Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ĂÇĕршыври мĕнпур халăха тăрантараканĕ – ялхуçалăх ĕçченĕ. Совет саманинче çак яваплă тивĕçе колхозсемпе совхозсем пурнăçланă пулсан, паян ку ĕç ытларах фермерсен хулпуççийĕ çине тиенет. Мĕнле пурăнать-ха фермер/ Мĕнле ыйтусем кăсăклантараççĕ ăна/ Мĕнле йывăрлăхсем, чăрмавсем – унăн ĕçĕнче/
«Пĕрлĕхре – вăй!» - тенĕ мĕн авалтан чăвашсем. Совет саманинче те хуçалăхсем пĕр-пĕрне пулăшса ĕçленĕ. Колхоз-совхоз вăл хăй хуçалăхсен пĕрлĕхĕ пулнă.
Чăнлă районĕнчи çĕр ĕçченĕсем, фермерсем, çак йăлана тăсса хăйсен пĕрлĕхне – «Чăнлă районĕнчи фермер хуçалăхĕсен ассоциацине» туса хунă. Ассоциацире пулни çуракине хатĕ-рленме те, ăна вăхăтра ирттерме те, çитĕннĕ тухăçа пуçтарса илме, ăна сутма та çăмăллăх парать.
Ассоциацири фермерсем час-часах пĕрле пухăнса тĕрлĕ ыйтăва сӳтсе яваççĕ, йывăрлăхсене татса памалли майсем пирки пĕрле шутлаççĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ, туса илнĕ тыр-пула ăçта тата мĕнле вырнаçтармалли, çĕнĕ вăрлăхсем ăçта туянсан лайăхрах пулнине сӳтсе яваççĕ.
Çуракине тухма çĕр пиçсе çитиччен фермер хуçалăхĕсен ассоциацийĕн пайташĕсем пуçтарăнса конференци ирттерчĕç. Çĕр ĕçченĕсемпе тĕл пулса вĕсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшас тĕллевпе унта облаçри ялпа вăрман хуçалăхĕсен тата çутçанталăк пуянлăхĕ-сен министрĕн çумĕ, хальхи вăхăтра унăн ĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Наталья Снежинская, Ульяновск облаçĕ-нчи фермерсен ассоциацийĕн пуçлăхĕ Вячеслав Варганов, Раççейри «Халăх фрончĕ» обществăлла организацин Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕн сопредседателĕ Олег Мустаев килсе çитрĕç. Конференцие В.П. Анисимов ертсе пычĕ.
Чи малтанах фермерсем çуракине хатĕрленсе хăйсем техникăна юсаса хатĕрлесе хунине, вăрлăх, удобренисемпе наркăмăшсене кирлĕ таран туяннине пĕлтерчĕç. «Фермерсем пĕтĕмĕшле çуракине 100 процент хатĕр», - терĕç.
Е.Ф. Сяпуков, Салюкинсем, Г.М. Мулянов, П.А. Узиков хуçалăхĕсенчи ĕç-пуçпа паллаштарчĕç.
Мĕн ытларах пăшăрхантарать-ха фермерсене/ Евгений Сяпуков клейковина кăтартăвĕ тырă хакĕ çине пысăк витĕм кӳнине палăртрĕ. Хăй хуçалăхĕ-нче клейковина кăтартăвне ӳстерессипе мĕнле ĕçлени пирки каласа пачĕ.
Çамрăк фермер Виктор Салюкин сăра вĕретмелли ятарлă сортлă урпа ӳстернин усси пирки каларĕ. Кун пек вăрлăха ăçта туянма пулнине ĕçтешĕ-сене пĕлтерчĕ.
Геннадий Мулянов фермерсем пĕрле 25-мĕш хут çур аки ирттернине аса илчĕ. Хăйне евĕр юбилей.
-Иртнĕ çул тыр-пулă нумай туса илтĕмĕр, анчах унăн хакĕ йӳнелчĕ. Паянхи кунччен тырă сутатпăр. Акмалли вăрлăха вара чи лайăх сортлисене ют çĕрте туянатпăр. Çавăнпа тыр-пул туса илекенĕн выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлени питĕ усăллă. Пирĕн кăçалхи планра - çĕнĕ технологисемпе ĕçлекен ĕне вити çĕклесе лартасси. Çакăн валли 20 миллион тенкĕ кирлĕ пулать, - терĕ вăл.
Патшалăх пулăшăвне туйнине, машина-трактор туянма кредит пани пысăк пулăшу пулнине палăртрĕç паянхи çĕр хуçисем. Унсăрăн ĕçлеме май çук. Тĕслĕхрен, Павел Узиковăн, Николай Ивандеевăн, Вячеслав Салюкинăн хуçалăхĕсем пĕлтĕр çĕнĕ техникăпа пуянланнă.
Çĕнĕ йышши, чăтăмлă, темĕнле ĕç те тума пултаракан техникăсăр паян фермерсене аталанма йывăр. Вĕсене çĕмĕрĕлсен юсаттармалли, саппас пайĕсене туянмалли вырăн вăл – Ульяновскри «Спецтехснаб» предприяти. Фермерсене хăш енĕпе пулăшу алли тăсма пултарнине унăн директорĕ Сергей Албутов каласа пачĕ. Кăçал Чăнлă районĕнче тырă алласа типĕтмелли икĕ йĕтем тума палăртнине пĕлтерчĕ.
Конференцире калаçу усăллă пулчĕ, хуçалăх ертӳçисенчен кашни хăйне кăсăклантаракан ыйтусене пачĕ, пĕр-пĕр çĕнĕ информаци пĕлме тăрăшрĕ.
Уйрăмах нумай ыйту ялхуçалăх министрĕн çумĕ Наталья Снежинская патне пулчĕ: вăрлăхсене ăçта сутма май пурри, мĕншĕн хуçалăхсем вăрлăхсене хамăр регионтан мар – ытти регионсенчен туянни, мĕншĕн кивçен илме йывăрланса пыни, элитлă вăрлăх туянакансене банксем мĕншĕн кредит паманни, мĕншĕн рапс ӳстерме субсиди уйăрманни, çĕр улмине фермерсем ниçта та сутайманни... Паян фермерсем планпа, мĕн чухлĕ мĕнле культура акса илмеллине пĕлсе ĕçлесшĕн. Çĕр ĕçне министерство планпа йĕркелесе пыма пуçласса кĕтеççĕ. Çакăн пек тума ыйтаççĕ. Наталья Владимировна кашни ыйтăва хурав пачĕ, нумайăшне пулăшма пулчĕ.
Н.В. Снежинская хăйĕн сăмахĕнче фермерсене акакан çĕрсене вăхăтра регистрацилеме ыйтрĕ. Унсăрăн – пурне те пысăк штраф кĕтет. Документсемпе ĕçлесси – пысăк явап ыйтнине тепĕр хут аса илтерчĕ. Çав вăхăтрах савăнтармалли хыпарсем те пулчĕç унăн: кăçал хĕвелçаврăнăш, сахăр чĕкĕнтĕрĕ ӳстерекенсене патшалăх субсиди уйăрнă.
- Иртнĕ çул пирĕн çĕршыв хуçалăхĕ-сем питĕ нумай тыр-пул туса илчĕç 100 миллион тонна. Раççее кун чухлĕ кирлĕ мар. Выльăх-чĕрлĕх ӳстерекенсем те сахал. Ют çĕршывсене сутасси вара – йывăр ыйту. Пур енчен те санкцисемпе хĕсеççĕ. Шел, хуçалăхсенчен туянакан сĕт хакĕ те чакса пырать, - пĕлтерчĕ Наталья Снежинская.
- Ассоциаци пире нумай çăмăллăхсем парать. Эпĕ, тĕслĕхрен, унăн урлă техника туянатăп. Пире ĕçлеме ан кансĕ-рлеччĕр. Çавă чи пахи. Тата тепĕр самант, ачасене хамăр ĕçе явăçтарасси, пĕрле ĕçлесси, - пытармарĕ шухăшне Николай Ивандеев.
Ульяновск облаçĕнчи фермерсен ассоциацийĕн ертӳçине Вячеслав Варганова итлеме питĕ кăмăллă пулчĕ.
Вячеслав Федорович сăмахне цифрăсенчен пуçларĕ: облаçра 10 çул каяллипе танлаштарсан акмалли çĕр лаптăкĕ 10 хут ӳснĕ.
- Облаçри фермерсен ассоциацийĕнче 500 хуçалăх тăрать. Юлашки 5 çулта пирĕн облаçра фермер хуçалăхĕсен шучĕ 200 ӳсрĕ. Раççейри ку кăтарту вара чакса пырать. Эпĕ фермерсен ĕçне ачисем тăсса пынишĕн савăнатăп: Муляновсем, Сяпуковсем, Салюкинсем, Узиковсем, Ивандеевсем, Долговсем, Ширтановсем, Красновсем тата ыттисем çемйипе ĕçлеççĕ, - терĕ.
Фермерсем кăçал 201 грант илнĕ, вĕсенчен 19-шĕ Чăнлă районĕнчен. Çитменлĕхсене те пытармарĕ В.Ф. Варганов. Ку вăл – фермерсем çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеменни, ял ĕçченĕ-сен ĕç укçи пĕчĕкки. Фермерсене аталанма чăрмантаракан пулăмсем: электричество хакĕ ахаль çынсеннипе танлаштарсан 2 хут пысăкраххи, пысăк агрохолдингсем патшалăхăн пулăшăвне ытларах илнипе фермерсене пусарни, тыр-пул хакĕ йӳнĕ пулни, район администрацийĕ пулăшу аллине тăсманни.
-Грант илме йывăрланса пырать. Комисси членĕсем грант тăратакансем патне çитсе вырăнта мĕн тунине тĕрĕслĕç, - терĕ вăл. Техникăна агролизинг майĕпе туянма сĕнчĕ.
Конференцире Мускава ВДНХра иртмелли фермерсен съездне каякан делегатсене палăртрĕç: Н.Г.Ивандеев, В.В.Салюкин, Е.Ф.Сяпуков, П.А.Узиков.
Çаплах В.Ф.Варганов фермерсене районти, çĕршыври политика пулăмĕ-сенчен юлмасăр, пурнăçпа тан пыма, тĕрлĕ шайлă суйлавсенче хăйсен кандидатурине тăратма ыйтрĕ.
Конференци вĕçĕнче фермерсем резолюци йышăнчĕç. Уншăн пурте сасăларĕç.
УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев Чăнлă районĕнчен Шупашкара И.Я. Яковлев 170 çул тултарнине халалланă мероприятие каякансене палăртрĕ, ЧР министрсен кабинетĕнчи Ульяновск облаçĕн представительне çак кунсенче Анатолий Узикова çирĕплетнине пĕлтерчĕ.
 
: 189, Хаçат: 17 (1470), Категори: ял хусалахе

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: