Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тĕне кĕмен чăвашсем пурăнакан яла Чăвашкассине пымассерен эпир, облаçри чăваш хаçачĕн ĕçченĕсем, хисеплĕ таврапĕлӳçĕ-сем патне кĕмесĕр кайман та темелле. Марийăпа Василий Селендеевсем, пире капмар та хăтлă çуртĕнче хаваспах кĕтсе илетчĕç.
Йăваш та уçă кăмăллă Мария Алексеевна хăш хушăра тĕпеле кĕрсе каятчĕ, сĕтел çине кукăль-пӳремеч касса хуратчĕ, куркасем çине техĕ-млĕ курăк чейĕ яратчĕ. Шăкăл-шăкăл калаçу тĕвĕленетчĕ вара пирĕн хушăра. «Йăмăксене чейпе сăйламасăр кăларса ямастпăрах», - тетчĕ. Ун чухне Мария Селендеева çӳрекен «Шуçăм» юрă ушкăнĕ (пултарулăх ертӳçи – Родион Кирилловччĕ) Шупашкарта, Ульяновскра, районта иртекен пур халăх пултарулăхĕн фестивалĕсене те хутшăнатчĕ. Хаклă çыннăмăра тĕрлĕ енлĕ мероприятисенче тăтăш курма тӳр килнĕрен савăнаттăмăр. Хăй вăй хуракан шкул музейĕнче те кăмăллă тĕлпулусем, область шайлă уявсем йĕркелетчĕ вăл ĕçтешĕсемпе. Çуркуннесерен Аслă Вĕрентекенĕмĕре И.Я. Яковлева халалласа ирттерекен Чăваш культура кунĕсем мĕне тăратчĕç! Калăпăшĕпе мĕнпур чăваш халăх уявне çаврăнатчĕç. Туслă ял-йыш пур пуçарура та пулăшни çеç мар, хăйĕнпе пĕр шухăшлă пулни хавхалантаратчĕ Мария Алексеевнана. Кун пирки вăл уйрăмах çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăмпа калатчĕ.
Пĕррехинче черетлĕ çулçӳрев вăхăтĕнче, Чăвашкассинче, юлашки вăхăтра самаях чирлекелесе тăракан Мария Алексеевна тинех эмелсем пулăшма пуçланине, иртнинче панă юн анализĕ самай аванланнине каларĕ. Тинех чиртен тĕпрен хăтăлма шанăç çуралнине, кĕç-вĕç сывалса вăрах хушă урама тухса çӳреме, юратнă «Шуçăм» ушкăнпа концерт пама, мăнукĕсемпе ĕлĕкхилле шавлăн выляма хатĕррине, ĕлĕкхи туслă çыхăнусемшĕн тунсăхласа çитнине пĕлтерчĕ. Эпир ытарайми ĕçтешĕмĕре, юратнă çыравçа, вĕрентекенĕмĕре чăтăмлăх, ăнăçу сунса çула тухма васкарăмăр… Апла пулин те вăраххăн сывпуллашрăмăр. Калаçса сăмах пĕтменнипе каç пулса килни çине йăвантарса тимĕр ута тапратрăмăр... Çакă юлашки курнăçу пулнине сиснĕ пирĕн чунсем. Ульяновск облаçĕнче тухакан пĕртен-пĕр чăваш хаçачĕн чи хастар корреспонденчĕсенче н, чи çывăх тусĕсенчен пĕрин М.А.Селендееван ĕмĕрĕ вăхăтсăр татăлчĕ – 2015 çулхи апрелĕн 11-мĕшĕнче хисеплĕ те хаклă çыннăмăрăн куçĕ ĕмĕрлĕхех хупăнчĕ.
Пурăннă пулсан кăçалхи январĕн 12-мĕшĕнче Мария Алексеевна 70 çул тултарнă пулĕччĕ.
М.А.Селендеева (Сандркина) çак ялтах питĕ пултаруллă чăваш кил-йышĕнче çуралса ӳснĕ. Аслашшĕпе (Ментюш) ашшĕ (Эптюк) – питĕ ĕçчен те тӳрĕ кăмăллă çынсем, çемье пуçĕ-сем çеç мар, ял летописчĕсем пулнă. Амăшĕ (Санька) ялти юрă-такмак ăсти пулнă. Ачисене аван пĕлӳ пама тăрăшнă. Мария çак туртăма ачаранах ăша хывса ӳснĕ.
Мария Алексеевна Ульяновскри педагогика институтĕнчен вĕренсе тухса хăйĕн ачалăхри ĕмĕтне пурнăçлама вăй-хал, ăс-хакăл çитерет. Ĕмĕр тăршшĕне ачасене тарăн пĕлӳ, ăс парас ĕçре тăрăшать, таврана пĕлес ĕçпе хавхаланса кайсан ялти кашни кил-йыш, йăх-несĕл епле аталанса пынине тĕпчет. Малтан Çĕнĕ Улхашри шкулта пуçламăш класс ачисене вĕрентет, кайран мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен – Чăвашкассинчи Иван Яковлев ăспаруçă уçнă пуçламăш шкулта. Ял çыннисем ăна чун-чĕререн хисепленĕ. Мĕнпур ыйтупа пырса канашланă. Вĕрентекенĕн ырă сăмахĕ-сĕнĕвĕ пур лару-тăруран та тухма пулăшасса ĕненнĕ.
Юратнă мăшăрĕпе, Василий Алексеевич Селендеевпа, пурнăçăн анлă çулĕ-пе пĕр енне пăхса утма май килнĕшĕн савăннă. Иккĕшĕ тăван тавралăха тĕпчеме, çыру ĕçне илсе пыма, шанса калаçма ăста пулнăран пур пуçару та çăмăллăнах пурнăçланса пынă. Мария Алексеевна таврапĕлӳçĕ çеç мар, чăваш халăх сăмахлăхĕн ăсти, çыравçă-сăвăç та. Мĕн чухлĕ сăвă-юрă çырса илмен-ши вăл ентешĕсенчен хăй вăхăтĕнче! Çав хушăрах шкул ачисене çак пархатарлă тивĕçе пурнăçлама, йăх-тымара тĕпчесе пĕлме вĕрентнĕ. Упăшки (вăл та вĕрентекен, Çĕнĕ Улхаш шкулĕнче вăй хунă) Мария Алексеевнан ĕçне ырланă, май килнĕ таран пулăшнă. Мĕнпур ĕçе пĕрле пурнăçланă. Çав хушăрах çемье тĕрекĕ пулнă, ывăлĕсемпе хĕрне тĕрĕс ăс парса, вĕрентсе кăларса пурнăç çулĕ çине кăларнă. «Йĕппи ăçта – çиппи те çавăнталла», - тенешкел мăшăр пысăк пĕлтерĕшлĕ, сулмаклă плансемпе пурăннă. Темиçе çул тăрăшса та çине тăрса ĕçленĕ хыççăн иккĕшĕ «Чăвашкасси: мĕнпур ăрури ял çыннисен шăпи çинчен» (2012) тата «Чăвашкассилле юрлатпăр» (2014) кĕнекесене кун çути кăтартаççĕ.
Çак кунсенче çеç-ха Ульяновскри пĕр издательствăра Мария Селендееван «Çамрăклăх хитре» кĕнеки пичетленчĕ. Ăна хаклă мăшăрĕн юбилейĕ тĕлне Василий Алексеевич хатĕрлесе кăларнă. Илемлĕ, сăнарлă ятпа тухнă сăвăсен пуххине Мария Алексеевнан тĕрлĕ çулсенче çырнă хайлавĕсем кĕнĕ.
"Çырнисен пуххи «Ачасем валли» ярăмпа уçăлать. «Автор унта ача-пăча кăмăлне туллин, курăмлăн уçса пама пултарнă. Сăвăри тĕп сăнарсене чĕррĕн сăнарласа кăтартать сăвăç. Ача чухнехи савăнăç - тăвайккинчен ярăнни, пуканесемпе выляни, çурхи илем... Вăл пурин валли те телей валеçет. Малта – çĕнĕ ӳсĕм çулĕсем, вĕсен кашнин хăйĕн илемĕ, çутă ĕмĕчĕ. Телейлĕ юрату туйăмĕ. Çакăн йышши сăвăсем чун-чĕрене тӳрех çавăрса илеççĕ. Анчах пурнăç малаллах шăвать. Телее хĕрарăм сăвăç çине тăрса шырать. Юратнă мăшăрне, хĕр-тантăшне, Аслă вăрçă ветеранĕн тăлăх арăмне халалланă сăвăсенче те пурнăç чăнлăхĕ уççăн сисĕнет, вĕсенче пурнăç таппи çăлкуç пек тапса тăрать. Шел, ентешĕмĕрĕн поэзири пултарулăхĕ туллин сарăлса çитеймен чечеке аса илтерет", - çырать умсăмахĕнче Раççей культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăнлă районĕн Хисеплĕ гражданинĕ Анатолий Юман çыравçă тата публицист.
Шел, питĕ шел. М.А. Селендеева пирĕн хушăра çукки çав тери сисĕнет паян. Унăн çепĕç кулли-сасси, йăваш калаçăвĕ, куç тулли илемлĕ сăн-пуçĕ, сăпайлă тыткаларăшĕ – яланлăхах пирĕн асăмра юлчĕ. Кашнинчех вăл чăвашсем ирттерекен уявсене, фестивальсемпе тĕрлĕ ăмăртусене кĕрсе тăрассăн, хастаррăн хутшăнассăн туйăнать. Унăн ырă канашĕ-вĕрентĕвĕ çитмест пире...
 
: 187, Хаçат: 15 (1468), Категори: Астăвăм

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: