Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ака уйăĕн 12-мĕшĕ – Космонавтика кунĕ. Чăвашсемшĕн вăл питĕ паллă кун, мĕншĕн тесен тĕнчери виççĕмĕш космонавт – пирĕн ентеш Андриян Николаев!
Космонавтика кунĕ пĕрремĕш космонавт Юрий Гагарин «Восток-1» караппа тĕнче уçлăхне тухнипе çыхăннă. 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 4-мĕш тĕлне 121 космонавт (СССР тата Раççей космонавчĕсем, вăл шутра 4 хĕрарăм, 34-шĕ вилнĕ) тĕнче уçлăхне хăпарнă.
Мускаври «Шереметьево» тата «Домодедово» аэропорчĕсенче космосра усă куракан апат-çимĕç тюбикĕсен аппарачĕсĕне лартнă. Вĕсене курсан пуçра: «Борща çăкăрсăр епле çимелле-ха/» - текен ыйту çуралать. Чăнах та, космонавтсем уçлăха çăкăр илнĕ-ши/ Кам тата ăçта пĕçернĕ ăна/
Çăкăр пĕçерекен промышленноçăн патшалăх ăслăлăхпа тĕпчев институчĕ 1932 çулта уçăлнă. Хальхи вăхăтра çăкăр пĕçерес тата макарон тăвас производствăпа çыхăннă техника, технологи, экономика, финанс тата экологи тытăмĕсенче тĕпчев ĕçĕсем ирттереççĕ.
Кунта 1972 çултанпа космонавтсем валли те çăкăр пĕçереççĕ.
Çĕпрепе хăпартнă чустана пирĕн эрăчченхи вунçиччĕмĕш ĕмĕртех шутласа кăларнă. Кил хуçи хĕрарăмĕсем çак чустана тепре çăкăр пĕçерме тесе кашнинче кăштах хăварса пынă. Чăвашсем ăна кăвас чусти е чуста тĕпĕ тенĕ. Çапла майпа çĕпре бактерийĕсем темиçе ĕмĕр пурăнаççĕ, авалхи пирамидăсенчен космоса çитиех сарăлнă.
Космонавтсем валли çăкăр пĕçерессипе ăсчахсем иртнĕ ĕмĕрти 70-мĕш çулсенчех ĕçлеме тытăннă. Ыраш çăкăрĕ 4,5 грамм, тулă çăкăрĕ 3 грамм пулмаллине палăртнă. Çак татăксем пĕрре хыпмалăх, апла пулсан çыртса тĕпретмелле мар пулмалла. Ăсчахсем çăкăра мĕнле чĕркемелли пирки те шутланă. Ун валли 0,6 атмосфера пусăмне тата 100 градус вĕри температурăна чăтакан пленка кирлĕ пулнă. Çак ыйтăва экспериментсем урлă татса панă. Халĕ те унпа усă кураççĕ, вăл икĕ хутлă. Çак упаковкăра кулленхи технологипе пĕçернĕ ыраш çăкăрĕ 15 уйăх таран упранать.
Ыраш çăкăрĕ йӳçĕрех, çавăнпа ăна пăнтăх (плесень) тата улма чирĕсем сахал лекеççĕ. Анчах совет ăсчахĕсем тата малалла кайнă, вĕсем тулă çăкăрне те çавăн пекех вăрах вăхăт усрама пултăр тесе тĕпчевсем ирттернĕ. Ку майĕнче вара çăкăр пĕçермелли технологине улăштарма тивнĕ. Вĕсем шĕвĕрех хăварнă кăвас чустине 20-22 градус ăшăра 18 сехет хушши йӳçĕтеççĕ иккен.
 
: 172, Хаçат: 15 (1468), Категори: Паллa дата

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: