Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1989 çулта Ульяновск облаçĕнче Совет Союзĕнчи чи пĕрремĕш чăваш обществи çуралнă –И.Я. Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществи. Пурнăç малалла аталанса чăвашлăх ĕçне анлăлатас тĕлĕшпе И.Я. Яковлев обществипе «Еткер» фонд учредительсем пулма килĕшнипе облаçри чăвашсен наципе культура атономийĕ йĕркеленчĕ. 20 çул ытла УОЧНКА чăвашсен культурипе йăли-йĕркине, чĕлхине сыхласа хăварассишĕн, аталантарассишĕн ĕçлет. 2016 çултанпа УОЧНКАна Олег Николаевич Мустаев ертсе пырать.
- Олег Николаевич, Иван Яковлевăн Халалне пурнăçа кĕртессипе автономи мĕнле ĕçсем туса ирттерет/
- Пĕтĕм ĕçне автономи И.Я. Яковлевăн Халалне тĕпе хурса илсе пырать, мĕншĕн тесен И.Я. Яковлев 1921 çулта çырса хăварнă хыççăн чăвашлăх аталанăвĕнче нимĕн те улшăнман, веçех унчченхи пекех пырать. Самана темиçе те улшăннă пулсан та. Совет саманинче, тĕслĕхрен, Иван Яковлевич ятне сахал асăннă. Унăн Халалĕ те 1956-мĕш çулта кăна çын çине тухнă. Культура ĕçĕнче, çут ĕçĕнче, экономикăра та эпир ытти регионсемпе танлаштарсан палăрмаллах çӳлти шайра ĕçлетпĕр. Калăпăр, пирĕн кашни уйăхрах культурăпа массăллă мероприятисем пулса иртеççĕ. Çак ĕçсене ирттерме регион правительстви питĕ нумай пулăшать. Пирĕн штатра тăрса ĕçлекенсем пур, Халăхсен культурисене аталантарса çĕнетсе тăракан центрта уйрăм специалистсем ĕçлеççĕ. Вăл пысăк çăмăллăх парать. «Юратса тусан чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма, усă паракан тума пулать», - И.Я. Яковлев сăмахĕсене тĕпе хуратпăр. Шел, юлашки вăхăтра çамрăксем чăвашлăх ĕçĕнче сахалланчĕç. Хăй вăхăтĕнче эпир кунта Чăваш патшалăх университечĕн вĕренӳпе консультаци пунктне уçнăччĕ, Ульяновскри патшалăх педагогика университетĕнче наци уйрăмĕ ĕçлетчĕ. Питĕ пысăк вăй хурса уçнă вĕренӳ заведенийĕсем хупăнни чăрмантарать. Вĕренӳ министерствинче наци шкулĕсемпе ĕçлекен специалист должноçне кĕртесси пирки положение эпир, чăвашсем, туса панăччĕ, эпĕ ăна Шупашкарта хатĕрлеттернĕ-ччĕ. Ф.Т. Улендеева ĕçлерĕ. Шел пулин те, çак должноçа пĕтересрен сыхласа хăвараймарĕç. Халĕ кĕпĕрнаттăр патне çĕнĕрен ыйтупа тухрăмăр, должноçа чĕртсе тăратма вăл сăмах пачĕ. Турра тав, «Канаш» хаçат тухса тăрать, «Еткер» телекăларăм пур. Халала пурнăçласа кашни палăрнă чăваш ятне ĕмĕр асра хăварассишĕн тăрăшатпăр. Чăвашсен паллă çыравçин Владимир Сатайăн бюстне хăй çуралнă Каша ялĕнче лартрăмăр. Пĕрремĕш СССР халăх артисчĕн Алексей Ургалкинăн палăкне пĕлтĕр уçмаллаччĕ. Анчах Ялавăрти Культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ пирки палăк ыйтăвне куçарма тиврĕ. Кăçал çаплах Совет Союзĕн Геройĕн Н.Г. Князькинăн бюстне лартма палăртнă. Пирĕн облаçра çичĕ Герой, пурте хисепе тивĕç. Çамрăксем пĕлччĕр, мĕнле паллă çын, паттăр çын вĕсен ялĕнчен тухнине. Эпир палăк лартассине территорипе пайламастпăр. Калăпăр, И. Яковлевăн пĕрремĕш вĕренекенĕ А. Рекеев пулнă. Яковлев çук чухне вăл шкула тытса пынă, нумай пулăшнă, нумай тĕпчев ĕçĕн авторĕ. Çав вăхăтрах пĕрремĕш чăваш букварьне хатĕрлеме пулăшнă, çав букваре халăх хушшине илсе кайса тĕрĕслесе пăхнă пĕрремĕш çын – халăха килĕ-шет-и вăл, е çук-и/ Рекеевăн вилтăприне çĕнетсе ăна пытарнă ялта бюст лартрăмăр. Ку та пысăк ĕç. Эпир тумасан кам тăвать-ха ăна/
- Юлашки икĕ çулта автономи ĕçĕнче мĕнле çĕнĕлĕхсем палăрчĕç/
- Вĕсем питĕ нумай. Раççей патшалăхĕнчи наци аталанăвĕн 2015-2030 çулсем валли палăртнă программипе килĕшсе ĕçлетпĕр. Раççейри халăхсене сыхласа хăварас тесе, ан пĕтчĕр, культурине аталантарас тесе мĕнле ĕçлемелле/ Çав программăна тĕпе хуратпăр. Çакă пире грантсем илме май парать, вĕсемпе мероприятисем ирттеретпĕр. Хальхи пурнăçра кунсăр май çук. Ĕçĕ те, паллах, нумай. Акатуй та пирĕн пĕлтĕр нихçанхинчен вăйлă иртрĕ, ăна правительствăра питĕ пысăк хак пачĕç. Палăксем лартасси пирки каларăм ĕнтĕ. Эпир нумай халăх уявне çĕнетсе тăратрăмăр. Тĕслĕхрен, Кĕрсăри, ваттисене сума сăвасси, Çĕнĕ çул уявĕсене пĕрле пухăнса чăвашла ирттеретпĕр. Пирĕн облаçри фермерсем хушшинче чăвашсем нумай, вĕсене ытти регионсемпе çыхăнтарса яма, туса илнĕ тухăçне вырнаçтарма пулăшассине те хастар хутшăнатпăр. Чăваш Республикипе çирĕп çыхăнса ĕçлетпĕр. Иртнĕ çул 22 Акатуй ирттернĕ. Кăçал сахалрах пулать. Облаçри 19 районта УОЧНКА уйрăмĕ пур. Вĕсенче ирттерсен те çитет. Ульяновскра, тĕслĕ-хрен, 4 уйрăм, пĕр Акатуй йĕркелесен çителĕклĕ. Ульяновскри икĕ шкулта чăвашла вĕрентме пуçларĕç, факультатив кăна пулсан та унта чăваш ачисем çӳрени кăмăллă.
Облаçри шкулсене, вулавăшсене И.Я. Яковлев ятне парассипе ĕçлетпĕр. Çак хисеплĕ ята Ульяновскри 55-мĕш шкул, Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсарти, Барăш районĕнчи Ĕшке ялĕнчи вулавăшсем тивĕçрĕç.
УОЧНКАра тĕрлĕ комитетсем туса хутăмăр. Халĕ пирĕн Хĕрарăмсен, Çамрăксен комитечĕсем хастар ĕçлеççĕ. Чăваш çамрăкĕсен комитетне ертсе пыракан Александр Сидоров «Молодая гвардия» тата Халăх фрончĕн çамрăкĕсемпе пĕрле Чечня Республикине кайса курчĕ, унăн президенчĕпе тĕл пулса тӳрремĕн калаçма пултарчĕ, тĕрлĕ халăх çамрăкĕсемпе паллашса туслăх кĕперĕ хыврĕ.
Спорт вăййисенче айккинче тăмастпăр. Кăçал йăлана кĕнĕ мини-футболта 26 командăран чăвашсем иккĕмĕш вырăна тухрĕç.
- И.Я. Яковлев турнирне çĕнĕрен чĕртме çук-и/
Пĕрре пĕтернĕ япалана çĕнĕрен йĕркелесе яма йывăртарах. Анчах Яковлев турнирне ирттерме кăçал плана кĕртрĕмĕр. Çаплах И.Я.Яковлев обществин пĕрремĕш председательне Иван Сергеевич Кирюшкина (кăçал çуралнăранпа 100 çул çитет) халалласа çăмăл атлетсен ăмăртăвне йĕркелесшĕн. Икĕ çул ĕнтĕ тĕнче класлă спорт маçтăрĕн Николай Тимряков ячĕпе Акатуйра чупу иртрĕ.
- Автономин кăна мар, мĕнпур чăвашлăхра татса памалли чи йывăр ыйту мĕнли тесе шутлатăр/
- Пĕрремĕшĕ, чăвашсем чакса пыни. Чăваш чĕлхине вĕрентменни питĕ кăткăс ыйту. И.Я.Яковлев тăван чĕлхене упрасси пирки питĕ витĕмлĕ каласа хăварнă: «Ху чĕлхӳне пăрахманни вырăс халăхĕ ĕçне ултавлă туса сутни пулмасть вăл: аннĕрсенчен вĕренсе юлнă хăвăн тĕп чĕлхӳне пăрахмасăрах вырăсăн аслă патшалăхĕшĕн ĕçлесе тăма пулать», - тенĕ.
Мĕншĕн пирĕн ачасем чăвашла вĕренмеççĕ/ Мĕншĕн тесен патшалăх структурин тытăмĕнче ку енĕпе ĕçлесе çитерейменни курăнать. Чăваш чĕлхи ниçта та кирлĕ мар пулса тăчĕ – вĕренме кĕнĕ чухне те, ĕçре те, ЧР патшалăх влаçĕнче те. Ачасене шкулта чăвашла вĕрентмелли программăна улăштармалла. Ку та çителĕксĕр, тăван чĕлхене сыхласа хăварас тесен килте ачасемпе чăвашла калаçмалла. Кун пирки пире вырăссем те кала пуçларĕç. Чăваш вăл çавăн пек халăх: ытти культурăсене питĕ хăвăрт йышăнать. Тутар культурине те йышăнать, тутарла калаçнăшăн, юрланăшăн савăнать. Хăйĕн çинчен вара мансах каять. Халь пирĕн культурăна ытларах Европа культури кĕрсе пырать. Çакна чăвашсем хăвăртрах йышăнса пыраççĕ. ЮНЕСКО чăваш чĕлхи 50 çултан пĕтме пултарать тесе асăрхаттарчĕ. Ĕç-пуç малалла та çакăн пекех пырсан чăваш пĕтет. Автономи кăна çăлса хăвараймасть ăна. Ятарлă, лайăх, йĕркеллĕ патшалăх шайĕнчи программа пулмалла. Хальхи вăхăтра эпир Чăваш Республики çине тайăнатпăр. Кашни халăх хăйĕн тĕп республики çине тĕрĕнесшĕн. Чăвашсем Раççей çĕршывĕпех саланнă, тĕрлĕ çĕрте тĕпленнĕ. Тăван чĕлхене вара Чăваш Республикинче те тивĕçлипе вĕрентмеççĕ.
Тӳрремĕн каласан, чăвашсем хăйсен Туррине манни халăх культурине пысăк сиен кӳрет. Чăваш Туррине те пăрахмалла мар. Тĕнпе çыхăннă авалтан пыракан йăла-йĕрке шăпах чăваш культурине çирĕп тытса пынă: рет тунă, пĕр-пĕрин патне ларма çӳренĕ, кĕлĕсем пĕрле ирттернĕ, калаçнă, вăййа тухнă тата ытти. Халь çак йăласем пĕтнĕпе пĕрех.
- Регионсенчи чăвашсем вăйлă пулччăр тесен малтан Чăваш Республики вăйлă пулмалла, унта чăвашлăх программи ĕçлемелле.
- Тĕрĕс. Эпир унта вĕренме, вăй-хăват илме каятпăр. Унта вăй-хăват пулмасан ыттисене чĕртеймеççĕ вĕсем. Хальлĕхе унти хăват, пулăшу çителĕксĕр.
- Олег Николаевич, Сирĕншĕн И.Я. Яковлев Халалĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ, витĕмлĕ каларăш.
- Яковлев Халалĕнче кашни сăмах пĕлтерĕшлĕ. Мана: «Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр», - тени чуна çывăх. Чăвашсене сыхласа хăварас тесен пурнăçламалли ĕçсем питĕ нумай. Енчен те 1989 çулта «Еткер»кăларăм тухма пуçламан пулсан (вăл вăхăтри КПСС обкомĕн 1-мĕш секретарьне Ю.Ф. Горячева наци политикине питĕ ăслă илсе пынăшăн пысăк тав), «Канаш» пулмасан чăвашлăх кунта пĕтетчĕ. Пытармасăр каламалла, эфиртан чăвашла калаçма, чăваш культурипе паллаштарма пуçличчен пирĕн регионта чăваш тени чи начар япалаччĕ. Халĕ ытти халăхсем те чăвашсемпе çывăхланасшăн. Чи çӳллĕ çуртсене чăвашсем çĕклеççĕ, Наци ялĕнче пĕрремĕш кил-çурт – чăвашсен, ытти автономисем ун чухне тытăнманччĕ-те-ха. Ăçта чăваш – унта тасалăх, тирпейлĕх, тĕплĕ тунă ĕç. Ытти халăхсем пиртен тĕслĕх илеççĕ. Эпир кунта авалтанпа пурăнакан тĕп халăхсенчен пĕри.
Тепĕр каларăш: «Çӳле çĕкленекене мĕн хал çитнĕ таран çĕкленме пулăшăр. Хăпарса çитсе тĕрек илсен вăл вара хăй сире аялтан çӳле турта-турта кăларĕ. Малти урапа куссан хыçалти унтан юлмасть». Нумай вăхăт пĕр-пĕринпе хирĕçсе, кĕвĕçсе, килĕшӳ тупаймасăр вăхăта сая яраççĕ. Хăйсем те малалла каяймаççĕ, ыттисене те хăпарма кансĕрлеççĕ. Кун пек самантсем пур. Çакна тĕплемелле, пайланса каймасăр пĕрле, пĕр ушкăнра ĕçлемелле. «Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă - çакна пĕлсе тăрăр», - тенĕ Патриархăмăр. Пирĕн ытлашши чăваш çук. Пĕтĕм чăваш кунта тăван, хурăнташ пек пулмалла. Пурин те пирĕн чăваш чĕлхи ячĕпе пĕр пулса пĕрле пурăнмалла. Пурнăç илемне эпир хамăр тăватпăр. Никам та килсе туса памасть. Пурнăç лайăхпа та, начарпа та пурпĕр иртет.
Лайăх, илемлĕ пурăнмалла - ӳкĕнмелле ан пултăр!
«Канаш» хаçат вулаканĕсене çапла каласшăн: вулăр хаçата, çырăнăр! Тăванăрсене, юлташ-пĕлĕшĕрсене çырăнма сĕнĕр. Тăван халăхпа пĕрле пулăр!
- Калаçушăн тав.
 
: 142, Хаçат: 16 (1469), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: