праски куçне çул çинчен илмесĕр кĕтеççĕ.
Часах ялта туй та кĕрлесе иртет. Сахрунпа Укахви килне çĕнĕ пурнăç кĕрет. Телейлĕ ватăсем!
ххх
Вăрçă пынă вăхăтра Раççей патшалăхĕ чухăнланса юлать. Патшалăх влаçĕ те улшăнать. Ехреме ялти чухăнсен хресченсен пуçлăхне суйласа лартаççĕ. «Комитет бедноты» тенĕ вăл вăхăтра ăна. Шанчăклă, тивĕçлĕ хĕрлĕ салтак ертсе пырать комитета. Хăй те чухăн çемьерен, çĕнĕ пурнăçа сыхласа хăварассишĕн нумай юн тăкнă, сывлăхне çухатнă. Шанчăклă пулать пуçлăх!
1921-1923 çулсенчи хăрушă выçлăха пирĕн çĕршывра пĕлмен çын та çук пулĕ. Атăл тăрăхĕнче выçлăх веçех алхасса кайнă. Çав çулсенче пиншер çын вăхăтсăр çĕре кĕрет, çын çынна çинĕ тĕслĕхсем пулнă. Комитетăн вăрлăх валли хатĕрлесе хунă тырă пур, анчах ăна тĕкĕнме юрамасть. Вăрлăхсăр юлсан çуракине мĕнпе тăван/ Тепĕр енчен илсен, çынсем вилсе пĕтсен вăрлăх та кирлĕ мар. Тӳсеймерĕ пуçлăх чĕри, хунă вăрлăхăн пĕр пайне халăха валеçме ирĕк пачĕ. Çăмăл пулмарĕ Ехреме çак утăма тума, çапах та çын пурнăçĕ хаклăрах тесе шутларĕ вăл. Нумай ял çыннине вилĕмрен хăтарчĕ пуçлăх, анчах ашшĕпе амăшне тата пĕчĕк ачине сыхласа хăвараймарĕ.
Ялти активистсем Ехреме айăплама та пăхрĕç. Суд пуçлăх ĕçĕнче пысăк айăп тупаймарĕ, ялти халăх та ун хутне кĕчĕ. Телейĕ пулнă çав Ехремĕн! Вăл вăхăтра хăй тĕллĕн шухăшласа тунă ĕçшĕн тĕрмене хупма та, Çĕпĕре ăсатма та пултарнă.
1924 çулта çамрăк совет çĕршывĕнче çĕнĕ экономика политики пуçланать. НЭП е Ленин политики тенĕ ăна. 1929 çулччен тăсăлать вăл. Çĕр ĕçченĕ-семшĕн усăллă япала пулнă çакă. Çав çулсенче Ехрем пилĕк чӳречеллĕ çĕнĕ çурт хăпартса лартать, тăррине хăмапа витет. Урам енне çӳллĕ хапха кăларать. Пӳрт çумне выльăх хуралтисем, çĕр ĕç хатĕрĕсем упрамалли сарай лартать, хыçа – хура мунча. Сарлака картишĕ-нче ĕнепе пăру, вăкăр, сыснапа темиçе сурăх, икĕ ĕç лашипе çамрăк тиха, хур-кăвакалпа чăх-чĕппи хĕвĕшеççĕ. Ехремпе Праски çемйине тата икĕ ывăлпа пĕр хĕр килет. Йышлă çемье çителĕклĕ тыр-пулă, пахча çимĕç туса илет. Патшалăх хуракан налуксене татма, килтисене шăл çине хумалăх та мул çителĕклĕ. Çемьерен юлнă ытлашшине вĕсем çывăхри Пăва пасарне кайса сутаççĕ, укçипе килте кирлĕ таварсем туянаççĕ. Тата мĕн кирлĕ ял çыннине: çемье тутă, ăшă тумланнă!
-Кулак çемйи ку! – кăшкăраççĕ активистсем.
- Çĕпĕре ăсатмалла кулаксене! – сирпĕтеççĕ çăра сурчăкĕсене курайманнисем.
- Хăвăртрах кăклас пулать кулаксен тымарне! – хушаççĕ çӳлти пуçлăхсем.
Çак тĕллевсене пурнăçласа 1929 çулта НЭПа пăрахăçлаççĕ. Раççейре коллективлă хуçалăхсем йĕркелеме пуçлаççĕ. Сталин политики пулать ĕнтĕ ку. Колхоза кĕмен çынсене «единоличник» ят парса вĕсем çине пысăк налуксем хураççĕ. Тăварлă тарпа пуçтарнă пурлăх налук тӳлеме те çитмест. Вунă çул хушшинче Ехрем пур пек выльăхне, хуралтисене, çĕр ĕç хатĕрĕсене сутать. Сарлака хапхине те ялти активистсем сӳтсе тиесе каяççĕ. Налук тӳлеймен налук шутне кĕрет. Юлашкинчен Ехремпе Праскин пысăк та çутă пӳртне чухăн колхозникăн çурчĕпе улăштараççĕ. Лешĕ хăйĕн пĕр чӳречеллĕ, çĕр урайлă тайлăк пӳрчĕ çумне пилĕк пăт ыраш çăнăхĕ хушса парать. Çак вăхăтра Ехрем çемйинче пилĕк ача çитĕнет. Çичĕ чунран тăракан çемье мунча пысăкăш пӳрте вырнаçать. Тата нумая çитĕ-ши пилĕк пăт çăнăх çичĕ выçă хырăма тăрантарма/ Çав çăнăх пĕтсен ăçта кайса пуçа чикмелле/
Веçех çука юлнă Ехремпе Праски кĕçех колхоза кĕме ыйтса заявлени çыраççĕ. Çĕнĕ колхозниксене пуçлăх виçĕ пăт çăнăх парать. Ахаль мар ĕнтĕ, пулас ĕç кунĕсемшĕн. Пулăшу хĕрлĕ салтак çемйине вилесрен çăлса хăварать.
1941 çул. Çĕнĕ, хăрушă вăрçă тапранать. Вăйпитти арçынсем фронта тухса каяççĕ. Ялта пĕчĕк ачасемпе утайман ватăсем тата хĕрарăмсем кăна юлаççĕ. Кам вăйĕпе ирттермелле йывăр çĕр ĕçĕсене/
Тин çеç йывăр операци тӳссе ирттернĕ Ехреме колхоз пуçлăхне суйласа лартаççĕ. Чăнтан сывалса çитмен пуçлăх колхоз ĕçне пикенет. Лаша молотилкипе пуçтарнă тырра çапать, капан çине кĕлтесем ывăтать, тулли михĕсене урапа çине тиесе патшалăха ăсатать. Йывăр ĕçре тӳрленсе çитмен çĕвĕсем çĕнĕрен уйрăлаççĕ. Нумай юн çухатнă пуçлăх ĕç вырăнĕнчех вилсе каять.
Хĕрлĕ салтак – Ехрем пулас çĕнтерӳ-шĕн колхоз ĕçĕнче пурнăçне парать. Хĕрĕх пиллĕкре пулнă пирĕн ентеш çав вăхăтра. Пирĕн, паян пурăнакансен, тылра ĕçленĕ паттăрсен ятне яланах асра тытмалла.
 
Майна районĕ.
 
: 151, Хаçат: 14 (1467), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: