Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Авăн уйăхĕнче Чӳрекелĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем С.Т. Аксаковăн çуралнă çĕршывне çитсе курнă.
Аня Садовникова, 8-мĕш класс:
-Çак çулçӳреве пирĕн вĕрентӳçĕ Л.Ф. Ярославская йĕркелерĕ. Алёна Волынщикован амăшĕ пире çăмăл машинапа илсе кайрĕ. Çул тăршшĕпех эпир кĕрхи илемпе киленсе пытăмăр. Хирсем пушаннă, çĕрсене сухаланă, вăрман çĕнĕ тум тăхăннă.
Аксаков пурăннă вырăн та питĕ илемлĕ. Вăрманĕ, сăрчĕ, çырмара кăваккăн курăнса выртакан юхан шывĕ асамлă çĕршыва аса илтерет. Çак илемлĕхе Аксаков хăйĕн произведенийĕсенче кăтартма пĕлнĕ вĕт-ха.
Аксаков çĕршывĕпе паллашма килекенсем тата чылайччĕ. Карсун, Вешкайма, Сăр районĕсенчен килсе çитнĕ.
Пире Майна районĕнчи культура пайĕн ĕçченĕсем таврапĕлӳ музейĕнче ăшшăн кĕтсе илчĕç. Вĕри чейпе сăйларĕç. Часах Игорь аттепе Чуппараври вулавăш ĕçченĕ пире Аксаков садĕнчен татнă пан улмисем çитерчĕç.
Музейра эпир Аксаков çинчен нумай çĕннине пĕлтĕмĕр. Ахальтен каламан çав «Ырă çын ырă ят хăварать» тесе. Икĕ ĕмĕр иртнĕ пулин те çак çыннăн ырă тĕслĕхĕ манăçмасть.
Музейра пултарулăх кĕтесне йĕркеленĕ: пĕрисем халăх юррисене шăрантараççĕ, теприсем сăвă вулаççĕ, кăранташпа тата акварельпа ӳкерекенсем те пур. Ал ăстисен куравĕ пуянччĕ.
Пирĕн Алёна Волынщикова «Асанне» сăвă хатĕрлесе пынă. Вăл ăна вулавăшра тата Игорь аттен кĕнекипе паллашнă çĕрте вуларĕ.
Мĕн курни-илтнине пĕтĕмлетсе вара эпĕ çапла шутларăм: «Этемĕн çĕр çине ырă ĕç тума çуралмалла. Ĕмĕр çав тери кĕске. Çак вăхăта вырăнсăр ирттермелле мар. Хăвăн ырă ĕçӳсемпе кăна ырă ят хăварма пулать.
Алёна Волынщикова 8-мĕш класс:
-Пĕчĕк чухне эпĕ «Аленький цветочек» кĕнекене темиçе хут та вуланă. Ун чухне мана ырă кăмăллă хĕрача манпа калаçнă пекех туйăнатчĕ. Халĕ вара эпĕ çак кĕнеке авторĕн çĕршывĕнче пулса куртăм. Унта Аксаковăн тата ашшĕ-амăшĕпе аслашшĕ-асламăшĕн сăн ӳкерчĕкĕсемпе паллашрăм. Мĕнле ăслă çын пулнă вăл! Çут çанталăк илемне еплерех ытарлă сăнарлама пултарнă. Çынна юратнă, чухăнсене пулăшнă.
Шел, тĕрлĕ сăлтавсене пула ку тăрăхри ялсем пĕтсе пыраççĕ. Вулавăш çурчĕ вара тирпейлĕхне çухатман, ырă çынсем тирпейлесе, тасатса тăни палăрать.
Чиркĕвĕ вара ишĕлсе ларать: тăрри ӳкнĕ, пусмисем ваннă. Çакăн пек кирлĕ çуртсем юхăнса ларни ялăн чапне чакарать.
Ял унчченхи сăнне çухатни куçкĕретех: тайăлнă фермисенче çил хуçаланать, кивелсе хуралнă çуртсем тайăлнă, хыт-хура айне путнă. Асфальт пулни аран-аран палăрать.Малашне те ял лайăх енне улшăнмасан тепĕр 10 çултан ун вырăнĕнче ишĕлнĕ çуртсен куписем кăна юлĕç.
 
: 806, Хаçат: 47 (1139), Категори: Çулçӳрев

Комментарисем:

aspifz3bmz (2016-05-29 11:23:53):
lisinopril<Ӳa> where can i buy rogaine<Ӳa> baclofen 10mg<Ӳa> levitra without prescription<Ӳa>

Digger (2016-06-30 17:29:32):
Your answer was just what I nedeedĕ It's made my day!

aspi6p8taj (2016-07-30 16:12:52):
ciprofloxacin 500mg<Ӳa> amitriptyline online<Ӳa> buy inderal no prescription canada<Ӳa> pfizer viagra<Ӳa> buy prozac<Ӳa> prozac<Ӳa>

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: