Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
-Шу-ра-а-а! - çĕрлехи шăплăхра таçта çитиех илтĕнчĕ Веньăн сасси.
Аллинчи хăрăк турата çĕре ывăтрĕ те каччă, сукмакпа хĕр хыççăн чупрĕ.
-Ан кай, кӳрентересшĕн марччĕ эпĕ сана! Каçар тархасшăн.
Йывăçсем хушшинче тĕттĕм. Туратсем питĕнчен çапса самай ыраттарчĕç пулин те вăл хăвăртлăхне чакармарĕ. Шурăна хăваласа çитсе чарасса шанчĕ. Акă чăнкă çыран хĕрри. Аялта шыв шăнкăртатса юхни илтĕнет. Веня карас телефонне кĕсйинчен кăларса хунарне çутрĕ. Кунтан питĕ асăрханса анмалла. Кăнтăрла çуса иртнĕ çумăр тăпрана йĕпетсе шăвакан тунă. Каччă кун çинчен шухăшламарĕ те. Хĕре яланлăхах çухатасран хăранипе сыхăлăх çинчен пачах манса кайрĕ вăл. Пĕр тĕлте шуса ӳксе шăлаварне вараларĕ. Çара аллине сукмак хĕррипе ашкăрса ӳсекен вĕлтĕренпе çунтарчĕ. Çĕре ӳкнĕ телефонне ярса тытса ура çине тăчĕ. Каçă тĕлне чупса тухрĕ.
-Шура, ăçта эсĕ/!
Хунарĕпе çырма тепĕр енне çутатса савнине шырарĕ. Çӳллĕ ӳссе кайнă çирĕксем хушшинче никам та курăнмарĕ. Шыв урлă йăвантарнă йывăç вулли тăрăх асăрханса каçса тăвăр сукмакпа малалла ыткăнчĕ Веня.
-Шура! – "хыпашларĕ" хунар çутипе енчен енне. - Çавăншăнах çилленмеллеччĕ-и-ха / Тепĕр хут каçар тетĕп. Илтетĕн-и/!
Ăна хирĕç никам та чĕнмерĕ.
-Ан кай, тархасшăн. Юрататăп эпĕ сана! - хăй сисмесĕрех персе тухрĕç çăварĕнчен тахçанах калама хатĕрлесе хунă сăмахсем.
Хыçĕнче хăрăк турат хуçăлни илтĕнчĕ.
-Юрататăп терĕн-и/ - йывăç хыçĕнчен сукмак çине тухрĕ Шура.
Веня ун патне ыткăнчĕ.
-Каçар мана, каçар тархасшăн. Ухмах эпĕ, - хĕр умĕнче пуçне усрĕ каччă.
-Каçа-а-ар/! - сиввĕн калаçрĕ савнийĕ.
Çамки çине усăннă сарă çӳç пĕрчисене аллипе хыçалалла шăлса ывăтрĕ.
-Каçар тетĕн и/ - ыйтрĕ пуçне каçăртса.
-Тархасшăн, каçар. Атя сан умăнта чĕркуçленетĕп.
Каччă тăхтаса тăмасăр Шура умне чĕркуçленсе те ларчĕ. - Пушмакна чуптăватăп. Ан кай кăна.
-Чупту эппин/ - хушрĕ савни сассине пачах та çемçетмесĕр.
Веня кĕлеллĕ шурă туфли çине пăхса илчĕ.
-Пушмака чупту, сăмах патăн пулсан. Вара, тен, каçаратăп/ - кулса пăхрĕ ун çине çӳлтен Шура.
Веня тутине хĕрĕн вараланнă пушмакне перĕ-нтерчĕ.
-Тăма пултаратăн. Эпĕ сана пĕррелĕхе каçарнă тесе шутла.
Каччă ура çине çĕкленчĕ.
-Халĕ ăнлантăн-и хăвăн йăнăшна/ - кăмăллăн ыйтрĕ пике. Аллуна ан çĕкле Сергей çине.
-Ăнлантăм, каçар. Анчах хăв та айăплă-çке. Кĕç-вĕç туй тăвасси çинчен калаçатпăр хамăр. Эсĕ вара ман куç умĕнчех ют каччăпа чуптăвăнатăн. Чыслăхран кăларатăн мана капла.
-Ан тух. Кам пусахлать сана.
-Мĕнле хытă кăмăллă эсĕ. Ман чĕре ыратать çакна курсан.
-Каллех çав сăмах! - кăмăлсăрланчĕ Шура. Суятăн пуль эсĕ мана юрататăп тесе. Юратакан çын хуть те мĕнпе айăпа кĕрсен те каçарать. Эсĕ вара такам чуптунăшăнах кĕвĕçетĕн. Пĕлместĕн-им йăли çаплине/ Пĕрне-пĕри сывлăх суннине пĕлтерет вăл. Нервусене сиплемелле санăн. Мĕнле упăшка пулĕ-ши санран/ Мăшăрланичченех манпа хуçаланасшăн, - кӳренчĕ Шура.
Пуçне хĕрринелле пăрса тутине тăсрĕ. Шывланнă куçне аллипе шăлса типĕтме пикенчĕ.
-Рыцарьсем çук иккен хальхи саманара. Ытла та вĕтĕленчĕç арçынсем, - нăшиклете-нăшиклете калаçрĕ хĕр.
-Каçар. Çитĕ кун пирки. Атя кăвайт патне таврăнатпăр.
Шура чĕнмерĕ. Шăпланнă тавралăха шăпчăксем каçса кайса юрлани сырса илчĕ.
-Ытарайми çуллахи каç, - пачах урăххи çинчен калаçма тытăнчĕ пăртакран.
Аллисене сарса пĕр вырăнта темиçе хут çаврăнчĕ хĕр.
-Шăпчăксем епле хитре юрлаççĕ тата/ - пăхрĕ çӳлелле пуçне каçăртса.
Хускалми пулчĕ. Шура хыççăн Веня та пуçне çӳлелле каçăртрĕ. Çулçăсем хушшинчен таса тӳпере çăлтăрсем вылянисĕр пуçне нимĕн те курмарĕ.
-Мĕн куртăн унта/ - ыйтрĕ хĕртен кăсăкланса.
-Шăпчăкне курас килет. Çутат-ха хунарупа çӳлелле.
-Шăпчăксем йывăç тураттисем çинче лармаççĕ. Вĕлтĕрен, çӳллĕ курăк ăшĕнче шăрантараççĕ пуль юррисене, - иккĕленсе калаçрĕ Веня.
-Ухмаха ан ер-ха.
Çак вăхăтра çывăхра каçса кайса палламан "юрăç" юрлама тытăнчĕ.
-Шăпчăк юрлать. Каларăм вĕт вĕсем курăк ăшĕнче юрлаççĕ тесе, - пĕтĕмлетӳ тума васкарĕ Веня.
-Ан аташ. Шăпчăк кун пек юрламасть, - килĕ-шмерĕ Шура.
-Мĕн пĕлен-ши ху. Атя, кайса пăхар.
-Атя, анчах шăпăрт.
Хĕрпе каччă палламан "юрăç" енне асăрханса утрĕç. Шыв хĕррине те тухрĕç ĕнтĕ. Юрлани ура айĕнчех илтĕнет. Веня хунар çутине çавăнта тĕллерĕ кăна такам курăк ăшĕнчен сиксе тухса шыва чăмрĕ. Тепĕр самантран çырма тепĕр енчен ква-ква тени илтĕнчĕ.
-Шапа! - ахăлтатса кулса ячĕç иккĕшĕ те.
-Шура, Веня! Ромеопа Джульетта ăçта эсир/! - сасартăк илтĕнсе кайрĕ чăнкă çыран пуçĕнче Любăн сасси.
-Кунта! - кăшкăрчĕ Шура.
-Килĕр хăвăртрах, шашлык пиçрĕ! Андрейпа Наташа шампански илсе килчĕç!
-Пыратпăр халех! - Шурана çавăтса хуравларĕ Веня.
Каçă патне çитсен хĕр Веньăна хушса та хучĕ.
-Тĕксе янăшăн Сергейран каçару ыйтнă пултăр.
-Юрĕ, - кичемленсе пуçне усрĕ каччă.
Çыран çамкине асăрханса хăпарчĕç.
-О-о-о, чăн та пиçнĕ какай шăрши кĕрет, - сăмсипе нăш-нăш турĕ Веня.
Темиçе утăмран йывăçсем хушшинчен çаран çинчи кăвайт курăнчĕ. Вĕсем çырма тăрăх аташса çӳренĕ вăхăтра пурте килсе çитме ĕлкĕрнĕ. Веньăн "Ниссанĕ" çумĕнче Андрейăн "Деу Нексийĕ" ларать.
-Ăçта çухалса çӳретĕр ыттисенчен вăрттăн/ - пĕлесшĕн пулчĕ пиçнĕ какай чашăкĕнче аллипе тем чакалакан Наташа.
Сергей та яланхи сăмахĕсемпе тапăнчĕ.
-Сĕм вăрманта пĕрне-пĕри çухатиччен пĕрлештермелле сире. Хăçан туй тăватпăр/
Эрех кĕленчине уçса шĕвеке пластик стакансене ярса валеçме тытăнчĕ.
-Вăн, Веньăн "Ниссанĕ" те руль умне пикене лартасшăн. Атту эпир, арçынсем, машинасене пачах хĕрхенместпĕр.
Шура патне пырса тăрса чавсипе тĕкрĕ.
-Шура, санран ыйтатăп.
-Машинапа çӳреме манăн права çук.
-Ăна илесси халĕ тем мар. Веньăна çеç кала. Мĕнпур тăкакусене саплаштарĕ.
-Туйра хăçан савăнатпăр вара/ - черккине пушатма ĕлкĕрнĕ Люба шашлык патне туртăнчĕ.
-Туй пирки калаçма иртерех-ха.
Шурăн сăмахĕсем Веньăн чĕрине хĕрхенмесĕр вакларĕç. Каччăн сăнĕ тĕксĕмленнине пурте асăрхарĕç пулмалла.
Вăл чакăр кăвак куçĕпе Шура çине "мĕншĕн" тесе ыйтнă пек пăхрĕ те пуçне тата аяларах усрĕ.
Хăйне пула пăтăрмах сиксе тухасран шикленнĕ Люба стакансем тытса Шурăпа Веня патне васкарĕ.
-Эпир виççĕмĕш черккене пушатрăмăр. Эсир вара пĕрре те ĕçмен-ха, - хисте-хистех ĕçтерсе ячĕ вĕсене йӳçĕ шĕвеке.
-Сергей, илсе кил-ха кунта шашлык. Шурăпа Веня пачах та тутанса пăхман, - хуçаланма тытăнчĕ Люба.
Андрея вăл машини патне юрă яма чуптарчĕ.
Шăпчăк кайăк сад пахчине
Вĕçсе килчĕ кăнтăртан.
Тусăм кайрĕ пит инçете
Салам ячĕ аякран, - саланчĕ таврана арçын юрланă сасă. Пурте шăпланса ларчĕç.
Ачаш, çепĕç сăмахĕсем
Ĕмĕр юлĕç асăмра.
Сыв пул тенĕ сăмахĕсем
Çунтараççĕ ăшăма.
 
Шăпчăк кайăк юрланине
Ялан итлес килет ман...
 
 
(Малалли пулать.)
 
: 100, Хаçат: 15 (1468), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: