Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕн облаçри кăна мар, пĕтĕм тĕнчери чăвашсене Иван Яковлевич Яковлев кам иккенне, вăл чăвашсемшĕн тата Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсемшĕн вышкайсăр пысăк ĕç тунине ăнлантарма кирлĕ мар. И.Я. Яковлевăн вилĕмсĕр ятне çулсерен çĕклесе пырса эпир, чăвашсем, хамăр та вăйланса, тĕрекленсе пыратпăр.
И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул тултарнине кăçал мĕнпур тĕнчери чăваш общественноçĕ паллă тăвать. Чĕмпĕр кĕпĕрнишĕн, Ульяновск облаçĕшĕн Патриархăмăрăн ячĕ пушшех сумлă. Шăп Чĕмпĕрте вăл чăваш халăхне çутта кăларассипе çыхăннă мĕнпур шухăш-кăмăлне пурнăçа кĕртнĕ. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен пин ытла çын вĕренсе тухнă, кунта чăваш интеллигенцийĕ йĕркеленнĕ, чăваш çырулăхĕ, театрĕ, кĕнеке издательстви, литератури, музыки, сăмахлăхĕ никĕсленнĕ. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнисем хĕвел пайăркисем пек саланса кайса тăван халăхăмăра тĕттĕмлĕхрен çутта кăларассишĕн ырми-канми тăрăшнă, педагогикăра паянхи кунччен тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн юбилейне паллă тăвассипе çыхăннă тĕрлĕ мероприятисем палăртрĕ. Тĕрĕссипе, И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине нарăс (февраль) уйăхĕнчех облаçри тĕрлĕ районта Чăваш культура кунĕсем йĕркелесе палăртма тытăннă. Вĕсем çулталăк вĕçленичченех тăсăлĕç.
Савăнăçлă юбилейпе çыхăннă мероприяти акан 20-мĕшĕнче Ульяновскри Ленин мемориалĕнче иртрĕ. Хăнасем Раççейри 15 регионтан килсе çитрĕç.
Ирхине 9 сехетре И.Я. Яковлев палăкĕ умне чĕрĕ чечек карçинкки лартрĕç. Çак пысăк чыса Ульяновскри чăваш педучилищинче вĕреннĕ, регионта наци юхăмне пуçарса ярса аталантарассишĕн нумай вăй хунă Чăваш халăх ăсчахĕ, журналист, çыравçă Александр Богатов тата Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем, кĕпĕрнаттăрăн И.Я. Яковлев ячĕллĕ премине илекенсем – Елена Задорнова тата Владислав Борисов тивĕçрĕç.
Халăх мулĕ – ăс-хакăлĕпе юрри-ташши, алăсталăхĕ
Фойере облаçри тĕрлĕ патшалăх учрежденийĕ (библиотекăсем, архив, Культурăпа вĕренӳ çурчĕсем), ялпа хула тăрăхĕсем, харпăр çынсем хăйсен куравĕсене тăратнăччĕ. Юбилей экспозицине Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн Иван Яковлевăн пултарулăхĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарнăччĕ, интереслĕ те хăйнеевĕр япаласем тăратнăччĕ. Ульяновскри 17-мĕш «Содружество» наци библиотеки Патриархăмăр çинчен çырнă чи интереслĕ кĕнекесем илсе килнĕ, регионти патшалăх архивĕ – пуян та сайра йышши документсемпе материалсем, «Канаш» хаçат – кĕнекесем тата хаçат-журнал. Кашниех юбилей тĕлне тăрăшса хатĕрленни куçкĕрет.
Çинкĕлпе Чăнлă районĕсенчен, Çĕнĕ Ульяновскран, Ульяновскăн Засвияжски, Заволжски тата Ленин районĕсенчен Вологда мелĕпе çыхакансем, сувенир-тетте хатĕрлекенсем, дизайнер-модельерсе м, илемлĕхпе ĕçлев ӳнерĕн ăстисем, пултаруллă таврапĕлӳçĕсем, çулçӳревçĕсем килсе çитнĕ: Тамара Севастьянова, Зоя Филиппова, Валерия Хомякова,Татьяна Серебрякова, Екатерина Кирюшкина, Наталья Новоселец, Зоя Рейтер, Елена Уресметова, Галина Елисеева, Николай Кирюшин, Людвиг Яковлев, Владимир Ярухин. Уява облаçри кашни районтан делегатсем хутшăнчĕç. Аслисемпе пĕрлех шкул ачисем те, аслă шкулпа ятарлă вăтам пĕлӳ паракан çуртсенче вĕренекенсем те хăйсене кирлине тупрĕç кунта. Вĕсем хавхалансах алăстисен куравĕсемпе, чăваш кĕписемпе тата капăрлăхĕсемпе, илемлĕ япалисемпе, «Чăваш кил-çурчĕпе», вырăнти таврапĕлӳçĕсен кĕнекисемпе-ĕçĕсемп е, урăх ниçта та курма май çук паха материалсемпе паллашрĕç, çынсемпе калаçрĕç, концерт курчĕç.
Чылайăшĕ чăваш кĕнеке издательстви Шупашкартан илсе килнĕ кĕнекесем патĕнче самаях тытăнса тăчĕ, илемлĕ, таврапĕлӳ, истори литератури туянчĕ.
Культура программине Веронияпа Станислав Толстовсем пуçларĕç. «Эревет» репертуарĕнчи чи илемлĕ юрăсене шăрантарчĕç. Кĕтнĕ концертпа киленнĕ май уяв халăхĕ ташша ячĕ.
«Сăрнай» (пултарулăх ертӳçи – Виктор Коваленко), «Палнай» (Валентина Сымова), «Укăлча» (Елена Лянкина), «Уйсас» (Александра Синдюкова), «Телейпе» «Савăнăç» (Петр Улюкин) тата ыттисем чăн-чăн савăнăç туйăмĕ парнелерĕç куракансене. Елена Уресметовапа Василиса Чернова ентешĕсемпе хаклă хăнасене техĕмлĕ чăваш сăрипе сăйларĕç. «Канаш» хаçат ĕçченĕсем пурне те юбилей номерĕпе паллашма, сĕтел патнерех пырса хаçатăмăра 2018 çулăн иккĕмĕш çурçуллăх валли çырăнма йыхăрчĕç.
- Эпир ку уява килме тахçантанпах шухăшласа хунă. Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине Раççей шайĕ-нче паллă туни пĕлтерĕшлĕ. Чăваш çырулăхĕн сăпкине ытти регионсенчен те килсе курччăр! Чĕмпĕр-Ульяновск чăваш элитине çуратма, аталантарма пултарнă тăрăх. Атăл хĕрринчи пирĕн хуламăр Аслă Вĕрентекенĕмĕре ырă та сăваплă ĕçсем тума хавхалантарнă, тĕнчипе палăрнă чăваш шкулне уçма ăс-хакăлпа вăй-хăват панă. Паян та кунта пурнăçа юратакан, малалла ыткăнакан пултаруллă чăвашсем пурăннине курса чун савăнать, - терĕç Мелекесс районĕнчи Эврел ялĕнчен килнĕ чăвашсем, «Телей» фольклор ушкăнĕн юрăçисем.
Чăнлă районĕнчи Тутар Каши шкулĕ-нче чăваш чĕлхине вĕрентекенсемпе вĕренекенсене (делегаци ертӳçи – Владимир Грузин), Майна районĕнчи Чӳрекел шкул ачисемпе учителĕсене (Зинаида Ярославская) чи малтан И.Я. Яковлев утса тухнă пурнăç сукмакĕ-пе вышкайсăр сулмаклă ĕçĕ-хĕлĕ кăсăклантарчĕ. Вĕсем тĕрлĕ хаклă йышши документсенчен хатĕрленĕ куравсем патĕнче тытăнса тăчĕç, ыйтусем пачĕç.
- Мĕнпе савăнтарчĕ-ха ку уяв/ Чи малтан Ульяновск облаçĕнчи хамăр юратакан, чун-чĕрешĕн хаклă ансамбльсемпе ушкăнсен юрăçисемпе тĕл пулса калаçма май пурри. Хăвăрах куратăр-çке - сцена çине пĕрин хыççăн тепри илемлĕ тумлă артистсем тухаççĕ, репертуарĕнчи чи çепĕç те илемлĕ юррисене янраттараççĕ. Чун хĕпĕртет! Пурне те уяв ячĕпе саламлатпăр, - терĕç «Палнай» солисткисем Галина Яковлева тата Галина Игнатьева.
Çĕнĕ хула мухтавĕ, «Сăрнай» солисчĕ Владимир Сорокин хăй сăмахĕнче УОЧНКА йĕркелесе ирттерекен çакăн йышши чаплă уявсем вырăнти чăвашсене пĕрлештернине, хăватлăрах тунине каларĕ, пуçаруллă ĕçсемшĕн, Яковлевăн 170 çулхи юбилейне пысăк шайра ирттерме майсем тупнăшăн тав турĕ.
И.Я.Яковлев палăкĕ Мускавра та пулмалла
Вунă сехетре Мемцентрти ятарлă залра «И.Я. Яковлев тата паянхи пурнăç» темăпа ăслăлăхпа практика конференцийĕ пуçланчĕ. Унта паллă ăсчахсем, регионти вĕренӳ министерствин ĕçченĕсем, ача сачĕсен директорĕ-семпе методисчĕсем, вĕрентӳçĕсем, таврапĕлӳçĕсемпе журналистсем, музей ĕçченĕсем, поэтсемпе çыравçăсем тата ыттисем хутшăнчĕç. Çавра сĕтел хушшинче пынă калаçу интереслĕ те пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.
Конференцие УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев тата облаçри Вĕренӳ аталанăвĕн институчĕн директорĕ, РФ тава тивĕçлĕ учителĕ Тамара Ашлапова ертсе пычĕç.
Чи малтанах сăмах Яковлевăн çеçпĕлĕсене, Ульяновскри 20-мĕш «Искринка» ача сачĕн ушкăнне пачĕç. Вĕсем И.Антонова тата О.Краснова воспитательсем ертсе пынипе хăйсем тăван чĕлхене еплерех юратнине çирĕ-плетсе сăвăсем каларĕç. Çакăншăн автономирен парне илсен шăпăрлансем пушшех савăнчĕç.
Ĕçлĕ калаçăва Чăнлă районĕнчи Ирçел шкулĕнче тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекен Н.М. Сайгушева уçрĕ. «И.Я. Яковлев – иртнĕ, хальхи тата пулас пурнăçра» темăна уçса парса вăл хăйсен шкулĕнче И.Я. Яковлев Халалне пурнăçлассипе мĕнле ĕçсем туса ирттернине каласа пачĕ.
Чăваш халăх поэчĕн Валери Туркайăн теми литературăпа çыхăннă – «И.Я. Яковлев тата чăваш литературин аталанăвĕ». Вăл Чĕмпĕр чăваш шкулĕ тăван литературăна çуратнă, аталантарнă цетр пулнине палăртса паллă çыравçăсен ĕçĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ. И.Я. Яковлев пулман пулсан тĕнчипе паллă «Нарспи» кун çути курĕччĕ-ши текен ыйтăва хуравларĕ. Çаплах Патриархăмăр православи тĕнне йышăнма сĕнсе чăваш халăхне пĕтересрен сыхласа хăварнине, пирĕн Н.И. Ильминские те çавăн пекех сума сумаллине палăртрĕ. Шăпах Ильминский вырăс мар халăхсене хăйсен чĕлхипе вĕрентмелли пирки калама пуçланă, çак шухăша вара Яковлев пурнăçланă.
Валери Туркай халăхăмăр И.Я.Яковлев умĕнче ялан пуç тайнине, ăна Турă вырăнне хунине палăртрĕ, унăн палăкĕ Мускавра пулма тивĕçлĕ терĕ. Çавăнпа та конференци резолюцине Патриархăмăрăн 180 çулхи юбилейĕ тĕлне Мускавра палăк уçмаллине, çакăн пирки влаçăн пур тытăмне те çырусем çырмаллине кĕртме ыйтрĕ. Конференци сĕнӳпе килĕшрĕ.
«Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я. Яковлев хваттерĕ» музей ĕçченĕ С.А. Борисова Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн вилĕмсĕр ĕçĕсемпе паллаштарнă май паян хăйсем унăн ĕçне сарассипе мĕн-мĕн тунипе тата малашнехи тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.
Чăваш таврапĕлӳçисен вице-президенчĕ, Чăваш халăх академикĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Виталий Станьял И.Я. Яковлев биографийĕнчи тавлашуллă самантсем çинче чарăнса тăчĕ. "Яковлевпа пĕр вăхăтра ĕçленĕ е унăн шкулĕнчен вĕренсе тухнисенчен хăшне-пĕрне маннă, хăш чухне юриех те маннă", - терĕ Виталий Петрович, вĕсен пурнăçне, ĕçĕсене тĕпчеме сĕнчĕ. Çакна вырăнти таврапĕлӳçĕ-сен хастартарах явăçмаллине, çав çынсенчен нумайăшне Ульяновскра тухнă «Краткая чувашская энциклопедия» кĕнекене те кĕртменнине татса каларĕ. Тĕслĕхрен, яланах куçран тата тĕрĕсне калама юратнă В.И. Иворбеева тивĕçсĕр маннине илсе кăтартрĕ. Яковлев пурнăçĕнчи тавлашуллă тепĕр ыйту – мĕншĕн вăл хăйĕн ачисене чăвашла вĕрентменни. В.П.Станьялăн сĕнĕвĕпе И.Я.Яковлевăн пурнăçне, шухăшлавне, ĕçĕсене лайăхрах пĕлес тесен унпа çыхăннă мĕнпур документсене пичетлемелле, çынсем патне çитермелле, çырăвĕсене музейсенче кăтартмалла.
Тюмень облаçĕнчен килсе çитнĕ хăна А.В. Павлов та Яковлев Халалне пурнăçлассипе мĕнле ĕçсем туса ирттернипе паллаштарчĕ.
Чăваш патшалăх педагогика университечĕн проректорĕ, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ, пĕтĕм тĕнчери педагогика академийĕн чăн членĕ Т.Н. Петрова паянхи пурнăçпа çыхăнтарса хальхи педагогикăна Яковлевăн вĕрентӳ мелĕсене каялла тавăрасси пирки калаçрĕ. «Паянхи шкулта ачасене доска тасаттарма юраманнине шута илсен ĕç воспитанийĕ пирки мĕн калаçмалли пур унта/ Ĕç урокĕсенче ачасем хутпа кăранташпа лараççĕ, презентацисем тăваççĕ, - пăшăрханчĕ ăсчах. - Кашни çемьере И.Я. Яковлевăн «Манăн пурнăç» кĕнекине вуламалла, унăн пурнăçĕн, ĕçĕн тĕслĕхĕпе çамрăксене воспитани памалла. Воспитани тĕллевĕ – çынна телейлĕ пулма вĕрентесси. Телейне вара кам ăçта тупать. И.Я. Яковлев хăйĕн тĕслĕхĕпе Раççее кăна мар, пĕтĕм тĕнчене мĕнле ĕçлемеллине, пурăнмаллине кăтартса панă. Паянхи вĕрентӳре унпа мĕнле усă курмаллине пирĕн пĕрле шухăшламалла. Çавăнпа та çакăн пек конференцисем питĕ кирлĕ, çав тери пĕлтерĕшлĕ», - терĕ вăл.
Истори ăслăлăхĕн кандидачĕ Р.В. Макарова И.Я.Яковлев вăхăтĕнчи Чĕмпĕр хули, ăна илемлетес, хăтлăрах тăвассишĕн Вĕрентекенĕмĕр мĕнле ĕçсем туни çинчен каласа пачĕ.
УОЧНКА председателĕн пулăшаканĕ В.Ф.Ромашкинăн доклачĕн теми – «19-мĕш ĕмĕрти 60-мĕш çулсенчи Чĕмпĕ-рти арçынсен гимназийĕ. Гимназист И.Я.Яковлев». Вăл унпа тезис евĕрлĕ паллаштарчĕ.
Ульяновскри чăваш педучилищинчен вĕренсе тухнă А.М. Богатов маларах калаçакансен сăмахĕсене хакланинчен пуçларĕ. «Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай мĕнпур çыравçăпа музыкант пирки каласа пачĕ. Хăй çинчен вара пĕр сăмах та çук. Вăл вара паян «Литературная газета» изданире час-часах пичетленекен, хăйĕн шухăшне пĕлтерекен, сассине паракан пĕртен-пĕр чăваш поэчĕ, - терĕ. Çаплах Александр Михайлович Яковлев шкулĕ ялан совет шкулĕ пулнине çирĕплетсе регионта «За советскую школу» юхăмăн ĕçĕ, йывăрлăхĕ çинчен кĕскен каларĕ. Паянхи вĕренӳпе чăваш педучилищинчи тытăма танлаштарчĕ. Воспитанипе вĕренӳре чи малтан ĕç пулнине пăрахăçланин сиенне тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ. «Министрсене мĕн чухлĕ улăштарсан та усси пулмĕ, вĕренӳ тытăмне, саккуна улăштармалла», - терĕ. - Чăваш, тен хăйĕн ытлашши сăпайлăхĕпе, Яковлева ятне тивĕçлĕ таранччен çӳле çĕклемен-ха. И.Я. Яковлев – пĕтĕм Çĕр чăмăрĕ пĕлмелли ÇЫН. Ульяновскри культурăпа çутĕç училищин директорĕ пулнă Виктор Кошелев мана питĕ ăслă сăмахсем каланăччĕ: "Енчен те И.Я. Яковлев Англире пурăннă пулсан ун сăнарне пĕтĕм тĕнче пĕлĕччĕ. Эсир, чăвашсем, ăна питĕрсе усратăр".
И.Я. Яковлев паян та çут ĕçĕн кĕрешĕвĕнче. Конференцие хутшăнма май пулнăшăн питĕ савăнатăп», - вĕçлерĕ аксакалăмăр сăмахне.
Конференци резолюцине çаплах Шупашкарти Наци вулавăшне И.Я. Яковлев ятне парассине тата Тутар Республикинчи Пăвара Бюргановские палăк лартма пулăшма çыру хатĕрлесе власть тытăмне çитерессине («Сувар» хаçатăн тĕп редакторĕ К.А. Малышев сĕнчĕ) кĕртрĕç.
Пухăннисем конференци çӳллĕ шайра иртнине палăртрĕç, кунта тунă докладсемпе УОЧНКА ятарлă брошюра кăларĕ.
Хастарсен ĕçĕсене палăртса УОЧНКА председателĕ О.Н. Мустаев йăхташăмăрсене асăнмалăх медальсемпе чысларĕ: – И.Я. Яковлевăн медалĕпе А.В.Павлова (Тюмень облаçĕ), Л.П. Куракова (Чăваш Республики), Ваççа Аниççин медалĕпе Н.М. Сайгушевана, Ильпек Микулайĕн медалĕпе – Н.Г. Кондрашкина (Ульяновск облаçĕ), Бичурин медалĕпе – К.А. Малышева (Тутарстан).
Чунăрсене малашне те ырă ĕçсемпе илемлетĕр!
Тĕп сцена çинче уяв Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр саламĕпе пуçланчĕ.
- И.Я.Яковлев – революцичченхи, хальхи Раççейри тата совет саманинчи чи паллă çын.
Халĕ хамăрăн ентеш пирки пĕтĕм тĕнчене тĕрĕс пĕлтересси çинчен шухăшламалла. И.Я. Яковлев пире телейлĕрех те вăйлăрах пулма вĕрентрĕ. Халăхсен туслăхне çирĕплетмеллине ăнлантарчĕ. «Верьте в Россию, любите ее и она вам будет матерью» – вилĕмсĕр сăмахсем, паянхи кун та пысăк пĕлтерĕ-шлĕ. Вăл çак сăмахсене чăвашсене кăна мар, мĕнпур халăха каланă, çав шутра вырăссене те. Паян Ульяновск облаçĕ – унăн Халалне тĕпе хурса наци политикине тĕрĕс илсе пыракан регион. Автономисем халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетессипе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Çак ĕçре УОЧНКА председателĕн О.Н. Мустаевăн тӳпи пысăк. Чăвашсем пур енĕпе те малта пыраççĕ. Наци ялĕнче чи малтан чăваш-кил çурчĕ çĕкленчĕ. Тав çемйипех строительствăпа ĕçлекен Федоровсене. Çаплах кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашлуçине В.И. Сваева нумай çул чăвашсене ертсе пынăшăн, çыравçăсемпе таврапĕлӳçĕсене – В.Н. Таравата, А.Ф. Юмана, А.Г. Дмитриева, Н.А. Казакова, В.Е. Ярухина, «Еткер» кăларăмпа «Канаш» хаçат журналисчĕсене, спортсменсене – С.М. Красновпа В.В. Софронова, вĕрентӳçĕсене – С. И. Мигукована, Е.К. Сулагаевана, С.А. Марышевана, Е.М. Краснована, Н.М. Сайгушевана тата ыттисене пысăк тав. Эсир пурте – Яковлевăн ĕçне тивĕçлипе çӳле çĕклесе пыракансем. Хăвăр чунăрсене малашне те ырă ĕçсемпе илемлетĕр! – вĕçлерĕ вăл сăмахне.
Кĕпĕрнаттăрăн тав çырăвне УОЧНКА Чартаклă районĕнчи уйрăмĕн председателĕ И.В. Мишина, Майна районĕнчи председателĕ Ю.Н. Волынщиков, «И.Я. Яковлев хваттерĕ» музей заведующийĕ Н.В. Литвинова тивĕçрĕç.
Чĕмпĕр тата Çĕнĕ Спасск митрополичĕ Анастасий чăвашсене уявпа саламланă май Яковлевăн Халалĕнчи сăмахсем пирки каларĕ.Чăвашсем Турра хытă ĕненнине палăртса Чăваш, Тутар Республикисенчи, Ульяновск облаçĕнчи мĕнпур священниксен иккĕ-виççĕмĕш пайĕ чăваш пулнине пĕлтерчĕ.
Ентешсене саламлакансем хушшинче çаплах РФ Патшалăх Думин депутачĕ О.А. Николаев, ЧР культура министрĕ К.Г. Яковлев, ЧР Патшалăх канашĕн депутачĕ, ЧНКА президенчĕ Н.Ф. Угаслов, облаçри Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ Т.А.Антонцев, ЧР Халăхсен ассамблейин председателĕ Л.П. Кураков профессор пулчĕç, автономие асăнмалăх парнесем пачĕç.
Хисеппе чыса чăвашлăх ĕçĕнче нумай вăй хуракан çак ентешсем тивĕçрĕç: УОЧНКА председателĕ О.Н. Мустаев, Мелекесс район автономийĕн хастарĕ Н.Н. Иванов, УОЧНКА Кăлаткупуç районĕнчи уйрăмĕн председателĕ В.В. Черкасова, Н.Г. Новоселец алăсти (РФ Патшалăх Думин Тав çырăвне)* «Канаш» хаçатăн яваплă секретарĕ В.А. Ефимова, «Палнай» ансамблĕн ертӳçи В.А. Сымова (ЧР Культура министерствин Тав çырăвне), «Укăлча», «Хĕвел» ушкăнсен ертӳçи Е.Н. Лянкина (ЧР Культура министерствин Хисеп хутне)* «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕн ĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Е.Н. Мустаева (ЧР Патшалăх канашĕн Хисеп хутне, алла çыхмалли сехет, облаçри Саккунсем кăларакан Пухăвăн Хисеп хутне), «Канаш» хаçат корреспонденчĕ Е.Г. Алексеева, Н.Н. Кирюшин таврапĕлӳçĕ (ЧР Патшалăх канашĕн Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехет)* УОЧНКА Çĕнĕ Ульяновскри уйрăмĕн председателĕ З.М. Рейтер (Саккунсем кăларакан Пухăвăн Тав çырăвне), Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенти музей ĕçченĕ, таврапĕлӳçĕ П.Г. Андрихов (ЧНК Хисеп хутне).
УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев сăмахĕнче грант парса уява çӳллĕ шайра йĕркелеме пулăшнăшăн уйрăмах область правительствине тата пухăннă халăха тав турĕ. Патриархăмăр юбилейĕпе çыхăннă чыславава Шупашкартан килсе çитнĕ «Уяв» халăх ансамблĕ илемлĕ концерчĕпе тăсрĕ.
Ытти регионсенчен килсе çитнĕ хăнасем «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я. Яковлев хваттерĕ» музейпа паллашрĕç.
 
: 56, Хаçат: 17 (1470), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: