Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпир 21-мĕш ĕмĕрте – информаци технологийĕсен саманинче пурăнатпăр, тĕнчере хăш-хăш патшалăхра çын шучĕ ӳссе пырать, хăшĕнче тĕрлĕ сăлтава пула чакать. Хамăр Раççей çĕршывнех илер. Вăл Япон вăрçи, икĕ тĕнче вăрçи, икĕ революци, Граждан вăрçи тата нумай-нумай хĕç-пăшаллă хирĕçӳсем витĕр тухнă. Çак ахăрсамана вăхăчĕсенче мĕн чухлĕ çын пурнăçĕ пĕтнĕ!
Тĕрлĕ чир-чĕр те çынсене нумай сиен кӳнĕ. Халĕ çĕнĕ ĕмĕрте савăнса кăна пурăнмалла та вĕт. Çук çав, çын вăрçăсăрах пĕтет. Çул çинчи инкек-синкек, чир-чĕр, ĕçкĕ-çикĕ, çын хăй çине алă хуни, вĕлерни - çаксем çĕршыври демографи проблемин тĕп никĕсĕсем.
Пирĕн чăваш халăхне те çак ыйту пырса тивет. Ĕлĕкрех, индустриализаци пуçланиччен, халăхăн ытларах пайĕ ялсенче пурăннă. И.Я. Яковлевпа И.Н. Ульянов тăрăшнипе мĕн чухлĕ шкул уçăлнă, кĕнеке пичетленнĕ! Чăваш ачи тăван чĕлхепе калаçнă, шкулсенче тăван чĕлхепе вулама-çырма вĕреннĕ. 20-мĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчен пуçласа чăвашсем хуланалла куçма тытăннă, унта нумай заводсемпе фабрикăсем уçăлнă, хваттер панă, ĕç укçи лайăх тӳленĕ. Çак саманара вара хуласенче ашшĕ-амăшĕн чĕлхине пĕлмен виçĕ ăру çынни ӳссе çитĕннĕ. Тĕрлĕ-тĕрлĕ хăлăх çыннипе мăшăрланнисем тата мĕн чухлĕ! Çаксенчен вара пĕрисем хăйсем чăваш пулнине пытармаççĕ, чĕлхене ăнланаççĕ имĕш. Теприсем вара хăйсем кам иккенне пытараççĕ.
Совет саманине илер. Ялсенче ĕç вĕресе тăратчĕ, пĕр пушă çурт та çукчĕ, ватăсем вилсе пыратчĕç, çамрăк çемьесем чăмăртанатчĕç. Тăхăрвуннăмĕш çулсем пуçланчĕç, патшалăхра йĕркесĕрлĕх, коммерци, проституци, наркомани вăй илчĕç. Ялсенче фермăсем хупăнчĕç, вылăх-чĕрлĕхе пусрĕç, техника кивелсе çĕмĕрĕлсе пĕтрĕ. Патшалăх Америкăри пек фермерство йĕркелесшĕн пулчĕ. Анчах та фермер вăл çĕр ĕçĕпе хушма ĕç пек кăна усă курать тата çынна ĕç пулсан кăна ĕçлеттерет. Çавăнпа та юлашки 26 çул хушшинче ялсенче пушă çуртсем нумайланса кайрĕç, мĕн чухлĕ вăйпитти çын ĕçсе, хăй çине алă хурса пĕтрĕ. Сывă юлнисем ют регионсене ĕçе çӳреççĕ-ха. Çак сăлтавсене пула тăван чĕлхепе калаçакан халăх йышĕ те кунран-кун чакса пырать. Ялсенчи шкулсенче ачасем питĕ сахал пулсан, вĕсене хупаççĕ. Шкул пĕтни яла тата та сиен кӳрет. Мĕншĕн тесен шкул вăл ялти культура вучахĕ. Ман пĕлĕш пĕр шкулта 17 çул тăван чĕлхене вĕрентет. Нумай пулмасть вăл мана çитес вăхăтра шкулĕ хупăнассине пĕлтерчĕ. «Учительсене ăçта хураççĕ вара», - тесе ыйтрăм тĕлĕннипе. «Кам ăçта пĕлет, çавăнта каять», - пулчĕ унăн хуравĕ. Шкул мĕншĕн хупăнать/ Мĕншĕн тесен ялсенче çамрăксем юлмаççĕ, вĕсем валли ĕç çук. Çак сăлтавсене пула ялсем те, шкулсем те, тăван чĕлхепе калаçакансен йышĕ те чакса пыраççĕ.
 
 
: 38, Хаçат: 15 (1468), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: