Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 15-мĕш номерте.)
 
-Кам юрлать/ Кам юрлать/ - пĕлесшĕн пулчĕ хальччен хĕрринче шăп-шăпăрт ларнă Оля.
Люба тĕлĕннипе куçне чарса пăрахрĕ.
-Çавна пĕлместĕн-и/ Христофоров вĕт. Эпир ача чухне пирĕн яла та концертпа килнĕччĕ.
-Лайăх шăрантарать.
-Кам пĕлет, атьăр унпа пĕрле юрлар, - сĕнчĕ Люба.
Ачаш, çепĕç сăмахĕсем
Ĕмĕр юлĕç асăмра-а-а! - илтĕнсе кайрĕ Шурăн хăлхи çумĕнче.
Юрă пĕтсенех кăвайт тавра пуçтарăннă çамрăксем савăнăçлăн шавлама тытăнчĕç. Шурăн çеç кăмăлĕ пĕтĕмпех пăсăлчĕ. Кунта килме килĕшнĕшĕн хăйне-хăй ятларĕ. Шатăртатса çунакан пысăк кăвайт çулăмĕ çине куçне илмесĕр пăхса ларчĕ. Пĕтĕм тĕтĕм хăй çине вĕçнине те асăрхамарĕ. Никампа та калаçмарĕ. Веня сĕнекен тĕрлĕ çимĕçсене ячĕшĕн çеç тутанса пăхрĕ. "Ытла та инçете кайрăн çав эсĕ, Саша", - аса илчĕ малтанхи савнине. "Таврăнма çук çĕре. Салам та ямаççĕ унтан".
Тăсса панă черккери эрехе ĕçнĕ пек туса никам курман чухне сăмса тутăрĕ çине сурса кăларчĕ.
"Савăнатăр, кулатăр эппин. Сирĕн пурте лайăх", - курăнса кайрĕ çулăм ăшĕнче Сашăн сăнĕ. "Кĕçех акă качча та кайăн. Машинапа ярăнтарса çӳрĕç сана". Юлашки тĕлпулури пекех каччăн сенкер кăвак куçĕ-сем Шура çине салхуллăн пăхрĕç. "Телей сунатăп сана!" Çулăм ăшĕнче тăракан пирвайхи савнин пуçĕ сасартăк кĕлеткинчен уйрăлса Шурăн урисем патне мечĕк пек кусса пычĕ. Куçне çеç курăнчĕ кăна пулин те хĕр хăй вырăнĕнчен сиксе тăчĕ.
-Фу-у! - кăвайтран аяккарах пăрăнма васкарĕ вăл.
-Кала Шура, тусусенчен вăрттăнлăхра ан тыт. Хăçан Веня валли хĕр килĕшме пыратпăр/ - татах çав ыйтăва хускатрĕ Сергей.
Ниçта канлĕх тупайман хĕр каллех сиксе тăчĕ.
-Пулмасть туй. Пулмасть!
Хаяррăн кăшкăрса ярса Шура йывăçсем енне ыткăнчĕ. Анчах хальхинче унта кĕрсе пытанма ĕлкĕреймерĕ. Самантрах хăваласа çитнĕ Веня хĕре хăй ытамне ярса та илчĕ.
-Ну, хальхинче мĕн каймарĕ-ха сан кăмăлна/ - ăнланмарĕ кӳреннĕ каччă. - Мĕнпе юраймарăм/
-Пурте лайăх. Савăнăр эсир. Манăн, тем, пуç ыратать. Киле каятăп эпĕ.
-Тен, машинăпа леçсе ярас/
-Кирлĕ мар. Çырма урлă кăна каçмалла-çке.
-Атя, апла пулсан çуран ăсатса ярас хăть. Тĕттĕмре хăрушă.
-Хăрамастăп эпĕ.
Шурăн куçĕсем çиллессĕн ялкăшса илчĕç. Пуçне çӳлелле каçăртрĕ хĕр.
-И вообще, кам эсĕ/ Кам чĕннĕ сана/! Мĕншĕн манран ниепле хăпаймастăн/! Мана хăвăн арăму тăвассишĕн урана çулама хатĕр. Ăçта сан мăнаçлăху. Хăть те мĕн тусан та качча каяс çук эпĕ сана. Курас килмест хăвна та, машинуна та. Хăп манран!
Шура туртăнса каччăн аллинчен вĕçерĕ-нчĕ.
-Урăхран ман енне утăм тунă ан пултăр! - каласа хăварчĕ йывăçсем хушшине кĕрсе каяс умĕн.
Шыва чăмасран хăрамасăрах чупса каçрĕ çырма урлă.
-Ухмах эсĕ! Мăнкăмăллă! - янрашрĕ аякра Веня.
-Саша, каçар мана. Саша! - ним тăвайман енне алă чĕрнисене кăшласа чупрĕ хĕр.
Пур енчен те лайăхчĕ Саша: хитре, патвар, йăваш, мăнаçлă. Хĕр умĕнче Веня пек нихăçан та чĕркуçленес çукчĕ вăл. Çавăнпа юрататчĕ те ăна Шура. Кирлех пулсан хăй ун умне чĕркуçленме хатĕрччĕ. Шурăна çеç кăмăллатчĕ. Анчах унччен темиçе каччăпа та çӳресе курнă хĕр Сашăра та çитменлĕх тупрĕ. Машини çукчĕ унăн. Шурăн вара унпа ял тăрăх чаплă "иномаркăпа" ярăнса хĕр-тусĕсене ăмсантарас килетчĕ. Çавăнпа та кашни тĕлпулура машина пирки калаçу хускатма тытăнчĕ. Çакна илтсе йăлăхнипе-тĕр пĕррехинче:
-Ман атте аннене качча илме тракторпах кайнă, - тесе хучĕ.
Хăть те хăçан та хăйĕнне тутарма хăнăхнă Шурăна каччăн сăмахĕсем, паллах, çырлахтармарĕç. Сĕрмен урапа йывăр кусать, çавăнпа та Саша умĕнче машина пирки ĕмĕтленме чарăнмарĕ. "Хăйĕнчен пиçмест -тĕк ашшĕ-амăшĕ илсе патăр.
Саша вăр-вартарах пултăр тесе чееленме шутларĕ.
Юлашки тĕлпулу куçĕ умне тухса тăчĕ.
-Мĕн туса çӳретĕн/ - сиввĕн пăхма тăрăшрĕ Шура каччă çине.
Саша хĕртен тĕлĕннипе куçне мăчлаттарчĕ.
-Сан патна килтĕм.
-Урăхран ман пата ан ки-и-ил.
-Мĕншĕн/ - тĕксĕмлене пуçларĕ каччăн сăнĕ.
"Ĕненчĕ", - палăртрĕ ăшĕнче Шура Сашăна куç хӳрипе тимлĕн сăнаса. "Вăййа" малалла тăсма шутларĕ.
-Саншăн эпĕ кунта çу-у-ук.
-Мĕн пулчĕ-ха тата/ - Шура вылянине каччă тавçăрса илеймерĕ.
Ахăлтатса кулса ярасран çăварне аллипе хупласа хĕр малалла "саваларĕ".
-Пĕлетĕн-и эсĕ, - терĕ Саша çине сиввĕн пăхса.
-Мĕн пирки/
-Мăнакка пурăнакан ялти Иванов Андрея паллатăн вĕт/
-Палламасăр. Пирĕн яла та час-часах хăйĕн "Мицубисипе" килсе çӳрет.
-Эпĕ мăнакка патĕнче чухне вăл мана ялан хăйĕн машинипе ярăнтарса çӳрет. Иртнĕ шăматкун вара таврари пĕтĕм яла çитсе куртăмăр пулĕ. Киле ирхине çеç кӳ-рсе ячĕ. Шутласа пăх-ха. Кĕтӳ каять ĕнтĕ. Эпĕ халат вĕççĕн машинăран анса юлтăм. Кĕтӳ ăсатма тухнă кинемейсем тем шутларĕç ĕнтĕ/ - пăшăрханчĕ Шура.
"Çапса ярать-и-ха", - пăхрĕ савни çине куç хӳрипе.
-Санран пиçмерĕ машина илесси, - тутине тăсса пуçне хĕрринелле пăрчĕ хĕр. Пӳрнисемпе суя куççульне шăла-шăла малалла калаçрĕ:
-Хытă кӳрентертĕн эсĕ мана.
"Е чĕркуçленсе каçару ыйтать, е çапса ярать", - шухăшларĕ çамки çине усăннă çӳç пĕрчине пӳрни çине пĕтĕрнĕ хутра.
Анчах Саша апла та, капла та тумарĕ. Кӳ-реннĕ хĕр çине сенкер кăвак куçĕпе салхуллăн пăхса ним чĕнмесĕр çаврăнса утрĕ. Ăна хăваласа çитсе хăй суйнине йышăнмалла кăначчĕ Шурăн çавăн чухне, мăнкăмăлăхĕ чарчĕ. "Эпĕ тĕрĕс тăватăп", - терĕ ăшĕнче пуçне пĕкнĕ каччă кайнине сăнаса. Чавси çывăх та çыртма çук ав. Тепĕр уйăхран Саша вара контрактпа çара кайрĕ. "Пăр хускалчĕ", - савăнчĕ Шура çак хыпара илтсен. Пăшăрханма сăлтавĕ те çукчĕ. Вăрçă пымасть. Пăртак кĕтесси кăна. Кĕçех кĕсье тулли укçапа таврăнĕ. "Çавăн чухне машина илтеретĕпех", - ĕмĕтленчĕ вăл.
Çулман курăк утă мар тесе ахальтен каламан çав ваттисем. Унăн ĕмĕчĕсем пурнăçланĕччĕç те-и, тен. Анчах...
1999 çулхи çурла уйăхĕнче чечен боевикĕсем Дагестана тапăнса кĕчĕç. Кĕçех яла хăрушă хыпар та çитрĕ. Сашăна пытарнă чухне тупăкне уçтармарĕç. "Йывăр аманса пуç касакансем патне тыткăна лекнĕ пулнă", - сарăлчĕ сас-хура пытарма пынисен хушшинче. Тӳсме çук хуйхăпа Сашăн ашшĕпе амăшĕ те кĕçех çĕре кĕчĕç.
-Каçар мана, Саша. Каçар! - шăпăртатса юхакан вĕри куççульне аллипе шăлкаласа ĕсĕклесе чупрĕ Шура.
Килне чупса çитрĕ. Выртсан та вăрахчен шăварчĕ минтерне куççулĕпе.
-Саша, Саша! - "ыткăнчĕ" куçĕ умĕнчен аякран аякка кайса пыракан каччă хыççăн.
-Ан кулян, Саша. Каймастăп эпĕ Веньăна качча. Никама та каймастăп, - калаçса выртрĕ тĕттĕм пӳлĕмре хăйпе-хăй.
 
: 228, Хаçат: 16 (1469), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: