Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чартаклă районĕнчи Октябрьский ача сачĕ – районти чи пысăк шкулчченхи вĕренӳ учрежденийĕсенчен пĕри. 12 ушкăна 2-7 çулхи 220 ытла ача çӳрет. Ушкăнсенче пĕтĕмĕшле илсен 20 яхăн шăпăрлан. Лилия Рафисовна Махмутова хăй ертсе пыракан пĕлӳ çурчĕ Ачасен аталанăвĕн центрĕ пултăр тесе пур майпа ырми-канми тăрăшать.
«Василек» ачисем Чартаклă районĕнче, облаçра иртекен пултарулăх конкурсĕсене хастар хутшăнаççĕ, пахчара ашшĕ-амăшĕ чĕлхине вĕренеççĕ, тăван халăх культурипе йăли-йĕркине ăса хываççĕ.
Çывăх вăхăтрах тата тепĕр ăмăртура мала тухма тĕв тăваççĕ вĕсем. Хальхинче Марина Николаева воспитатель ертсе пыракан ушкăн наци культурисен «Мухтавăм манăн, манăн еткерлĕхĕм» фестивале хутшăнма хатĕрленет. Уяв Ульяновскри аграри университечĕн Культурăпа кану керменĕнче иртĕ.
Октябрьски ача садĕнче Марина Константиновна 1999 çултанпа вăй хурать. Пăва районĕнчи Çĕнĕ Мертлĕре çуралнă вăл. Ульяновскри 4-мĕш педагогика училищинче шкулчченхи ачасен вĕрентӳçин дипломне илнĕ. Воспитатель ĕçне чунтан юратнипе çак сăваплă тивĕçе суйланă.
2017- 2018 вĕренӳ çулĕ чăваш хĕрарăмĕшĕн уйрăмах яваплă - çирĕм ачана 1-мĕш класа шкула ăсатмалла, кăларăм каçне хатĕрленмелле, юрă-ташă тата сăвă вĕренмелле, пулас фестиваль пирки те манма юрамасть. Çав вăхăтрах шут, вулав, çыру ĕçĕсем те хăй еккипе малалла тăсăлаççĕ. Ку уроксене шăпăрлансене расписанипе йыхăраççĕ аслисем.
- Нумаях пулмасть ача пахчинче «Туслăх кăшăлĕ» уяв ирттертĕмĕр. Атăлçи тăрăхĕнче пурăнакан халăхсен тумне тăхăнса ачасемпе пĕр кăшăла тăтăмăр, илемлĕн çаврăнтăмăр. Ачасем питĕ пултаруллă, - терĕ Марина Николаева (Андреева).
Ачасем çеç мар, пĕлӳ çуртĕнче тăрăшакансем те пурте тĕлĕнмелле пултаруллă кунта. Мĕнпур кĕпе-тума – чăваш, тутар, мордва, вырăс тумĕпе капăрлăхне хĕрарăмсем хăйсем çĕлеççĕ. Ӳкерӳ урокĕсене илсе пыракан Галина Денисова воспитательсене пуканесем тума вĕрентет. Тĕрĕ-эреш ăсталăхĕпе паллаштарать Галина Леонидовна, тĕрлĕ халăх тумĕн хăйнеевĕрлĕхне, уйрăмлăхне кăтартать. Чăн-чăн художник, ылтăн алăллă специалист вăл.
- Пурте пуçтарăнатпăр та нимелле ĕçлетпĕр. Кам çĕлет, кам тĕрлет, кам çыхать. Юрла-юрла ĕçлетпĕр. Пурте пултаруллă хамăр. Пĕр-пĕрне канаш паратпăр, ăсталăха туптатпăр. Çĕвĕ машинипе пирĕн ача пахчин заведующийĕ Лилия Рафисовна та питĕ туслă. Вăл та илемлĕ япаласем ăсталама пĕлет. Куллен пирĕн ĕмĕт-тĕллевпе кăсăкланать вăл, пулăшу кирлĕ мар-и тет, - кăмăллăн калаçать Марина Константиновна.
Пысăк та туслă коллективра ĕç те ӳсĕнет. Аслисем пĕр-пĕрне хисеплесе, сума суса вăй хунипе ачасем те ырă кăмăллă, пултаруллă çитĕнеççĕ.
Çитес çул Марина Николаевана чи кĕçĕннисен ушкăнне парĕç. Çакă хăратмасть ăна. Ачасемпе ĕçлеме юратни пур йывăрлăхсене те çăмăллăнах парăнтарма пулăшать.
 
Чартаклă районĕ.
 
: 232, Хаçат: 15 (1468), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: