Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пулнах чăвашăн та телейĕ
Çак çутă тĕнчере. Паян
Хам сăмаха çирĕплетейĕп –
Эпир талантсемпе пуян.
 
Кăнна Кушки чăвашĕ. Тăлăх
Ача ӳссессĕн, Чĕмпĕре
Килсе çитсессĕн, манăн халăх
Вăй илнĕ çакă тĕнчере.
 
Вăл чăннипех юмахри Улăп
Ĕçне пикеннĕ ачаран.
«Хам халăха эп кирлĕ пулăп!» –
Тĕв тунă Яковлев Иван.
 
Ырмасăр çутталла вăл туртнă
Хăй хыççăн пĕтĕм чăваша.
Çулне çырулăх урлă курнă,
Шыранă вырăс юлташа.
 
Полякпала та çывăхланнă,
Пĕр шухăшлă çынсем самай
Ăна асăрхаса куçланă,
Ĕçпе те пулăшнă пĕрмай.
 
Илья Ульянов – Ленин ашшĕ –
Чи çывăх тусĕ пулнă ун.
Куллен курса калаçнă ăшшăн
Тĕл пулнă хыççăн икĕ чун.
 
Ильминский пулнă тепĕр вырăс,
Унпа паллашнă Хусанта.
Çапла куллен вăй илнĕ виç ăс
Пĕрле тĕл пулнă яхăнта.
 
Илья Ульянов хӳтĕленĕ
Чăваш шкулне кив Чĕмпĕрте.
Чăваш ачи-пăчи вĕреннĕ
Сахал-и иртнĕ ĕмĕрте/
 
Çапла чăваш хевти туптаннă –
Çулран-çул çирĕп вăй хушать.
Çунат сарса яла ăсаннă –
Унта та çамрăк вăй хунать.
 
Çуралнă вĕр çĕнĕ культура,
Чăваш культури Чĕмпĕрте.
Ăна кам пуçарса кам турĕ/
Ун ячĕ пурăнать пирте.
 
«Чăваш Турри» тесех каланă
Ахальтен мар ăна авал.
Çапла сăнарласа чысланă,
Тĕл пулаканĕ панă ал.
 
Эп хам та ӳссе çынна çитнĕ
Вăл уçнă аякри шкулта.
Ялти ачасене вĕрентнĕ
Аттепеле анне унта.
 
«Ăшкул Тули», - тесе чĕнетчĕç
Ялта ача чух ваттисем.
Ял-йышпала пĕрле ӳстерчĕç
Атте-анне вилсен вĕсем.
 
Ӳссе çитсессĕн тар юхтартăм
Ялан район хаçатĕнче.
Унта эп ырă ят хăвартăм,
Ку манăн – хамăн пĕр тĕнче.
 
Паллах, пырса çӳреттĕм тăтăш
Ялти çав Яковлев шкулне.
Уявламашкăн кĕчĕ шухăш
Çулленех Яковлев кунне.
 
Чăваш чĕлхин те пур халь Кунĕ,
Ку – Яковлев çуралнă кун.
Ара, пире вăл ырлăх кӳнĕ,
Чăваш ĕçне эс ырă сун.
 
Кĕç сăвă çыртăм, кĕнеке те
Улăп çынна халалласа.
Упрантăр ĕмĕр çакă витĕм,
Ун ĕçĕ чĕрĕ те таса.
 
: 114, Хаçат: 16 (1469), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: