Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул тултарнине паллă тунă çул Ульяновскри Аксаков ячĕллĕ ача-пăча библиотеки вулакансене чăваш кĕнекин «Халăх мерченĕсем» уявне йыхравланăччĕ.
Апрелĕн 10-мĕшĕнче ирех Аксаковка Чăваш Республикинчи ача-пăчапа çамрăксен вулавăшĕ-нчен ĕçтешĕсене тата Чăваш наци музейĕн управçисене йышăнчĕ.
Кун тăршшĕпех уява хутшăнакансем ача-пăча литературин чи аван тĕслĕхĕсемпе (вырăсла тата чăвашла пичетленнĕ кăларăмсемпе) паллашрĕç, Чăваш халăхне çутта кăларнă, шăпине Чĕмпĕр тăрăхĕпе тата И.Н. Ульяновпа çыхăнтарнă Патриархăмăрăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырнă кĕнекесене тыта-тыта пăхрĕç.
Тĕлпулăвăн официаллă пайне мероприятие хутшăнакан библиотекăсен директорĕсем – Татьяна Кичинапа Тамара Григорьева – уçрĕç. Салам сăмахĕпе ЧР профессилле писательсен союзĕн членĕсем, ĕçĕсене Чăваш кĕнеке издательствинче кăларакан сумлă сăвăç-çыравçăсем – Валентина Тараватпа Шупашкартан килсе çитнĕ хăнасем Галина Белгалис тата Светлана Гордеева – тухса калаçрĕç, илемлĕ хайлавĕсене вуларĕç. Ульяновскри 55-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхине предмет евĕр вĕренекен хĕрачасем (вĕрентӳçи – С.А.Марышева) уява хутшăннисене, çывăхран тата аякран килнĕ хăнасене саламласа чăваш юррисем шăрантарчĕç.
«Вулавăш таврапĕлĕвĕ – тĕрлĕ майсен хутлăхĕ» ятпа иртнĕ çавра сĕтелте Ульяновскри Аксаков ячĕллĕ тата Чăваш Республикин ача-пăчапа çамрăксен библиотекисен ĕçченĕсем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашрĕç. Халăх культурипе йăлине çын хушшине сарас, Кĕнеке керменĕ-сене таврапĕлӳпе информаци хутлăхĕ тăвас, Иван Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне çамрăк ăрăва вĕрентес темăсемпе калаçрĕç.
Ачасем Чăваш Енрен килнĕ хăнапа, юмахсен фантазилĕхĕн жанрĕпе çырнă нумай кĕнеке авторĕпе Дмитрий Суслинпа тĕл пулчĕç. Унсăр пуçне вĕсем Чăваш наци музейĕн ĕçченĕсем Андрей Зарубинпа Полина Малинина йĕркеленĕ «Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчи урок» маçтăр-класа хутшăнса кĕске вăхăта И.Я. Яковлев уçнă тĕлĕнмелле пĕлӳ çурчĕн вĕренекенĕсем пулса тăчĕç, çавна май чăваш çырулăхне алла илес ĕçре малтанхи утăмсем туса пăхрĕç.
Светлана Гордеева сăвăç ирттернĕ «Ӳкерчĕк поэзийĕ» маçтăр-класра шăпăрлансем хăйсен пур енлĕ пултарулăхне тĕрĕслесе пăхма майсем туса панăшăн савăнчĕç – юмахсем вуласа ун тăрăх ӳкерчĕксем турĕç, тĕп сăнарсем пирки каласа пачĕç, ыйтусене хуравларĕç.
 
: 161, Хаçат: 16 (1469), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: