Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Апрелĕн 13-мĕшĕнче Теччĕ районĕнче ИĕЯĕЯковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине паллă турĕçĕ
Патриархăмăрăн тăван çĕршывне Аслă Вĕрентекенĕмĕре пуç тайма Ульяновск облаçĕнчен те чăвашсем тухса кайрĕçĕ Çулçӳреве УОЧНКА ĕçтăвкомĕ йĕркелерĕĕ
Кăнна Кушкине Чăваш ЕнренĔ Тутарстанри тĕрлĕ районсенченĔ Хусантан та йышлă делегацисем килсе çитнĕччĕĕ Иван Яковлевăн тăван ялĕнче хăнасене хапăл кĕтсе илчĕçĕ
Тăван халăхăмăра çутта кăлараканăн ентешĕ-сем уява тĕплĕн хатĕрленнĕĕ Çак кун мĕнпур Теччĕ районĕ уяв ячĕпе сывланăн туйăнчĕĕ
ИĕЯĕ Яковлев уçнă шкул умĕнчеĔ хальхи вăхăтра унта Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн кун-çулĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан музей вырнаçнăĔ митинг иртрĕĕ Патриархăмăрăн ырă та пархатарлă кун-çулĕĔ ĕçĕ-хĕлĕĔ еткерлĕхĕ çинчен митингра Теччĕ районĕн пуçлăхĕ Рамис СафиулловĔ ЧНК президенчĕ Николай УгасловĔ Чăваш Республикинчи Халăхсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков тата ыттисем тухса калаçрĕçĕ
Унтан ИĕЯковлев палăкĕ умне чĕрĕ чечек кăшăлĕсем хучĕçĔ музейпеĔ шкулпа паллашрĕçĕ Ăспаруçăн музейĕн паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе ăнăçăвĕ-семĔ çĕнĕ экспонатсемĔ хыпарсем çинчен унăн директорĕ АĕАĕ Пыркин ĕненмелле каласа пачĕĕ
Шкулта ачасем юрă-ташăпа кĕтсе илчĕçĕ Хăнасем ал ĕçĕсен куравне пăхса тухрĕçĕ Таврари пилĕк ял шкул ачисемпе вĕрентӳçисем хăйсен пĕлӳ çурчĕн хăтлавне йĕркелени пахаĕ Кăнна Кушки шкулĕн чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ АĕСĕ Байдеряков уçă урок пачĕĕ Вĕсем хăйсен мухтавлă ентешĕпе еплерех мăнаçланнине мăн-мăн аслашшĕн пултарулăхĕ-пе ĕçĕ-хĕлĕ урлă кăтартса пачĕçĕ Уявра ЧНК президенчĕ Николай Угаслов кунта тĕнче шайлă чăваш гимназийĕ уçма кăмăл пуррине пĕлтерчĕĕ Иван Яковлев тăван ялĕнчи икĕ хутлă тĕп шкулта паян 14 ача çеç пĕлӳ илнĕ пирки вырăнти тӳресем иккĕмĕш хута пăсма шут тытнăĕ Çĕнĕ пĕлӳ çурчĕн тăкакĕсен пĕр пайне малашне хăйĕн çине ЧНК илесшĕнĕ Пурте кар тăрсан Кăнна Кушкинче çывăх вăхăтрах çивĕч ăслă ачасен Вĕренӳ центрĕ уçăлĕĕ Вĕсене чăваш чĕлхинеĔ халăх сăмахлăхнеĔ культуринеĔ литературинеĔ йăли-йĕркине вĕрентме ШупашкартанĔ МускавранĔ ытти хуласенчен паллă профессорсемĔ режиссерсемĔ артистсемĔ ăсчахсем килсе çӳрĕçĕ
Малалла уяв Теччĕ хулине куçрĕĕТеччĕ çĕрĕнче чăвашĔ тутарĔ мордваĔ вырăс халăхĕ-сен ывăл-хĕрĕ пĕр çемьери пек туслă килĕ-штерсе пурăнатьĕ Вĕсем хăнасене тăватă халăх юрри-ташшипеĔ çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕçĕ Теччĕ районĕн Культура çуртĕнче Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 170 çул çитнине паллă тунă май пурне те «ИĕЯĕ Яковлев еткерлĕхĕ – паянхи тĕнче пурлăхĕ» ăслăлăхпа практика конференцине хутшăнма йыхăрчĕçĕ Мероприятие Теччĕ район пуçлăхĕ Рамис Сафиуллов уçрĕĕ ЧНК президенчĕ Николай Угаслов паянхи кун чăваш халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнинеĔ ИĕЯĕ Яковлевăн ĕçĕ-хĕлĕн ят-сумĕ çулсем иртнĕ май ӳссех пынине палăртрĕĔ ĕçлĕ тĕлпулăва хутшăнакансене ăнăçлă вăй хума çĕкленӳллĕ кăмăл сунчĕĕ
Лев Кураков «ИĕЯĕ Яковлев – чăвашсен паллă педагогĕĔ çутта кăлараканĕ» темăпа тухса калаçрĕĕ Вăлах конференци ĕçне илсе йĕркелесе пычĕĕ
Конференцире сăмах калакансем татах пулчĕçĕ Вĕсен шутĕнче – Тутарстанри чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕн ертӳçи Николай СорокинĔ ЧНК президиумĕн пайташĕ Михаил КрасновĔ ИĕЯĕ Яковлев ячĕллĕ ЧППУ доценчĕсем Тамара АртемьеваĔ Татьяна ОсокинаĔ «Тăван Атăл» журнал редакторĕ Лидия ФилипповаĔ «Чăвашкино» патшалăх студипе электродокументаци архивĕн пуçлăхĕ Олег ЦыпленковĔ Чăваш гуманитари институчĕн çамрăк ăсчахĕ Дмитрий Егоровĕ
Мĕнле тĕлпулу парнесĕрĔ Тав хучĕсемсĕр ирттĕрӲ Теччĕ районĕнчи чăвашсен наципе культура центрĕн пуçлăхне Володар Тимофеева яваплă ĕçне тӳрĕ кăмăлпа илсе пынине кура ЧНК Хисеп хучĕпе чысларĕçĕ Николай Угаслов районти чăваш библиотекисем валли парне – 100 пин тенкĕлĕх кĕнеке - илсе килнине пĕлтерчĕĕ
Уява Теччĕ районĕнчиĔ Чăваш Енри Çĕрпӳ районĕнчи («Ямаш») тата ытти пултарулăх ушкăнĕ-семĔ ЧНК хастарĕ Роза Степанова юрăç тата ытти артистсем савăнăçлă концертпа вĕçлерĕçĕ
 
: 251, Хаçат: 16 (1469), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: